Выбрать главу

— Салам, ҫӗнӗ ҫӗр каччи! Килнӗ ятпа салам! «Уй хӗрринчи Митрахван пӳрт тӑрринчен юр тӑкать, пӗчӗк ача сар Йӑван, шӑхлич калать савӑнать.»

Павел сас илтӗннӗ еннелле пӑхрӗ.

Уҫа хапха алӑкӗ патӗнче Санька тӑрать. Фуфайкӑпа, галифепе. Хром аттине сӑн курӑнмалла ҫутатнӑ. Хура каракуль ҫӗлӗкӗ айӗнчен пӗр кӑтра пайӑрка сылтӑм еннелле тухса кайнӑ. Е хӑй юри кӑларнӑ-ши?

— Салам! Эс иккӗмӗш класра вӗреннӗ сӑвва халь те манман-ҫке. Ха, палламалли те ҫук тата, кӗреш пек сарӑлса кайнӑ.

— Санах ҫитеймерӗм. Ӑрат мар-и… Атте аптрамасть те, анне пӗчӗк. Ӑна хыврӑм пуль. Вунӑ пусла ҫӗр штук килекен килька пулӑ пек, — кулчӗ Санька ҫӑвар туллин.

Павел хырса антарнӑ юр купи ӑшне сикрӗ. Кӗҫех ыталашса илчӗҫ.

— Ултӑ ҫул курманни, — терӗ Санька. — Эп сана яла урӑх таврӑнмасть пуль теттӗм. Мӗн калӑн, чапа тухнӑ ҫын…

— Ҫитӗ чӗлхӳне якатса. Хӑв ӗҫсӗр ларнӑ пек чухӑна перен…

— Ӗҫсӗр мӗнӗ… Эс орденла, пирӗн ҫук.

— Юрӑри пек, ҫукран пур пулать.

— Апла та пулӗ, — кулса ячӗ Санька. — Пӑрах кӗреҫӳне. Айта, тӗл пулнӑ ятпа ман пата кайӑпӑр.

— Малтан ӗҫне вӗҫле, кайран юрать ӗҫме.

Пӗри хӑйӑхлӑ, тепри мӑйӑхлӑ ан пултӑр. Мӗн кутӑнлашан? Кайрӑмӑр. Килте ман нихҫан та туй сӑри татӑлмасть, — шухӑшсӑррӑн ахӑлтатрӗ Санька. Павел пусма хӗрне капланнӑ юра тӗксе антарчӗ.

Уху, тӗтӗм тухать! Вӑт ку философи! Мӑрйине чана йӑва ҫавӑрмани? — тӗлӗнсе пӑхрӗ Санька, сӑмах ваклама сӑлтав шыраса.

— Ҫук. Мана кӗтсе тӑнӑ вӗсем, — тавӑрчӗ Павел, пусмине илсе тӑратнӑ май.

— Апла эс пурнасах тетӗн?

— Халех вилесшӗн мар.

— Ун пирки мар-ха эп. Халь ахалех куҫатӑн. Пырса пурӑн пирӗн пата. Пӗр пӳрчӗ пушах ларать. Ҫулла куҫу курӗ… Хӗр тупсан — авланатӑн, тупмасан ан кулян. Пирӗн ӗмӗре инке арӑмӗ те ҫитет, — каллех шӑл йӗрчӗ Санька.

— Хӗрӳ-арӑму тарам. Пӗччен пурӑнма хӑнӑхнӑ эпӗ, — хуравларӗ Павел. Анчах лешӗ хӑй шухӑшне тӗплесех ҫитерме тӑрӑшрӗ:

— Трактористшӑн пулсан, чи малтанах инке арӑмӗ кирлӗ. Мӗншӗн? Пӗр енчен тракторист шуйттан ҫури пек ҫӑрӑлчӑк, унтан — пӑсара пекех шӑршлӑ. Ӑна мазут ӑшӗнче усраҫҫӗ тейӗн. Мӗнле хӗрен качча тухса унӑн кӗпи-йӗмне ҫӑвас килтӗр? Ватта юлнӑ хӗрсем мӑйран ҫакӑнсан кӑна?.. Инке арӑм вара пур енпе те хӗртен лайӑхрах.

Павел чӑтаймасӑр ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Эс, Санька, инкесем енӗпе специализациленнӗ пулмалла.

— Тӗрӗс, — кулмасӑр тавӑрчӗ Санька, — Усси ытларах.

— Ҫитӗ сана. Айта, пӳрте кӗрер. Пирӗн пике сӗрсе те пӗтерчӗ пуль, — юлташне ҫавӑтрӗ Павел.

Ҫав самантрах ҫенӗк алӑкӗ уҫӑлчӗ, пусма картлашки ҫине икӗ тулли витрепе Анна тухрӗ. Саньха тӑпах чарӑнчӗ. Хӗр те, вӗсене курсан, витрисене лартрӗ. Алӑк тем хушӑра шалтлатса хупӑнчӗ. Каччӑсем хӗрӗн пысӑк чакӑр куҫӗпе пуҫ урлӑ ҫыхнӑ сирень чечекӗ тӗслӗ косынкине ҫеҫ курса юлчӗҫ.

— Павел! — кӑшкӑрчӗ хӗр, кушак шӑтӑкӗнчен пӑхса. — Ку шывне кайса тӑк та таса шыв ӑсса кӗртсе ларт. Ҫуса пӗтермесӗр кӗртместӗп.

— Вӑт ротӑ командирӗ, — шӳтлерӗ Павел. — Приказсем еплерех парать вӑл. Ӑна качча илекен хӑй пуҫӗпе пурнаяс ҫук. Эс калашле, ирӗксӗрех инке арӑмӗ пирки шутлама тивет, — терӗ Павел ахӑрса.

Ҫак самантра пӗтӗм тӗнче савӑннӑн туйӑнчӗ ӑна, ҫавӑнпа та вӑл илемлӗ те хитре Санька Аннана курсанах хӗрелнине асӑрхамарӗ..

Кайран калаҫу ӑнмарӗ. Санькан шӳчӗ те таҫта тарса ҫухалчӗ: — Эп тислӗк куписене пӑхма тухнӑччӗ. Ҫӗрме тытӑннӑ-и вӑл, тытӑнман-и, — тесе хучӗ унран мӗн сӑлтавпа килнине такам ыйтнӑн, — Пырса ҫӳре.

— Эх, тӑхта. Ҫитнӗ-ҫитменех парӑма кӗрер мар. Малтан ман пата… Эс ӗлӗкхи юлташсене систер. Каҫхине кунта пухӑнатпӑр. Пӳрт тасалать унччен. Володя пӗлет.

Сӑру пур-и?

Кам тутӑр? Эрех пур. Казахстан эрехӗ.

Ӑнлантӑм. Эрех пулсан, сӑра та тупатпӑр. Кайма ирӗк парӑр, старшина юлташ, — шӳтлесе чыс пачӗ вӑл.

5

Пуш уйӑхӗн варринче тӳпе таса, хӗвел куҫ ҫутине илет, ҫил кас-кас ӑшӑ хумӗпе сивӗ юра йӑштарать.

Кӑнтӑрла пӳртсемпе хуралтӑ хӗррисем куҫҫуль тӑкаҫҫӗ, каҫхине шӑнса пыракан тумламсенчен сӳре шӑлӗсем ҫакӑнаҫҫӗ.

Ҫуна ҫулӗ сӑрра чикӗнет, «лорх» ҫӗр улми хуппи тӗслӗ. Унӑн варри асат хуҫнӑ ҫын ҫурӑмӗ лек курпунланса юлнӑ.

Сӑрт ҫамкисене хӗвел юртан тасатать. Ӑна курсанах Иванов сӑвви аса килет: