Выбрать главу

— Пире чӑвашла калаҫма чараҫҫӗ. Тӳрех патак тивет, — терӗ пӗри.

— Халӗ вара мӗн каламаллине калӑр. Итлетӗп.

— Эсреле сутӑннӑ турханпа мӗн калаҫмалли пур, — персе ячӗ тепри тарӑхнине палӑртса.

Ав, мӗнре иккен калаҫма кӑмӑл туманнин сӑлтавӗ. Алмаса йышӑнасшӑн мар вӗсем.

— Эсӗ марччӗ-и-ха ҫырмаран чул йӑтнӑ чухне нухайккапа ҫапса тӑраканни, — хушса хучӗ тепри.

Мӗн калӑн ӗнтӗ, чӗлхе те ҫаврӑнмасть, сӑмах та тупӑнмасть.

— Чӑвашсем, каҫарӑр мана, каҫарӑр. Ҫак ӗҫе хам ирӗкпе туман эпӗ. Пӗтӗмпех Эсрел хистенипе.

— Пире кампа ҫапӑҫма хатӗрлеҫҫӗ вара? Улӑпа хирӗҫ тенине илтнӗччӗ, — пӑрса ячӗ калаҫӑва ҫулӗпе ыттисенчен аслӑраххи. — Санӑн пӗлмеллех ӗнтӗ. Ахальтен Эсрелпе юнашар ларса ҫӳреместӗн пуль. Кунта эпир хамӑр ирӗкпе килмен вӗт-ха. Мӗншӗн Улӑп пире халӑх тӑшманӗ тесе сивлет? Ӑҫта кайса кӗмелле-ши? Ав, виҫҫӗшӗ тарса пӑхрӗҫ, ӗҫ тухмарӗ. Хӑваласа ҫитсе тытса килчӗҫ те сӑнӑпа чиксе ҫӗклерӗҫ.

Алмаса тӳрех Озал каласа пани аса килчӗ. Ун сӑмахне ӗненсен Улӑп шухӑшне лерен кунта тарса килнӗ ҫын пӗлтернӗ, имӗш. «Никама та каҫармастӑп», — тесе калать тет Улӑп.

Кун пек хыпар, паллах, шухӑша ярать. Тен, ҫакӑ ӗнтӗ вӑл пӗр чӗлхе тупма май паракан сӑлтав. Чӑваш патшине ларасах тесен Эсреле пулӑшмах тивет. Тепӗр тесен тата кам ҫӗнтересси те паллӑ — чӑвашсен вӑйлӑ ҫар ҫук.

Шухӑш вӑл тӗпсӗр ҫӑл куҫӗ пекех, пӗрмаях ҫӗнелсе тӑрать. Ӑна нихӑҫан та пӗтӗмпех каласа пӗтерме ҫук. Ҫарӑҫсем хушшинче вӑрҫӑ хускалчех-тӗк, пӗтӗм йышпа Улӑп енне куҫас шухӑш та пур. Анчах ӑна Алмаса пӗлтерес текен тупӑнмарӗ. Паллӑ ӗнтӗ, кун пек шухӑша чи шанчӑклӑ ҫынна кӑна калама юрать.

Ҫын шутласа тупнӑ япаласенчен вӑрҫӑ пек хӑрушши, ирсӗрри урӑх нимӗн те ҫук. Мӗншӗнни те паллах ӗнтӗ. Ҫын пурнӑҫӗ вӑрҫӑра ниме те тӑмасть: ӳкет те вилет, е ӗмӗрлӗхе сусӑрланса юлать. Чылай чухне ҫарӑҫсене пурне те вилессине пӗлсех ҫапӑҫӑва кӗртсе яраҫҫӗ. Алмас ҫарӗ те ҫавӑн пеккисен шутӗнче. Эсрел шучӗпе, ӑна ҫапӑҫӑва чи хӑрушӑ та йывӑр самантра кӗртсе ямалла. Вӗсен хыҫӗнчен ухӑҫсен пымалла, чӑвашсене чакма памалла мар, каялла ҫав\рӑнса пӑхсанах персе пӑрахмалла. Умра вара Улӑп ҫарӗ. Урӑхла каласан, Алмас ҫарӗн ҫӗмрен вырӑнне пулса тӗп вӑйсене ҫул уҫса памалла. Анчах ҫакна хальлӗхе никам та пӗлмест-ха. Кун пек шухӑш вӑл икӗ ҫын вӑрттӑнлӑхӗ, Эсрелпе Озал шанӑҫӗ. Чӑваш чӑваша вӗлерни вӗсемшӗн калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ, курайманлӑх вучахне чӗртсе ямалли мел. Ҫапӑҫса пурӑнччӑр вӗсем. Ун пек халӑх никамшӑн та хӑрушӑ мар.

ХIV

Хӑй кӗпине илемлетсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Элпи Юман валли капӑр шупӑр ҫӗлеме хушнӑччӗ. Шӑпах ҫӗвӗҫсемпе калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра Минеслу кӗчӗ. Сывлӑх сунчӗ те тӳрех хӑй сӑмахне пуҫларӗ.

— Микка кам хушнипе аппаланать вара вӑл? Мӗнле ҫурт пирки пакӑлтатса ҫӳрет? Паян, ав, ҫынсене ӗҫе хӑваласа тухнӑ. Эсӗ хушнипе-и вара?

— Кермен лартаҫҫӗ вӗсем. Улӑп валли парне хатӗрлес тетӗп-ҫке.

— Ӑнланма май ҫук сана, упӑшкупа ывӑлу вӑрҫӑра асап кураҫҫӗ, виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ хӗрӳ ҫапӑҫу пырать, эсӗ вара хӑвна питӗ ҫӑмӑлттайла тытатӑн. Сан пуҫунта хитре кӗпе те чаплӑ кермен…

Минеслу кӗтмен ҫӗртен килсе кӗрсе ҫапла калаҫни Элпие, паллах, килӗшмерӗ. Ҫитменнине тата ыттисен умӗнче хирӗлет. Ҫӗвӗҫсем, ав, Элпи патшана курсанах пуҫне чиксе кӗтсе илеҫҫӗ. Ку вара кӗнӗ-кӗменех тӗпчесе ыйтма тытӑнчӗ. Калаҫӑва кунтах малалла тӑссассӑн тем те сиксе тухӗ.

— Минеслу турхан, — хӑйне аран алла илсе сӗнчӗ Элпи. — Атя-ха хам пата каяр, унта калаҫар.

Картишне тухнӑччӗ кӑна, хӗрарӑмсене хирӗҫ туя тытнӑ Улӑп ҫумӗ хирӗҫ пулчӗ, хытӑ уксахлать. Сулахай аллине шурӑ пирпе ҫыхса мӑйӗнчен ҫакса янӑ.

— Сывлӑх сунатӑп сире, Элпи, хыпарсем чаплах мар, — терӗ арҫын сурансем ыратнипе ҫӳҫенсе илсе.

— Юман аманман пуль те? — хӑраса ӳкрӗ хӗрарӑм.

— Вӗсем иккӗшӗ те сывах-ха, паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ. Эпӗ ав… Хӑвӑрах куратӑр, текех вӗсене пулӑшаймӑп ӗнтӗ. Аманнисем чылайӑн, ҫавсене илсе килтӗм.

— Вӗсем ӑҫта тата? — хыпӑнса ӳкрӗ Минеслу.

— Килӗсене яма тиврӗ. Мӗн туса пурӑнатӑр вара эсир кунта? Мӗншӗн халӗ те сыватмалли ҫурт хатӗрлемен?

— Ӗлкӗреймерӗмӗр. Курӑксем хатӗрленӗ-ха. Ҫителӗклех. Вилнисем те пур-и вара?

— Вӑрҫӑ унсӑр пулмасть ӗнтӗ.

— Атьӑр-ха, кӗрер, ларсах калаҫар, — сӗнчӗ Элпи сусӑрланнӑ арҫын ура ҫинче аран тӑнине асӑрхаса.

Улӑп арӑмӗ кӗнӗ-кӗменех чаплӑ пукан патне васкарӗ, вара тин кусене ларма сӗнчӗ. Калаҫӑва малалла Улӑп юлташӗ тӑсрӗ, вӑрҫӑри лару-тӑру ҫинчен тӗплӗнрех пӗлтерчӗ. Хӗҫсем, ухӑ йӗпписем ҫитмеҫҫӗ иккен. Ҫарӑҫсем те сахалланса пыраҫҫӗ.