— Кӑмӑлу пулсассӑн эпӗ хирӗҫ мар, — сасӑ пачӗ Озал.
— Анне, манӑн санпа пӗрлех пурӑнас килет. Хӗрӳ текех чухӑн мар.
— Пӗрле пурӑннине мӗн ҫиттӗр ӗнтӗ, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Амине кӗтнӗ самант ҫитнишӗн хӗпӗртесе.
Сӑлтавӗ пурах ҫав. Пӑрчкан кунта пурӑнма пуҫлани килти лару-тӑрӑва самаях улӑштарчӗ пек. Те Аминешӗн кӑна ҫапла пек туйӑнать, те чӑнах та ҫавӑн пек. Хӗрарӑм чӗри сисетех ҫав. Ватрас Пӑрчкана хӗрхенни паллӑ-ха ӗнтӗ. Анчах ҫак хӗрхенӳре темле кӑмӑл турамӗ те пур пек. Ӗлӗкхи юрату туйӑмӗ пачах сӳнмен пулас. Тепӗр чухне тата Ватрас Пӑрчканшӑн тем тума та хатӗр пек туйӑнать. Ҫитменнине тата ачисем те хӑвӑрт хӑнӑхса ҫитрӗҫ, Пӑрчкан аппа та Пӑрчкан аппа тени кӑна илтӗнет. Уйрӑмах Алмас килӗштерет. Иккӗшӗ калаҫса ларнине Амине пӗрре ҫеҫ курман. Пӑрчканӗ те ютшӑнми пулчӗ, суккӑр пулсассӑн та алӗҫпе те пулин пулӑшма тӑрӑшать. Акӑ, нумаях пулмасть Алмас валли хӗлле тӑхӑнмалли ӑшӑ кӗпе ҫыхса пӗтерчӗ. Халӗ вара Калима валли вӑрӑм чӑлха ҫыхать.
Тепӗр тесессӗн, Аминен кӗвӗҫме сӑлтавӗ пысӑках та мар пек. Йывӑр хуйхӑпа хуҫӑлнӑ куҫсӑр хӗрарӑм Аминепе танлашма пултараймасть ӗнтӗ. Ҫав хушӑрах ҫынсем калаҫнине илтсессӗн…
Халӑх ҫӑварне шӑналӑк карма ҫук. Ватрас икӗ арӑмпа пурӑнать тесе шӑл йӗрекенсем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ.
Ытла та кӗтмен ҫӗртен сиксе тухрӗ-ҫке ҫак самант. Пӑрчканӑн халӗ мӗн тумалла-ха? Мӗнле ҫулпа кайсассӑн тӗрӗсрех пулӗ-ши? Ашшӗ хӑй хӗрӗпе пурӑннине мӗнле чӑтса ирттермелле-ха? Селиме калаҫӑвне илтсессӗн вӑл хӑйне телейлӗ хӗрарӑм пекех тыткалани сисӗнет. Начар ҫын арӑмӗ мар вӗт-ха. Юлашки вӑхӑтра тата чи кирлӗ ӗҫсене Эсрел ытларах Озала хушать.
— Анне, ман сана пӗртте ют ҫын патӗнче усрас килмест. Сӑмахлӑ ҫӑкӑр пыра хырать теҫҫӗ.
Ҫак сӑмахсене илтсен Ватрас кӑштах сӑнран улшӑнчӗ пек. Сӑмахлӑ ҫӑкӑр… Мӗншӗн ҫапла калать вара вӑл? Тепӗр тесессӗн, амӑшӗ хӑйӗн ӗлӗкхи тусӗ патӗнче пурӑннине ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл. Турхан килӗнче ҫӑкӑр ҫителӗклӗ. Пӑрчкан сывлӑхӗ те самаях лайӑхланчӗ, сӑнран та улшӑнчӗ. Тимлӗрех пӑхсан ҫамрӑк чухнехи илеме те асӑрхама пулать.
— Пӑрчкан, хӑвӑн ирӗкӳ. Кунтан сана никам та хӑваламасть. Кирлех пулсассӑн уйрӑм пӳрт те лартса парӑпӑр. Нимепе пуҫӑнсан часах пулӗ. Хӑвна пӑхакансене те тупӑпӑр, — терӗ Ватрас ҫамрӑк тусӗ иккӗленсе тӑнине сиссе.
— Хӗрӗм, ырӑ кӑмӑлушӑн тавах сана. Мана кунтах лайӑх, читлӗхри ырлӑх кирлӗ мар. Маншӑн Ватрас ҫӑкӑрӗпе пурӑнни хӑех пысӑк парне.
«Пӑх-ха эсӗ ӑна, ниепле те килӗшмест, — шутласа илчӗ Амине. — Ӗмӗрӗме ҫак куҫсӑр хӗрарӑмпах пурӑнса ирттерме тивет-ши вара?» Каламалли сӑмахӗсем те пурччӗ те-ха унӑн, Ватрасран иртеймерӗ. Турхан сӑмахӗ халӑхра ҫеҫ мар, килте те саккун.
— Кунтах юлатӑп. Вилсессӗн те аттепе анне выртнӑ ҫӗре лекесчӗ, — терӗ татӑклӑн Пӑрчкан.
«Вилӗме аса илет тата. Мӗнле ҫинине пӑхсан ҫӗр ҫула та ҫитӗ. Куҫӗ курманни ҫеҫ, ытти пурте сывах хӑйӗн. Тен, эпӗ ҫук чухне Ватрас ун ҫумне кӗрсе выртмасть пуль те», — ҫуралчӗ чӑн-чӑн кӗвӗҫӳ туйӑмӗ. Амине тарӑхнипе алӑк патнелле утрӗ.
— Амӑшӗ, хӑнасем валли апат хатӗрле-ха. Лешсене те ҫитерме тивет пулӗ, — хушрӗ турхан…
Озал паян хырҫӑ пухма килменнине ҫынсем чухласа илчӗҫ ӗнтӗ. Чӑтса тӑраймарӗҫ, турхан килӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ. Нарпи те кунтах. Сасартӑк турхан килӗнче кӑшкӑрашни, макӑрни илтӗнсе кайрӗ. Тухрӗҫ. Малта арҫынсем. Ҫынсем пурте пуҫне чикрӗҫ, калпакӗсене хывса хул хушшине хӗстерчӗҫ.
— Озал, тархасшӑн, итле-ха, Алмаса хӑвар. Ун вырӑнне Эсрел ывӑлӗ валли хӗрӗме парӑп! — макӑрса кӑшкӑрчӗ Амине.
— Ҫук! Эсрел мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пекех пулӗ, — татса хучӗ Озал. — Астӑвӑр, вӑл хушнине пурнӑҫламасан — хӑвӑрах пӗлетӗр.
— Ватрас! Мӗн пулса иртет вара кунта? — ыйтрӗ маларах тухса тӑнӑ Чӗкеҫ.
— Алмаса кунта хырҫӑ япӑх пухӑнать тесе салукшӑн илсе каяҫҫӗ, — пӗлтерчӗ турхан.
— Эй, ял-йыш! Ҫамрӑк турхана парса ямалла мар пирӗн! — кӑшкӑрчӗ Чӗкеҫ. Унтан никама пӑхса тӑмасӑр Алмаса аллинчен ярса тытса халӑх хушшинелле сӗтӗрчӗ. Ак тамаша, юнашарах Нарпи те курӑнса кайрӗ, Алмаса тепӗр аллинчен тытрӗ. Анчах ӗҫ ӑнӑҫмарӗ. Эсрел ҫыннисем хӗҫҫисене туртса кӑларсассӑн ҫынсем тарса пӗтрӗҫ. Кусене иккӗшне нухайккапа хӗртрӗҫ. Анчах Нарпи питӗ ыратнинех туймарӗ. Чӑтӑмлӑ вӑл.
Урапа тапранса каяс умӗн Алмас Нарпи еннелле ҫаврӑнса кӑшкӑрчӗ:
— Кӗт мана! Пурпӗрех таврӑнатӑп!
Нарпи макӑра-макӑра килелле утрӗ. Кӗҫех ӑна Чӗкеҫ хӑваласа ҫитрӗ те кӑштах та пулин лӑплантарас тесе сӑмах тапратрӗ.
— Маттур хӗрача эсӗ, Нарпи. Пурте сан пек пулсассӑн… Ҫав хӑравҫӑ арҫынсене вӗсене… Юрататӑн пулас Алмаса. Хӑй те килӗштерет ӗнтӗ, ахальтен-и кӗтме хушрӗ вӑл сана.