Выбрать главу

Кӗҫех лаша ҫинче мӑнаҫлӑн ларакан паттӑрсем курӑнса кайрӗҫ. Улӑппа Юман кӑшт маларах пыраҫҫӗ. Таврана сӑрнай сасси хупласа илчӗ. Улӑп ҫывхарнӑҫемӗн пӗтӗм халӑх чӗркуҫленсе ларчӗ. Элпи кӑна тӑрать. Лешсем пӗр самантлӑха чарӑнчӗҫ те лашисем ҫинчен анчӗҫ, кунталла ҫуран утса ҫывхарчӗҫ. Улӑп хыҫалтан пыракан ҫарӑҫран Эсрел пуҫне илчӗ те Элпи умне пӑрахрӗ, Юман — Озал пуҫне.

— Атте Эсреле тӗп турӗ, эпӗ Озала ҫӗнтертӗм, — пӗлтерчӗ Юман мӑнаҫланса, вара амӑшне пырса ыталарӗ.

— Текех чӑваш ҫӗрӗ ҫине ҫичӗ ют ури пусмӗ! — терӗ хыттӑн Улӑп-паттӑр.

Халӑх ура ҫине тӑчӗ те юрласа ячӗ. Мухтав турра, Мухтав турра, Мухтав паттӑр Улӑпа! Вӑрҫӑран ҫӗнтерсе таврӑнсан та, Хӗҫсене алӑран ярар мар. Ҫичӗ ют ҫывӑхра пулмасан та, Хӗҫсене хӑйрама манар мар! Мухтав турра, Мухтав турра, Мухтав паттӑр Улӑпа.

Часах ҫарӑҫсемпе тӑванӗсем пӗр-пӗрин патне чупса пырса ыталанса илчӗҫ. Шӑп ҫав самантра аманнисемпе вилнисене турттарса килнӗ лавсем те ҫитсе чарӑнчӗҫ. Ҫынсем макӑра-макӑра тӑванӗсене шырама тытӑнчӗҫ. Акӑ икӗ ҫарӑҫ Алмас турхан ӳтне урапа ҫинчен антарчӗҫ те халӑх умне пырса хучӗҫ. Калима ӑна палласа илчӗ те чӗркуҫленсе ларсах макӑрма тытӑнчӗ, уксах Микка та куҫне шӑла-шӑла илчӗ. Ҫав самантра хыҫаларах тӑнӑ Чӗкеҫ ҫынсене тӗке-тӗке мала тухрӗ те икӗ аллипе пуҫне тытса ниҫта кайса кӗрейми ҫаврӑнса илчӗ, унтан Алмас кӑкри ҫине ӳкрӗ. Мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илеймен халӑх шӑпланчӗ.

— Эй, тӗнче! Ывӑлӑм! Каҫар мана. Ватрас килне паман пулсассӑн, пурӑнаттӑн, ылтӑнӑм…

Ҫынсем тепӗр хут шавласа кайрӗҫ, тӗлӗннипе пӗрпӗрин ҫине пӑхса илеҫҫӗ. Калима та айккинерех кайса тӑчӗ те кӑштах лӑпланчӗ. Вӑл тӳрех Чӗкеҫ пӗрмаях пырса ҫӳренине, юлашки вӑхӑтра тата Алмаса илсе килес пирки ятлаҫса калаҫнине тепӗр хут аса илчӗ. «Ман тӑван пичче мар вӑл. Апла пулсассӑн турхан йӑхӗнчен эпӗ пӗчченех тӑрса юлтӑм…»

Кукашшӗпе юнашар тӑракан Нарпи те куҫҫульне тытса чараймарӗ, Чӗкеҫ патне пырса тӑчӗ. Лешӗ Нарпие: «Санӑн пиччӳ пулать вӑл, пӗр аттерен ҫуралнӑ эсир»,- терӗ.

Ҫак сӑмахсем вара чӗререн ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ пекех туйӑнчӗҫ. Нарпи аллинчен вӗҫерӗннӗ ухӑ йӗппин мӗншӗн-ха Алмаса тивмеллеччӗ? Мӗншӗн-ха ҫак вӑрҫӑ Нарпишӗн ҫапла ӑнӑҫсӑр вӗҫленчӗ?

Ҫынсем саланма пуҫларӗҫ, хӑшӗсем вӑрӑм туя ҫине тӑхӑнтарнӑ Эсрелпе Озал пуҫне питӗнчен сура-сура иртсе кайрӗҫ. Улӑп мӑчавӑр патне пычӗ те вилнисене тирпейлесе пытарасси пирки асӑрхаттарчӗ. Чӗкеҫ Алмаса хӑй патне илсе кайрӗ. Лав хыҫӗнчен Чӗкеҫпе пӗрле Нарпи утса пычӗ.

— Эсир киле кайӑр-ха. Манӑн турхансемпе калаҫмалли пур, — терӗ Улӑп Элпипе Юмана.

Чылайччен калаҫрӗҫ пуҫлӑхсем. Мӗн ҫинченни паллӑ ӗнтӗ: пурнӑҫа пачах урӑхла йӗркелесе ярасси ҫинчен. «Чӗрӗлӳ», «ҫӗнетӳ» сӑмахсем те тупӑнчӗҫ. Ирӗке тухнӑ халӑхӑн тулӑх пурнӑҫпа пурӑнмалла. Туса илнӗ пурлӑх та кунтах юлмалла.

Улӑпа килӗнче Элпипе Юман кӗтсе илчӗҫ. Ывӑлӗн ҫийӗнчи капӑр шупӑра курсассӑн ашшӗ питӗнче кулӑ ҫиҫсе илчӗ.

— Анне парни ку, — терӗ Юман.

Элпи тӗпелтен илемлӗ куркапа сӑра йӑтса тухрӗ.

— Паттӑртан та паттӑр Улӑп, ӗҫсе парсам ҫак ҫӗнтерӳ куркине. Ҫӗнтерӳшӗн пултӑр.

Улӑп куркана тытрӗ те васкамасӑр тута патне илсе пычӗ. Ҫав самантра алӑк яр! уҫӑлса кайрӗ те Нарпи кӑшкӑрса ячӗ:

— Улӑп! Ан ӗҫ! Наркӑмӑшлӑ сӑра вӑл! Ӗҫсенех вилсе выртатӑн!

— Мӗн кирлӗ мара палкатӑн? Юри тунӑ техӗмлӗ сӑра вӑл. Тухса кай кунтан! Кам чӗннӗ сана!?

— Апла малтан хам ӗҫсе парам-ха, — терӗ Юман куркана ашшӗнчен илсе.

Элпи пӗр самантрах сӑнран улшӑнчӗ, пичӗ ҫине хӗрлӗ пӑнчӑсем сике-сике тухрӗҫ. Юман патне хуллен утса пычӗ те чӗтрекен аллипе сӑра куркине туртса илчӗ.

— Ӗненместӗр пулсан… Ывӑлӑм… Хам ӗҫсе парам эппин…

Тен, ӗҫмелле те мар, наркӑмӑшлӑ куркана вӑркӑнтарса ямалла та… Кун пек те ҫӑлӑнӑҫ пулас ҫук. Улӑп урса кайӗ те… «Ывӑлӑм, сывӑ пул», — ӑшра сывпуллашрӗ те Элпи Юман ҫинчен куҫ илмесӗр куркана тӗппипех ӗҫсе ячӗ. Тӑм курка ҫӗре ӳкрӗ, аври айккинелле сирпӗнсе кайрӗ. Куҫне чарса пӑрахнӑ хӗрарӑм аран-аран утса чаплӑ пукан ҫине пырса ларчӗ, пуҫне пӑркаласа аташуллӑ сӑмахне пуҫларӗ:

— Улӑп, эсӗ мар, эпӗ — патша!… Улӑп, эсӗ те мар, эпӗ те мар, Юман — патша… Ывӑлӑм, Улӑп пур чухне эсӗ патша пулаймӑн…

Элпи ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, анчах урайне тӑсӑлса ӳкрӗ. Юманпа Нарпи чупса пычӗҫ те йӑтса тӑратма пикенчӗҫ. Ӗҫ тухмарӗ. Урисем пачах та тытмаҫҫӗ. Вырӑн ҫине майлаштарса вырттарсан кӗҫех питӗ кӗскен кӑна сывлама тытӑнчӗ. Нарпи Элпие шыв ӗҫтересшӗнччӗ, лешӗ ҫӑварне хытӑ ҫыртса лартнӑ иккен.