— Ку та ҫав юррах юрлать. Амӑшӗ, чар-ха ӑна.
— Ачамсем, лӑпланӑр-ха. Илемпие пире валли мар, турӑ ҫумӗнче пулма ҫырнӑ ӗнтӗ ӑна. Халӑх парни вӑл. Ун пек чухне кулянма хушман. Пӗви кӑна ҫирӗп лартӑрччӗ. Атту каллех ҫӑнӑха алӑ арманӗпе авӑртма тивӗ.
Тулта йытӑ сасси илтӗнсе кайрӗ. Хаяррӑн мар ӗнтӗ, темле йӑпӑлтатса вӗрни кӑна. Юртӑна леш уксах арҫын кӗрсе тӑчӗ те Ватраса ҫынсем питӗ кӗтнине пӗлтерчӗ. Ниме апатне турхансӑр пуҫламаҫҫӗ ӗнтӗ. Вара вӗсем хӑвӑрт тухса утрӗҫ.
— Ҫак уксаха хӑйне пӗве тӗпне хумаллаччӗ, — пуҫларӗ каллех калаҫӑва лӑпланса ҫитеймен Алмас. — Ҫавӑ питӗ ҫине тӑчӗ. Ун ҫине пӑхас та килмест.
— Лӑплан, ывӑлӑм, лӑплан. Чӑтас пулать. Алла ил хӑвна. Юрату вӑл ирӗклӗ кайӑк мар ҫав. Ун ҫулне пӳлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ.
— Чӑнах та, уксах тарҫӑ та ура хучӗ, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Калима, Алмас хутне кӗме киленсе.
Ачасем ӗнтӗ. Чылай япалана ӑнланмаҫҫӗ-ха. Хӑйсем мӗнле шутланӑ — ҫавӑн пек пулмалла теҫҫӗ пуль. Ватӑ Ватрас шухӑшне ӑҫтан пӗлччӗр-ха вӗсем? Ун халӗ пӗртен-пӗр ывӑлне турхан пулма хатӗрлемелле. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна хӑйпе пӗрле илсе ҫӳреме пуҫларӗ, аслашшӗ ҫинчен те чылай каласа пачӗ. Япӑх йӑхран мар иккен вӗсем. Халӑх та хисеплет, пӑхӑнать те. Апла-тӑк, Алмасӑн арӑмӗ те лайӑх йӑхран пулмалла. Ку вӑл каламасӑрах паллӑ. Тепӗр тесен тата Алмаса авлантарасси пирки калаҫма иртерех-ха. Пурнӑҫ тути-масине чухлакан пултӑр. Ҫапах та шӑпа кӑҫал мӗншӗн Илемпие тиврӗ-ха, те ӑнсӑртран, те кӑштах мӑчавӑр тӑрӑшнипе. Кун пирки каярах паллӑ пулӗ-ха…
— Ачамсем, ҫав уксах Миккана ытлашши ан ятлӑрха. Ун тивӗҫӗ ҫапларах: турханпа мӑчавӑр хушнине тумалла. Тата ҫакна калам: вӑл яланах уксах пулман, аҫуна упа туртса ҫурасран ҫӑлнӑ чухне суранланнӑ. Ҫавна шута илсех ӗнтӗ ӑна хӑй ҫумӗнче тытать. Шанчӑклӑ тарҫӑ вӑл, куҫӗ те, хӑлхи те ҫивӗч. Вӑл курни, вӑл илтни аҫушӑн ҫеҫ мар, пирӗншӗн те усӑллӑ.
— Анне, кала-ха, эсӗ аттене юратса качча тухнӑ-и? — ыйтрӗ сасартӑк Калима.
— Ак тамаша, мӗнле юрату хурчӗ сӑхнӑ ҫак сире? Ман юрату пирки тата мӗн тума… Аванах пурӑнатпӑр вӗт.
— Пӗлес килнипе ыйтатӑп-ҫке, — ҫине тӑчӗ Калима.
— Юрату пулмасассӑн эсир те ҫуралас ҫукчӗ ӗнтӗ, — татса хучӗ амӑшӗ ҫакӑ кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ калаҫуран тӗлӗнсе.
Халиччен кун пекки пулманччӗ-ха. Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ аслӑ хӗрӗсем урӑхларахчӗ. Кусем вара… Алмаса кура Калима та хӑюллансах пырать. Пӑх-ха, мӗнле ыйтусем парать вӑл?
Вӑхӑт каҫ еннелле сулӑннӑ ӗнтӗ. Шӑпах вӑййа хатӗрленмелли самант. Ӑна хӗрпе каччӑ чӗри хӑвӑрт сисет. Пуҫра пӗртен-пӗр шухӑш явӑнма тытӑнать: часрах вӑййа тухасчӗ те савнӑ туса тӗл пуласчӗ. Калима Алмаса пӗрле чӗнчӗ, анчах амӑшӗ урӑхла шутларӗ, Алмаса ямарӗ. Ҫак пӑлхануллӑ самантра ӑна куҫран вӗҫертес мар терӗ пулас.
Калима тухса кайсассӑнах ялӑн тепӗр вӗҫӗнче пурӑнакан йӑкӑлти хӗрарӑм Чӗкеҫ пырса кӗчӗ. Пулать вӗтха ун пекки, йӗвенсӗр кӗсре. Таҫта та ҫитет, тем те илтет, арҫынсене те тиркесех тӑмасть. Яланах савӑнӑҫлӑ. Халӗ те ҫавах.
— Ӗнер Анаткасра хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн унтах ҫывӑрнӑччӗ те… Яла килсен никамах та тӗл пулмарӑм, таҫта кайса пӗтнӗ. Кунта калаҫнине илтрӗм те…
— Халӑх паян нимере, пӗве пӗвеленӗ ҫӗрте. Эсӗ кӑна…
— Апла эппин. Килнӗ-килнех, Амине, кӑштах тинкӗле парса ямӑн-ши? Санран илни темшӗн тутлӑрах пек туйӑнать.
Амине сӑмахласа тӑмарӗ, хӑвӑрт чӑланалла тухса кайрӗ. Лешӗ вара каллех Алмас ҫинелле шӑтарас пек пӑхса хӑй сӑмахне пуҫларӗ:
— Мӗншӗн ҫав тери тунсӑх вара эсӗ? Таврана ҫумӑр пӗлӗчӗ хупласа илнӗ чухнехи пекех, пӗр ҫутӑ пӗрчи те сисӗнмест. Хӗрна вӑрласа каймарӗҫ пуль те? Илемпипе ҫӳрет тетчӗҫ пулас.
Каллех ҫак хӗрарӑм. Миҫе хутчен асӑрхаман ӑна Алмас. Урамра тӗл пулсассӑн та чарӑнса тӑрсах калаҫма пикенет вара. Мӗн кирлӗ-ха ӑна? Юлашки вӑхӑтра тата вылянуллӑрах пӑхнӑ пек те туйӑнать. Нивушлӗ вӑйпитти качча куҫ хывнӑ вӑл? Ҫамрӑксене юрату вӑййине хӑнӑхма пулӑшать теҫҫӗ ун пирки. Хӑй пирки мӗнле сӑмах ҫӳренине пӗлет-ши? Ним именмесӗрех турхан килне кӗре-кӗре тухать тата.
— Чарӑн-ха шӑл йӗрме, ҫӑварна хуп,- татса хучӗ Алмас.
— Апла мар, Алмас тусӑм. Манпала хаяррӑн калаҫма кирлӗ мар, ҫепӗҫрех пул. Хисепле мана.
— Мӗншӗн хисеплемелле сана?
— Кӳрентерме юрамасть мана. Ма тесессӗн эпӗ Ватрас килӗшӗн ҫав тери йӳнӗ ҫынах мар.
— Эсӗ мӗн хак тӑнине пӗлетпӗр ӗнтӗ.
— Ҫук, йӑнӑшатӑр, пурте йӑнӑшатӑр. Тен, ман ӑшра калама ҫук пысӑк пуянлӑх, тен, эпӗ тунӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ ҫулран-ҫул ӳссе пырӗ. Тен, мана пӗтӗм халӑх тав тӑвӗ.
Ҫак сӑмахсем Алмаса самай кулӑшла илтӗнчӗҫ. Унчченхи кӑмӑлпа пулсассӑн ахӑлтатсах кулса янӑ пулӗччӗ. Паян вара кулма вӑй ҫитереймест.
Амине тинкӗле йӑтса кӗчӗ, чӗрес туллиех. Ӑҫта ярса парас вара тесессӗн, хӗрарӑм кӗпе аркине ҫӗклесе тытрӗ. Унӑн ҫара урисем пӗҫҫи таранах курӑнса кайрӗҫ. Арҫыншӑн самай илӗртӳллӗ самант тесен те юрать. Илемӗ пурах ҫав. Ҫавӑ илӗртет. Чӗрес пушансассӑн хӗрарӑм тухса кайрӗ. Алмаса ятран чӗнсе сывлӑх сунса хӑварчӗ, хӑй хаклӑ ҫын пулнине тепӗр хут аса илтерчӗ.