— Э-э-э… Ҫук, Эсрел ухмах мар вӑл. Куратӑн-и, айккинче пысӑках мар вӑрман татӑкӗ пур.
— Куратӑп.
— Юланутҫӑсене шӑпах ҫавӑнта тытать те ӗнтӗ вӑл. Тепӗр енче, ав, ҫӳллех мар сӑрт курӑнать. Ун хыҫӗнче те юланутҫӑсем тӑма пултараҫҫӗ. Вӑрттӑн ҫитсе килмелле унта. Тӗрӗслесчӗ. Вӑрманӗ пирки вара нимӗнле иккӗленӳ те ҫук манӑн. Пӑх-ха эсӗ ӑна, Эсрел шучӗпе пирӗн тӳрех ҫаксемпе тытӑҫса каймалла ӗнтӗ. Ҫав хушӑра икӗ енчен юланутҫӑсем сиксе тухмалла та пире хӗскӗче хупса лартса тураса тӑкмалла. Ҫу-у-у-к, Эсрел, кӗтсе илеймӗн ҫакна.
Ҫарӑҫ вӑл ахаль ҫын пек мар. Кӑмӑлӗ те урӑхла. Алла сӑнӑ тытрӑн, эппин, ҫапӑҫмалла. Ахальтен-и чылай вӑхӑт хушши тӗплӗн хатӗрленнӗ!
Улӑп каялла таврӑнчӗ те Юманпа канашласа пӑхрӗ, чылай пысӑк шурӑ чул ҫинче пӗр самант нимӗн шарламасӑр ларчӗ, унтан тин ҫӗрпӳсемпе пинпӳсене чӗнсе илчӗ. Ҫапӑҫу йӗркине сӳтсе яврӗҫ, ҫарӑҫсене, лашасене, тӗвесене ыран ирччен кантарас терӗҫ, ҫывӑрма выртассине тӗттӗмлениччен кӗтме хушмарӗҫ. Улӑпӑн хӑйӗн те канса илмелле. Тен, ыран Эсрелпе тытӑҫма тивӗ?
Ҫӗрлехи вӑхӑт вӑрттӑнлӑхпа пуян. Тем те сиксе тухма пултарӗ, уйрӑмах икӗ вӑйлӑ ҫар хире-хирӗҫ тӑнӑ чухне пӑтравлӑ. Ҫавӑнпа та Улӑп Юмана каҫхи хурала вӑйлатма хушрӗ. Ывӑлӗ ашшӗ хушнине пурнӑҫларӗ, унтан пулас ҫапӑҫу хирне хӑй ятарласа кайса пӑхрӗ. Нихӑҫан сухаласа тырӑ акман вырӑн. Леш вӑрмантан кӑшт кунтарах пӗчченшерӗн ӳсекен йывӑҫсем пур. «Юланутҫӑсем ҫавӑнтан сиксе тухаҫҫӗ пуль ӗнтӗ», — шутласа илчӗ ашшӗ каланине аса илсе. «Чим-ха, енчен те ҫав сайра йывӑҫсенчен лайӑх карӑнтарса тӗреклӗ пӑявсем ҫыхса хурсассӑн?…»
Ҫак шухӑш пӗрле пӑхса тӑракансене те килӗшрӗ. Анчах мӗнле пурнӑҫламалла-ха ӑна? Ытла та хӑрушӑ вырӑн вӗт. Эсрел ҫыннисем асӑрхасан? Ҫапах та хӑюллӑ ҫарӑҫсем тупӑнчӗҫ, ҫур ҫӗр ҫывхарнӑ тӗле пӑяв ҫыххисене илчӗҫ те тухса шурӗҫ…
Хӗвел тухнӑ-тухманах пурне те сӑрнай сасси вӑратрӗ. Паян калама ҫук яваплӑ кун, мӗн парнелет-ши вӑл чӑвашсене: пурнӑҫ е вилӗм? Пӗрле килнӗ ҫамрӑк мӑчавӑр йӗркеленипе пурте хӗвеле хирӗҫ чӗркуҫленсе ларчӗҫ те турӑран, хӗвелтен, вилнӗ ватӑсенчен ҫӗнтерӳ ыйтрӗҫ. Вара тин ирхи апата ларчӗҫ.
Кӗҫех темиҫе пинлӗ ҫар ҫапӑҫу хирне тухса тӑчӗ. Лешсем те кӗтсех тӑнӑ, ретӗн-ретӗн тӑрса тухнӑ. Малтисем пурте вӑрӑм сӑнӑ тытнӑ. Акӑ, икӗ ҫар пӗр-пӗрин патне тата ҫывӑхарах пырса тӑчӗ, вӗсен хушши ик ҫӗр утӑмран ытла та мар. Улӑппа Эсрел те пӗр-пӗрне палласа илчӗҫ ӗнтӗ.
Авалхи йӗркепе малтан икӗ паттӑрӑн тухса ҫапӑҫмалла. Улӑп Эсреле кӗтнӗччӗ, анчах вӑл хӑй тухмарӗ, Озала кӑларчӗ. Ҫакна курсан Юман хӑйне кӑларма ыйтрӗ, тархасласах ҫине тӑчӗ. Улӑп хӑй тухнӑ пулӗччӗ, анчах ку ҫын Эсрел мар вӗт, ӑна ҫӗнтерсен те чысӗ пысӑках мар.
— Ывӑлӑм, халӑх вӑйӗ сана пултӑр! — терӗ те Улӑп аллипе малалла тӗллерӗ.
Юман лаши ҫапӑҫу вырӑнне тапса сикрӗ. Акӑ, вӗсем хӗҫҫисене ҫӗклерӗҫ, сулахай аллисенче ҫӳхе тимӗртен тунӑ хӳтлӗх. Ҫирӗп хурҫӑ янравӗ аякранах илтӗнет, каҫхине пулсан, тен, хӗм сирпӗнни те курӑнатчӗ-тӗр. Лашисем те чӗввӗн тӑраҫҫӗ, мӗн пулса иртнине чухлаҫҫӗ вӗсем те. Ҫамрӑккипе асли ҫапӑҫаҫҫӗ. Озалӑн ӑсталӑхӗ пысӑкраххи сисӗнет, Юман вара тӗреклӗрех, вӑйлӑрах. Вӑл сулса янӑ хӗҫӗ тӗл лекес-тӗк, ӑнӑҫу пулмаллах! Акӑ, лашисем кӑштах каялла чакрӗҫ те каллех пӗр-пӗрин патнелле ыткӑнчӗҫ, Юман хӗҫне вӑйпа сулса ячӗ те лешӗн хӗҫҫи сирпӗнсе кайрӗ. Ҫакӑ ҫамрӑк паттӑра татах та хӑюллӑрах ҫапӑҫма хистерӗ. Озал хӳтлӗхе сылтӑм алла куҫарса сыхланма тӑрӑшрӗ, анчах ӗҫ тухманнине сисрӗ те каялла тарма шутларӗ. Юман лаши кайӑк пек вӗҫсе ҫитсессӗн паттӑр хӗҫҫи хӗвел ҫинче йӑлкӑшса илчӗ те Озал пуҫӗ сирпӗнсе кайрӗ. Пуҫланчӗ вара…
Эсрел малтан вӑрӑм сӑнӑ йӑтнӑ чӑвашсене кӗртсе ячӗ. Ниҫта кайса кӗме ҫук, малта хамӑрӑннисем, хыҫалта ухӑ перекенсем. Ирӗксӗрех ҫапӑҫма тивет. Пурпӗрех вилӗм. Акӑ, пӗри хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ: «Чӑвашсем! Эсреле хирӗҫ каяр!» Ҫакна илтсен темиҫе ҫын сӑнӑсене каялла тӗллерӗ, вӗсем хыҫҫӑн — ыттисем…
Ҫакна ҫӳллӗ вырӑнтан пӑхса тӑракан Эсрел курчӗ, вӑрман еннелле ҫаврӑнса аллине сулчӗ. Лерен юланутҫӑсем вӑркӑнса тухрӗҫ. Ак чӗмере, чи малтисен лашисем пӗрин хыҫҫӑн тепри сирпӗне-сирпӗне кайрӗҫ. Вӑрттӑн карнӑ пӑявсем хӑй ӗҫне турӗҫ. Ҫитменнине тата ҫав самантра Улӑп та хӑйӗн утлӑ ҫарне кӑларса ячӗ. Эсрел сӑрт еннелле ҫаврӑнса аллине сулчӗ. Каллех лашасем курӑнса кайрӗҫ. Кусен ҫулне те Улӑп юланутҫисем пӳлчӗҫ. Вӑрҫӑ хирӗ хӗҫ янравӗпе, лашасем тулхӑрнӑ, ҫынсем кӑшкӑрнӑ сасӑпа тулса ларчӗ.
Эсрел ҫумӗнче тӑракансем кунтӑксене уҫрӗҫ те кӑвакарчӑнсене кӑларса ячӗҫ. Лешсем пӗр ушкӑна пухӑнса вӗҫсе ҫаврӑнчӗҫ те хуланалла васкарӗҫ. Ҫакӑ вӑл ҫапӑҫнӑҫемӗн чакса пымаллине пӗлтерет. Каярах вара чупсах тарчӗҫ.