— Чим-ха, мӗншӗн тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӑлатук сасси илтӗнмест вара? Халӑх ӑҫта?
— Кермен лартнӑ ҫӗрте вӗсем, — персе ячӗ тарӑхнипе чӑтаймасӑр Минеслу.
— Мӗнле кермен?
— Улӑп валли, — пӗлтерчӗ Элпи.
— Ӑна халӗ кермен мар, хӗҫӗ кирлӗ. Улӑп сана ҫапла хушса ячӗ: мӗнпур укҫана, пуянлӑха тимӗр илнӗ ҫӗре ятӑр терӗ. Тӳрех калатӑп, вӑхӑтра пулӑшмасан пӗтетпӗр. Е эпир, е вӗсем…
— Укҫине ӑҫтан тупӑпӑр-ха?
— Кунта ларнипе нимӗн те малалла каймасть. Санӑн халех халӑх умне тухмалла, — сӗнчӗ Минеслу.
— Мӗн калӑп-ха эпӗ ӑна?
— Тӗрӗссине каламалла. Эсӗ пуҫласа кӑна пар, ыттине веҫех хам каласа парӑп, — терӗ аманнӑ ҫарӑҫӑ. — Ялсем тӑрӑх каяр, ҫынсенчен пулӑшу ыйтар.
«Енчен те Эсрел ҫӗнтерсе килсессӗн мӗн кӗтет-ха мана? Е Юмана тыткӑна илсессӗн?… Ирӗклӗх пулӗ-ши?… Ҫук, Эсреле тӗп тумаллах ӑна. Вара ӗмӗтленни те пурнӑҫа кӗрӗ», — турӗ пӗтӗмлетӳ чее хӗрарӑм Элпи. Пукан ҫинчен тӑчӗ те чаршав хыҫне кӗрсе кайрӗ, унтан енчӗкпе тухрӗ.
— Акӑ, мӗн пуррине пӗтӗмпех паратӑп. Ыттине хӑвӑр пӗлӗр. Ман енчен чару ҫук, — терӗ Элпи. Кун пек ҫӑмӑлрах та, хӑвӑн чупса ҫӳресси ҫук. Хӑйсемех тем тума та хатӗр. Енчен те ӗҫсем ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен чапӗ пурпӗрех Элпие тивет.
Ҫак самантра кусем патне иккӗн, амӑшӗпе хӗрӗ, кӗрсе тӑчӗҫ. Пӗрин аллинче хушпу, теприн — тухья.
— Элпи патшамӑр, йышӑнсам пирӗнтен ҫак япаласене, — терӗ амӑшӗ. — Аманса килнӗ упӑшкам веҫех каласа пачӗ. Май килсессӗн ҫак кӗмӗлпе хурҫӑ туянса хӗҫ тутар.
— Ку тухьяна кукамай парса хӑварнӑччӗ. Ҫӗнтерӳшӗн пултӑр, — терӗ хӗрӗ.
— Хӗрӗме ухӑран пеме вӗрентрӗм. Кирлӗ пулсан ӑна та ҫара илӗр.
— Юманпа пӗрле ҫапӑҫма хирӗҫ мар эпӗ.
— Чылайӑшӗ, ав, юлашки тимӗр япаласене йӑтса тимӗрҫ лаҫҫине утрӗ, — пӗлтерчӗ амӑшӗ.
— Юрӗ. Ҫынсене пухӑр. Калаҫар эппин, — тинех татӑклӑн каларӗ сӑмахне пур енчен те хӗссе ҫитернӗ Элпи.
Лешсем тухса кайсанах Чӗкеҫ кӗчӗ, юлашки хыпарсене пӗлтерчӗ. Аманнисем килнине пӗлсенех кермен лартма тытӑннисем пӑрахса тарнӑ иккен, усал Микка та тытса чарайман вӗсене. Майӗ те ҫук, кашнин тӑванӗ вӑрҫӑра чухне унти хыпара кӗтмен ҫын ҫук.
— Кала-ха, халӑх умне мӗнле тумпа тухас-ши? Тен, ҫӗнӗ кӗпепе?
— Темле ҫав. Ӗҫсем мӗнлерех пынине шута илсессӗн ытла чаплӑ тума килӗштерӗҫ-ши?
— Юрӗ эппин, ӑна тӑхӑнмалли самант ҫитӗ-ха. Мӗн калӑп-ха ҫынсене?
— Чеерех пул, вӑрҫӑ пӗтсессӗн савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ пуҫланать те, хӑв майлӑ ҫавӑрма тӑрӑш. Сӑмах пама ан ӳркен. Халӑх ӗненет вӑл. Асту, хаярлӑхна пӗр пӗрчӗ те ан кӑтарт. Санӑн патшана лармалла. Паян сана унччен шарламаннине калатӑп.
— Мӗн пирки тата?
— Эсӗ, мӗн, Улӑпа пурте килӗштереҫҫӗ тетӗн-им? Ҫук ҫав, уйрӑмах сыпма юратаканнисем кӑмӑлсӑр. Ытлашши нумай ӗҫлеттерет текенсем те пур.
— Юрӗ, эсӗ кайса пӑх-ха. Эпӗ халех тухӑп, — терӗ Чӗкеҫе Элпи.
Хӗрарӑм патша йӗсрен якатса тунӑ тӗкӗр тытрӗ те ҫи-пуҫне тӳрлеткелерӗ, майланчӗ-юсанчӗ. Ҫав самантра ун умне сасартӑк Ишетер сӑнӗ тухса тӑчӗ. Хӑй чӗлхипе темӗскер каласшӑн, анчах хӑраса ӳкнӗ Элпи тӗкӗре ывӑтса ячӗ.
— Эй, турӑ! Тӗлӗк-и ку? Каҫар мана, турӑ, каҫар!
— Ха-ха-ха… Ҫук ӗнтӗ, турӑ текех сан майлӑ мар, — илтӗнчӗ арҫын сасси.
Элпи хӑранипе урама чупса тухрӗ. Унта ҫынсем пуррине курсан чарӑнса тӑчӗ, хӑйне алла илме тӑрӑшрӗ. Инҫетри тимӗрҫ лаҫҫинче хӗҫ туптани илтӗнсе кайрӗ…
Ҫынсем килӗсене саланса пӗтнӗ хыҫҫӑн Микка пӗчченех тӑрса юлчӗ. Мӗн тумалла-ха? Элпи патне каясши? Вӑрҫса тӑкӗ те… Ҫук, тӑхтамалла кӑштах, вӑхӑт иртсессӗн хаярлӑх та чакӗ.
Килӗнче ӑна ача амӑшӗ пулма хатӗрленекен Калима кӗтсе илчӗ, яланхи пекех апат сӗнчӗ.
— Ҫук-ха, темшӗн ҫиес килмест, — терӗ упӑшки.
— Мӗншӗн ытлашши тунсӑхлӑ вара эсӗ. Кулянмалли сиксе тухмарӗ-и?
— Килте ларса нимӗн те пӗлместӗн-ха эсӗ. Яла аманнӑ ҫарӑҫсем килнӗ. Ҫав хыпара илтсенех ӗҫлекенсем тарса пӗтрӗҫ. Ниепле те чараймарӑм.
— Пӗҫернӗ апата ҫимеллех ӗнтӗ, — сӗнчӗ тепӗр хут Калима.
Ӑна та ӑнланмалла, ҫиекен вӑл апатне кӑна курать, тутлӑ пулнине ырлать, япӑхраххи лексен — шарламасть, е кун пирки уҫҫӑнах калать. Апат пӗҫересси мӗнле кӑткӑс ӗҫ иккенне тепри пачах та чухламасть. Унта хӗрарӑмӑн чи авалтан пыракан пултарулӑхӗ, сыпӑкран сыпӑка куҫакан ӑсталӑхӗ-ҫке-ха. Ах, япӑх яшка пӗҫересчӗ-ха текен хӗрарӑм ҫук ӗнтӗ вӑл. Ҫапах та пур чухне те пӗр пек пиҫмест, мӗнле те пулин уйрӑмлӑх пурах.
Микка юлашки вӑхӑтра самаях ҫепӗҫленнӗ арӑмне кӳрентерес темерӗ, апат ҫиме ларчӗ. Шӑп ҫав самантра урампа юланутҫӑ тапӑртаттарса иртсе кайрӗ: «Пурин те пухӑнмалла! Элпи патша калаҫать!» тесе кӑшкӑрса хӑварчӗ.
Микка кайма шутламарӗ, унта мӗн калаҫнине тӑнласа тӑма Калимана ячӗ.