Выбрать главу

Нумай калаҫрӗ оратор: хӑй турра мӗнле ӗненме пӑрахни ҫинчен те, хӑйне чиркӳ ҫыннисем хӗсӗрлеме, хӑратма пӑхнине те каласа пачӗ. Санька урӑх итлемерӗ, нумайӑшне вӑл ӑнланаймарӗ.

Пуп пулнӑ ҫын хӑй сӑмахне пӗтерсен, ыйту паракансем нумай тупӑнчӗҫ. Мӗншӗн малтан ӗненнӗ, мӗншӗн пупа вӗренме кайнӑ, пупсем укҫа нумай илеҫҫӗ-и — тем тӗрлӗ ыйту та пулчӗ унта. Васкамасӑр, йӗркеллӗ хуравларӗ вӑл.

Кино умӗн тӑхтав пулчӗ. Сценӑ ҫинчен аннӑ Володя хӑй тавра пӗр кӗтӳ ҫамрӑк пуҫтарса тӑнӑ.

— Илтрӗр-и, — хӑлаҫланать вӑл пурне те илтӗнмелле. — Комсомолецсене турӑшсенчен тасалма виҫӗ кун срок паратӑп. Тӗслӗх хамран илӗр: пирӗн пӳрт тап-тасах — нимӗнле турӑш та ҫук. Ҫапах ҫынсем пекех пурӑнатпӑр.

— Атте илтермесен? — ыйтать тахӑшӗ.

— Илтермесен турӑш вырӑнне Хапӑс Петӗрӗн сӑнне ҫапса хур. Аҫу самантранах ӗненме пӑрахать, — ахӑрать Володя ытти ҫамрӑксемпе пӗрле.

— Атя, — сасартӑк чӗнчӗ Анна Санькӑна — Темшӗн чӗре вырӑнта мар. Ӗне хавшамарӗ пулӗ те.

Вӗсем, клубран тухса, васкасах килелле утрӗҫ.

10. Тарӑн касӑ

1

Тарӑн касӑ анана йӑранлать.

Ваттисен сӑмахӗ.

Пуҫ тӑрринчи тӑри Павела хӑй юррипе савӑнтарать. Итлет каччӑ тӑрсах, хӗвелтен ҫамкине ал тупанӗпе картласа, тӳпене сӑнать. Тӗрлӗ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ кайӑк пирки. Епле вӑл телейлӗ! Тӑван ҫӗре вӑл ҫӳлтен-ҫӳлтен курать. Ӑна ҫӗр хӑвачӗ, ҫӗр пуянлӑхӗ вӑй-хӑват парса ҫӗкленӗ. Вӑл тӳпене савать, тӳпене пиллет, анчах вӑл та тӳпе чухӑннине пӗлет-ши? Ҫав хушӑрах тӑри каллех ҫӗре анать. Кайӑкӑм, пӗчӗк кайӑк, сухаҫӑсен чӗрине ҫунатлантармах ҫуралман-ши эсӗ? Вӗсен шухӑшӗсене те хӑвпа пӗрнех тӳпене ҫӗклетӗн, ҫав хушӑрах аннемӗр-ҫӗр ҫинчен мантармастӑн.

Павел хӑйӗн плугӗпе сухалама Салука вӑрманӗ хӗрринчи кӗллӗ тӑпраллӑ ҫӗре суйласа илчӗ. Аллӑ гектар. Пӗр ҫичӗ ҫул каялла ҫав лаптӑка сухаласа та, акса та пӑхнӑ. Акнӑ вӑрлӑхӗ те каялла тухмарӗ. Унтанпа ун ҫине алӑ сулчӗҫ. Ӳсет халь унта чӑлтӑр-чӑлтӑр хӗрлӗ мӑк курӑкӗпе чӗкеҫ курӑкӗ, урӑх нимӗн те ӳсмест. Сурӑх кӗтӗвӗсем чӗпӗткелеҫҫӗ кӑшт-кашт курӑка. Правленинче Трофим Матвеевич ҫапла каларӗ:

— Тырри пулмасан, вӑрлӑхне те хӑвӑнтанах шыраса илетӗп. Опыт тесе аксан ҫеҫ. Саланма сакӑр алӑк, пуҫтарма пӗр алӑк.

Тата тепӗр улшӑну пулса иртрӗ паян. Павел хӑйпе ӗҫлеме плугарь тупаймарӗ. Павел Трофим Матвеевичран ҫын тупса пама ыйтрӗ.

— Мана ярӑр, кум, — терӗ Павел сӑмахне илтнӗ Нина.

— Эс мӗн, ӑсран тайӑлтӑн-и? — ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ председатель.

— Килте пӗччен ларса ӑсран мар, сывлӑхран та тайӑлатӑн. Халӑхпа пӗрле хуйхи-суйхи иртекен.

— Плугарь хӗрарӑм ӗҫӗ мар.

— Ӗҫ никам ҫумне те ҫыпӑҫмасть.

— Виссарион Маркович пулсан, сана плугарь тунӑшӑн мана пуҫран шӑлатчӗ-и?

Анчах, калаҫсан-калаҫсан, килӗшрӗҫ.

Каччӑ тракторӗпе плугне кӑнтӑрла иртсенех Салука хӗрне кайса лартрӗ. Ыран яла каймалла ан пултӑр.

Паян хӗвел тухичченех вӑранса ҫӑвӑнчӗ Павел. Нина та персе ҫитрӗ. Арҫын евӗрлех тумланнӑ хӑй: фуфайкӑпа, шӑлаварпа, резинӑ атӑпа. Шупка тӗрӗллӗ кӑвак тутӑрӗ айӗнчен уйрӑлса тухнӑ ҫӳҫ пайӑрки палӑрать. Ывӑнчӑклӑрах сӑнлӑ симӗс хурлӑхан тӗслӗ куҫӗ те паян улшӑннӑ: вӗсем савӑнӑҫлӑрах. Ҫилпе тата ирхи сивӗпе пичӗ хӗрелнӗ, сылтӑм пит ҫӑмарти ҫинчи тур палли татах та лайӑхрах палӑрать.

— Эп куҫлӑ та илтӗм. Унта курӑнмиех тусан вӗҫет пуль. Мана эс вӗрент, атту эп тӗренсене антарма вай ҫитмесрен хӑратап, — терӗ вӑл пӳрте кӗнӗ-кӗменех.

— Тусан та вӗҫмест, хӑрама та кирлӗ мар. Эп сана, ҫур аки пӗтиччен плуг тӗренӗсене антарса хӑпартма мар тракторпа ҫӳреме те вӗрентӗп, — хавхалантарма тӑрӑшрӗ ӑна Павел.

— Аюк. Эп трактор ҫине лармас. Ӑна чарма та пӗлес ҫук.

— Вӗренен, — кулчӗ Павел. — Кур-ха, эс тумланасса та чӑн-чӑн тракторист пек тумланнӑ.

— Вӑрманпромхозра эп грузчикре ӗҫленӗ. Ҫав тум-тирсемех, — терӗ Нина, Павелпа тан утма васкаса.

Акӑ мотор ҫӑра тӗтӗмпе чыхӑна-чыхӑна кӗрлеме тытӑнчӗ. Павел, вараланнӑ аллисене ҫӗтӗкпе шӑлса, Нинӑна плуг антарса хӑпартма вӗрентрӗ.

— Ҫул урлӑ каҫнӑ чух ҫеҫ хӑпарт тата ҫаврӑннӑ чух. Ак ҫапла. Каҫма тытӑнсанах е касса ӳксен, антар. Ак ҫапла. Мана тӑратас тесен, ак ҫак пралукран турт, вара эп чаратӑп, — вӗрентрӗ Павел.

— Ку плугӗ те трактор плугӗ евӗрлӗ мар. Тӗве ҫине ларса пынӑ пек.

— Ҫӗр ӑшне ансан пӗчӗкленет. Малтанхи утӑм.

Мотор сасси вӑйланчӗ, плуг туртӑнса хытрӗ те, суха кассисем ҫӗр ӑшне кӗрсе ҫухалчӗҫ. Хӑвӑртрах тапа пуҫларӗ чӗре, кӑкӑрта темӗнле юрӑ кӗвви карталанчӗ. Куҫсем умра выртакан парлака ҫӗре ҫеҫ курчӗҫ. Павела самантлӑха каллех Казахстан ҫеремне уҫнӑн туйӑнчӗ. Павел чӑтаймасть, трактора чарать те сухаланӑ ҫӗре пырса пӑхать: