Пӑрчкан вӑраннӑ-вӑранманах Аминене хӑй патне чӗнсе илчӗ те тӗлӗк каласа пачӗ.
— Шыв ӑсма кайрӑм пек. Ҫӑлӗ вара калама ҫук тарӑн ҫырмара. Ӑсма тӑтӑм та витре вӗҫерӗнсе кайрӗ. Тытас тесе кармашрӑм, ӗлкӗреймерӗм, витре путрӗ. Унтан тепӗр витрипе ӑсма тӑтӑм. Такам аялтан карт! туртнӑ пекех туйӑнчӗ. Вӑл та путрӗ.
— Ак тамаша, икӗ витре? — хыпӑнса ӳкрӗ Амине. — Икӗ витре — икӗ хуйхӑ мар-ши? Тата мӗн кӗтет-ши ӗнтӗ пире? Каллех ачасем-ши?
— Витресӗр тӑрса юлнӑскер, кӗвентене алла тытрӑм та килелле уттартӑм… Сасартӑк хыҫалтан темле сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Ҫавӑрӑнса пӑхрӑм та пӗр кашкӑр ҫӑварӗпе витре йӑтса пырать. Мана парасшӑн пек. Шӑтарас пек пӑхать. Хӑранипе малалла чупма пуҫларӑм. Кашкӑрӗ ман хыҫранах пырать, витрипех… Вара вӑранса кайрӑм. Ҫемҫе вырӑн ҫинче выртнине сисрӗм те хӑрани иртсе кайрӗ. Темле питӗ пӑтрашуллӑ тӗлӗк пулчӗ.
— Ырра мар ӗнтӗ. Витре путнине япӑх теҫҫӗ вӗт.
Хуйхӑ курнӑ ҫынсем пӗр-пӗрне хӑвӑрт ӑнланаҫҫӗ иккен. Кунта та ҫапла пулчӗ курӑнать. Пӑрчканпа тӗл пулсассӑн Аминен малтан кӑштах хӑрани те сисӗнетчӗ. Халӗ вара ҫав шикленӳ сӗвӗрӗлсе пычӗ. Пӑрчканӑн нимӗнле усал шухӑш та ҫук иккен. Ватрас ҫемйине мӗнпе те пулин пулӑшас туртӑм пурри те сисӗнет. Тен, ҫавна пулах тӗлӗк пирки калаҫнӑ май Амине ҫемьери хуйхӑ-суйха пытармарӗ. Ватрас малтанхи ачиех ывӑл пуласса кӗтнӗ иккен. Анчах хӗрача ҫуралнӑ. Иккӗмӗш те ҫавах. Вара ашшӗ Аминене ӳпкелешме пуҫланӑ, ывӑл ҫуратманшӑн ятлаҫнӑ. Хӗрарӑм шӑпи ҫапларах ӗнтӗ, чӑтмалла. Тен, мӗнлерех ача ҫураласси ытларах ашшӗнчен килет. Сӑмахне вара амӑшӗн илтмелле. Тӑхӑр уйӑх хӑй ӑшӗнче пӑхса ҫитӗнтернӗрен-ши? Арҫынӑн ун мӗскер, автан ӗҫне тунӑ та лӑпланнӑ. Яваплӑхӗ хӗрарӑмӑнни пек мар. Тепӗр тесен тата Ватраса та ӑнланма пулать. Ӑна хӑй пухнӑ пурлӑха йышӑнакан ҫын, тӗпкӗч кирлӗ. Хӗрача вӑл качча каять те тепӗр ҫӗрте йӑва тупать. Ывӑлӑн вара ашшӗ ӗҫне малалла тӑсмалла.
Тӗлӗк пирки… Пӑрчкан каласа парсассӑнах Амине малтанхи хӗрӗсене аса илчӗ. Юратнӑ вӑл вӗсене. Анчах лешсем нумаях пурӑнайман, шатра чирӗпе вилнӗ. Халӗ вара пӗртен-пӗр шухӑш: Алмаспа Калимана турӑ сыхлатӑрччӗ.
— Чим-ха, кайса пӑхам-ха, — тесе Амине хӑвӑрт тухрӗ. Сӑлтавӗ паллӑ ӗнтӗ, Эсрел тарҫисем валли апатҫимӗҫ хатӗрлемелле. Пӗҫерекенсем чылайӑн-ха, яшкине те пысӑк хурансемпех ҫакса янӑ. Какай шӳрпине самай килӗштереҫҫӗ-ҫке, шӑрттанне те хӑвӑрт тасатаҫҫӗ, касса хума кӑна ӗлкер. Килнӗ-килменех сӑра ыйтаҫҫӗ. Аминен вара ҫак ӗҫе йӗркелесе пымалла, апат пахалӑхне ҫисе пӑхса тӗрӗслемелле.
Ав темиҫе ҫул каялла апат пӗҫерекен хӗрарӑмсенчен тахӑшӗ яшкана наркӑмӑш янӑ пулнӑ. Эсрел тарҫисене сӑтӑр тӑвас тесе ӗнтӗ. Анчах лешсен пуҫлӑхӗ тавҫӑруллӑскер тупӑннӑ. Малтан яшкине пӗҫерекеннисенчен пӗрне ҫитерсе пӑхтарать. Лешӗ кӗҫех тӳнсе каять. Пуҫланать вара… Юлашкинчен ҫав яшкана ытти хӗрарӑмсене вӑйпах ҫитереҫҫӗ, виллисене вут ҫине пӑрахса ҫунтарса яраҫҫӗ, наркӑмӑшлӑ яшкана таврари ялсенчи ҫӑлсене яра-яра хӑвараҫҫӗ.
Ватраспа вара ҫапла пулса иртет. Ҫар пуҫлӑхӗ ӑна хӑйне уйӑрса панӑ хӗллехи пӳрте чӗнсе илет те калать:
— Кунта мӗн пулса иртнине Эсреле пӗлтермесен те пултаратӑп, ыттисен ҫӑварне те пӑркӑчлатӑп, енчен те мана кирлине парсассӑн.
— Хырҫӑ шучӗпе памалли пурте хатӗр ман, — пӗлтерет турхан.
— Ҫук, мана урӑххи кирлӗ.
— Мӗн-ши ӗнтӗ вӑл?
— Арча тӗпӗнче выртакан ылтӑн-ахах.
Ашшӗнчен юлнӑ пуянлӑх вӗт-ха вӑл. Ӑна алӑран вӗҫертес килмест. Ылтӑнсӑр турхан пуҫлӑх та мар. Ашшӗ те ҫапла калатчӗ. Ҫав ылтӑнпа пӗтӗм ӑрушӑн ниҫта кайса кӗме ҫук йывӑрлӑх сиксе тухсан тин усӑ курма юрать тетчӗ вӑл. Халӗ вара…
— Ылтӑн таврашӗ ҫуккӑ ман.
— Ӗненместӗп. Апла пулсассӑн… Шухӑшласа пӑх лайӑхрах, ҫакӑ хыпар Эсрел патне ҫитсессӗн мӗн пулассине, хӑвна мӗн кӗтнине. Енчен те ҫакӑнта килнӗ ҫынсем вилсе выртнӑ пулсассӑн. Пӗлетӗн вӗт Эсрел ахаль туманнине.
— Ылтӑнӗ те, ахахӗ те нумай мар ҫав манӑн, — парӑнчӗ Ватрас.
— Мӗн чухлӗ пур, пурне те пар, унсӑрӑн…
Эсрел вӑл Эсрел. Ун умӗнче пурин те чӗтресе кӑна тӑмалла. Уншӑн чӑвашсем патӗнчен пурлӑх турттарса килнӗ тарҫи те никамах та мар. Хӑйне улталанине вара тӳсме пултараймасть, тарҫисене те тӗрӗслесех тӑрать. Хырҫӑ пухса килсессӗнех пурне те хывӑнтарать те шыва кӗртсе ярать, пӗтӗм тумтирне тӗрӗслеме хушать. Мӗн пулса иртнине хӑй пӑхса тӑрать. Енчен те пытарнӑ япала тупӑнсассӑн, чӑт вара…
Анчах Эсрелтен тавҫӑруллӑраххисем те, чеереххисем те тупӑнаҫҫӗ. Леш Ватрасран илнӗ пурлӑх Эсрел аллине лекмерӗ. Чее тарҫӑ хуҫи патне ҫитиччен ахах пӗрчисене хӑй ӑшне ҫӑтса янӑ. Ылтӑн чӑмӑрккисене никам куриччен вӑрттӑн урапа хыҫне ҫакса янӑ тикӗт чӗрессине пӑрахнӑ…