Выбрать главу

— Хӑй те тусанпа пӗрех. Пӗрре килсе хуратса хӑварать те ҫухалать. Шӑрши те юлмасть, — терӗ Павел.

Лена кам ҫинчен калаҫу пынине ӑнланчӗ, вӑл та ҫапла хушса хучӗ:

— Кулӑшла этем. Тем ҫитмест унӑн хӑтланӑвӗнче.

— Ӑс-тӑн, — тавӑрчӗ Павел.

Хӗре ӑсатасси пулмарӗ. Пӗр тракторӗ чарӑнса ларнӑ-мӗн. Павела кӑшкӑрса илсех чарчӗҫ. Шӑпланчӗ тавра. Каччӑпа хӗр каҫхине клубра тӗл пулма килӗшсе уйрӑлӗҫ. Павел трактор патне кайрӗ.

Таврӑнасса вӑл хӗвел анас чухне тин таврӑнчӗ.

Чӳречесем умӗнчи пахчасене лартнӑ сиреньсенчен, шап-шурӑ ҫӗмӗртсенчен таврана ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ. Ӑна ялта ҫеҫ мар, униче патне ҫитнӗ чухнех туятӑн. Ҫутҫанталӑк хӑйӗн чи капӑр илемне пытармасӑр, ҫынсем пӗлмелле, ҫынсем курмалла, ӑнланмалла уҫса панӑн туйӑнать.

— Телее ҫынран пытарма кирлӗ мар, — Лена сӑмахӗсене аса илчӗ Павел.

Халь ҫеҫ йӳҫсе ҫитнӗ, хӑмлине сӗрме вӑхӑт ҫывхаракан сӑра пек уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывлать Павел. Чӑнах та сӑра евӗрлех-мӗн: юна хускатать, тӑна ҫивӗчлетет, шухӑша улӑштарать.

Ҫуркунне малтанах ӑшшипе савӑнтармарӗ. Халь ӗнтӗ ҫуллахи евӗрлех шӑрӑх. Чечекӗсене ҫурса яраймасӑр тунсӑхланӑ йывӑҫсем туй тӑваҫҫӗ: кашни ҫеҫке, кашни ҫулҫӑ савӑннӑн туйӑнать. Ҫӗр сӗткенне пухса ҫамрӑкланнӑ ҫӗмӗртсемпе чиесем, улмуҫҫипе сиреньсем ачипе юнашар выртса ҫывӑрнӑ телейлӗ амӑшне аса илтереҫҫӗ.

Пӳрте кӗнӗ Павел хӑй чӗринче сасартӑк тунсӑх капланнине туйрӗ. Мӗнтен ҫуралчӗ вӑл? Хӑлхара мотор шавӗ янрама пӑрахнӑран-и? Этем умӗнче тӗллев пулсан, ӑна пурнӑҫлассишӗн ҫуннӑ чух вӑхӑт иртни те сисӗнмест, чӗре тунсӑх мӗнне пӗлмест. Кӑшт кӑна канӑҫ ҫеҫ пултӑр, ирӗклӗ пушӑ вӑхӑт ҫеҫ тупӑнтӑр, шухӑш, тунсӑх сырса илет. Чӑнах та, телей тени, чи пысӑк телей ӗҫре кӑна. Павела паян ӗҫлеттерме пӑрӑхсан, вӑл хӑйне обществӑран уйӑрнӑ пекех туймалла. Тен, уявлӑха хӑнӑхман чӗре ҫеҫ ҫавнашкал канӑҫсӑр?

Ыран Авӑслӑх уйӗнче ака-суха пӗтет. Вӑрман пунктӗнчен ҫуртсем куҫармалла, витесем, мастерской тумалла, электричествӑ кӗртме юпасем касса тутармаллӑ, фермӑри ӗҫсене механизацилеме тытӑнмалла. Пӗрлешӳллӗ пуху пулманни икӗ уйӑх. Шарламасть ун пирки Прыгунов. Ӑна аса илтермелле. Халӑха ӑнлӑнтармасӑр мӗн тӑвӑн?

Агитаторсен отчечӗсем тӑрӑх, кӑҫал халӑх нихӑҫанхинчен те лайӑх, нихӑҫанхинчен те хастартарах ӗҫлет иккен. Ҫынсем вӑрманпромхозран колхоза таврӑнчӗҫ, пӑчкӑ вырӑнне пуртӑ е сенӗк тытрӗҫ. Ҫав халӑх ҫӗкленӗвне халь пӗр самант та чакармалла мар…

Павел васкасах ҫӑвӑнчӗ, сухалне хырса, питне хӗп-хӗрлӗ пуличчен одеколонпа сӑтӑрчӗ. Шап-шурӑ кӗпе тӑхӑнса ҫухине пиншак ҫухави ҫинчен кӑларса ячӗ.

Пӗлет вӑл: ӑна Марье кӗтет. Самантлӑха Павел унӑн илӗртӳллӗ куҫӗсене курать, шап-шурӑ та тикӗс шӑлӗсем йӑлтӑртатса кулаҫҫӗ. Ҫухалать Марье куҫран. Вӑл Ленӑпа улшӑнать.

Павел килӗнчен тухса клубалла утать.

11. Телейлӗ чӗре тунсӑха йышӑнмасть

1

Кадышев правленирен тухса хире кайма хатӗрленнӗччӗ кӑна, ӑна телефон патне чӗнни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӑл трубкӑна пырса тытрӗ. Райком секретарӗн сассине тӳрех палласа илчӗ.

— Кахал йытта вил мулкач, теҫҫӗ. Телее пула, тӳрех сире тупрӑм, — янрарӗ хӑлхара Василий Иванович сасси ҫывӑхра калаҫнӑ пекех. — Мӗн эсир унта тӳрем ҫӗрех кӗпер хыватӑр?

— Мӗнле кӗпер? — ӑнланмарӗ Павел.

— Лайӑх клевер уйнех пӑсатӑр, теҫҫӗ. Мирон Семенович паян ятарласах килсе пӗлтерчӗ. Ҫапла хаҫатсем ҫыраҫҫӗ. Анчах эпир выльӑх-чӗрлӗх валли утӑсӑр тӑрса юлма пултаратпӑр. Васкама кирлӗ мар. Пирӗн улӑх-ҫарансем сахал, ҫавӑнпа клеверпа люцернӑнах пуҫ ҫапма тивет. «Сельская жизнь» Мускав облаҫне критиклет, пире мар.

Павел райком секретарьне йӗркипех хӑй шухӑшӗсене каласа пачӗ.

— Курӑкӗ пӗтнӗ пулсан, тӗрӗс тунӑ. Атту пирӗн хӑшӗ-пӗрисем лайӑх курӑксенех аркатма тытӑнчӗҫ. Паян ятарласа бюро пухрӑмӑр, ыран е виҫмине решени ярса паратпӑр. Тӗплӗн паллашӑр. Да, сирӗн плуг мӗн пачӗ унта? Эп сирӗн ҫинчен обком секретарьне каласа патӑм, ҫав тери интересленчӗ. Вырсарникун ятарласах килме пулчӗ.

— Канмалли кун-и? — тӗлӗнчӗ Павел.

— Унӑн вӑхӑт ҫукрах. Районта ытларах пуласшӑн. Павел Василий Ивановича малтан сухаласа акнӑ ҫирӗм гектар ҫинчи тулӑ питех те паха шӑтни, каярах юлса сухаланӑ вӑтӑр гектарӗ те шанӑҫ пани ҫинчен пӗлтерчӗ, хӑй хумханнине пытараймасӑр, васкаса, сӑмахсене пӑт-пат перкелесе калаҫрӗ.

— Парти ӗҫне те аван тытӑнтӑр. Анчах Ҫавалкасра пӗр пысӑк ҫитменлӗх пур: пирӗн йыш ӳсмест. Виссарион Маркович икӗ ҫул хушшинче пӗр ҫынна та илеймерӗ.

— Ҫыннисем пур, Василий Иванович. Икӗ колхозник заявлени пачӗ, Баранова хатӗрлетӗп, анчах выговор пирки тытӑнса тӑрать.