Тӗлӗнмелле улшӑнать чун юлашки вӑхӑтра. Нихҫан та сӑвӑ вулама юратман Марье кашни пушӑ вӑхӑтрах сӑвӑ кӗнеки тыта пуҫларӗ. Хӑш-пӗр сӑввисене хӑй ҫинченех ҫырнӑн туйӑнчӗ. Мӗнле пӗлме пултараҫҫӗ-ха поэтсем ҫын чунӗнче пӑлханусене? Аса та часах кӗрсе юлаҫҫӗ унашкаллисем. Виҫӗ-тӑватӑ хутчен вуласан, пӑхмасӑрах калама пулать…
Ӗне суса ӑш сӗт ӗҫрӗ, ҫухӑракан сыснисене апат пачӗ, вара, чи лайӑх платйине тӑхӑнса, пӗр пӗчӗк тӑкӑрлӑкпа Ҫавал хӗрне тухрӗ. Кӗсйине чиксе ҫӳремелли фонарьпе вӑл сайра хутра ҫеҫ усӑ курчӗ.
Кӗме анкартипех кӗчӗ. Ҫенӗк алӑкӗ уҫах пулни ӑна хӑратсах пӑрахрӗ. «Пӗччен мар пулсан? Ытти трактористсем те инҫе каясран кунтах ҫывӑрсан? Наряд пама килнӗ», тейӗп.
Хӑраса чылай хушӑ сарайран тухмасӑр тӑчӗ. Юрату хӑранине ҫӗнтерчӗ. Вӑрра каякан кушак пек сассӑр утса ҫурт хӗррипе ҫенӗк патне ҫывхарчӗ. Хӑпарнӑ чӳх аттине хывса йӑтрӗ. Шалта лӑпкӑн сывлани илтӗнет. Ҫук, иккӗн мар пулас. Фопарьне ҫутатса ячӗ те хӑвӑрт сӳнтерчӗ. Сасӑ пуласран хӑраса, ҫенӗк алӑкне хӑлӑпӗнчен йӑтса хупрӗ, тӗккине печӗ. Каччӑ вӑранмарӗ.
Павел месерле выртнӑ. Сылтӑм аллине пуҫӗ вӗҫне хунӑ. Ывӑннӑ сӑн-питӗнче шухӑшлӑх палӑрать. Акӑ вӑл тутипе амӑшӗн кӑкӑрне ӗмсех ҫывӑракан ача пек хускатса илчӗ, сулахай алли вӑйсӑррӑн кӑкӑрӗ ҫинчен шуса анчӗ.
Чӗриклетрӗ хӗрарӑм пуснӑ хӑма. Марье Павел сарнӑ тӑлӑп ҫине чӗркуҫленчӗ.
— Павлик, — пӑшӑлтатрӗҫ тутисем.
Тулта таҫтан сасартӑк тухнӑ ҫилпе йӑмра турачӗсем хусканса шӗпӗртетсе илчӗҫ.
Хыттӑн, ҫунатне ҫапсах авӑтса ячӗ Микулай мучисен автанӗ.
…Вӗсем Ҫавал хӗрне аннӑ чухне тул ҫутӑлса килнин палли те ҫукчӗ-ха. Павел витрисене ҫырана лартса хывӑнчӗ, вара ҫутатакан фонарь ҫутипе хуллен асӑрханса Ҫавала кӗрсе кайрӗ. Тетел ҫуначӗсене пӗр ҫӗре пуҫтӑрчӗ.
Чӑтаймарӗ Марье. Ҫыран хӗрринченех витресем йӑтса сикрӗ, кӗлетке кӳлепине чараймасӑр шыв патне ҫитичченех шуса анчӗ.
— Эх, платйӗне чӗртӗм ӗнтӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл.
— Васкатӑн ҫав. Эп йӑтса хӑпараттӑмччӗ, — хуравларӗ Павел.
Икӗ витри те кӑшт кӑна тулаймарӗ. Кунта партассем те, темиҫе хура куҫ, ытларахӑшӗ вара ыраш пӑтрисем кӗрсе тулнӑ.
— Телейлӗ эс, — терӗ Марье, ассӑн сывласа. Ҫыран хӗррине хӑпарчӗҫ. Каччӑ васкасах тумланчӗ.
— Илсе каях пӗр витрине, — хушрӗ Павел. — Теприне Кулине инкене паратӑп. Ыран трактористсене пулӑ яшки пӗҫерсе патӑр.
— Эх, Павел, пулӑ кирлӗ-и мана? Эс, эҫ кирлӗ, — пӑшӑлтатрӗ Марье. Эс чунсӑр, эс ҫурхи Ҫавал шывӗ пек сивӗ. Сывӑ пул. Хирӗҫ тавӑрман юрату — юрату мар. Аса илӗн-ха, Павлик, мана, пайтах аса илӗн.
Вӑл качча ыталаса илчӗ, чуп турӗ, вара нимӗн сӑмах чӗнмесӗрех Ҫавал хӗрринчи сукмакпа утрӗ. Тем терирен ҫеҫ фонарь ялтлатса сӳнчӗ.
Павел йӗпе тетелпе тата икӗ витрепе анкарти хыҫнех тӑрса юлчӗ.
Тул ҫутӑлас чух тин ҫывӑрса кайрӗ каччӑ. Ыйхи те канлӗ пулмарӗ, тӗлӗксемпе аташрӗ. Ун умне хӗреснашшӗ тухрӗ. Николай Андреевич пуҫне тухӑҫри халӑх ҫынни пек чалма ҫыхнӑ, урисене хуҫлатса, тӗпелти сак ҫинче ларать. Павел, ача чухнехи пек, урисене тӑсса урайне ларнӑ. Вӗрентет хӗреснашшӗ, пӳрнипе юнаса вӗрентет.
— Сыхлан, Павел. Юрату тени ӑслӑ этеме те час-часах ӑссӑрлатать. Тепӗр чухне чун савнине калама кирлӗ мар вӑрттӑнлӑхсене те каласа паратӑн. Хӑрушӑ, питӗ хӑрушӑ хӗрарӑм ҫилленсен. Сыхлан, Павел, сыхлан.
— Марье ман арӑм мар, эп унран уйрӑлмаллипех уйрӑлтӑм, — хирӗҫлет каччӑ.
— Арӑму пекех пулчӗ ӗнтӗ вӑл. Ял пӗлет халь сирӗн ҫинчен. Пӗтӗм Ҫавалкас калаҫать, — тавӑрать чалма ҫыхнӑ хӗреснашшӗ.
— Пӗлеҫҫӗ пулсан — пӗлччӗр! — кӑшкӑрса ярать каччӑ.
Хӑй сассинчен хӑй шартах сиксе вӑранать Павел. Чӳречерен шаккаҫҫӗ-мӗн.
Колхоз технички ӑна хут тыттарчӗ, Марье ҫырнӑскер.
«Кадышев юлташ! Паян С-80 тракторпа е культиваци тума, е тулӑ акма кай. Трофим Матвеевич вӑрман таврашӗнче сухалама чармашкӑн хушрӗ. Прыгунова».
— Акӑ, тавӑрать те, — тӗлӗкне аса илчӗ Павел. Неушлӗ тӗлӗк тени тӗрӗсех пулать? Пулма пултараймасть.
Ӑна Марье каҫхинех ҫырнине пӗлеймерӗ каччӑ.
4
Владимир Сергеевич бюросем ирттерекен залран такам тапса кӑларса янӑ пек васкаса тухрӗ. Тулти алӑкне шартлаттарса хупрӗ, приемнӑйри пӗртен-пӗр чӳрече кантӑкӗсем сиксе чӗтренчӗҫ. Асӑрханса тем шухӑшланӑн, икӗ-виҫӗ утӑм турӗ, тарланӑ ҫамкине шӑлма аллине ҫӗклерӗ. Сисеймерӗ пулас, шӑлса илнӗ чухне куҫлӑхӗ аяккалла ывтӑнса кайрӗ. Чӑнкӑр! — турӗҫ куҫлӑх кантӑкӗсем юман паркет ҫинче. Ванчӑкӗсем урайне салаланса сирпӗнчӗҫ.