Выбрать главу

Ҫавӑнтанпа вара Ватрас апат пӗҫернӗ ҫӗре хӑй лайӑх пӗлекен тӑванӗсене кӑна явӑҫтарать. Асли, паллах, Амине. Ун пек шанчӑклӑрах.

Акӑ таврара шӑв-шав ҫӗкленчӗ, лаша ури сассисем илтӗнсе кайрӗҫ, Ватраспа Эсрелӗн ятарлӑ ҫынни Озал ҫитрӗҫ, тӳрех юртӑна кӗчӗҫ. Лешӗ унта ларакан Пӑрчкана курсассӑн тӗлӗннипе кӑштах пӑхса тӑрсан тин сӑмах тапратрӗ.

— Ак тамаша, кунта курасса шанманччӗ. Сывах иккен. Турхан патне килнӗ тата. Мӗн каласа пачӗ-ха?

— Ӑҫта кайтӑр ӗнтӗ, килӗ ҫуккӑ, ҫунса кӗл пулнӑ, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ Ватрас.

— Кунта та ирӗклӗн калаҫма ҫук, тухар-ха. Суккӑр пулсассӑн та хӑлхи пур вӗт.

— Тен, хӗллехи пӳрте кайӑпӑр. Апатне те унта илсе пырӗҫ. Вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн кӑштах выртса канни те ытлашши пулас ҫук.

Тухрӗҫ. Пӑрчкан пӗчченех ларса юлчӗ, шухӑша путрӗ. Каллех асаилӳ. Ҫак арҫын сассине илтсессӗнех ун куҫӗ умне лери сӑнарсем тухса тӑчӗҫ. Ачисене аса илчӗ.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Озал каялла пычӗ. Пӑрчкан чӗри те сиснех пуль ҫав, лешӗ сӑмах чӗничченех палласа илчӗ, эппин, эсӗ килсе ҫитрӗн терӗ.

— Каҫар мана, Пӑрчкан, — пуҫларӗ калаҫӑвне арҫын, — хута кӗреймерӗм, пулӑшаймарӑм. Килӗштернӗ эпӗ сана, тен, кӑштах юратнӑ та пулӗ. Тем тесессӗн те пӗрер ачи манранах пуль ӗнтӗ. Кала-ха, хӑшӗ-ши?

— Ку тата мӗн тума? Текех ӳссе ҫитнӗ ӗнтӗ вӗсем.

— Питӗ пӗлес килет.

— Вӗсем пӗчӗккӗ чухне ӑҫта пултӑн тата?

— Ун чухне ача пирки шухӑшлама вӑхӑт пулман ҫав.

— Ӑҫтан вӑхӑт тупӑнтӑр ӗнтӗ. Сан тӗп тӗллев хӗрарӑмсемпе йӑваланасси ҫеҫ пулнӑ.

— Хам ирӗкпе мар вӗт-ха, Эсрел хушнипе. Халӗ вара арӑм та ҫук, ачамсем хӑшӗсем пулнине те пӗлместӗп.

— Апла эппин ҫулсем хӑваланӑҫемӗн ҫын евӗрлех шухӑшлама тытӑнтӑн курӑнать. Ҫамрӑк чухне вара… Миҫе хӗр чысне пӑсмарӑн пулӗ.

— Ку енӗпе вара эпӗ чӑннипех те телейлӗ. Хӑвна аса ил-ха… Кӑкрусем мӗнлеччӗ. Яштак пӗвӳ тата…

— Кай кунтан! Каллех кулма шут тытрӑн-и-ха.

— Кулса мар эпӗ, аса илни теме тӑрать. Мӗнле лайӑхчӗ сан ытамра. Ман ҫимӗҫ те сана килӗшнех ӗнтӗ.

— Тьфу! Сана эпӗ нихӑҫан та юратман. Вӑйӑм ҫитнӗ пулсассӑн леш вырӑнтан ҫакнӑ пулӑттӑм… Ачасем пирки калаҫса ҫӳрет тата.

— Суятӑн эсӗ. Малтан кӑна сиввӗн кӗтсе илеттӗн. Каярах хӑнӑхса ҫитрӗн. Туйӑмна та шеллеместӗнччӗ. Кала, Пӑрчкан, хӑшӗ ман ача, мӗн ятли.

— Пӗри те санран мар.

— Ан суй. Енчен те каламасассӑн…

— Вара мӗскер?

— Курӑн-ха. Кунта халӗ эпӗ хуҫа. Мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултаратӑп. Кирлӗ пулсан сана та вӗрентсе илӗп.

Эсрел тарҫи Пӑрчкан патне пычӗ те икӗ аллинчен тытса силлерӗ. Лешӗ те хӑраса тӑмарӗ, ун ҫине сурчӗ. Шӑп ҫав самантра Ватрас кӗрсе тӑчӗ.

— Мӗн тӑватӑр вара эсир кунта? — пытараймарӗ тӗлӗннине кил хуҫи. — Ҫакӑнсӑр пуҫне ҫамрӑкраххи тупаймарӑн-им?

— Пирӗн лерех пуҫланнӑ калаҫу пур-ха, — терӗ Озал. Вара ним пытармасӑр каласа пачӗ. Вӑл хырҫӑ пухма ҫеҫ килмен иккен. Урӑхла тӗллев те пур: хӑй ачин ятне пӗлмелле. Амӑшӗ вара Пӑрчкан, вӑл кӑна калама пултарать. Анчах лешӗ темшӗн пӗлтересшӗн мар. Ватрасшӑн пулсассӑн ача ятне пӗлтересси нимех те мар пек. Ҫак пӗчӗкҫӗ кӑлтӑкшӑнах хирӗҫмелле мар ӗнтӗ. Пӑрчкан пуҫӗнче вара пачах урӑхла шухӑш. Уншӑн пур ачи те пӗр тан, пӗрин ашшӗ палӑрсассӑн теприсем вара… Ҫитменнине тата ачисем халӗ ӳссе ҫитнӗ те сапаланса пӗтнӗ. Ку ҫеҫ те мар-ха, ун умӗнче халӗ икӗ арҫын: пӗри ҫамрӑклах килӗштернӗ Ватрас, тепри Эсрел патӗнче тыткӑнра пурӑннӑ чухне ача ҫураттараканнисенчен пӗри. Ыттисем пекех тӗреклӗскер. Чӑнах та, ҫак арҫын Пӑрчкана кӑштах килӗшнӗ те пулас. Ахальтен мар ӗнтӗ суккӑр хӗрарӑмӑн вӑрҫса каланӑ сӑмахӗнче те темле ӑшӑлӑх пур пек. Хӗрарӑм кӑмӑлӗ ӗнтӗ. Вырӑн ҫинче пӗрле пулнӑ арҫын уншӑн пач ют ҫын пулма пултараймасть. Хӗрарӑм хаярлӑхӗ вӑл вӑхӑтлӑха кӑна. Апла пулин те Пӑрчкан парӑнма шутламарӗ, кӗтмен хӑна ыйтнине пурнӑҫламарӗ, Ватрас умӗнче калаҫӑва малалла тӑсас марччӗ тесе ҫӳхе чаршав хыҫне кӗрсе лӑпланчӗ, канма выртрӗ. Арҫынсем вара тухса кайрӗҫ. Эсрел ҫыннин сасси ҫаплипех хӑлхаран тухмарӗ.

— Калаттармалли мелсем тупӑнӗҫ-ха, — тени вара Пӑрчкана чылай шухӑша ячӗ. Апла пулин те уншӑн халӗ мӗн пулса иртнинчен хӑрушши пулас ҫук. Уншӑн текех вилӗм те хӑрушӑ мар.

Каҫӗ вара питӗ шӑв-шавлӑ пулчӗ. Эсрел ҫыннисем вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн канса илчӗҫ те ялсем тӑрӑх тухса кайрӗҫ; алхасрӗҫ вара, хӗр-и?, арӑм-и? — пӑхса тӑмарӗҫ, пуса-пуса антарчӗҫ, тарса пытаннисем кӑна мӑшкӑлтан ҫӑлӑнса юлчӗҫ. Анчах нумайлӑха-ши?

Тепӗр кунне кӑнтӑрла тӗлне турхан килӗ умӗнчи тӑваткӑлта хырҫӑ пухас ӗҫ пуҫланчӗ. Мӗн кӑна хыпса ҫӑтмасть иккен Эсрел ҫӗршывӗ: тырӑ-пулӑ, пыл, типӗтнӗ какай, шӑрттан, шӑратнӑ ҫу, тӑварланӑ пулӑ, сӑсар тирӗ, кӗпе-тумтир, атӑ-пушмак… Эсрел ҫыннисем атӑ ҫӗлеме пӗлмеҫҫӗ тесен те юрать, пӗтӗмпех кунтан сӑтӑраҫҫӗ. Юрать-ха, чӑвашсем выльӑх чылай усранине пула сӑрансӑр лармаҫҫӗ. Кӑҫал вара ҫак тавар ытти ҫулхинчен те нумайрах. Пӗлтӗр типӗ ҫанталӑка пула тырӑ питӗ сахал пухӑнчӗ. Курӑк япӑх шӑтнӑран выльӑх апачӗ те хӗсӗк пулчӗ. Тӗвесем пӑявсене тата-тата тарса пӗтрӗҫ, чылайӑшӗн лашипе ӗнине пусма тиврӗ. Выльӑх шучӗ вӑл пӗр чаксассӑн часах хӑпараймасть. Тыррине те кӑҫал аранаран акса хӑварчӗҫ. Вӑрлӑх ҫуккине пула пуянсене пуҫ тайма тиврӗ, кивҫене кӗрекенсем те йышлӑн пулчӗҫ.