Выбрать главу

Пӑтранчӑк кӑмӑлпа кӗчӗ Павел килне.

2

— Тӳрӗ калакан тӑванне юрайман, тайма пуҫа хӗҫ витмен, — тетчӗ пирӗн атте. Манӑн тӳрех каламалла пулать, унсӑрӑн чӑтма ҫук, — пӑхса ҫаврӑнчӗ Трофим Матвеевич ларӑва пухӑннисем ҫине.

Хӑй вӑл сӗтел умӗнче тӑрать, урине яланхи пек пукан урлашки ҫине пуснӑ. Шалта ларакан куҫӗсенче тарӑху палӑрать, пӳрнисем ӗҫке ернӗ ҫынӑнни пек сиксе чӗтреҫҫӗ. Вӑл вӗсене пытарма тӑрӑшать. Чышкине чӑмӑрта-чӑмӑрта сӗтел хӗррине пусать.

Тӑрӑхла сӗтел тавра Хапӑс Петӗрӗ, Санька, тимӗрҫӗ Петӗр, Федор Васильевич тата ытти правлени членӗсем параҫҫӗ. Кладовщик карттусне сӗтел ҫине хывса хунӑ. Тураман сайра ҫӳҫе сапаланса куҫӗ ҫине усӑнса аннӑ. Вӑл, сӗтел умнех пӗкӗрӗлсе ларнӑскер, ҫамка айӗн Трофим Матвеевича хуҫа ҫӑкӑр татӑкӗ пӑрахса парасса кӗтекен йытӑ пек сӑнать. Унпа юнашарах тимӗрҫӗ Петӗр. Унӑн кӑмрӑк пек хура куҫӗсенче шухӑшлӑх, иккеленӳ. Вӑл час-часах сӗтел пуҫӗнче ларакан Павел ҫине пӑха-пӑха илет, ӑна чӗререн хӗрхеннӗн туйӑнать.

Санька вырӑн тупаймасть. Тепӗр сехетрен туй пуҫланмалла, клуба халӑх пухӑннӑ, ял Совет председателӗпе секретарь хӑпарнӑ, Анна та кӗҫех ҫитмелле. Вӑл хумханать: аллинчи хут татӑкне пӗрре сӗтел ҫине хурать, тепре каялла илет. Юлашкинчен ӑна аллипе чӑмӑртаса йӑвалать.

— Эс ман распоряжение мӗн тӑван, — Хапӑс Петӗрӗ ун аллинчен лӳчӗркенӗ хута илет.

Володя кая юлса тата шавлӑн такампа калаҫса пырса кӗчӗ. Пурне те илтӗнмелле хыттӑн сывлӑх сунчӗ.

— Мансӑрах лару пуҫлама сире кам ирӗк панӑ? — янратрӗ вӑл. Пукан илсе, чӳрече умне кайса ларчӗ. Колхоз председательне курсанах ӑнланчӗ: шӳт вырӑнсӑр, ларӑва ахаль пухман.

Колхоз председателӗ пӑснӑ клевер уйне кайса курнӑ, тенине илтрӗ Павел, Иккен, ӑна хӑй ирӗкӗпе страхланӑ пулнӑ, анчах Кадышев госстрах инспекторне чӗнсе илмен, ҫавӑнпа халь колхоз страховой укҫи аллӑ пинех илеймест.

Вӑл-ку йӗркене Павел чӑнласах пӗлмен, анчах халь кая юлнӑ-ши вара, ӗненмӗҫ-ши халь илсе килсе кӑтартсан та.

— Ҫинҫе ҫипренех ҫӑмха пулать. Хулленех ҫӗклетпӗр колхоза. Колхоз аталанӑвӗ кам мӗнле тӑрӑшнинчен килет. Акӑ эпӗ икӗ эрнере колхоза ҫӗр аллӑ пин услам туса патӑм. Ытти председательсем хӗҫ тимер шыраҫҫӗ, районти пуҫлӑхсене тархаслаҫҫӗ. Эп унсӑрах тупатӑп. Тепӗр эрнерен тӑватӑ контейнер хӗҫ тимӗр персе ҫитет. Эп пӗччен, ӑнланатӑр-и, пӗччен! — кӑшкӑрса ячӗ Трофим Матвеевич. — Сӗр те ҫывӑрмастӑп, кӗмен тӑкӑрлӑк хӑвармастӑп. Ӑна эсир пурте аван пӗлетӗр. Теприсем вара? Усӑ параҫҫӗ тетӗр-и? Сӑтӑр тӑваҫҫӗ. Ан тив, тӳре калакан никама та ан юратӑр. Ҫапах эп паян тӳрӗ каланипех те ҫырлахас ҫук. Тӑрса пуҫ тай халӑха, Кадышев юлташ. Сӑтӑрҫӑ эс, акӑ кам!

Кӑштах шухӑшласа тӑчӗ, каллех хӗрӳлӗн калаҫма пикенчӗ.

— Иртнӗ ларура ӑна шанса агронома лартрӑмӑр, трактор бригадин бригадирне суйларӑмӑр. Вӑл эп илекен ӗҫ укҫин тӑхӑр вунӑ процентне илет. Тепри пулсан, ман ура тупанне ҫуламалла. Вӑл сурчӗ. Ман ҫине сурчӗ, ак, сирӗн ҫине сурчӗ. Икӗ талӑкра колхозӑнне аллӑ пин тенкӗ ҫунтарса ячӗ. Ҫынни ӑслӑ пек, институт пӗтерет, страх инспектора чӗнме пӗлмест. Тепӗр тесен, пӑсма та кирлӗ пулман клевера, эпир унта выльӑхсем ҫӳрететтӗмӗрччӗ. Кадышев аллине тилхепе кӗчӗ те мӗн туса хучӗ? Анархи, мать честная! Паян райфона шӑнкӑравларӑм, райӗҫтӑвкома. Ма пирӗн представительсӗр пӑснӑ, теҫҫӗ. Камран шыраса илес халь аллӑ пин?

— Павӑлран! Атту пӗтерет вӑл колхоза! — кӑшкӑрать Хапӑс Петӗрӗ.

«Хуҫа хӑй вӑйсӑрланнине, тӗрӗс мар тунине сиссен, халӑх умне яланах тарҫине кӑларать», — шухӑшлать Павел, кладовщик ҫине пӑхса.

— Представитель пулман тесе, район ӗненмесӗр тӑрӗ-ши? — чӑтаймасть Володя. — Райкомпа ҫыхӑнас.

— Сансӑрах пӗлетӗп, Баранов. Колхоз сӑтӑрла ӗҫсемшӗн никама да каҫармасть. Эп Кадышева агрономран та, трактор бригадин бригадирӗнчен те хӑтарма ыйтатӑп. Кам ман сӗнӳпе килӗшет, ал ҫӗклӗр.

— Хӑйне сӑмах памасӑрах-и? — чӑтаймасть Володя.

— Тав ту, Кадышев, юрать укҫа шыраса илмест-пӗр, — аллине ҫӗклет председатель. Ун хыҫҫӑн — Хапӑс Петӗрӗ, икӗ Анаткас ҫынни аллисене ҫӗклерӗҫ. Тимӗрҫӗ Петӗрпе Федор Васильевич иккӗленчӗҫ пулас. Ларура паян фермӑ заведующийӗ Виктор Андреевич ҫук. Вӑл вӑрманта, ҫуртсем пӑснӑ ҫӗрте. Павела кӑларма тӑватӑ сас та ҫителӗклӗ. Анчах колхоз председательне ку ҫырлахтармасть.

— Эсӗ те, Петруш, сӑтӑрҫӑ майлӑ-и? — сассине хулленлетет председатель. — Эсӗ те ун урапипе супатӑн-и? Ун ҫуни ҫинӗ лартӑн та ун юррине юрлатӑн-и? Е саншӑн Кадышев туслӑхӗ колхоз интересӗнчен те пысӑк? — ун хыҫнех пырса тӑрать Трофим Матвеевич.