— Эп мӗн… Пӗлмес нимен те… Сӑтӑр туре пулсӑн… Ӗненмес эп Павел сӑтӑр турӗ тенине. Ачаран пӗрле ӳснӗ, — хумханарах калаҫрӗ тимӗрҫӗ.
— Ҫӗкле, ҫӗкле, Петӗр, — терӗ Павел ӑна куларах.
— Ху айӑпна йышӑнан пулсан… Эп мӗн… Ҫӗклеп, — ҫӗклерӗ вӑл аллине.
— Федор Васильевич сасӑлас ҫукки паллӑ. Эп ун вырӑнне ларнӑ. Мана тӑшман тесе шутлать, — хуллен шӑл витӗртерех сӑрхӑнтарчӗ Прыгунов. Вӑл Павел ҫине тинкерчӗ. Ларӑва пынӑранпа вӗсен куҫӗсем пӗрремӗш хут тӗл пулчӗҫ. Пӗрисем тарӑхупа ҫунчӗҫ, курайманлӑхпа тулса тӑкӑнчӗҫ, теприсем хӑйсен тӗрӗслӗхне туйса, ӑшри вӑя шанса, кӑшт куларах та лӑпкӑн пӑхрӗҫ. Шала кӗнӗ куҫсем вӗсенчен шикленнӗн аяккалла тарчӗҫ.
— Эп тӗрӗслӗхшӗн ҫеҫ сасӑлатӑп, — тавӑрчӗ Федор Васильевич.
— А эс? — Санька умне пычӗ бригадир.
— Эп правлени членӗ мар.
— Клеверӗ сан.
— Колхозӑн вӑл. Пӗтнӗ япалашӑн ларатӑр шавласа. Ӗмӗрте пӗрре авланатӑп та унта та канӑҫ памастӑр.
— Эп хирӗҫ! — кӑшкӑрать Володя. — Мӗншӗн Павела сӑмах та памастӑр?
— Сайька! Ӑҫта каятӑн? Тӑхта, ыйту пӗтмен, — чарать председатель бригадира. Володя сӑмахне вӑл илтмӗш пулать. — Ҫапла вара, пилӗк сасӑпа Кадышева ӗҫрен кӑлартӑмӑр. Ун вырӑнне эп бригадир пулма Баранов юлташа ҫирӗплетме сӗнетӗп. Каччи маттур, хастар, кукурузӑ ӑсти, комсорг. Пӗр сӑмахпа — тивӗҫлӗ ҫын.
Председатель шӑпӑрт ларма пӗлмен качча йӑлтах хӑй майлӑ ҫавӑрма шухӑшларӗ курӑнать, анчах пӗлмест-ха вӑл Володьӑна.
— Мана? Бригадира? Кукурузран уйӑрса? Ача вӑййи вылятӑр, Трофим Матвеевич. Коммунизмла ӗҫ бригади ятне илессишӗн ӑмӑрту пуҫартӑмӑр, ӑна район пӗлет, бригадирне пӗлет. Ак сана халь, ме. Хӑвах ырламастӑнччӗ-и Кадышева? Ырлама та тивӗҫ. Уй енчи колхозсенчен виҫе кун каярах юлса акана тухрӑмӑр, чи малтан пӗтертӗмӗр. Ҫук, эп ача мар, мана пӗремӗкпе астарса илӗртеймӗр. Бригадира лартатӑп та, шарламӗ тетӗн-и? — васкаса калаҫрӗ комсорг.
— Тӗрӗслӗх вӑл Ҫавалкасрах! — пӳлчӗ ӑна председатель. — Нечевӑ аллӑ пинлӗх шар кӳнӗ ҫынна хӳтӗлеме. Кам ман сӗнӳпе килӗшет, ҫавсене ал ҫӗклеме ыйтатӑп, — хӑй чи малтан йӑтрӗ Трофим Матвеевич. — Пулчӗ. Пилӗк сасӑ. Ҫапла вара ырантан, Баранов юлташ, бригадир ӗҫне йышӑнатӑн.
— Шуйттансем йышӑнччӑр. Мӗн ку? Лару мар ку, спектакль. Чӗнетӗр тата ҫынсене, — терӗ Володя. Вӑл ыйтмасӑрах тухса кайрӗ, алӑка шанлаттарса хупса хӑварчӗ.
Павел хӑй лӑпкӑлӑхне ҫухатмасӑр, куларах пӑхса ларчӗ. Каччӑ хӑйне йӗркеллӗ тыткалани председателе тарӑхтарсах ячӗ.
— Мӗншӗнне калас-и? — ҫӗкленчӗ Павел. — Мана эсир ӗҫрен кӑларни хумхантармасть. Эп коммунист. Пур пӗрех ман алран ӗҫ каяс ҫук. Бригадир мар пулсан — тракторист. Трактористран кӑларсан, лашапа ӗҫлетӗп, лаша та шанса памасан, тырӑ выратӑп, тислӗк тасатӑтӑп, пуртӑ йӑтса платнике каятӑп. Ак ҫак алсем, — тӑсрӗ вӑл аллисене, — вунӑ ҫулта ака тунӑ, сӳре сӳренӗ. Эсир мана ӗҫлеме чараяс ҫук. Ӗҫпе эп телейлӗ те. Ан тив, эп йӑнӑшам, анчах райком, обком урлӑ ҫав йӑнӑша юсама пулать. Нивушлӗ парти колхоз интересӗсене хӳтӗлемест?
— Сана сӑмах паман, сӑтӑрҫӑ эс! Сан кунта мар пулмалла! — сӗтеле чышкипе ҫапрӗ вӑл. Кӑранташ ҫӗре ӳкрӗ, чернил приборӗ сиксе илчӗ.
— Мана сӑмах калама никам та чармасть. Правлени членӗ мар пулсан, парторг. Сан нервусем ҫемҫе пулнӑшӑн эп айӑплӑ мар. Тухса уҫӑлӑр та — шӑрту иртсе каять. Эп унччен хам шухӑша ыттисене каласа парӑп.
— Кирлӗ мар мана ӑнлантарни. Ку лару, парги пухӑвӗ мар. Унта эс хуҫаланма пултаратӑн. Ман нервисене ан тӗкӗн. Эп вӗсене ҫӗршыва сыхласа пӗтернӗ, — куҫӗсене ҫутӑлтарчӗ Трофим Матвеевич.
— Ҫӗршыва пурте сыхланӑ. Ман атте нервисене мар, пурнӑҫне ҫухатнӑ. Кирлӗ пулсан, эп паянах пӑшал тытма хатӗр. Унпа ан мухтан, Трофим Матвеевич. Ҫынна тӳрех айӑплама та ан тӑрӑш, пурнӑҫ хӑех кам тӗрӗсне кӑтартӗ.
— Пурнӑҫпа мана ан тӗк. Ҫӑмарти чӑххине вӗрентет. Ман чухлӗ пурӑн, ман чухнӗ ӗҫле, вара вӗрент, — утса ҫӳреме пикенчӗ председатель.
— Пӗтрӗ-и суд? — ыйтрӗ Павел. — Эп кайма пултаратӑп-и?
— Таси паха, — тавӑрчӗ председатель.
— Тавтапуҫ. Эп ӑшӑ сӑмаха юрататӑп, — тухса утрӗ Павел.
Хӗвел каҫ енне сулӑннӑ. Унӑн шевлисем Салукана сарӑрах ҫутӑ тӗспе сӑрласшӑн, анчах симӗс тӗс парӑнасшӑн мар, ҫуталать кӑна. Кӑтрашка пӗлӗтсен кӗтӗвӗ анӑҫран тухӑҫалла шӑвать. Кунӗпех янкӑр тӑнӑ тӳпе кӑштах хӑйен кӑмӑлне пӑснӑн туйӑнать.
Урама тухсан, Павел чарӑнса тӑчӗ. Вӑл питех те хӑвӑрт пулса иртнӗ лару-тӑрӑва шӗкӗлчеме тӑрӑшрӗ. Хӑйне вӑл пачах та айӑплама шухӑшламарӗ. Ҫук, урӑх сӑлтавсем шырарӗ вӑл. Мӗншӗн вара председатель ӑна сасартӑках ҫилленнӗ? Начар ӗҫленӗ-и вӑл е начар ӗҫлет? Ахӑртнех, кунта урӑх сӑлтав.