Выбрать главу

Пиҫсе ҫитнӗ чие тӗслӗ ӗне имшеррӗн мӑйне тӑсса тӑрать. Унӑн самӑр кӗлеткине курсанах хуҫисем ӑна хӗл каҫиччен аван пӑхнине пӗлме пулать. Йӑптӑх та курӑнмасть, ӑна вӑл сисӗнкӗсӗр тӑкса пӗтернӗ ӗнтӗ.

Анна термометр лартрӗ, фонэндоскоппа чӗрине, ӳпкине, каярахпа хырӑмлӑха итле пуҫларӗ.

Выльӑх калаҫмасть, хӑйӗн мӗн ыратнине те пӗлтермест. Ҫавӑнпа унӑн чирне пӗлме питех те хӗн. Анна ӗнене кикен курӑкӗн настойкине кӗленчепе ӗҫтерчӗ, ҫур литр хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ пачӗ.

— Халь йӗтӗн вӑрри шывне ӗҫтермелле.

— Ӑҫтан тупас ӑна? — ыйтрӗ Санька амӑшӗ.

— Чӑнах та тулма ҫук. Колхоз акмаст, ҫынсем ҫапах Трофим Матвеевичсенчен кайса илетчӗҫ. Марье ашшӗ ӑна пӗр пӑт еннех хӑтӗрлесе хунӑ.

— Урӑх мӗн тумалла?

— Тепрер сехетрен ҫур литр хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ парӑпӑр. Ыранччен сывалма кирлӗ, — хуравларӗ хӗр. — Тата шыв ӑшӑтма лекет. Клизмӑ лартӑпӑр.

Йӗтӗн вӑрри шырама Санькӑна чуптарчӗҫ. Хыпӑнса ӳкнӗ карчӑк нимӗн тӗлне те пӗлмерӗ. Вучах чӗртсе ячӗ те пушӑ хуранах ҫакса хучӗ. Аллисене ҫунӑ хыҫҫӑн Анна ӑна пулӑшса пычӗ: шыв та ӑсса кӗчӗ, хуранне те ячӗ, урайне те шӑлса пачӗ. Санька амӑшӗ хӗр ҫине, систерес мар тесе, час-часах куҫ хӳрипе пӑхрӗ. Акӑ ӗнтӗ вӑл: кин пуласси. Ассӑр мар ҫав карчӑк: хуранне те юриех шыв ямарӗ, хӗре тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ. Вӗреннӗ ҫынсем вӗсем килти ӗҫ тӗлне пӗлсех каймаҫҫӗ. Ҫавнашкал кин лексен, мӗн ҫӑмӑлӑхӗ пултӑр? Кин тени пӗҫернине ҫеҫ ларса ҫиекенни ан пултӑр, хӑй те пӗҫертӗр, хӑй кил-ҫурт тирпейлетӗр. Ара, ку хулара ӳсмен-иҫ, кин аллинче пур ӗҫ те вӑр-вар, — савӑнчӗ карчӑк.

Кӗҫех Санька ҫитрӗ йӗтӗн вӑрри тупайман хӑй.

Анна ӗнене ҫу тухса пачӗ. Санька амӑшӗ сӗтел ҫине апат пуҫтарчӗ. Кӑмакаран хӑпартнӑ ҫӑмарта, ӑшаланӑ чӑкӑт, вӗретнӗ сӗт кӑларчӗ, сакайне анса тирӗкпе сӑра ӑсрӗ.

Ваттисен йӑлипе карчӑк ҫурта ҫутма та пӑхрӗ, анчах Санька ӑна ирӗк памарӗ:

— Тупӑннӑ ӑрӑмҫӑ, асӑнатӑн пулсан, эпир кайсан асӑн. Анна лар, — чӗнчӗ вӑл хӗре. — Апай, эс ху та лар.

Хӗр турткаланса тӑмарӗ, Санькӑпа юнашарах кӗрсе ларчӗ. Амӑшне ку килешмерӗ. «Хӑюллӑ, ытла та хӑюллӑ. Ку манӑн сӑмахсене итлес ҫук, Санька айне те пулмӗ», — шухӑшларӗ вӑл, анчах каласса йӑлтах урӑхла каларӗ:

— Ларах, Анна, лар. Эсир ҫийӗр-ха, сӑрине те ӗҫӗр, эп мункун кӗпи ҫӗлеме панӑччӗ те, ҫавна кайса илем, — тесе, тухса кайрӗ.

Клуба кайма иккӗшӗ пӗрлех тухрӗҫ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре пуху пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ. Хӑмӑр сӑрпа сӑрланӑ трибунӑ умӗнче пӗр хӗрӗх пиллӗк-аллӑ ҫулсене ҫитнӗ арҫын тӑрать. Хура ҫӳҫнӗ вӑл каялла тураса вырттарнӑ, сухалне те, мӑйӑхне те таса хырнӑ. Шап-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хӑмӑр галстук ҫыхнӑ. Президиумра хӗрлӗ пусмапа витнӗ сӗтел хушшинче Павелпа Володя, Трофим Матвеевич лараҫҫӗ. Халӑх туллиех. Ҫавӑнпа Санькӑпа Аннан чи хыҫалти рете кайса ларма тиврӗ. Вӗсене вуншар ҫын куҫӗ пӑхса ӑсатрӗ.

Калаҫаканнин сасси хулӑн, ҫынсем ӑна шавламасӑр шӑпӑрт итлесе лараҫҫӗ.

— Сӑхсӑхни мӗне тата кама кирлӗ? Турра-и? Ҫук. Ан тив, ӗненекенсем турӑ пур, тетчӗр. Эпир ӑна ырӑ кӑмӑллӑ, хӑй ывӑлне ҫынсене ҫӑлма панӑ тетпӗр пулсан, мӗншӗн ӑна кӗл тумалла? Вӑл вӗт, саккун тӑрӑх, хӑйне пуҫ ҫаптарма юратмасть, вӑл хӑйне хӑй юратакан ҫеҫ мар. Эпир ҫылӑх каҫарма чиркӗве пырса кӗл тӑватпӑр, чи ҫепӗҫ сӑмахсем калатпӑр, чиркӳрен тухсан вара, каллех пӗр-пӗринпе ятлаҫатпӑр. Усал сӑмахсем калатпӑр. Турӑ пулас пулсан, вӑл сире икӗ питленнӗшӗн йӑлтах вӗлерсе пӗтермеллӗ. Ҫавӑнпа ҫук япалана ниепле те пур тесе калама пултараймастӑп… — васкамасӑр та сулмаклӑн калаҫать оратор. Кашни сӑмахне ӗнентерме тӑрӑшать вӑл. — Е турӑшсене сӑнасарах пӑхӑр-ха эсир! Вӗсене, сӑрланӑ чухне чаплӑ ӑстасем пысӑк шухӑш пама тарӑшнӑ, мӗншӗн тесен авалхи ӑстасем ҫав сӑхсенче хӑйсен ӗмӗтне, ҫынлӑхне кӑтартасшӑн ҫуннӑ. Ҫынсем турра ырлассине хӑйсем майлӑ, хӑйсем евӗр ӑнланнӑ, ҫав вилӗмсӗр художник произведенийӗсене ылтӑнпа та кӗмӗлпе сӑрланӑ, мещен хваттерӗсенчи пек вӗсем тавра ал шӑллисем ҫакнӑ, курӑс е хут чечексемпе илемлетнӗ. Пуҫ ҫапать ӑна мӗскӗн, пуҫ таять, ӑста художник ӳкерчӗкне турӑ тесе ӗненет. Хӑҫанччен эпир вӗсене пӳртре лартӑпӑр? Хӗрӗх виҫӗ ҫул ӗнтӗ совет саманинче пурӑнатпӑр. Ҫавах та хамӑрӑн вӑйсӑрлӑха тӳрре кӑларса, ваттисем ҫине йӑвантаратпӑр: вӗсем турра ӗненеҫҫӗ, вӗсене кирлӗ-мӗн. Ку пирӗн ҫемҫелӗх, ку пирӗн ҫитменлӗх.

«Тӗрӗс, — шухӑшлать Санька, — пирӗп те турӑшсем лараҫҫӗ, атте чиркӗве ура та ярса пусмасть, апай вара кашни уяврах ҫурта ҫутать. Эпир кайсанах ҫутса ячӗ пуль ӗнтӗ. Ҫитет турӑшу-масарупа, ыранах илсе пӑрахатӑп».

— Анчихрист, — терӗ малти ретре ларакан пӗр хӗрарам. — Сана усал ернӗ, сана шуйттан турӑран сивӗтнӗ.

— Ҫирӗммӗш ӗмӗрте шуйттан ҫинчен чиркӳ кӑна ӗнентерме тӑрӑшать. Эс ӑна та ӗмӗрне те курман, мӗншӗн тесен тӗнчере турӑ та, шуйттан та ҫук, — нимӗн пулман пекех малалла калама пуҫларӗ трибунӑ умӗнчи ҫын.