Выбрать главу

— Каҫарӑр, хуратрӑм пулас, — вӑтаннӑ пекрех персе ячӗ каччӑ.

— Темех мар, — тавӑрчӗ хӗр кашнене илсе.

Павел кашне ҫинче хӑйӗн пӳрнин йӗрӗсене асӑрхарӗ, питех те пысӑк айӑпа кӗнӗн аван марланса кайрӗ. Темӗнле таса та ҫутӑ япалана ытла та сарӑмсӑр хуратса тӑкнӑн туйӑнчӗ ӑна.

— Кӑна сире эп хам ҫуса парӑп, — нимӗн шӳтлемесӗр сӑмах хушрӗ Павел.

— Халь Ҫавал тӑрӑлнӑ, кашне мар, тем те ҫумалла, — тавӑрчӗ хӗр.

— Здрасте — сасартӑк вӗсем патне пырса тӑчӗ Мирон, анчах алӑ памарӗ. Темӗнле хаклӑ япалана алран туртса илнӗнех туйӑнчӗ Павела. Вӑл Мирон пурри ҫинчен те манса кайнӑччӗ ӗнтӗ, ҫак айлӑм тӳпемӗнче вӗсем Ленӑпа иккӗшӗ кӑна хире-хирӗҫ пӑхса тӑнӑн туйӑнатчӗ.

— Ну, здравствуйте, — тавӑрчӗ Павел, хӑйне чӑрмантарнине пытарма тӑрӑшса.

— Эсир ҫаплах акса пӗтереймен-ҫке. Района сводкӑ панӑ. Эпир — республикӑна. Ку мӗн? Очковтирательствӑ-и? — пачах кулмасӑр ыйтрӗ вӑл. — Халь акма та кая юлнӑ.

— Мӗнле очковтирательствӑ? Курмастӑн-им, уҫман ҫереме уҫатпӑр. Планран ирттерсе акнишӗн кам ятлать. Акма та кая юлман. Ваттисем Микулнӑ, ҫитиччен акма юрать, теҫҫӗ. Вӑл вырсарникун пулать. Тата виҫӗ кун-ха.

— Эс карчӑксен сӑмахӗ тӑрӑх ан анраш. Илтетӗр-и, Елена Егоровна, вӑл тӗн уявӗсене те пӗлет. Тахҫанах ӑна комсомол пухӑвӗнче сӳтсе явмалла, — кӑмӑлсӑрланчӗ агроном.

Павел ун ҫине куларах пӑхрӗ. Лена ӑна пӗрремӗш хут курать пулас, ҫавӑнпа вӑл Мирон калаҫнине тӗлӗнсе итлерӗ, хӑйне мӗнле тыткаламалли пирки шухӑшларӗ.

Мирон никам та чӗнменнине кура ун-кун пӑхкаларӗ, вара пуҫне ҫӗре чикрӗ. «Пысӑк шухӑшсем ӑнсӑртран килеҫҫӗ», тенешкел, вӑл та тупсӑмне ҫаклатрӗ.

— Тӑхта, тӑхта. Ак ку вӗт клевер, — ҫӗре пӗшкӗнчӗ Мирон.

Шуранкӑрах ҫаврака пичӗ хӗрелсе кайрӗ, пиншакӗ айӗнчен тухса кайнӑ вӑрӑм галстукӗ ҫӗрелле ӗне хӳри пек тӑсӑлса анчӗ.

— Ӑнлантӑм, — тӳрленсе тӑчӗ вӑл. — Вильямс системине критиклекенсем хыҫҫӑн кайнӑ. Пусӑ ҫаврӑнӑшне пӑсма кам ирӗк панӑ сире? Райком-и, инспекци-и? Прыгунов ӑҫта? Да, эп ӑна паянах райком бюровне чӗнтеретӗп. Унта часах юсаса яраҫҫӗ, — хӗремесленчӗ Мирон.

— Трофим Матвеевичӑй кунта айӑп ҫук. Эп хушрӑм пӑсма, — тавӑрчӗ Павел.

— Кам эс? Эс кам?

— Ыйтмасӑрах пӗлме кирлӗ. Колхозник эп. Ҫӗр хуҫи. Эс ху кам? — лӑпкӑн хуравларӗ Павел. — Мана эс ан кашкӑр: эп сан ачу мар.

Лена кулса ячӗ. Анчах Мирон комсомол райкомӗн секретарӗ умӗнче хӑйӗн ятне яма шутламарӗ. Павел унран хӑрамасӑрах ответлени ӑна ҫиллентерсе ячӗ.

— Эс бригадир. Чар сухалама! Пӗл эс хӑв кама пӑхӑннине! Эс ман подчиненинче, — сурчӑкне сирпӗтсех хирӗлме пикенчӗ Мирон.

— Ятлаҫиччен эс аяларах анса пӑх. Унта клевер йӑлтах ҫӗрсе кайнӑ. Уру айӗнчине ан пӑх эс, — лӑпкӑн тавӑрчӗ Павел.

Тракторсем ҫаврӑнса ҫитрӗҫ. Мала ӳкнӗ Элекҫи каллех анаталла кайма хатӗрленчӗ. Тӑпах тӑракан Мирон сасартӑк трактор патнелле ыткӑнчӗ, машинӑпа юнашар утса мотора чарма хушрӗ. Тракторист ӑна те асӑрхамасӑр, те юри ӑсӑрхасах тӑратасшӑн пулмарӗ. Вара хӑна трактор умне чупса кайса тӑчӗ, аллипе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана чарӑнма хушрӗ.

— Каҫарӑр, Лена, — терӗ Павел, хӗр ҫине ӑшшӑн пӑхса. — Кунта вӗреннӗ ҫынсен дуэлӗ пырать. Сире эп кӑштах пӑрахса хӑварам.

Павел та васкасах тӳпемрен айлӑмалла анчӗ.

— Сухалама пӑрах! Юрамасть! Инспекци ячӗпе калатӑп! — янрарӗ Мирон.

Павел тракториста ал сулса малалла кайма хушрӗ.

Элекҫи вӑл кӑшкӑрнине лӑпкӑн итлесе каллех кабинӑна кӗрсе ларчӗ. Мирон мотора чарасса, Павел — тапратасса кӗтрӗҫ.

Тракторист агронома «сыв пул» тенӗн пӗчӗк ача евӗрлех темиҫе хутчен аллипе сулчӗ, унтан трактора вырӑнтан хускатрӗ. Мирон хӑйне итлеменнине туйса илчӗ. Ҫук, парӑнма шутламарӗ вӑл, каллех трактор умне чупса кайса тӑчӗ. Элекҫи татах кула-кула малалла кайрӗ. Агрономӑн чунӗ шикленчӗ пулас, пӑрӑнчӗ, маларах чупса кайса тӑсӑлса выртрӗ.

Мотор чарӑнчӗ. Гусеницӑ ҫине кабинӑран Элекҫи тухса тӑчӗ.

— Эй, ыр ҫын! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Тӑр! Атту гусеницӑна лапчӑтатӑн. Тӑр, ан ухмахланса вырт.

Мирон сиксе тӑчӗ, Элекҫи патне чупса пырса тӑвӑлса ҫитнӗ сассипе хӑйӑлтатрӗ:

— Эс, айван, эп каланине те итлеместӗн-и? Мӗншӗн лайӑх клеверах пӑсан? Чарӑн, тетӗп сана, эс малалла каян!