— Клеверӗ ӑҫта? — сиксе анса хулӗнчен ҫулса илчӗ ӑна тракторист. — Ну, ӑҫта? Парам эп сана айван! — аллине ҫӗкленҫи пулчӗ тракторист.
Мирон карт! туртӑнса вӗҫерӗнчӗ те ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ, куҫлӑхне кӑларса тӑхӑнчӗ, темӗн шырама тытӑнчӗ.
Ытти тракторсем те ҫитсе чарӑнчӗҫ, трактористсем сике-сике анчӗҫ. Халь Павел та вӗсем патне ҫывхарчӗ. Пурте Мирон ҫине кӑсӑкланса та кулса пӑхаҫҫӗ. Тӑрса юлнӑ Лена та ҫитрӗ.
— Мирон Семенович! Эс чӗкеҫ курӑкне клевертан уйӑрса илейми пулнӑ-мӗн, — йӗкӗлтерӗ ӑна Гришка.
— Клеверне шырама микроскоп илсе кил, — ахӑлтатрӗ Якур Типушкин.
Лешӗ шарламасть. Туять вӑл хӑй ырӑ мар хӑтланнине, анчах пурин куҫӗ умӗнчех йӑнашне юсас килмест. Хӑй йӑлтах хӗремесленсе кайнӑ, куҫлӑхне пӗр хывать, пӗр тӑхӑнать. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитермелле, ҫавӑнпа кӗпӗрленсе пынӑ трактористсем патне пычӗ.
— Кунта ҫуккӑ тейӗпӗр, вӑн, лери ҫӗрмен, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ вӑл.
— Мирон Семенович, — пуҫларӗ Павел. — Нивушлӗ эс колхозра ухмӑхсем ӗҫлеҫҫӗ тетен? Эпир пӗрре касиччен ҫиччӗ виҫсе пӑхнӑ. Ху пысак пуҫлӑх пулнине кӑтартас тетӗн пулсан, эс ӑслӑ шухӑш сӗнетӗн пулсан, сана эпир кӑшкӑрмасӑр та итлетпӗр. Ма халь ӗҫе тулӑксӑр чарса тӑратрӑн?
— Кадышев, эс айӑплӑ. Малтан мана тӗрӗс информировать тумарӑн, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ вӑл, куҫлӑхне тӑхӑнса. — Ӗлӗкхинех манаймастӑн, тавӑратӑн халь.
— Эх, анкӑ-минкӗ иккен эс, Мирон, — хаш сывласа ячӗ Павел. — По машинам! Ҫитет ӗҫсӗр тӑрса! — шӳтлерех кӑшкӑрчӗ те вӑл трактористсене, Лена еннелле ҫаврӑнчӗ. — Комеди пӗтрӗ, эсир хирӗҫ мар пулсан, яла ҫуран каяр мар-и?
— Мотоцикл урӑх тупӑнас ҫук ӗнтӗ, — куларах хуравларӗ Лена.
Мирон сӑмах чӗнмесӗрех тӑрса юлчӗ, хутлатмалли метр кӑларса, сухалакан ҫӗре виҫсе пӑхрӗ, мотоциклӗ ҫине ларса айлӑмалла анса кайрӗ. Вӑл лайӑх клевера пӑсаҫҫӗ тесе шутларӗ пулас.
Павелпа Лена пӗр хушӑ сӑмах хушмасӑр утрӗҫ.
— Ҫитес шӑматкун комсомол туйӗ тӑватпӑр, — терӗ хӗр, шурӑ кашнине юсаса.
— Мӗнле туй тата? Кам авланать? — пӗлмене печӗ Павел.
— Парторг пӗлмесен намӑс. Санька Аннана илет.
— Савни савнине илет те, савманнине кам пырать, — шӳтлесе юрласа ячӗ Павел. — Алли ҫӑмӑл пултӑр. Пирӗн хусахсен союзӗ арканать. Ваттисенчен ялта эп те, Володьӑпа Петӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр.
— Сире те авлантаратпӑр, — кулчӗ хӗр. — Володьӑпа Петӗрӗнне комсомолла туй, сирӗнне коммунистла туй тӑватпӑр.
— Мӗнлескер вӑл коммунистла туй? — кӑсӑкланчӗ Павел.
— Ӑна вара хам та пӗлместӗп.
— Пӗлмесӗрех каламӑр. Халь темӗнле ҫӗнӗ йӑла та йӗркене кӗрет. Хам авланас пулсан, туй туса авланас ҫук. Мӗншӗн телейпе ҫын умӗнче мухтанас? Каламалла тӳрех: савнӑ тусӑм, эс манӑн мӑшӑр пулма хирӗҫ мар-тӑк, ҫав самантран манран ан уйрӑл. Эп ӑҫта каятӑп, эс те ҫавӑнта пыр. Эп ЗАГС та йӗркешӗн тунӑ учреждени ҫеҫ тетӗп. Тырри пулсан, виҫи нумай, теҫҫӗ. Юрату пулсан, пурте пур, пулмасан законпа та тытса тӑраймастан. Коммунистлӑ туй тенӗрен, Коммунизм вӑхӑтӗнче ЗАГС пулмасть, анчах мӑшӑрсем паспорт ҫине штамп лартмасӑрах обществӑ умӗнче вунӑ хут ответлӑрах пулӗҫ. Эпир халь тепре чухне ятлаҫса-хирӗҫсе пурӑнакан мӑшӑрсене сӑмах чӗнейместпӗр. Икӗ аякки-тӑвайкки. Ун чухне кашни ҫын шӑпи сана хумхантарӗ, — вӗҫлерӗ Павел.
— Эс коммунизм теоретикӗ иккен, — кулса ячӗ хӗр. — Анчах йӑнӑш ҫулпа ан кай. Мӑшӑрланнӑ ҫынна паракан свидетельствӑ ун чухне те пулӗ. Ман шутпа, уйрӑласси ҫинчен хаҫатсене ҫапакан пӗлтерӳсене пӗтермелле. Ҫын мӑшӑрланни ҫинчен нимӗнле хаҫат та шарламасть, уйрӑласси ҫинчен райхаҫатран пуҫласа республикӑ хаҫачӗсем таранах пичетлеҫҫӗ. Вуласан хӑраса каятӑн: эй, ҫынсем, ҫав териех ҫураҫаймастӑр-ши эсир? Халь мӑшӑрланнинчен ытларах уйрӑлни курӑнать. Эпир комсомолла туй туса, паянхи ҫамрӑк пӗрлешнине кӑтартасшӑн. Райхаҫатран корреспондент килет. Анчах, эс каланӑ пек, телее ҫынран пытарма кирлӗ мар, — хирӗҫлерӗ Лена, «эс» ҫине куҫса.
Калаҫни ун вырӑнлӑ, хусканӑвӗсем чипер йӑрӑ та кӑвак куҫӗсем паян шухӑшлӑрах, куҫ шӑрҫинчи кантӑр вӑрринчен пӗчӗк пӗрчӗсем кӑна темӗнле ҫут ахах кӗртсе хунӑ пек ялтӑртатаҫҫӗ. Унпа калаҫнӑҫем, унпа паллашнӑҫем ҫав куҫсенчи ҫутӑ вӗресе тӑракан яшлӑх хӑвачӗ ҫынна ыр сунакан кӑмӑлран килнине ӑнланатӑн.
— Санькӑна халь комсомолла туй туса парасшӑн. Ху ӑна пула Ҫавалкасра ӗҫлерӗн, — терӗ Павел.
— Вӑл килме пулӑшрӗ. Эп ӑна тав тӑватӑп кӑна. Мана вӑл пурнӑҫа пӗлме вӗрентрӗ. Ялта ӗҫлени халь комсомол ӗҫӗнче пулӑшать.
Мирон вӗсене мотоциклпа хӳса ҫитсе иртсе кайрӗ. Урапа айӗнчен ҫӗкленекен тусан Павелпа Ленӑна пӗр хушӑ хупласа илчӗ.