Выбрать главу

— Эпӗ те ҫаплах шутлатӑп, — терӗ Амине. — Пӗтетпӗр капла. Улӑпне те темшӗн вӑратаймарӗҫ. Хытӑ сыхлаҫҫӗ пулас.

— Ку хутӗнче, тен, вӑратӗҫ-ха. Кӗтмелли нумай юлмарӗ, — терӗ мӑчавӑр. — Енчен ку хутӗнче те ӗҫ тухмасассӑн, пурӑнмалли вырӑна улӑштарма тивӗ. Ҫурҫӗрелле сӗм вӑрмансем пур теҫҫӗ.

Ҫак самантра каллех кашкӑр сасси илтӗнсе кайрӗ. Инҫех те мар пулас.

— Чим-ха, — терӗ Пӑрчкан, — тухса кӑшкӑрам, лӑплантарам ӑна.

— Кашкӑр чӗлхине те пӗлет иккен ку, — терӗ Амине Пӑрчкан тухсан.

Айккинче итлесе тӑракан Алмас чӑтса тӑраймарӗ, хӑйне тахҫантанпах канӑҫ паман шухӑша каларӗ:

— Атте, кала-ха, пирӗн мӗншӗн ҫар ҫуккӑ вара. Нивушлӗ Эсреле хирӗҫ тӑма май ҫук.

— Ывӑлӑм, эсӗ ҫамрӑк-ха, чылай япалана пӗлместӗн. Эсрел вӑл ҫав тери вӑйлӑ та хӑрушӑскер. Ун патне пур енчен те пурлӑх юхса пырать. Нӳкерӗсем унӑн пурте хурҫӑ хӗҫӗпе, тимӗр вӗҫлӗ сӑнӑпа. Ҫарӗ вара ҫав тери йышлӑскер, юланут ҫине ларса ҫула тухсассӑн пӗлӗте ҫӗкленнӗ тусан хӗвеле те хупласа лартать. Хамӑр ҫар пирки… Вӑл тахҫан пирӗн те пулнӑ теҫҫӗ, Улӑп ертсе пынӑ ӑна. Халӗ вара хӑвах куратӑн… Вӑйсем пӗр тан мар пирӗн.

— Ку Улӑпӗ вара? — пӗлме тӑрӑшрӗ Алмас.

— Кун пирки темле халап та ҫӳрет, — терӗ мӑчавӑр. — Атте мана ҫапла каласа панӑччӗ: «Тахҫан ӗлӗкех чӑвашсемпе юнашар ытти халӑхсем те пурӑннӑ. Пӗрин пуҫлӑхӗ Эсрел ятлӑскер пулнӑ тет. Пӗррехинче вӑл Улӑпа хӑй патне хӑнана чӗнет. Лешӗ килӗшет, кӳршӗсемпе лайӑх пурӑнмалла вӗт-ха. Тутлӑ ҫимӗҫпе хӑналанӑ хушӑра Эсрел ҫапла калать тет: «Эсӗ те вӑйлӑ, эпӗ те вӑйлӑ, атя иксӗмӗр пӗрле пӗтӗм тӗнчене ҫӗнсе илер. Вара пирӗнтен асли, пирӗнтен пуянни никам та пулмӗ». «Ку маншӑн пачах кӗтмен сӑмах, шутласа пӑхӑп-ха», — тет Улӑп. Каялла таврӑнма тӑрсассӑн Эсрел ӑна ҫӗр выртмасӑр ан кай-ха тесе ӳкӗтлет. Лешӗ куҫне хупсассӑнах пӗр тухатмӑш хӗрарӑм ӑна вӑранмалла марах ҫывратса ярать. Вӑт ҫапла, те тӗрӗс, те урӑхла — калама пултараймастӑп.

Улӑп ҫывӑрса кайсанах Эсрел чӑвашсене хирӗҫ вӑрҫӑпа килет. Вӑйлӑ ҫапӑҫаҫҫӗ, анчах Улӑп ҫукки сисӗнет ҫав. Эсрел ҫӗнтерет. Чӑваш нуши шӑпах ҫавӑнтан пуҫланать те ӗнтӗ. Пӗтӗмпех Эсрел мӗн хушнине туса пыма тивет, турхансене те вӑлах суйласа лартать.

Миҫе хутчен Улӑпа вӑратма хӑтланман пулӗ чӑвашсем, ӗҫ тухман. Керем патне ҫитсе вӑрттӑн сӑнаса тӑракансем те пулнӑ, анчах кӗреймен. Пӗрисем ҫавӑнтах выртса юлнӑ, теприсем аран-аран тарса ҫӑлӑннӑ.

Турханпа мӑчавӑр вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: ку хутӗнче те Улӑп патне ҫитеймесессӗн, кунтан тармах тивет.

IV

Озал килсе кайнӑранпа вӑхӑт нумай та иртменччӗ, каялла вӗҫтерсе те ҫитрӗ. Ку хутӗнче вара илемлӗ кӳмепе. Унпа пӗрле юланутҫӑсем — тӗреклӗ нӳкерсем. Шӗвӗр сӑнӑ вӗҫӗсем хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, хӗҫҫисем те ҫирӗп хурҫӑран. Таврара халӗ вӗсене хирӗҫ тӑма пултаракан вӑй ҫук. Мӗн тӑвас теҫҫӗ, ҫавна тума пултараҫҫӗ, никамран та нимӗн те ыйтса тӑмаҫҫӗ.

Акӑ, кӳме кӳлнӗ лашасем Ватрас килӗ патне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Кӗтсе илекенсем вара йышлӑнах мар, турханӑн ҫывӑх тарҫисем кӑна. Усал хыпар утпа ҫӳрет тенӗ пек, ял ҫыннисем кунталла кам ҫывхарнине сиссессӗнех килӗсене тарса кӗнӗ, хӑшӗ-пӗри пытанма та шут тытнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, Эсрел енчен ырӑпа килекен пулас ҫук.

Кӳмерен малтан Озал тухрӗ, ун хыҫҫӑн — ҫамрӑк хӗрарӑм. Кӗтмен хӑна Ватрас патне пырса алӑ пачӗ те: «Ку манӑн арӑм пулать, Селиме ятлӑ», — терӗ.

Лешӗ пиҫнӗ ҫӗмӗрт пек хура куҫӗсемпе турхан ҫине именӳллӗн пӑхса илчӗ те пуҫне пӗкрӗ. Ак тамаша, Ватрас чӗрине темӗскер чӗпӗтсе илнӗ пекех туйӑнса кайрӗ. Мӗншӗн ҫак чиперкке питӗ палланӑ ҫын пек курӑнать. Пысӑк куҫсем, ҫӳхе тута, илемлӗ янах шӑмми…

— Пӑрчкан ӑҫта? — ыйтрӗ Озал.

— Пӳртреччӗ пулас, — терӗ Ватрас.

— Кӗрер апла, — аллине сулчӗ Озал ҫамрӑк арӑмӗ ҫине пӑхса илсе.

— Эй, хӗрарӑмсем, ӑҫта эсир, — кӑшкӑрчӗ кӗнӗкӗменех Ватрас.

Тӗпелтен Амине тухрӗ.

— Пӑрчкан ӑҫта тата?

— Кунтах-ха, — илтӗнчӗ хӗрарӑм сасси.

Кӗҫех хӑй те курӑнса кайрӗ. Селиме чӑтса тӑраймарӗ, анне! тесе чупса пычӗ те Пӑрчкана ыталаса илчӗ.

— Селиме, эсех-и ку, хӗрӗм? — терӗ амӑшӗ чӗтрекен сасӑпа. Иккӗшӗн те куҫӗсем шывланчӗҫ.

— Анне, сана илме килтӗм. Текех эпӗ тарҫӑ мар, Озал арӑмӗ, — пӗлтерчӗ хӑйӗн ырӑ шухӑшне Селиме. — Упӑшкам та кунтах.

— Эпӗ те кунтах, — сасӑ пачӗ Озал.

— Ав мӗнле иккен ӗҫсем, — терӗ Пӑрчкан хӑвӑрт капланса килнӗ ҫиллине чарса. Озал ятне илтсенех пӗтӗм ӳтне сивӗ ҫапрӗ. Эппин вӑл хӑй хӗрне качча илнӗ. Лешӗ, паллах, пӗлмест. Тен, пӗлмелле те мар. Ҫапла лайӑхрах та пулӗ. Халӗ пурпӗрех нимӗн те тума ҫук. Пӑрчкан хаш! сывласа илчӗ те лӑпланчӗ.