Эсрелшӗн пулсан пурпӗрех, куланайне ҫулран-ҫул ӳстерсе пырать. Кӑҫал вара Ватрас тем пек ҫине тӑрсан та апат-ҫимӗҫ сахал пухӑнчӗ.
— Ҫакӑ кӑна-и?! — кӑшкӑрса ячӗ нӳкерсен пуҫлӑхӗ Озал. — Мӗн эсӗ, Ватрас, манран кулма шутларӑн-им? Ҫакӑн чухлӗ япалапа Эсрел умне курӑнсан… Ман пуҫӑм та, сан пуҫу та сирпӗнет. Ӗҫлейми пулнӑ иккен эсӗ.
— Мӗн пама пултарнине ҫӗнӗ ҫул умӗнех панӑччӗха. Ку вара — май килнӗ таран.
— Сахал ку. Эсреле нумайрах кирлӗ! Пуҫтар халӑхна!
Ватрас тарҫисене чӗнсе илчӗ те ялсем тӑрӑх тухса хырҫӑ карчӗсене тепӗр хут тӗрӗслеме хушрӗ. Эсрел тарҫисем те вӗсемпе пӗрлех кайрӗҫ. Ҫапла шанчӑклӑрах пулать терӗҫ пулӗ. Кӗҫех ҫынсене тыта-тыта киле пуҫларӗҫ. Куланай парайманнисене ӗнтӗ. Лешсем вара икӗ хуҫа умне чӗркуҫленсе ларса йӑлӑнаҫҫӗ, куланая кӗркуннене е тепӗр ҫула куҫарма ыйтаҫҫӗ. Эсрел ҫынни килӗшмест, нимӗн те ҫук тенине ӗненместӗп тет, вӑрҫать, сурать, нухайккапа ҫапа-ҫапа илет. Ҫыннисем пур пӗрех нимӗн те шарламаҫҫӗ, пуҫне чиксе тӑраҫҫӗ. Сӑмах чӗнменни пушшех тарӑхтарса ячӗ. Вара ҫакӑ, урса кайнӑскер, хӑй ҫыннисене темле хушу турӗ. Лешсем чӑвашсене пӗрле илсе килнӗ сӑран михӗсенчи шӗвеке ӗҫтерме тытӑнчӗҫ. Хаяр эрех иккен. Ҫак усал шӗвек хӑй ӗҫне турех. Ӳсӗр ҫынсем чӗлхе чаракне ҫухатрӗҫ.
Акӑ пӗри Ватрас умнерех пырса тӑчӗ те ятлаҫма тытӑнчӗ. «Ватрас, эсӗ начар турхан, хӑв халӑхна сыхлама пултараймастӑн. Эсрел умӗнче чӗтресе пурӑнатӑн, хӑвшӑн ҫеҫ тӑрӑшатӑн», — терӗ.
— Чарӑн! Хуп ҫӑварна! — кӑшкӑрчӗ Ватрас.
— Эпир панӑ ылтӑн-кӗмӗле ӑҫта хутӑн тата? — чарӑнмарӗ лешӗ.
— Ӑна веҫех Эсреле парса янӑ.
— Чим-ха, чӑвашсен пуҫӗнче те кӗмӗл тетчӗҫ мари-ҫак. Ҫук, темшӗн ҫакна курмастӑп. Е пытарса усратӑр?!
— Пытармасассӑн ҫара кут тӑратса хӑваратӑр вӗт, — персе ячӗ пӗр ӳсӗр хӗрарӑм.
— Эсӗ халӗ те ҫара кутах мар-и вара? — шӳтлеме пикенчӗ тахӑшӗ.
Пуҫланчӗ вара тавлашу, харкашу. Ют ҫӗртен килнӗ пуҫлӑха шӑпах ҫакӑ кирлӗ пулнӑ та. Ватрас пӗлменни те чылай палӑрчӗ. Ӳсӗр чӑвашсем хуллен хӑюлланса пычӗҫ, ҫав хаяр шӗвеке ыйтса ӗҫекенсем те тупӑнчӗҫ. Ун пек чухне пуҫра мӗн пурри чӗлхе ҫине хӑвӑрт тухса ӳкет ҫав. Эсрел ҫынни эрех ярса пама чарчӗ те хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ.
— Кам мӗн пытарнине каламасӑр урӑх ярса памастӑп, — терӗ.
Пӗри чӑтаймарӗ, кӳршӗ хӗрӗ ӗнер кӑна тухьяпа ҫӳрени ҫинчен каларӗ, тепри тата ҫитӗннӗ хӗрне ӑҫта хупса усранине систерчӗ. Пӗр-пӗрне сутрӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хырҫӑ калӑпӑшӗ кӑштах ӳсрӗ, анчах пурпӗрех сахал пухӑнчӗ. Нимӗн те парайманнисене пӗр рете тӑратрӗҫ те чӑпӑрккапа ислетме тытӑнчӗҫ. Хыҫалта тӑракан Пӑрчкан чӑтса тӑраймарӗ, кӑшкӑрса ячӗ:
— Озал! Йыттусене чар-ха! Вара эсӗ ыйтнине калӑп!
Пуҫлӑх аллине ҫӗклесенех лешсем чарӑнчӗҫ.
— Кала эппин. Кӗтетӗп. Атту…
— Лешӗ вӑл, эсӗ пӗлесшӗн ҫунаканни, аслӑ хӗрӗм пулать, — терӗ Пӑрчкан.
— Ну юрӗ, ярӑр ирӗке. Анчах кунтах юлччӑр, — хушрӗ пуҫлӑх хӑй шухӑшлани пурнӑҫа кӗнишӗн савӑнса. — Ватрас! Кун пек ырхан лавсене Эсрел курсассӑн хӑвна мӗн кӗтнине чухлатӑн-и? Пӗлтӗрхипе те питӗ кӑмӑлсӑрччӗ вӑл. Кунта эпӗ пӗр ҫӑлӑнӑҫ кӑна куратӑп — Эсрел валли чиперккесем парса ярасчӗ санӑн… Шутла, Ватрас, шутла, Эсрел хӑватли пирки аса илтерме кирлех те мар пуль тетӗп.
Ҫичютран килнӗ хуҫа кӑштах кулса илчӗ те турхан патне пырса ыттисем илтмелле мар темӗскер каларӗ. Лешӗ уксах тарҫине чӗнсе илчӗ те парӑмлӑ ҫемьесенчи ҫитӗннӗ хӗрсене пурне те кунта илсе килме хушрӗ. Кунта тӑракан ашшӗ-амӑшӗ килелле тапса сикрӗ, анчах Эсрел тарҫисем тытса чарчӗҫ, пӗрне те ямарӗҫ.
Кӗҫех таврара кӑшкӑрашни, макӑрни илтӗнме пуҫларӗ, хӗрсене илсе килчӗҫ. Пӗр рете тӑратсан Эсрел ҫынни суйлама пуҫларӗ: хулпуҫҫинчен тытса пӑхать, кӗпе аркине ҫӗклесе урисене тӗрӗслет, шӑлӗсене пӑхас тесе ҫӑварне уҫтарать. Лешсем именнипе ниҫта кайса кӗреймеҫҫӗ, анчах тарма ҫук, вӑрӑм сӑнӑллисем, нухайкаллисем юнашарах тӑраҫҫӗ.
— Ку лутраскерсене мӗн тума илсе килнӗ тата? Эсре ле кун пеккисем кирлӗ мар, ӑрӑва вӗтетеҫҫӗ вӗсем, — ятлаҫса илчӗ Озал.
Илсе кайма пиллӗкӗш кӑна юрӑхлӑ пулчӗҫ. Питӗ макӑрнине курсассӑн Эсрел ҫынни шӳтлеме пикенчӗ.