Выбрать главу

— Яратӑр! Кӑнтӑрлаччен сӳрӗр, кайран тӑварса ҫитерӗр те — мясокомбината. Хушнине пурте тунӑ пултӑр, ахаллӗн ыранах бригадирсене улӑштаратӑп. Марш ӗҫе! Тӑратӑр кахал салтак пек палкаса, — янрарӗ председатель.

Павелпа Виктор Андреевич тата бригадирсем пӗрле урама тухрӗҫ.

— Аслати иртрӗ, ҫанталӑк уяртать, — терӗ Виктор Андреевич, фермӑсем еннелле утса. Павел, эс молодец. Матвейч пуртӑпа касать, эс чул пек хӑнк та тумастӑн.

— Ун кантри пиҫӗ пулакан, — хутшӑнчӗ Федор Васильевич.

— Тепӗр тесен, — чарӑнчӗ Виктор Андреевич, — юмана ҫил-тӑвӑл кӑкласа пӑрахсан та, ӳкнӗ чух тӗпӗ йывӑҫ ҫине ҫапӑнсан та, вулли хуҫӑлмасть. Председатель тесе, пӗлнӗ ҫӗртех йӑнӑш ҫулпа каяс-и?

— Павел майлӑ ма пулмарӑн? — йӗкӗлтерӗ ӑна Санька. — Халь сан урӑхла философи.

— Эп вӑл мӗн тӑвасшӑнне ӑнланса та юлаймарӑм, — тӳрре тухма хӑтланчӗ Виктор Андреевич.

— Коммунистсем халлӗхе пӗр шухӑшлах мар-ха, — шухӑшларӗ Павел, хирелле утса…

Трофим Матвеевич конюх илсе килнӗ ӑйӑр ҫине утланса района тухса кайрӗ. Ӗҫ пуҫланнӑ тӗле вӑрман-промхоза персе ҫитрӗ.

Директорпа вӗсем туслӑ. Пӗр чӗлхе часах тупӑнчӗ:

— Клуба параймастӑп, ӑна райӗҫтӑвком йышӑннӑ тӑрӑх, шкула памалла. Пысӑк ҫуртсенчен столовӑя, икӗ общежитие илме пултаратӑн. Ыттисене хӑв кайса суйла. Асӑн Михаил Петровича. Шел, урӑх ӗҫлейместӗп, пенсие кайма вӑхӑт ҫитрӗ, — пӗлтерчӗ директор.

— Трофим Матвеевич ырӑ тунине манмасть, уяв чух апат-ҫимӗҫӗ манран, — ялкӑшрӗ председатель, директора лӑпкаса.

Бухгалтер ҫуртсен хакӗсене ҫырса хунӑ баланс кӗнекисене йӑтса кӗчӗ. Ҫурчӗсен хакӗсене усӑ курнӑшӑн тата ҫулсем иртнӗрен мӗн чухлӗ чакарнине шутласа кӑтартрӗ. Йытӑ ҫӳппи ҫеҫ-мӗн.

Трофим Матвеевич вӑрман пункчӗсӗне тухса кайрӗ. Ҫулне вӑл вӑрман витӗрех, утара каякан сукмакпа тытрӗ. Уйӑх ытла кӳлмесӗр тӑнӑ кӑвак ӑйӑр вырӑнтан ташласа хускалчӗ.

Вӑрман ҫӗрӗ типме те шухӑшламасть. Лаша ури пусмассеренех палӑрмалла йӗр юлать, чӗрни айӗнчен е лачӑртатса, е сирпӗнсех шыв тухать. Унта та кунта ҫеҫпӗл чечекӗсем курӑнаҫҫӗ, темӗнле палламан вӗтӗр-вӗтӗр курӑксем симӗсленсе кайнӑ, сап-сарӑ чечексем тапса тухнӑ. Сертесем пӑт-пат ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ пулсан та, вӑрмана ун шӑрши сарӑлнӑ. Киленсех сывлать Трофим Матвеевич.

Кайӑксем юрлаҫҫӗ. Вӗтӗ-вӗтӗ кайӑксем. Хӑш чухне вӗсем лаша ури айӗнченех, тепӗр чух пуҫ тӑрринчи турат ҫинчен ҫӗкленсе, пӑр! ҫеҫ вӗҫсе каяҫҫӗ. Ҫывӑхрах улаппа макӑрать: «У-ӳ-кӗп — ви-лӗп, ӳ-кӗп: — ви-лӗп». «Ухмахшӑн ӳксе вилмелле-и, пурнас пулать ӗҫ ӑннӑ -чух», — шухӑшлать Трофим Матвеевич. Улаппа кӗвви ӑна урӑхла илтӗнет: «Васка-васка». Юман тӑрринчи курак икӗ хутчен кӑшкӑрчӗ. Унӑн пӗр тӗрлӗ сасси те хальхинче урӑхларах тухнӑн туйӑнчӗ: «Каях! Кая-ях!»

Утма ҫул умӗнчи санкӑлтара лаша чарӑнса тӑчӗ, ҫӑварлӑх витӗр сӑрӑхтара-сӑрӑхтара шыв ӗҫрӗ. Хыҫалта, хӑрнӑ хыр ҫинче, таккаса ларакан ула такка шӑпланчӗ, унтан кӗҫех пулемет пек ҫатӑртаттарма пуҫларӗ: «Ан-тӑр, ан-тӑр, — тӑр-тӑр, ан-тӑр, ан-тӑр!»

Трофим Матвеевич утне тӑраниччен ӗҫтермесӗрех чӗлпӗрӗнчен туртрӗ.

— Тупнӑ ӗҫмелли шыв, — мӑкӑртатрӗ вӑл, лашине юртӑпа ярса. — Васкас пулать, тӑванӑм, васкамалла. Кам маларах ҫитет, ҫав тутӑ пулать.

Кӑнтӑрла ҫитиччен колхоз председателӗ лесничествӑна кӗчӗ. Унӑн куҫӗнчен нимӗн те пытанмасть, сисет вӑл ҫынсем хускалнине. Унта та кунта ҫуртсен алӑкӗсене хӑмасемпе хӗреслесех ҫапса лартнӑ. Ҫуртсен ҫывӑхӗнче тӗрлӗ ҫӗтӗк-ҫатӑксем, кӗнеке е хаҫат тӗркисем, савӑт-сапа ванчӑкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ. Ҫынсем хӑйсен ӗнерхи пурнӑҫӗнчен ытлашшине паян йӑлтах кивӗ вырӑна тӑкса хӑварнӑ. Пӗр ҫурт умӗнчи пахчара тимӗр кӑмака ларать. Унӑн урисем кӑна кӑштах лапчӑннӑ. Трофим Матвеевич карта урлӑ сиксе каҫсах ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

«Эккей, — шухӑшларӗ вӑл, — пур ҫав тӗнчере тӑмсайсем. Цыганла ҫуркунне киличченех тӑлӑпне хывса пӑрахаҫҫӗ, кайран хӑйсемех кирлӗ кунта катӑк пуртӑ та кирлӗ пулнине ӑнланаҫҫӗ. Кӑна колхоза илсе кайсан, путексен ҫуртне хутса пурӑнма юрать е чӗпсен витине…»

Кӑмакана, йӑтса тухса, ҫенӗк картлашки айне пытарсан кӑна вӑл, ҫӑмӑллӑн сывласа ярса, малалла утрӗ.

Комендант пӗр хӗрӗхсене ҫитне типшӗм питлӗ, ҫырӑ куҫлӑ тӑсланкӑ арҫын кӑмӑллах пулмарӗ:

— Ҫӳретӗр вӑхӑтсӑр, — шӑмарчӗ вӑл. — Манӑм общежитисенчен ҫынсем кӑлармалла, ҫемйисене ӑсатмалла, обществӑлла япаласене пӗр ҫӗре пухмалла. Ҫулӗ тата мӗнле! Ӳсӗрсене ҫӳреме кӑна юрӑхлӑ. Начальствӑна мӗн? Панӑ та приказ — пурнӑҫла. Пӗтӗм шӑрпӑкӗ сан ӳте тӑрӑнать. Автомашинӑ тупса пар, лав е трактор тупса пар, вакуншӑн заявкӑ пар. Тракторпа ӑсататпӑр. Мӗншӗн ҫуллаччен тӑхтамалла пулман? Куҫакан этем вӑл йӑваран ҫӗрле хускатнӑ кайӑкла: кивӗ йӑвинех анасшӑн, ҫӗннине шырама ҫӑмӑл мар. Халь анкартишӗн тапранчӗҫ, ҫӗнӗ вырӑна ҫитсе ҫӗр улми лартасшӑн. Сан пур, юлашкинчен тухса каймалла. Сана акӑ ҫуртсем кӑтартмалла, — палкарӗ комендант..