— Ытлашши ан хуҫӑл-ха эсӗ, вилмен вӗт вӑл.
— Пуҫран ҫапнине куратӑн пулӗ, тӑнсӑр тӑрса юлсассӑн вара? Мӗнле пурӑнмалла тет.
— Юрӗ, юрӗ, сире пӑрахмӑп, пулӑшсах тӑрӑп.
Миккана урапа ҫине майлаштарса хучӗҫ те леҫсе ячӗҫ, пӳрте йӑтса кӗрсе нар ҫине вырттарчӗҫ. Лешсене ӑсатса янӑ хыҫҫӑн Калима пӳрт умӗнчи ҫӳпҫерен таса тумтир илсе кӗчӗ. Нар ҫинче ларакан Миккана курсан чӑннипех макӑракан арӑмӗ чутах тӳнсе каятчӗ. Упӑшки ахӑлтатса кулса ярсан тин тавҫӑрса илчӗ, хӑй те пӗрле кулма пуҫларӗ…
Микка темиҫе кун хушши килтех ларчӗ, хӑйсем патне ҫын пынине асӑрхасан — тӳрех вырӑн ҫине чӑмрӗ. Каярах вара туяпа ҫӳреме тытӑнчӗ. Элпи енчен укҫатенкӗ пирки калаҫу хускалмарӗ. Кермен лартасси те пӑчланчӗ.
ХV
Юлашки вӑхӑтра Эсрел керменӗнчи лару-тӑру самаях улшӑнса пынӑ пек туйӑна пуҫларӗ. Ҫакӑ, паллах, хуҫа хӑйне мӗнле тыткаланинче те сисӗнет: вӑхӑта ытларах хула тулашӗнче ирттерет, ӗҫӗнче йывӑрлӑхсем пурри ывӑнтарать ӑна, харкашуллӑ калаҫусем сике-сике тухаҫҫӗ, тарҫӑсене силлесе тӑкасси нимӗн те мар уншӑн.
Ольга ҫакна асӑрхатех ӗнтӗ. Уйрӑмах ӑна Алмаса сумлӑ хӑна вырӑнне хурса йышӑнни тӗлӗнтерчӗ. Хуҫа хӑйне ырӑ ҫын евӗрлех тыткаларӗ. Те чеелӗх, те такамран хӑрани ҫапла хушрӗ. Алмаса уйрӑм ҫар ӗртӳҫине лартни те Ольгӑна самаях шухӑша ячӗ. Керменте пурӑнакансенчен Улӑп ятне илтсессӗн ун пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ, анчах йӗркеллӗ каласа паракан тупӑнмарӗ.
Пуҫа шухӑшлама тунӑ, ӗҫлеттермелле ӑна, пурӑннӑ чухне усӑ курса юлмалла. Шел пулин те, чылайӑшӗ пуҫ хӑватне хӑйпе пӗрле леш тӗнченех илсе каять. Ун пек ҫыннӑн пурнӑҫри йӗрӗ те часах ҫухалать.
Эсрел мӗншӗн-ха Улӑп ятне илтсенех сӑнран хӑвӑрт улшӑнать? Ҫак канӑҫсӑр ыйту Ольгӑна унччен хӑйне апат пӗҫерсе ҫитерекен Ахмата аса илтерчӗ…
Ҫамрӑк арӑм упӑшки ҫӗр каҫма хӑй патне пырасса кӗтрӗ, кӗтсе илеймерӗ. Черет ҫитмерӗ-ши? Вӑхӑчӗ темшӗн ытла та хуллен шӑвать-ҫке, те питӗ кӗтнӗрен ҫавӑн пек туйӑнать. Пӗрремӗш хут ҫапла. Кирлӗ чухне юратман ҫынна та курас килет иккен.
Акӑ, каҫ енне кӗтнӗ ура сасси илтӗнсе кайрӗ. Эсрел ҫывхарни уттинченех паллӑ. Ун айӗнче урай хӑми те чӗриклетсе авӑнать.
Арҫын вӑл, тӗрӗссипе каласан, ҫитӗнсе ҫитнӗ ача кӑна. Ҫакӑ вӑл уйрӑмах хӗрарӑм ҫумӗнче паллӑ. Ачашлӑх ытамне лексен хаярлӑх та ҫухалать. Эсрел те ҫавах, паян уйрӑмах: Ольга ҫине тӑнипе, упӑшки ҫумӗнче туйӑмне ирӗке янипе унӑн кӑмӑлӗ самаях ҫемҫелчӗ. Ҫепӗҫ аллипе Эсрелӗн ҫӑра ҫӑмлӑ сарлака кӑкӑрне шӑлкаласа илнӗҫемӗн ҫамрӑк арӑм калаҫӑва хуллен ҫар ӗҫӗ еннелле пӑрса ячӗ.
— Алмас турхана хӑвна усӑллӑ ӗҫе явӑҫтарни япӑх мар-ха. Кусене вара, Остаппа Махмуда, мӗншӗн ахалех ҫитерсе усрамалла. Е эсӗ вӗсене килӗсене ярасшӑн-и?
— Ҫук, ун пирки калаҫу та ҫук. Вӗсене ярсанах хырҫӑ тӳлеме пӑрахас хӑрушлӑх пур. Хальлӗхе вара ашшӗсемпе калаҫма та ҫӑмӑл.
— Тен, вӗсене хӗҫ тыттармалла та хула сыхланӑ ҫӗрте усӑ курмалла? Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, халӗ санӑн кашни вӑйлӑ арҫын шутра.
— Тӗрӗс ӑнланатӑн эсӗ, Ольган-ханум. Кун пирки Озала калӑп-ха.
— Унӑн ахаль те ӗҫ нумай, кунӗпех ҫарӑҫсемпе аппаланатӑр вӗт. Кун пек пӗчӗк ӗҫе хам та пултарӑп. Патша арӑмӗ мар-и-ха эпӗ? Кирлӗ чухне хам та хӗҫ тытӑп.
Арҫынна упӑшкипе пӗрешкел шухӑшлакан арӑм мӗншӗн ан килӗштӗр? Ольга ыттисем пек мар. Лешсем вӗсем Эсрел ӗҫӗ пирки сӑмах та чӗнмеҫҫӗ, ытларах юрату ӗҫне мала хураҫҫӗ. Ольгӑн вара пурте вырӑнлӑ, ӑсӗпе те аптрамасть.
Махмудпа Остап иккӗшӗ те пысӑк ӑру пуҫлӑхӗсен ачисем. Апла вӗсене кӑштах сумлӑрах ӗҫ хушмалла, калӑпӑр, Эсрел керменне сыхлама шанмалла. Ахмата вара апат пӗҫернӗ ҫӗре илмелле. Шухӑшланӑ — хуҫа килте ҫук чухне пурнӑҫа та кӗртнӗ. Ҫумра шанчӑклӑ ҫынсем пурри ытлашши мар. Меллӗрех май тупса Ольга Ахматран Улӑп пирки ыйтса пӗлчӗ. Эсреле хӑратма пултаракан вӑй та пур иккен. Ҫакна хуҫа хӑй те чухлать-и, тен. Ахальтен мар ҫарне паян-ыран вӑрҫа кӗрес пек тытать. Сӑннисем те тимӗр вӗҫлӗ, хӗҫсем ҫирӗп хурҫӑран. Ҫыннисем пӗри тепринчен тӗреклӗ: ачаран ҫар ӗҫне вӗрентсе ӳстернӗскерсемпе пӗрле ытти ҫӗртен суйласа илсе килнӗ каччӑсем. Алӑ вӑйӗпе кӑна ҫапӑҫас-тӑк Эсрел ҫарне ҫӗнекен ниҫта тупӑнас ҫук. Ҫапах ал-ура вӑйӗнчен ирттерекен япала та пур иккен, вӑл — ӑс-тӑн хӑвачӗ. Мӗн кӑна тумаҫҫӗ ҫынсем пӗри теприн шухӑшне пӗлес тесе: вӑлтса ыйтакан та, вӑрттӑн итлесе тӑракан та пур. Урӑхла мелпе усӑ куракан та тупӑнать.
Акӑ Архан урампа пыракан Ахмата тӗл пулчӗ те калаҫмалли пур тесе айккинерех кайса тӑма чӗнчӗ. Тен, тӑван енрен килнӗ хыпарсене пӗлтерӗ тесе Ахмат кӑмӑлпах пӗрле утрӗ. Пӗр ҫурт хыҫне ҫитсен Архан ӑна хирӗҫ ҫаврӑнса тӑчӗ те:
— Кала тӗрӗссине, Эсрел арӑмӗ санпа мӗн пирки калаҫрӗ? — тесе тӗпчеме пуҫларӗ.