— Кӗтме пулӗ-ха. Ҫаврӑнса килейӗ-ши? Эсрел вӗлерсессӗн…
— Ҫук, ҫук. Вӗлересси пирки калаҫу та пулма пултараймасть. Эсреле кирлӗрен илсе кайрӗҫ ӗнтӗ ӑна. Ватрас шанӑҫран тухса пырать пулас. Курӑн ак, Эсрел Алмаса турхана лартӗ. Эсӗ вара турхан арӑмӗ пулса тӑрӑн. Ҫапла пуласса питӗ шанас килет. Маттур эсӗ, Нарпи, аҫу пекех маттур.
— Ман атте мӗнлерех ҫын пулнӑ?
— Кукаҫу каласа памасть-и вара?
— Вӑл ытларах аннене кӑна аса илет ҫав.
— О, сан аҫу пек арҫын ку ялта урӑх пулман та пулӗ. Хитреччӗ, вӑйлӑччӗ. Акатуйсенче кӗрешсе яланах мала тухатчӗ, паттӑр ятне илетчӗ. Санӑн пулас аннӳпе ҫӳренишӗн кӑштах кӗвӗҫеттӗмӗр те, ӑмсанаттӑмӑр та. Анчах вӑйпа юраттарма ҫук. Хам еннелле ҫавӑрас тесе самаях тӑрӑшрӑм, юмӑҫ патне те кайса пӑхрӑм, ӗҫ тухмарӗ. Юлашкинчен вара ман пуҫӑмра хӑрушӑ шухӑш ҫуралчӗ: ҫак юратнӑ арҫынтан ача пултӑр тесе тӗлпулу шырарӑм. Меллӗ самант тупӑнчех.
Пӗрре ҫапла сан аҫу лавпала арманалла кайнине асӑрхарӑм. Эпӗ те килтисенчен ыйтса тӑмасӑрах пӗр михӗ тырӑ тултартӑм та вӗҫтертӗм. Вӑхӑт ун чухне каҫ еннелле сулӑннӑччӗ ӗнтӗ. Эпӗ ҫитнӗ тӗле аҫу авӑртма пуҫланӑ иккен. Унӑн тырри чылай пулнине кура армантах ҫӗр каҫма тиврӗ. Телейлӗ каҫ пулчӗ вӑл маншӑн. Мӗнле пуҫланса кайнине хальхи пекех астӑватӑп, аҫу та куҫ умӗнчех.
Арманта унта ҫӑнӑхӗ мӗнлерех тухнине тӗрӗслесех тӑмалла, вӗтӗ-и, шултрарах-и? — алла илсе пӑхмалла. Шӑпах ҫав самантра эпӗ аҫу патне пытӑм та пичӗ ҫине шап-шурӑ ҫӑнӑх сирпӗтрӗм. Вӑл кула-кула хӑвалама пуҫларӗ. Ярса тытрӗ те хыттӑн чӑмӑртарӗ, тутасем те пӗр-пӗрин патнелле туртӑнчӗҫ…
— Эсӗ те ҫав, Чӗкеҫ, — терӗ Нарпи тӗлӗннипе.
— Юратнӑ эпӗ ӑна. Тен, ҫавӑнпах хама ирӗке ятӑм.
— Авланнӑ пулнӑ-и вара вӑл ун чухне?
— Туйӗ пулманччӗ-ха. Вӑл вӑхӑтра мана тепӗр шухӑш та канӑҫ памастчӗ: тен, савӑшу хыҫҫӑн ман еннелле ҫаврӑнӗ? Ҫук, пулмарӗ. Эпир кунта хамӑр юратупа та хуҫа мар. Веҫех турханпа мӑчавӑр аллинче. Кам кампа мӑшӑрланмаллине ытларах ҫавсем татса параҫҫӗ.
— Ҫакна эпӗ хам та асӑрханӑ-ха. Ачисене пӗрлештерес умӗн пурте кукаҫи патне пыра-пыра каяҫҫӗ. Лешӗ вара йӑх пирки ыйтса пӗлет, ҫывӑх тӑвансен мӑшӑрланма юрамасть тет. Унсӑрӑн ӑру начарланать тет.
— Халӗ вара сана никама каламаннине калас тетӗп. Анчах сӑмах пар, никама та шарламастӑп тесе хӗвелпе уйӑх умӗнче тупа ту.
— Тупа тӑватӑп.
— Ҫӗр ҫырт.
Нарпи чӗркуҫленсе ларчӗ те ҫӑвара тӑпра хыпрӗ. Чӗкеҫ айккинелле пӑхса илчӗ те шӑппӑн:
— Тепӗр тӑхӑр уйӑхран ман ача ҫуралчӗ, — терӗ. — Ывӑл ача.
— Ан тӗлӗнтер-ха. Халь ӑҫта вара вӑл?
— Малтан ҫине тӑрсах кӑкӑр патне туртӑнатчӗ. Виҫҫӗмӗш кунне чирлерӗ, макӑрма пуҫларӗ. Вара эпӗ юмӑҫ патне вӗҫтертӗм. Ҫитнӗ ҫӗре сывлайми те пулчӗ. Юмӑҫ та чӗртеймерӗ. Вилчӗ вӑл.
— Апла эппин вӑл ман пичче пулнӑ.
— Ҫапла пулса тухать ӗнтӗ.
— Пит ют ҫынсемех мар эпир санпала, Нарпи. Пуҫна ан ус, хӗрӗм. Юрататӑн пулсассӑн кӗт. Куратӑн пулӗ, Ватрас та ватӑлса пырать. Ҫамрӑк турхан пулатех ӗнтӗ.
Ҫак калаҫу Нарпи шухӑшне пачах та тепӗр майлӑ ҫавӑрса ячӗ. Чӗкеҫ пирки ахалех япӑх калаҫаҫҫӗ. Тавҫӑруллӑ хӗрарӑмах иккен вӑл. Телейсӗр юрату хуҫнӑ ӑна. Ҫавна пулах вӑл пурнӑҫ ҫине урӑхларах пӑхать, хӑйне те тивӗҫлипе хакламасть. Анчах хӑюллӑхӗ те ҫук мар, Алмасшӑн еплерех сиксе ӳкрӗ вӑл. Тем тума хатӗр.
Чӗкеҫ килне кӗчӗ те каҫхи апат пӗҫерес тесе кӑвайт чӗртме тытӑнчӗ. Ку вӑл час пулакан япала мар. Вутчульне хурҫӑ тимӗрпе ҫапса кӑларнӑ хӗм пӗрчисем малтан ӑвӑ ҫине ӳкрӗҫ. Лешӗ кӑштах мӑкӑрланма тытӑнсан Чӗкеҫ хуллен вӗре-вӗре илчӗ. Ӑвӑ йӑлкӑшсах ҫунма тытӑнчӗ. Кӑвар хуллен ҫӳхе те типӗ хӑйӑсем ҫине куҫрӗ. Вучах чӗрӗлчӗ. Шыв вӗреме кӗрсессӗн типӗ тинкӗле ямалли кӑна юлчӗ.
Шӑп ҫав самантра пӳрт умӗнче ура сасси илтӗнсе кайрӗ. «Тахӑшӗ килет ӗнтӗ», — тесе шутласа илчӗ Чӗкеҫ ҫи-пуҫне, ҫӳҫне тӳрлеткелесе. Пӳрте Амине кӗрсе тӑчӗ. Аллинче пысӑках мар чӗрес. Кил хуҫи кун пек сумлӑ хӑна килессе ӗмӗтленме те пултарайман. Турхан арӑмӗ хӑй ҫитрӗ.
— Алмас кайрӗ те кил пушанса юлчӗ, — пуҫларӗ калаҫӑвне Амине. — Ӑшӑм вӑркать. Никампа калаҫма ҫуккипе килтӗм ӗнтӗ.
— Иртсе лар. Сире валли Пӑрчкан пур мар-и вара? Хирӗҫсе каймарӑр пуль те?
— Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӗнтӗ. Ларать тумлантарнӑ тунката пек. Ватраспа кӑна калаҫарах парать.
— А-а… Ахальтен каламаҫҫӗ пуль ҫав турхан икӗ арӑмпа пурӑнать тесе, — кулса илчӗ Чӗкеҫ. — Кӗвӗҫӳ пурри сисӗнет.
— Чӗкеҫ, пулӑш-ха. Ахаль тумӑп. Эсӗ ҫак пыл чӗрессине илсе ларт-ха, — сӗнчӗ Амине. — Пулӑш мана, тепре пулӑш.
— Мӗн тумалла вара?