Выбрать главу

— Анне! Мӗншӗн ҫапла турӑн? — ыйтрӗ Юман. Ҫӑлма май ҫуккине ӑнланчӗ ӗнтӗ вӑл.

— Сан сӑмахху тӗрӗсех, хӗрӗм. Ӑҫтан пӗлме пултарнӑ вара эсӗ ҫакна? — тӗлӗнчӗ Улӑп.

— Чӗкеҫ аппа каларӗ. Элпин усал шухӑшне пурнӑҫлама парас марччӗ, чуп-ха часрах терӗ. Юрать-ха, вӑхӑтра ҫитрӗм.

— Усал шухӑш хӑйнех пырса ҫапрӗ, — терӗ Элпи мӗншӗн ҫапла хӑтланнине тинех чухласа илнӗ Улӑп. Урӑх нимӗн те шарламарӗ.

Нарпи Чӗкеҫ патне васкарӗ. Ыран вӗсен Алмаса тирпейлесе пытармалла. Ку килте те ҫав ӗҫех пуҫӑнмалла…

Ирӗклӗхшӗн пуҫне хунӑ паттӑрсене пурне те пӗрле вырттарса пытарас терӗҫ. Пысӑк шӑтӑк чаврӗҫ, йӗритавра ҫирӗп пӗренесенчен пура тытрӗҫ. Ҫын пӗтӗмпех вилмест вӑл, ҫӗр ҫинчен кайсан урӑхларах пурнӑҫа куҫать. Унта кирлӗ япаласене те пӗрлех хурса ямалла: чустаран тунӑ лаша кӗлеткисем, сӑнӑсем, хӗҫсем, ухӑсем…

Вил тӑприне вара питӗ ҫӳллӗ купаларӗҫ, таҫтанах курӑнса ларать.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗрери сурансем хуллен тӳрленеҫҫех. Кашни кун мӗн те пулин ҫӗнни илсе килет. Туй та пулать, ачасем те ҫуралаҫҫӗ, пурнӑҫ малаллах талпӑнать.

Акӑ, каллех каҫсерен вӑйӑ юрри илтӗнме пуҫларӗ. Вӑйӑ карти те пысӑкланса пычӗ. Тыткӑнран ҫӑлӑнса килнӗ каччӑсемпе хӗрсем те тухрӗҫ. Юманпа Нарпи те кунтах…

Пӗр кунхине Улӑп ытти ҫӗрти чӑвашсем мӗнлерех пурӑнаҫҫӗ-ши тесе вӑрӑм ҫула тухрӗ. Юмана та пӗрле илчӗ. Вӑл та куртӑр, халӑхпа паллаштӑр. Ялран-яла ҫӳрерӗҫ, турхансемпе, шурсухалсемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ. Пур ҫӗрте те ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, сӑрапа хӑналарӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Пысӑк иккен Чӑваш Ҫӗршывӗ! Мӗнле илемлӗ вырӑнсем: юханшывсем, кӳлӗсем, вӑрмансем, тулли пучахлӑ анасем… Ҫурт лартмашкӑн чул нумай, кирпӗч ҫапмашкӑн — тӑмӗ, хӑйӑрӗ, тимӗрҫ лаҫҫине юрлаттармашкӑн шурлӑхлӑрах вырӑнсенче тимӗр тӑпри пур. Пуян иккен Чӑваш Ҫӗршывӗ!

Ҫапла курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн чӑвашсен тӗп хулине лартас шухӑш ҫуралчӗ. Халӗ ӗнтӗ вырӑнӗ те паллӑ, кунтан инҫех те мар, Атӑлпа Шур Атӑл пӗрлешнӗ тӗлерех. Турхансем сӗннипе малтан Улӑп керменне лартас терӗҫ. Халӑх мӑн нимене йышлӑн тухрӗ.Шӳтлесе, юрласа ҫурт тунӑ ҫӗрте Микка нухайкки никама та кирлӗ пулмарӗ…

Кӗҫех таврана тепӗр хыпар сарӑлчӗ. Улӑп хӑй ывӑлне авлантарасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Юманшӑн вара ҫакӑ калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ. Ун пулас арӑмӗ Нарпи иккен. Эппин ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрсе пырать. Ҫапах та ӑш вӑркать. Улӑппа мӑчавӑр калаҫса татӑлни паллӑ-ха, Нарпи хӑй мӗн калӗ-ши?

Юман паян хӗвел ҫине пӑха-пӑха ятлаҫкаласа та илчӗ.Темшӗн ытла хуллен шӑвать-ҫке, каҫ еннелле васкамасть. Каччӑ чӑтса тӑраймарӗ, тӗлпулу вырӑнне ҫитсе те тӑчӗ. Нарпи килмен-ха, иртерех. Акӑ, унчченхи вӑхӑт та ҫитрӗ. Курӑнмасть. Мӗн пулчӗ-ши вара, чирлемерӗ-ши? Ыйту хыҫҫӑн ыйту. Кӗтнӗ чухне мӗн кӑна пырса кӗмест пуҫа.

— Юман! — илтӗнчӗ васкаса ҫывхаракан Нарпи сасси.

— Нарпи! — чупса пычӗ хирӗҫ хӗпӗртесе ӳкнӗ каччӑ. Пӗрне-пӗри ыталаса илчӗҫ те пӗр самант нимӗн шарламасӑр тӑчӗҫ. Хыттӑн тапакан чӗрисем икӗ ҫамрӑкӑн ӗмӗчӗсем пӗр евӗрлех пулнине сӑмахсӑрах пӗлтерчӗҫ…

Туя туй пек тумалла ӗнтӗ, лайӑх хатӗрленмелле. Улӑп ывӑлӗ авланать вӗт-ха, хӗрӗ те сумлӑ йӑхран, мӑчавӑр килӗнчен. Туй вӑл ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ самант. Унта ҫӗнӗ ҫемье ҫуралать, ҫыннӑн чӑн-чӑн пурнӑҫӗ пуҫланать. Пӗччен пурнӑҫ вӑл ҫурма пурнӑҫ кӑна, тӗллевӗ те пит паллах мар. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вара пачах урӑхла: камшӑн пурӑнни те паллӑ, пурнӑҫ ҫулӗ те уҫӑмлӑрах.

Туй чӑрмавӗ, канӑҫсӑр ӗҫ пӗтӗмпех Чӗкеҫе тиврӗ. Иккӗшӗн те амӑшӗсем ҫук. Икӗ ватӑ арҫынтан, Улӑппа мӑчавӑртан, усси пит нумаях мар. Апат-ҫимӗҫ валли тупса парӗҫ-ха, анчах пӗҫерме пӗлмелле вӗт-ха, сӑрине те пички-пичкипех туса лартмалла. Юрать-ха, ун пек чухне тӑвансем хастар хутшӑнаҫҫӗ, йӑх ятне ӳкермелле мар. Ку ҫеҫ те мар-ха, тӑвансен чи пысӑк тивӗҫӗ вӑл хӗр тупри хатӗрлесси. Пуян хӗрӗн чапӗ те, сумӗ те пысӑкрах. Нарпи хӑй те пултарать-ха, анчах пулӑшу кирлех. Кӗҫех мӑчавӑр килӗнче алӑстисем юрлани илтӗнме пуҫларӗ.

Улӑп керменӗнче те хӗвӗшӳ пырать. Арҫын туйне хатӗрленеҫҫӗ. Кунти пурлӑх пахалӑхӗ патша шайӗнче пулмалла: турхансем тата чӑваш ҫӗрӗнчи ытти сумлӑ ҫынсем килмелле…

Чаплӑ туй пӗр эрне кӗрлерӗ. Ӗҫкӗ-ҫикӗ пурне те ҫитрӗ. Туй сӑри тутанса пӑхман ҫын та юлмарӗ.

Ырӑ хыпар ытти халӑхсем патне те ҫитнӗ иккен. Хӗвел анӑҫ енчен Остап килчӗ, кӑнтӑртан — Махмуд. Ольга сывӑ юлнӑ пулсассӑн, тен, вӑл та килетчӗ? (Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр). Кусем вара парнесемпех килнӗ. Махмуд Юмана ӑратлӑ лаша пачӗ, Нарпи валли Остап тинӗс сухӑрӗнчен тунӑ пӗчӗк арча илсе килнӗ. Шала вара сӑн-пите хитрелетмелли хатӗрсем хунӑ. Ҫамрӑк мӑшӑра ырлӑх-сывлӑх, телей, пӳрт тулли ача сӗннисӗр пуҫне Улӑпа та тав турӗҫ, хӗҫпе пырса ирӗке кӑларнине нихӑҫан та манмӑпӑр терӗҫ. Эппин, тӑрӑшни сая каймарӗ, ҫӗнӗ ӑру валли такӑр ҫул уҫӑлчӗ. Юманшӑн ҫакӑн пек шанчӑклӑ туссем тупӑнни хӑех мӗне тӑрать. Ҫакна курсассӑн нихӑҫан макӑрса курман Улӑп куҫӗнчен савӑнӑҫ куҫҫулӗ сӑрхӑнса тухрӗ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн кӑмӑл та ҫемӗҫсе пырать-мӗн.