Выбрать главу

— Яраҫҫӗ. Кӗркунне кукурузӑ пухса кӗртетпӗр те, иксӗмӗр Мускава тухса каятпӑр. Выставкӑна ҫитсе куратпӑр, метрора тӑраниччен ярӑнатпӑр, университета, Кремле ҫитсе куратпӑр.

— Мавзолея кӗретпӗр-и?

— Унсӑрӑн мӗнле Мускава кайни пултӑр.

— Сана ярӗҫ те, мана ярас ҫук, — ассӑн сывлать Ваҫҫук. Унӑн айӗнчи улӑм чаштӑртатать.

— Тупрӑн юрӑ. Эпир иксӗмӗр ҫӗр гектар ҫинче ӳстеретпӗр. Асаннепе мар. Мана чӗнсессӗн, сана та чӗнеҫҫӗ. Ҫывӑр. Ҫитет халап ярса. Сана ыран виҫҫӗрех тӑрататӑп.

— Тӑхта-ха, Володя, партие миҫе ҫула ҫитсен илеҫҫӗ? — каллех аптратать Ваҫҫук.

— Тунрӑн калаҫу. Унта иксӗмӗр пеккисене илмеҫҫӗ. Малтан ӗҫпе чапа тухмалла. Ленин коммунистсем пирки мӗн каланӑ? — сасартӑк ыйтать Володя. Ку ыйтуран вӑл хӑй те хӑраса каять. Мӗн каланӑ, чӑнах? Эх, ҫакӑнта Завьялов пулсан…

— Эп ӑҫтан пӗлетӗп, — хаштах сывласа ярать Ваҫҫук.

Ӑҫтан намӑс куртӑр-ха комсорг? Ӑнлантараймасан, вӑл комсорг та мар.

— Ленин ҫапла каланӑ: малтан коммунистла ӗҫлеме вӗренмелле, вара партие кӗме юрать. Сан ӗҫӳ ҫине пӑхса ял ҫыннисем: вӑт ку Ваҫҫук, партие кӗме тивӗҫ ҫын теччӗр.

— Пин центнер илсен, эп кӑҫалах кӗресшӗн.

— Вӑт, санпала. Кам илет сана вун саккӑра ҫитмесӗр?

— Тепӗр уйӑхран эп вун ултта каятӑп. Гектартан пин центнер илсен, Василий Иванович яла килет-тӗк, тӳрех ҫапла калӗ ак: кӗр, Ваҫҫук, партие, ҫитет комсомолра тӑрса, эс самай парти этемӗ.

— Ҫывӑратӑн-и эс кӗҫӗр, парти этемӗ, е ҫук? — тарӑхнӑ пек тӑвать Володя.

— Юрӗ, ҫывӑратӑп, — тавӑрать Ваҫҫук.

Ирхине вӗсем тухӑҫ кӑвакара пуҫласанах шӑнса кайнипе вӑранчӗҫ. Ыйту палли пек хуҫланса выртнӑ Ваҫҫука Володя ҫӗклесе тӑратрӗ:

— Марш зарядкӑна! — канӑҫ памарӗ вӑл. — Чуп, чуп! Мӗн ревматизмлӑ старик пек тӑратӑн? Ху тата партие кӗресшӗн, — аллинчен ҫавӑтсах чуптарчӗ Ваҫҫука каччӑ. — Санран эп тата ҫулталӑкран чӑн-чӑн этем тӑватӑп, — ахӑлтатрӗ комсорг, пилӗк таран хывӑнна Ваҫҫука шывпа сирпӗтсе.

— Эс мана тракторпа ҫӳреме вӗрент, — пачах та кӳренмерӗ лешӗ.

— Вӗрентетӗп ҫеҫ мар, ҫулталӑкран трактора ху хӑлхуна курнӑ пек пӗлме пуҫлатӑн.

— Яланах сан шӑл йӗресси.

Ҫур сехетрен трактор сасси пӗтӗм улӑха янратса ячӗ. Кунӗ уяр пулчӗ, ҫавӑнпа мӗн тӗттӗм пуличченех вӗҫлерӗҫ.

— Миҫе гектар акрӑмӑр пулӗ? — кӑсӑкланчӗ Ваҫҫук.

— Ҫирӗме ҫитрӗ пуль…

Тепӗр ирхине те уяр пулчӗ. Кӑнтӑрла иртсен, вӗсем акса пӗтерчӗҫ. Юлнӑ вӑрлӑх миххисене лавҫӑран парса ярса Володя акнӑ участока катокпа тикӗслесе тухасшӑнччӗ, анчах вӑрман хыҫӗнчен кӑвакарса ҫӗкленекен пӗр лаптӑк пӗлӗте курсан, вӑл шухӑша пӑрахрӗ.

— Ҫутҫанталӑк хӑех пулӑшать, — терӗ вӑл, тракторне тапратса. Вӗсем, сеялкине кӑкарса, кивӗ ГЭС ҫурчӗ патне те ҫитеймерӗҫ, ҫумӑр вӗтӗртетме пуҫларӗ. Вӑйланчӗ. Чарӑнсах тӑма тиврӗ. Иккӗшӗ те хӑйсем ҫывӑрнӑ ҫурта тарса кӗчӗҫ.

— Турри хамӑрпах мар-и? — савӑнчӗ Володя. — Ак ислетет. Трофим Матвеевича ӗҫ кунӗ перекетлесе парать. Хыт кукарӑн таҫтан та ӑнать мар-и? Так, — аллине ҫӗмрӗк чӳрече витӗр тӑсрӗ вӑл. Ҫурт аркинчен тумлакан тумламсем, ывӑҫ тупанӗ ҫине ҫапӑнса, чӑлтӑр та чӑлтӑр саланаҫҫӗ.

— Кукурузӑ пулать, — ӳсӗрсе илчӗ Ваҫҫук.

— Пулать ҫав. Пирӗн пулать.

Ҫӗр улми лартакан Элекҫипе Гришка тракторӗсемпех кӗрлеттерсе ҫитрӗҫ. Моторӗсене чарса, иккӗшӗ те Володьӑсем патне чупса кӗчӗҫ.

— Эпир те лартса пӗтертӗмӗр. Сире тӑнине куртӑмӑр та килес теремӗр. Вунӑ кун курман пуль, — кепкине хывса силлерӗ Элекҫи.

Трактористсем улӑм ҫине ларчӗҫ, Гришкӑпа Элекҫи пирус пачки кӑларса мӑкӑрлантара пуҫларӗҫ.

— Санькӑн туйӗ хӑҫан? — ыйтрӗ Гришка Володьӑран.

— Пӗлсех каймастӑп ҫав. Ҫитес шӑматкун, терӗҫ.

— Мӗнле вара вӑл комсомол туйӗ? Мӗн вӗсен ҫынсем пек авланма килӗ ҫуккӑ-и? Беда хальхи яш-кӗрӗмпе. Клубра авланаҫҫӗ тата. Сӑра-эрех пулать-и унта? — тӗпчӗрӗ Гришка.

— Хам та пӗлместӗп. Елена Егоровна шухӑшӗ вӑл. Туй мӑн кӗрӗвӗ — комсомол райкомӗн секретарӗ, — тавӑрчӗ каччӑ.

— Эс ху ма авланмастӑн? Хӗр ҫуккӑ-им? Елена Егоровнах ил. Ма ӑна Ҫавалкасран ярас? Завьялов пек тӳрккес мар, чӗлхи-ҫӑварӗ шӑпчӑкӑнни пек. Юрри мӗне тӑрать. Кулли тата. Нарспи пек кулать. Ӑна качча илсен, ик эрне апат ҫимесӗр пурӑнмалла, — чӗлхипе чаплаттарса илчӗ Элекҫи.

— Пирешкел трактористсене интеллигентсем пырас ҫук, — тавӑрчӗ Володя. — Вӑл Павел енне ытларах пӑхать.

— Эс калаҫӑва аяккалла ан пӑр, кала-ха, ма авланмастӑн? — ҫыпҫӑнчӗ Гришка та.

— Ма тесе сурӑх ҫеҫ макӑрать. Тӗрӗсне пӗлес килет пулсан, каласа пама пултаратӑп, — кулса ячӗ Володя. Вӑл малтан чӳречерен тӳпе ҫине пӑхса илчӗ.