— Плуг ӗҫлет! Ӗҫлет плуг! Нина! Урра! — кӑшкӑрать Павел. Вӑл хӑй патне пынӑ хӗрарӑма пилӗкӗнчен тытса ҫӳлелле ҫӗклет. — Плуг ӗҫлет! Тырӑ пулать!
— Мӗн ухмахла кӑшкӑратӑн, — чарать ӑна плугарь. — Ӗҫлемест сан плугу.
— Мӗн пӗлен эс, апӑрша. Лар, лар хӑпарса. Тепӗр ҫирӗм метртан каччӑ каллех тракторне чарать. Халь малтанхи савӑнӑҫа шухӑшлӑх хуплать: мӗншӗн кӗллӗ тӑпра йӑлтах аяла анса пӗтмест? Виҫҫӗмӗш сий тӗренне маларах куҫармалла мар-ши?
Куҫарса пӑхать, Анчах ҫаплах тӗллӗн-тӗллӗн хӑпаракан амӑш тӑпри ҫинче кӗллӗ тӑпра ҫийӗҫем курӑнкалаҫҫӗ.
Тата мӗн, тумалла? Ӑҫта йӑнӑшнӑ вӗсем?
Павел тӗренсене хӑпартать, йӑнӑшсем ҫакӑнтах. Вӑл иккӗмӗш сий тӗренне ытларах авма хӑтланать, анчах мӗнех тӑвӑн пӗр мӑлатукпа?
Чунне хытарсах тӑрӑшать Павел. Унӑн халь намӑс курас килмест. Ӗҫне тӑвичченех шавлама лекни, унӑн плугӗ ҫинчен райком секретарӗ пӗлни ӑна пӑшӑрхантарать. Час-часах чарса тӑратать, тӗрлӗ хӑвӑртлӑхсемпе ӗҫлесе пӑхать, анчах ҫаплах кӗллӗ тӑпра пытанмасть.
Кӑнтӑрлахи апат ҫӗклесе Арҫук Гени амӑшӗ Кулине инке ҫитрӗ. Трактористсемпе килӗшсе Павел ӑна хӑех повар турӗ. Час-часах пӗрле пулмалла, чиркӳрисем сырӑнсан та вӗсенчен хӑптарма ҫӑмӑлтарах пулать, терӗ.
Каччӑн хӑйӗн хумханӑвне Нинӑна кӑтартас килмест. Вӑл савӑнӑҫлӑрах пулма тӑрӑшать.
— Эс манӑн чаплӑ плугарь пулса та тӑтӑн, — ырлать вӑл.
— Хӑнӑхма пулать, — килӗшет Нина.
Апата ҫерем ҫине ларса ҫирӗҫ. Йӳҫӗтнӗ купӑста яшки ытла та тутлӑн туйӑнчӗ Павела. Нина та юратсах ҫирӗ, ашне ҫеҫ хурларӗ:
— Чӗн пек хытӑ. Ват выльӑх ашӗ пулас.
— Чӑмла та, ҫисе ярайманнине хама пар, — шӳтлерӗ каччӑ.
— Икӗ сехете яхӑн вӗретрӗм, яшки те тухса кайрӗ, ҫаплах пиҫмен пек, — хӑйне айӑплӑн туйрӗ апат ҫитерме килнӗ Кулине инке. — Каҫхи апатпа килес-и е хӑвӑр пыратӑр?
— Кил. Ыттисене ҫитер малтан.
— Вӗсем патне ачасене ярӑп.
Павел Нинӑна та киле ячӗ, хӑй плугне кӑкарсах тимӗрҫӗ лаҫҫине кайрӗ. Петӗрпе вӗсем иккӗмӗш сий тӗренӗсене паяльнӑй лампӑпа хӗртсе аврӗҫ. Татах хире васкарӗ каччӑ. Кӗллӗ тӑпра сахалланчӗ. Павел ҫаплипех ӗҫлеме шут тытса хучӗ. Урӑххи шухӑшлаттарчӗ-ха ӑна: тен, ҫиелти касне те тӑпрана сирсе пӑрахмаллах тумалла пулнӑ? Мальцев меслечӗпе курӑк тымарӗсем начар ванаҫҫӗ. Сӳре, ав, вӗсене еплерех пуха-пуха сиктерсе хӑварать. Епле пулсан та, гербицид тупмалла, унсӑрӑн кӑҫал кунта ҫумлӑ пулма пултарать.
Гусеницӑллӑ тракторсем пурте ҫур акире. Павел ҫине тӑнипе лашасемпе иккӗмӗш кун сӳрелеҫҫӗ. Сӳреленӗ лаптӑксем типӗ, паян Элекҫи тӳрех культиваци тума тухрӗ. Гришка кӗр калчи сӳрелет.
— Сӳреленин усси ҫук. Ӗҫ кунӗ тӑккалани кӑна, — хирӗҫ пулчӗ Трофим Матвеевич.
— Ваттисем каланӑ тӑрах, кӑҫалхи ҫур шӑрӑх килет. Ҫавӑнпа нӳрӗк сыхласа хӑвармалла, — ҫине тӑчӗ Павел. — Сӳрелени хӑй хакне кӑларать.
Вӑл хушнипех платниксем кӗреш юмансене чутласа катоксем тума тытӑнчӗҫ. Кӑҫал вӑл пӗр лаптӑка та пусмасӑр хӑварасшӑн мар. Капла тырӑ хӑвӑртрах шӑтать, ҫурхи нӳрӗк пӗтиччен вӑй илсе юлать.
Кӗрлет трактор. Ӗҫлеме ырӑ. Павел кабинӑ алӑкӗсене иккӗшне те илсе хучӗ. Варкӑш ҫил кӗлеткене, ҫан-ҫурӑма уҫӑлтарать.
Хӗвел анас чух Трофим Матвеевич ҫитрӗ. Йӗнерлӗ юлан утпа. Ҫӗре сиксе анса лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтрӗ. Чарӑнчӗ. Чӗлпӗрне вӗҫермесӗрех аттипе сухаланӑ ҫӗре сире-сире пӑхрӗ, унтан кукленсе ларсах аллипе чавалама тытӑнчӗ. Трактор ун патнелле ҫывхарнӑ май, хӑранӑ лаша хуҫине каялла сӗтӗрме пикенчӗ.
«Эккей, ӑнман чӗрчун, — шухӑшларӗ Павел, моторне чарса. — Ӗмӗрӗнче трактор курман пекех хӑрать.
Председатель кӑмӑлсӑр. Ӑна Павел ҫӗре аничченех сисрӗ. Акӑ, хӑй патне пынӑ-пыманах калама та пикенчӗ:
— Тӑранмаслах хӑтланатӑн, парторг. Кунта эс аллӑ гектарах ҫавӑрса илтӗн. Ҫав курӑк тымарӗсем ҫинче тыр пулать тетӗн-и? Ахалех ҫунтаратӑн соляркӑна. Мӗн усси пултӑр? Каларӑм эп сана: вунӑ гектарпа ҫитет тесе. Кирек епле ватӑран ыйт: кунта Ҫавалкас пуҫланнӑранпа тырӑ мар, курӑк та ӳсмест. Мӗн ку сан! Сыснасене кӑларса ярсан, лайӑхрах ҫемҫетеҫҫӗ. Пӗлмес: мӗн тума кирлӗ ҫак плуг? Чи вӑйлӑ трактор унпа ларать. Ме, вула райхаҫат: уй енчи колхозсем акса пӗтереҫҫӗ, эпир тытӑнман. Ҫынсем Хисеп хӑми ҫине лекеҫҫӗ, пире хура хӑма кӑна, — хӗрӳленчӗ Трофим Матвеевич.
— Коммунист сӑмахӗ: ҫӗр сая каймасть, — ҫиелех хӑпарнӑ арлан тӑприне чавса кӑтартрӗ Павел. — Тырри те улӑхринчен кая пулмасть. Хисеп хӑмине ӑна, Трофим Матвеевич, ҫур акине хӑвӑрт вӗҫленӗшӗн мар, вӑйлӑ тыр-пул пухса кӗртнӗшӗн тумалла. Ят илес тесе, лапра ҫине акаймастпӑр.