Выбрать главу

— Выговорӗ вӑл тарама-ха. Баранов партире пулма тивӗҫ каччӑ…

Райком секретарӗ шухӑшне пӗтереймерӗ, ӑна Шупашкар линийӗ чӗнсе илчӗ.

Павел, телефон трубкине хурса, урама тухрӗ. Марье ӑна кӑнтӑрла иртсен хирте тупрӗ. Улшӑннӑ вӑл пӗр талӑкра, нумай улшӑннӑ. Пит ҫӑмартисем туртӑннӑ, куҫӗ айӗнче ҫӗнӗ йӗр ҫуралнӑ, пӗтӗм куҫ таврашне кӑшт палӑракан кӑвак ункӑ сырса илнӗ. Пӗчӗк те кӑвак тути ҫилпе тата хӗвелпе кушӑрканӑ.

— Акӑ эпир ют та, — терӗ вӑл машинӑ ҫинчен аннӑ-анманах. — Сана паян ҫывӑрмасӑрах кӗтрӗм, — хаш сывларӗ вӑл. — Эп пачах та йӑнӑшман: сивлек те чунсӑр этем эс.

— Эп хам кӑмӑла ҫӗнтеретӗп, — тавӑрчӗ Павел. Ҫук, апла каласшӑн марччӗ вӑл урӑхларах каласшӑнччӗ. Ленӑпа паллашнине те пӗлтересшӗнччӗ.

— Кур-ха, тупӑннӑ пӑхаттир: кӑмӑлне ҫӗнтересшӗн, — кулнӑ пек турӗ Марье. Унтан тутине ҫырта-ҫырта пӗр хушӑ шӑпӑртах тӑчӗ.

— Чунсӑр эс, ҫапах манаймӑстӑп. Ав, куратан-и, Ҫавал леш енче ҫӗмӗртлӗх шап-шурӑ. Миҫе каҫ ҫывӑрса каяймасӑр ӗмӗтленнӗ эп ҫавӑнта санпа ларма. Тӑсӑлса выртӑттӑм та йывӑҫ айне, пуҫӑма сан чӗрҫӳ, ҫине хӳрса ҫур сехет сӑмах хушмасӑр сана куҫран пӑхнӑ пулӑттӑм.

Марье пӗр хушӑ шӑпланчӗ, унтан каллех шухӑшне малалла тӑсрӗ:

— Пӗлмен эп юрату мӗнне. Курман. Телей те, курман сансӑр пуҫне, юрату та… — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Марье сӑмахӗсем Павела вӗрилентерсе пӑрахрӗҫ, унӑн ӑна ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем калас килчӗ, анчах ҫемҫелӗхӗ вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулчӗ, вӑл йӑлтах урӑхла хуравларӗ:

— Иксӗмӗр хушӑра чӗре мар, ӑс-тӑн пулмалла.

— Кивӗ юрӑ, — тӳрех татса хучӗ Марье. — Лар, халь те пулин ҫӗмӗртлӗхе ҫитсе курар. Темиҫе минутлӑха кӑна.

Павел пӗр хушӑ иккӗленсе тӑчӗ, унӑн каясси те килчӗ, анчах хӑйне вӑл ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнӑшӑн ятларӗ, куҫне тартса ҫапла хуравларӗ:

— Вӑхӑт ҫук, Марье. Трактористсене ӗҫ кунӗ ҫырса памалла, килте те ӗҫсем мӑй таранах. Ҫынсем ҫӗр улма лартса пӗтерчӗҫ, манӑн вӑрлӑхӗ те ҫук. Ҫынсем ҫӗре хуратрӗҫ, манӑн та хуратмалла пуль.

— Хӑть кӗҫӗр юлашки хут пыр. Ыран-виҫминех Трофим таврӑнать. Эх, Павел, — ҫывхарчӗ вӑл каччӑ патнех, тунсӑхлӑ куҫӗсем ӗлӗкхиллех илӗртсе пӑхрӗҫ. — Эп сана ҫакӑнтах чуп тума хатӗр.

— Тупрӑн вырӑн. Кунта уй та курать, вӑрман та илтет.

— Маншӑн пур пӗрех, — темӗнле ютшӑннӑрах сасӑпа кулса ячӗ Марье. — Эс манашкал тунсӑхласа пӑх, вара пасарта чуп тума та хатӗр пулӑттӑн. Апла кӗҫӗр пыратӑн…

— Шантармастӑп, Марье.

Хӗрарӑм чӗнмерӗ. Ваштах ҫаврӑнса мотоциклӗ патне пычӗ. Мотор кӗрлесе кайрӗ. Марье каллех анса Павел патне пычӗ.

— Лар, ерҫӳсӗрскер. Килне илсе ҫитерӗп. Маншӑн сана курни те ҫителӗклӗ.

— Илсе каякан пур чухне мӗншӗн кутӑнлашас? — килешрӗ Павел.

— Пилӗкрен тыт, ӳксе юлӑн, — типпӗн кулса илчӗ Мӑрье.

Каччӑ самантлӑха унӑн куҫне асӑрхарӗ. Темӗнле ӑссӑрлӑхпа чунсӑрлӑх вучӗ ялкӑшнӑн туйӑнчӗ унта ӑна.

Клевер пуссинчен тухакан сукмак Ҫавалкас уничи патне анакан ҫулпа пӗрлешрӗ. Вырӑнӗ кунта айлӑмалла, тикӗс, ҫӗрӗ хытнӑ, ҫавӑнпа ҫул асфальтланӑ пекех.

Марье мотоциклне Май килне таран хытӑ хаваларӗ. Павел унӑн хул пуҫҫийӗ урлӑ спидометр стрелки ҫине пӑхса пычӗ: аллӑ, ҫитмӗл, тахӑр вуннӑ, ҫӗр… Сехетре ҫӗр ҫухрӑм каякан хӑвӑртлӑх. Мотоцикл мар, вӗсене хирӗҫ ҫӗр ҫиҫӗмле хавӑртлӑхпа шӑвать тейӗн, Ҫавалкас пӳрчӗсем вӗсенӗ хирӗҫ вӗҫеҫҫӗ. Хӑлхара ҫил шӑхӑрать. Какӑр умӗнче вӗлкӗшсе пыракан Марье тутӑр вӗҫӗ качча мӑйӗ ҫӳмне ҫыпаҫса тӑпланчӗ. Ҫиветрен тухсӑ кайнӑ темиҫе ҫӳҫ пӗрчи кӑна хӑвӑртлӑха пӑхӑнмасӑр е Павел мӑйне, е янахне кӑтӑклаҫҫӗ. Ҫав ҫӳҫсенчен халь ҫеҫ сунӑ сӗт шӑршипе хутӑш ҫӗмӗрт чечекӗсен шӑрши кӗнӗн туйӑнчӗ йӗкӗте.

Униче патне ҫитесси те инҫе мар, анчах Марье хӑвӑртлӑха татах ӳстерет. Темӗнле сисӗм ҫуралчӗ пуҫра. Каччӑ хӗрарӑма пилӗкрен ыталаса хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ, сылтӑм урипе тормоз рычагне шыраса тупрӗ. Тормоз чӗриклетрӗ, кайри урапа хытӑ тытса лартнипе машинӑ унталла-кунталла сулӑнса тӳрленчӗ. Марье те сисеймесӗрех газ ручкинчен алне вӗҫертрӗ пулас! Машинӑн малти урапи униче хапхине пырса тӗкӗнчӗ. Ҫаклатнӑ кантра татӑлнипе хапха уҫӑлса каясшӑн икӗ-виҫӗ хут сиксе илчӗ.

Каччӑ ҫӗре сиксе анчӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне пуҫласа курнӑ пек тинкерсе пӑхрӗҫ.

Марьен пичӗ шурса кайнӑ, ҫил каснипе-ши е чӑнласах куҫҫулӗ шӑпӑртатать, Тутине хӑй ҫиллессӗн ҫыртса лартнӑ.

— Телейлӗ эс, — терӗ вӑл хуллен кӑна. — Каҫар усал шухӑшшӑн.

— Ох, Марье, — тӗлӗнчӗ каччӑ. — Эс вӑйлӑ та, вӑйсӑр та.

— Уҫ! Мӗн курман пек пӑхса тӑратӑн! — тавӑрчӗ вӑл хирӗҫ.

Павел хапхана уҫрӗ. Каллех мотор кӗрлесе кайрӗ.

«Вӑт характер, — шухӑшларӗ каччӑ. — Нивушлӗ ҫав териех вӑйлӑ юрату? Вӗлерме, паллах, вӗлерейместчӗ ӗнтӗ, сиксе юлнӑ пулӑттӑм, анчах хӑй пӗтетчӗ. Ытла та ӑссӑрскер. Тен, эп ӑна ахалех кӳрентертӗм?»