Выбрать главу

Мӗнле аван пӗрле ӗҫлеме!

8

Лена пурнӑҫӗнчи улшӑну ытла та сисӗнкӗсӗр те хӑвӑрт пулса иртрӗ. Комсомол райкомӗн пленумне кайрӗ те, Ҫавалкас фермине ӗне сума та, шкулти ачасем патне те таврӑнаймарӗ. Ӑна комсомол райкомӗн пӗрремӗш секретарьне суйларӗҫ. Унӑн ятне харӑсах икӗ-виҫе ҫамрӑк асӑнчӗҫ. Завьялова хирӗҫ вара чылайӑшӗ куренсе калаҫрӗҫ, халӑхпа ӗҫлеме пӗлмест тесех критиклерӗҫ.

Кӑнтӑрла иртсенех, ҫав тери пӑшӑрханса ӳкнӗ Александр Петрович — ӑна сейф уҫҫипе пичет пачӗ.

— Эс ссылкӑра икӗ ҫул еннех пурӑнтӑн, халь мана черет ҫитрӗ, — мӑкӑртатрӗ Завьялов, пӑшӑрханса.

Ленӑн ӑна ятласа тӑкасси килчӗ, колхоза ӗҫлеме хӑй ирӗкӗпе юлнине пӗлтерме шухӑшларӗ, анчах каччӑн ахаль те пӑтранчӑк та пусӑрӑнчӑк кӑмӑлне пӑсас темерӗ.

— Ялта кунтинчен виҫӗ хут лайӑх. Командировкӑсене ҫӳрес ҫук, хӑвна валли вӑхӑт та ҫителӗклӗ, — тавӑрчӗ хӗр.

— Пурӑнсан курӑпӑр, — хуравларӗ Завьялов. Ленӑшӑн ӗлӗкхи пекех канӑҫсӑр кунсем пуҫланчӗҫ…

Малтанласа вӑл гостиницӑра ҫывӑрчӗ, ӗнер кӑна юлташӗсем пӗр-пӗччен карчӑк патне хваттер тупса пачӗҫ.

Хваттер ӑна килӗшрӗ. Ҫавалкасри япаласене кӑна илсе килмелле.

Ҫавалкас тенӗрен… Пӗр эрне пурӑнсах аса килекен пулчӗ. Каҫсерен вӑл тӗп урамра вырнаҫнӑ гостиницӑра ҫывӑрса каяймасӑр тӗрлӗ шухӑшсемпе асапланчӗ. Чӳрече умӗнченех ҫурта кисрентерсе машинӑсем ирте-ирте каяҫҫӗ, юнашар пӳлӗмре шавла-шавлах картла выляҫҫӗ. Пӗчӗк ҫеҫ пӳлӗм те, больницӑри пек шурӑ ҫи виттипе витнӗ икӗ таянмалли пукан, пӗр пӗчӗк сӗтел, шап-шурӑ сӑрпа сӑрланӑ тумбочкӑ уншӑн ют. Вун икӗ сехетпе ҫывӑрма выртать. Хӑлхара кӗҫ-вӗҫ юрласа лаша шӑваракан Илюш конюхӑн кӗвви илтӗнессӗн туйӑнать. Ҫук юрӑ. Ҫук. Ҫаплипех юнашар пӳлӗмре картла выляҫҫӗ, ҫаплипех кая юлса таврӑнакан машинӑсем чӳрече кантӑкӗсене чӗтрентереҫҫӗ…

Ирхине вӑл райкомолта ӗҫлекенсене пухрӗ, кашни валлиех ӗҫ тупса хӑварчӗ, хӑй, вырсарникунччен тесе, командировкӑна Ҫавалкаса тухса кайрӗ. Райкомра машинӑ та, лӑша та ҫук, ҫавӑнпа тӳрӗрен вӑрман ҫулӗпе ҫуранах утрӗ.

Мирон Ленӑна ҫур ҫулта хӑваласа ҫитрӗ. Палларӗ курӑнать: мотоциклне чарса, сӑпкин брезентне уҫса пачӗ.

— Елена Егоровна, тархасшӑн, ларма ыйтатпӑр, — мотоциклӗ ҫинчен сиксе анчӗ те брезент ҫине ларнӑ тусанне силлерӗ, ларкӑчне шӑлса тата вӗрсе тасатрӗ. — Тархасшӑн, Елена Егоровна. Эсир те Ҫавалкаса пулас, — вӗтеленчӗ вӑл.

— Тавтапуҫ сире, — хуравларӗ хӗр, мотоцикл сӑпки ҫине меллӗн вырнаҫса ларса.

— Каҫарӑр, сире суйланӑ ятпа саламлама мансах кайнӑ. Кая юлса та пулин, пӗтӗм чӗререн ӗҫре телей сунатӑп, — аллине тӑсрӗ каччӑ. — Инспекципе комсомол хушшинче тачӑ ҫыхӑну пуласса шанатӑп. Райкомола кӗрсе калаҫмалли ыйтусем пур-ха. Мӗнле калас, аванах та мар, личнӑй ыйту пур. Паллах, халӗ каламастӑп, унашкаллине уй варринче калаҫмаҫҫӗ. Ерҫсессӗн, кӗретӗп ак. Атту Завьялов, трагикпа пӗрех вӑл, унпа чӗререн калаҫма ҫук.

Ҫул ҫинче сӑмах ӑнмарӗ, Салука тӳпинче ҫеҫ хӗр чарӑнса тӑма ыйтрӗ.

Лена куҫӗ умне Ӑвӑслӑх айлӑмӗ тухрӗ. Катаран шӑрпӑк коробки пек кӑна курӑнакан тракторсем шӑваҫҫӗ. Карталлӑ уй вӑрманӗ патӗнчи хир сип-симӗс калчапа витӗннӗ.

Лена самантлӑха куҫне хупрӗ те ҫавӑнти пӗр трактор ҫинче ларса пыракан Павела ас илме тӑрӑшрӗ. Анчах вӑл мӗнле ӗҫленине, мӗн тунине ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ. Самантлӑха каччӑн хура та пысӑк куҫӗ кӑна ун ҫине ҫунтарса ярасла пӑхнӑн туйӑнчӗҫ.

— Мана эсир ҫав тракторсем патне леҫеймӗр-ши? Комсомол организаци секретарӗ Баранов ҫавӑнта пулма кирлӗ, — хӗрелсе кайрӗ хӗр.

— Хаваспах, — хуравларӗ Мирон. — Тен, унта кӑштах бензин та тупма пулӗ…

…Павел, карттӑ кӑларса, ҫӗрсе кайнӑ клеверӗн лаптӑкне виҫме пикенчӗ. Чарусӑр ҫил ӗҫлеме чӑрмантарасшӑн пулнӑ пекех сумкинчен кӑларакан хутсене тӑрмаларӗ. Виҫсе пӗтерме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, ют мотор сассипе пуҫне ҫӗклерӗ. Ун ҫинеллех чылай пысӑк хӑвӑртлӑхпа мотоциклет килет, рулӗ умӗнче лараканни ҫилпе тусанран сыхланмалли куҫлӑх тӑхӑннӑ пулин те, Павел ӑна тӳрех палласа илчӗ: Мирон.

Мотоцикл чарӑнчӗ, сапка ҫинче курпунланса тӑракан брезент ваштах уҫӑлчӗ. Унтан самантранах яштак пӳллӗ хӗр сиксе тухрӗ, ҫӗре аннӑ-анманах янӑравлӑ кулли шӑнкрав пек янӑрарӗ.

— Шофер та вара! Тусантан тармалӑх хӑвалаймасть, — кӑвак кофтине хывса, ларнӑ тусана силлерӗ хӗр. Ҫав вӑхӑтра майне чӗркенӗ шап-шурӑ кашнене ҫил ҫулса тытрӗ, сисеймерӗ те, вӗҫтерсе ячӗ. Вӑл лӗпӗш пек вӗлтӗртеткелесе илсе, ҫӗре ҫапӑнчӗ, унтан каллех, сывлӑш хумӗпе ҫӳлелле ҫӗкленсе, Павел ури ҫывӑхӗнчи кӑвак эрӗм утинчен пырса ҫакланчӗ. Каччӑ кашнене васкамасӑр, хуратасран хӑраса, икӗ пурнипе тытрӗ. Хӗр, сиссе илсенех, кашне хыҫҫӑн ыткӑнчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, Павел умне чупса ҫитрӗ. Иккӗшӗ те пӗр-пӗрне пӑхса кулса ячӗҫ, иккӗшӗ те сывлӑх сунма манса кайсах пӗр-пӗрне тинкерчӗҫ.