Выбрать главу

— Ҫумӑр халех иртес ҫук, анӑҫ кӑн-кӑваках, — лӑплантарчӗ Гришка.

— Ҫук, Салука енче ҫумасть. Павелӑн участокне ҫумасарах хӑварать. Ҫылӑха кӗнӗ ӗнтӗ, — хуравларӗ Володя.

Вӑл улӑм ҫине чӗркуҫленсе ларчӗ те аллине кивӗ эрӗм ути тунине илсе ҫавӑркаларӗ. Пурте вӑл каласса кӗтсе шӑплансан, вӑл йӑлтӑр кулса илчӗ те сиксе тӑчӗ вара:

— Ҫумӑр иртет. Ҫитет сӑмах акса. Машинӑсем патне! Улӗмрен йӑлтах каласа парӑп, — тесе, пӳртрен хӑвӑрт тухрӗ.

7

Трофим Матвеевич чӗринче кунашкал ҫӗкленӳ сахал пулнӑ. Утти те ун йӑрӑланчӗ, ҫывӑрасса та талӑкра виҫӗ-тӑватӑ сехетрен ытла ҫывӑраймарӗ. Хӑй ӗҫӗпе хӑй йӑпанчӗ вӑл, хӑй кӑмӑлне уҫрӗ. Кӑҫалхи уй-хир ӗҫӗсем кал-кал пыни те савӑнтарчӗ ӑна, Марье каласа панине тимлесе итлерӗ.

Пӗр каҫхине колхоза телеграммӑ килчӗ. Трофим Матвеевича «Ч» хулинчи тусӗ васкасах тухса пыма чӗнет-мӗн. Ахальтен ҫак хӗрӳ вӑхӑтра вӑл телеграммӑ ярас ҫук, ахӑртнех, хӗҫ тимӗр тупса парать пулӗ. Каҫхине вӑл ҫула хатӗрленчӗ, ирхине ирех ӑна Марье машинӑпа станцӑна леҫрӗ…

…Колхоз председателӗ пӗтнӗ клевера пӑхнӑ хыҫҫӑн пӑсма ирӗк панӑ пулӗ тесе, Павел ирех колхоз правленине чупрӗ. Техничкӑ ӑна председательпе арӑмӗ машинӑпа района кайни ҫинчен пӗлтерчӗ. Каччӑ наряд кӗнекине илчӗ, анчах унта уй пӑсасси ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук.

Кампа канашламалла? Коммунистсемпе-и? Правлени членӗсемпе-и? Мӗнле пухас халь вӗсене? Трактористсем вӑл хушасса кӗтсе лараҫҫӗ. Павел Марьене кӗтме шутларӗ.

Правление ҫынсем пухӑна пуҫларӗҫ. Хул пуҫҫи урлӑ кирзӑ сумкӑ ҫакнӑ, хӑрах хулӗ хушшине шагалкӑ хӗстернӗ Федор Васильевич ҫитрӗ. Председатель пӳлӗмне те вӑл хутлатса хунӑ шагалкипех кӗчӗ, Павела сывлӑх сунса, наряд кӗнеки ҫине тӑрӑнчӗ. Виктор Андреевич фермӑна ҫырса панӑ фураж пӗтет, анчах никама та ал пустарса илме май ҫук, тесе вӗтеленчӗ. Кӗткелерӗҫ те, иккӗшӗ те тухса утрӗҫ.

Марье правленине сасӑсӑр кӗчӗ. Ахӑртнех, анаталла аннӑ чух машинӑн моторне ӗҫлеттермен пулас. Вӑл кӑвак свитер тӑхӑннӑ. Хӑмӑр тӗрӗллӗ тутӑр вӗҫне, ҫивӗтне ӗнсе хыҫне пуҫтарса, майралла ҫыхнӑ. Сӑнран пӑхсан, вӑл 20 — 22 ҫулсенчи хӗр пекех ҫамрӑк курӑнать. Кӗрсенех, Павелпа иккӗшӗн хушшинче нимӗн те пулман пекех, каччӑ аллине ҫирӗппӗн, арҫынла чӑмӑртарӗ. Куҫсем тӗл пулчӗҫ. Павел ҫине вӗсем киленсе те илӗртсе пӑхрӗҫ. Каччӑн куҫӗсем Марьене салхуллӑн тинкерчӗҫ.

— Ҫӗрнӗ клевер уйне пӑсма хушман-и? — ыйтрӗ каччӑ.

— Трофима ӑсатрӑм, — тавӑрчӗ Марье ыйтӑва илтмен пек.

— Мария Сергеевна, эп трактористсене пӑсма хушатӑп, — терӗ каллех Павел. — Е хӑвӑр пырса пӑхатӑр-и? Атту халь машинӑсене пирӗн те вӑрмана ямалла, те акана?

Марье бухгалтерире ӗҫлекенсем панӑ хутсене алӑ пусса пӗтерчӗ те, тутӑрне ӗнсе хыҫне ҫавӑрса ҫыхса, ҫӳхе хром перчеткине тӑхӑнчӗ.

— Илтрӗр-и? — терӗ вӑл бухгалтеринчисене, — Эп уйра пулатӑп. Кӑнтӑрласӑр ан кӗтӗр. Ыйтсан-тусан Трофим пирки… калӑр: вӑл чирленӗ… Василий Иванович ыйтсан, командировкӑра тейӗр. Кадышев юлташ, — ниме пӗлтермен сасӑпа чӗнчӗ вӑл. — Кайрӑмӑр.

— Эп те сирӗнпех пыратӑп, — ҫыхланчӗ вӗсен ҫумне Санька.

Юрать Санька асӑрхамарӗ: Марье ун ҫине самантрах курайманлӑхпа тулнӑ куҫӗпе пӑхса илчӗ, ҫав самантрах, роле лайӑх вылякан артист пек, сӑнне улӑштарса йӑл кулчӗ:

Клеверӗ сан бригадӑн-и?

— Манӑн, ӑнманскер, — тавӑрчӗ бригадир. Павелпа Санька хыҫалти ларкӑч ҫине ларчӗҫ. Калаҫу ытларах ҫанталӑкпа Санькӑн пулас туйӗ ҫинчен пычӗ, унта Марье те хутшӑнчӗ, кула-кулах вӑл Николай Андреевич хӑй хӗрне Санькӑна парас мар пирки Трофим Матвеевич патне пырса калаҫнине каласа кӑтартрӗ.

— Курнӑҫланать вӑл старик, — тавӑрчӗ бригадир. Хирте вӗсем час-часах машинӑна тӑрата-тӑрата анса пӑхрӗҫ. Бригадирпе Марье ӑнланчӗҫ: клевер ҫӗрнӗ, пӑсмалла.

Машинӑ тракторсем патне ҫитрӗ. Санька ансанах, Марье Павела тӑхтама хушрӗ, вара хӗрӳлӗн пӑшӑлтатрӗ:

— Кӗҫӗр эп сана тул ҫутӑличчен кӗтетӗп. Илтетӗн-и? Пымасан, эс этем мар.

Каччӑ нимӗн те шарламарӗ. Вӑл хӑйне кӗтсе ларакан трактористсем патне ҫывхарчӗ.

— Ӗҫӗ, ачасем, талӑк ҫурӑлӑх. Кунти тӑпра кӗллӗрех, тарӑнӑшне пӗр ҫирӗм пилӗк сантиметр ярас, — пуҫларӗ вӑл. — Акма сӗлӗпе хутӑш викӑ, сӗлӗпе хутӑш пӑрҫа акмалла пулать. Урӑх вӑрлӑх ҫук.

— Апла, «по машинам»! — тракторӗ патне васкарӗ Володя. Колхозӑн пӗтӗм тракторӗсем уя тухса ларнӑ иккен.

Хир мотор шавӗпе тулса ларчӗ.

Тӑватӑ гусеницӑллӑ трактор хӑй хыҫҫӑн шоссерен те сарлака лаптӑка ҫавӑра-ҫавӑра пӑрахса шӑвать. Вӗсем Павела самантлӑха ҫерем уҫнӑ малтанхи ҫулсене аса илтерчӗҫ. Ун чухне те ҫапла, пӗтӗм бригадипе, вун тӑватӑ тракторпа тухнӑччӗ. Анчах унти лаптӑкӗ куҫпа виҫеймиех сарӑлса выртатчӗ. Ҫавалкас ҫӗрӗ Казахстан мар, кӗске. Ав, Авӑслӑх тӑвайккинченех Ҫавал ҫыранӗ курӑнать, Карталлӑ уй вӑрманӗ ешерет. Тракторсем кӗр калчи хӗррине ҫитсе ҫаврӑнаҫҫӗ, айлӑм тӑрӑх шӑваҫҫӗ.