— Ҫав Пӑрчканран хӑтӑласчӗ.
— Тупнӑ кулянмалли, кӑлар та яр.
— Ватрас хӳттипе пурӑнать ҫав. Унтан епле иртӗнха. Пулӑш мана, Чӗкеҫ. Ылтӑнӑм та пур. Хӗрхенмӗп.
— Мӗнпе пулӑшӑп-ха сана? Кала эсӗ.
— Хам та пӗлместӗп ҫав. Нимӗн тума аптранипе килтӗм ӗнтӗ.
— Тен, ӑна наркӑмӑш ярса памалла?
— Ун пирки шутласа пӑхнӑ-ха эпӗ, анчах Ватрас хӑвӑрт тавҫӑрса илессӗн туйӑнать. Сӗтел хушшинчи вилӗмӗн сӑлтавне тупма йывӑрах мар. Апат юлашкине йытта парса пӑхӗ те… Кереме кӗлӗ тума кайнисӗр пуҫне ниҫта та тухмасть вӗт-ха.
— Эсӗ ӑна кӳлӗ хӗррине кӗпе ҫума яр хӑв тумна хӑвах ҫу тесе. Унта вара куҫ курӗ. Тӗттӗмленме пуҫласан хуш. Уншӑн пурпӗрех вӗт, яланах тӗттӗм.
Амине ҫапла турӗ те. Пӑрчканӑн хуралнӑ кӗпине кӗл шывӗнче вӗретрӗ. Унтан чирлерӗм пулмалла, пуҫ ыратать тесе кӗпине кӳлӗ хӗррине кайса чӳхеме Пӑрчкана хушрӗ. Лешӗ итлерӗ. Акӑ вӑл хӑрах аллипе кӗпе янӑ йывӑҫ витрене йӑтрӗ те урама тухрӗ. Тепӗр аллинче — туя. Вӑл пулӑшнипе кӳлӗ хӗррине илсе ҫитерекен сукмака тупрӗ. Хӑй тӗрӗс утни пирки те иккӗленмерӗ. Унӑн ҫивӗч хӑлхисем шапасен юррине инҫетренех илтрӗҫ. Кӳлӗ хӗррине ҫитсессӗн туяпа шыва тӗрӗслесе пӑхрӗ те витрери кӗпене кӑларса чӳхеме тытӑнчӗ. Йывӑҫ тӗмми хыҫӗнче пытанса тӑнӑ Чӗкеҫ ун патнелле васкарӗ. Пӑрчкан патне ҫитиччен тӑват-пилӗк утӑм кӑна юлнӑччӗ, ҫӳлтен тахӑшӗ кӑшкӑрчӗ:
— Пӑрчкан аппа, тӑхта-ха, хамах чӳхесе парӑп!
Чӗкеҫ шартах сикрӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ те Калима чупса аннине асӑрхарӗ. Анчах хӑвӑрт тавҫӑрса илчӗ, Пӑрчкан кӗпине хӑй чӳхеме тытӑнчӗ.
— Ах, ҫав Аминене, куҫ курман ҫынна ҫапла кӑларса яма юрать-и вара? — вӑрҫса илчӗ Чӗкеҫ.
Калима та ҫитсе тӑчӗ. Каялла вара виҫҫӗн хӑпарчӗҫ. Уйрӑлнӑ чухне хӑйне пулӑшнӑшӑн Пӑрчкан Чӗкеҫе тав турӗ…
Ҫак ӗҫе Амине те вӑрттӑн сӑнаса тӑчӗ, анчах хӑйне палӑртмарӗ, киле тепӗр енчен пырса кӗчӗ.
Тепӗр кунне Ватрас ялсем тӑрӑх тухса кайрӗ. Унсӑрӑн юрамасть. Сӑнасах тӑмасассӑн пӑхӑнми пулас хӑрушлӑх пур. Ӑна халӗ ытларах тырӑ-пулӑ еплерех ӳсни кӑсӑклантарать. Кӑҫал хырҫӑ нумайрах тӳлесе хӑйне Эсрел умӗнче лайӑхрах кӑтартмалла. Унсӑрӑн Алмаса йывӑр тивет.
Ватрас тухса кайсассӑнах Амине мунча хутса ячӗ. Шывне те нумай йӑтрӗ, вуттине те шеллемерӗ. Мунча кӗме хӑйпе пӗрле Пӑрчкана та илсе кайрӗ. Хывӑнчӗҫ, кӑштах тарласа ларчӗҫ. Пӑрчканӑн ӳчӗ пит ватах та мар пек. Амине мӗнлереххине вара вӑл нихӑҫан та курас ҫук. Милӗкпе те ҫапӑнчӗҫ. Мунча умне тухса сывласа илнӗ хыҫҫӑн Пӑрчкан ҫӑвӑнма тесе урайне ларчӗ. Амине пысӑк тӑм чашӑка ӑшӑ шыв тултарчӗ те Пӑрчкан умне лартса пачӗ. Лешӗ питне ҫума тытӑнчӗ. Ҫав хушӑра Амине мунча кӑмаки умӗнче ларакан савӑтран ҫур витрене яхӑн вӗри шыв илчӗ те Пӑрчкан патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ, лешӗ пуҫне ҫӗкленӗ самантпа усӑ курса вӗреме кӗнӗ шывпа питӗнчен сапрӗ. Лешӗ аллипе питне хупласа кӑшкӑрса ячӗ. Амине витрене айккинелле печӗ те Пӑрчкана хыҫалтан пырса пусса пуҫне шыва чикрӗ, лешӗ тем пек тапалашсассӑн та тытса тӑма вӑй ҫитерчӗ. Чунӗ тухсан ун ҫине татах вӗри шыв сапрӗ. Вара хӑвӑрт тумланчӗ те киле васкарӗ. Кӑштах тӑрсассӑн урамра хӗрсемпе калаҫса тӑракан Калимана чӗнсе илчӗ те Пӑрчкан аппӑшне кайса пӑхма хушрӗ.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Калима чупса кӗчӗ.
— Анне! Пӑрчкан аппа нимӗн те шарламасть, тӑнне те ҫухатнӑ пулмалла, — терӗ макӑрас пек сасӑпа.
Вара вӗсем иккӗшӗ те кӑшт айккинерех ларакан мунчана чупса кайрӗҫ. Амине Пӑрчканӑн юн тымарне тытса пӑхам пекки турӗ, ятран та чӗнсе илчӗ. Лешӗ, паллах, нимӗн те шарламарӗ.
— Ним калама та аптратӑп, те сӗрӗм тивнӗ, те вӗри шывпа пиҫсе кайнӑ? Мӗншӗн пӗччен хӑвартӑм-ши? Пуҫӑм ыратнӑ пек пулчӗ те маларах тухрӑм ҫав, — терӗ Амине.
— Атя-ха часрах илсе тухар, тен, уҫӑ сывлӑшпа тӑна кӗрӗ, — сӗнчӗ Калима мунча алӑкне уҫса ярса. — Тӑхӑнтарар ӑна.
Ӳчӗ Пӑрчканӑн хӗрлӗ хӑмач тӗслех, ун ҫумӗнчи вӗри кӗпе витӗр те тапса тӑрать. Йӑтма пикенчӗҫ, анчах меллех мар. Йывӑрскер иккен вӑл. Вара ӑна ҫавӑнтах майлаштарса вырттарчӗҫ.
Кӗҫех Ватрас та ҫитрӗ. Мунча умӗнче макӑрса тӑракан хӗрне курсассӑн лашине кӑкармасӑрах чупса пычӗ.
— Мӗн пулнӑ вара? — ыйтрӗ турхан.
— Пӑрчкан аппа вилсе выртнӑ, — терӗ Калима мунча умнелле тӗллесе кӑтартса. — Вӗри шывпа пиҫсе кайнӑ пулас.
— Аннӳ ӑҫта вара?
— Ҫынсене чӗнме кайрӗ.
Ватрас Пӑрчкан патне ҫывхарса нимӗн шарламасӑр чылайччен пӑхса тӑчӗ. Капланса ҫитнӗ куҫҫульне чараймарӗ. Калима вара ашшӗ макӑрнине пӗрремӗш хут курчӗ.
Пӑрчкана тӑванӗсем выртакан масарах пытарчӗҫ.
V
Эсрел ҫӗршывӗ… Тӗнче хуҫи хула варринчи капмар керменте пурӑнать иккен. Ҫав ҫурт патӗнчен иртсе кайнӑ чухне кашниех пӗр самантлӑха чарӑнса тӑрать те пуҫ таять. Йӗрки ҫапла. Алмаса илсе килекен тарҫӑсем те ҫаплах турӗҫ, ҫамрӑк турхана та пуҫ тайтарчӗҫ. Мӗн тӑвӑн, итлес пулать, ют ҫӗрти йӑласене пӑхӑнма тиветех ӗнтӗ.