Выбрать главу

— Ҫӑтмаха каятӑр вӗт. Тӑраниччен апат-ҫимӗҫ, чӑнчӑн арҫынсем… Сирӗн халӗ макӑрса сӑна чакармалла мар, Эсрел умӗнче хитререх курӑнма пӗлмелле. Вара сире те ҫӑмӑллӑх пулӗ, — терӗ куҫӗсене шӑлса тӑракан амӑшӗсем патнелле ҫавӑрӑнса.

Эсрел валли пухнӑ тупрана турттарса кайма лашисемпе ураписене турханӑн хӑйӗн хатӗрлемелле. Паян та ҫавах, анчах тӑватӑ лав кӑна кирлӗ пулчӗ. Хӗрсене вара юланутҫӑсем хӑйсен умне лартрӗҫ. Юлашки эрехе Ватраса парса хӑварчӗҫ. Эсрел ҫӗршывӗнче пурте урӑ пур нӑҫпа пурӑнаҫҫӗ иккен. Ӳсӗр ҫынна курсассӑн тӳрех вӗлереҫҫӗ. Пуҫлӑх хушнипе ӗнтӗ. Ун шучӗпе ҫак кӑварлӑ шӗвеке тӑшмансене ӗҫтермелле е унпа хырҫӑ пухнӑ ҫӗрте меллӗрех усӑ курмалла. Ӳсӗр халӑх хӑрушӑ мар. Кӑшкӑрашнисӗр пуҫне нимех те ҫуккӑ. Ӗлӗкрех алла хӗҫ тытса хирӗҫ тӑракансем те тупӑнатчӗҫ, халӗ вара пӑтрашу кӑна. Лешсем тухса кайсассӑн кунта мӗн пулса иртнине ӑнланма май ҫук. Пӗри юрлать, тепри макӑрать, виҫҫӗмӗшсем пӗрне-пӗри ярса тытнӑ та сӑмсаран юн тухиччен чышкӑпа тӑрслаттараҫҫӗ. Турхан тарҫисем хӑваланипе кӑна саланса пӗтрӗҫ. Эрех ыйтакансем те тупӑнчӗҫ. Ватрас пама хушмарӗ. Ялти шӑв-шав ҫур ҫӗр тӗлнелле кӑна лӑпланчӗ…

Тепӗр кунне халӑха хулӑн сасӑллӑ сӑрнай вӑратрӗ. Мӑчавӑр чӗннипе чӳк тума каймалла иккен вӑрман хӗрринчи ятарлӑ вырӑна. Кунти кашни йывӑҫа, кашни тункатана пулӑшу паракан вӑй вырӑнне хурса чыслаҫҫӗ. Пӗтӗм ӗҫе мӑчавӑр ертсе пынипе туса пыраҫҫӗ.

— Веҫех хамӑр айӑплӑ, — пуҫларӗ мӑчавӑр. — Тырӑ лайӑхрах пултӑр тесессӗн Турӑ аллине ларма пӗлмелле, чӳк тумалла. Эй, хура халӑх! Турра парне парар-и?

— Парас! Парас! — кӑшкӑрчӗҫ пухӑннисем.

— Эй, хура халӑх! Ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ пуласшӑн-и эсӗ?

— Пуласчӗ, ҫӑкӑрлӑ пуласчӗ.

— Апла пулсассӑн кӗлле тӑрар.

Мӑчавӑр хӗвел тухӑҫнелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ. Ун хыҫҫӑн ыттисем те ҫавӑнталла пӑхрӗҫ, чӗркуҫленсе ларчӗҫ. Мӑчавӑр хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ.

— Эй Турӑ, Ҫӳлти Турӑ! Санран пулни пурте усӑллӑ, пурте аван. Ҫавӑнпа сана эпир яланах тивӗҫлипе чӳклетпӗр!

— Чӳклетпӗр! Чӳклетпӗр!

— Чӑваш йӑхӗ сыпӑкран сыпӑка ӗрчесе тӑтӑр, вӗсене пур инкекрен те хӑтарса пыр, мӗнпур тӑшманран, усалран, чир-чӗртен, вут-кӑвар тухассинчен, выҫлӑхран сыхласа тӑр.

— Сыхласа тӑр! Сыхласа тӑр!

— Мӑн Турӑ, ҫырлах.

— Мӑн Турӑ, ҫырлах.

— Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах.

— Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах.

— Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах.

— Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, ҫырлах.

— Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, ҫырлах.

— Пихампар, ҫырлах.

— Пихампар, ҫырлах.

— Ана Амӑшӗ, ҫырлах.

— Ана Амӑшӗ, ҫырлах.

— Ҫут ҫанталӑк тытан, ҫырлах.

— Ҫут ҫанталӑк тытан, ҫырлах.

— Ҫӗр-шыв тытан, ҫырлах.

— Ҫӗр-шыв тытан, ҫырлах.

— Хӗвел, ҫырлах.

— Хӗвел, ҫырлах.

— Уйӑх, ҫырлах.

— Уйӑх, ҫырлах.

— Эй, Турӑ, Ҫӳлти Турӑ! Карта тулли выльӑх пар. Тырра-пулла перекет пар!

— Карта тулли выльӑх пар, тырра-пулла перекет пар!

— Эпир сана хамӑр енчен чи вӑйлине…

— Чи вӑйлине…

— Чи хастаррине, чи хаклине…

— Чи хастаррине, чи хаклине…

— Кӗтӳ пуҫлӑхне паратпӑр!

— Кӗтӳ пуҫлӑхне паратпӑр!

— Ҫак хӗрлӗ вӑкӑра йышӑн, парне начар тесе ан ӳпкелеш!

— Парне начар тесе ан ӳпкелеш!

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн пурте ура ҫине тӑчӗҫ те тин ҫеҫ пуснӑ вӑкӑр какайӗпе пӗҫернӗ пӑри пӑтти астиврӗҫ. Юлнӑ апатне киле юлнӑ ватӑсем валли парса ячӗҫ. Вӑкӑр шӑммисене пӗр ҫӗре пухса ҫунтарчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ саланса пӗтсессӗн ҫамрӑксем вӑйӑ пуҫларӗҫ, юрларӗҫ, ташларӗҫ, вылярӗҫ. Нарпи Алмаса куҫран вӗҫертмерӗ, унпа юнашар пулма тӑрӑшрӗ. Карталанса юрланӑ чухне иккӗшӗн аллисем пӗрлешни вара Нарпишӗн чӑннипех те савӑнӑҫ пулчӗ. Ҫак чиперкке аллинчен мӗнле ҫепӗҫлӗх, ӑшӑлӑх тапса тӑнине Алмас та сисрӗ, вӑйӑран килнӗ чухне те пӗрлех утса пычӗ, хӗре киле ҫитиех ӑсатса ячӗ, анчах хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмне пӗлтерме шутламарӗ, ырӑ каҫ сунчӗ те уйрӑлчӗ. Ҫапах та ҫак пултаруллӑ хӗрпе (кӑвар ҫинче ташлама хӑюлӑх ҫитерет вӗт-ха!) пӗрле пулнӑ хыҫҫӑн каччӑн чунӗнче темле лӑпкӑлӑх сисӗне пуҫларӗ. Пӗччен мар иккен вӑл, юлташлӑ, туслӑ пулма тивӗҫ хӗр те пур.

Алмас килелле утнӑ чухне кашкӑр улани илтӗнсе кайрӗ. Сасси инҫе пулсассӑн та, Алмас хӑвӑртрах утма пуҫларӗ. Кашкӑр кашкӑрах вӗт, ӑслӑ та хӑюллӑ чӗрчун. Унтан тем те кӗтме пулать. Алмас чупнӑ пекех васкаса киле кӗчӗ. Кунта ҫывӑрма шутламаҫҫӗ те иккен, тӑваттӑн калаҫса лараҫҫӗ: Ватрас, Амине, Пӑрчкан тата мӑчавӑр.

— Инҫех мар кашкӑрсем улаҫҫӗ, — терӗ Алмас.

— Илтрӗмӗр-ха, ахальтен пулас ҫук,- пӗлтерчӗ Ватрас.

— Хуйхӑ-суйхӑнах ӗнтӗ,- хутшӑнчӗ калаҫӑва Амине.

— Ҫук, — терӗ татӑклӑн Пӑрчкан. — Ку вӑл ҫула йыхӑрса улани. Вӑл ман хӑлхара ӗмӗрлӗхех юлчӗ. Ҫак сасӑ хыҫҫӑн килтӗм те ӗнтӗ тӑван ене. Мӗншӗн ҫула чӗннине те тавҫӑратӑп эпӗ. Ватрас, ҫакӑнтан тармалла сирӗн. Унсӑрӑн пӗтетӗр. Эсрел тӗп тӑвать.