Галя качча тухсассӑнах, Павел ун патне ятлаҫса ҫыру ҫырса ячӗ. Пулмарӗ хурав.
Павела яла таврӑнма та намӑс пек туйӑнчӗ. Эй, айван пулман-и тата? Халь пулсан, ҫапла ҫеҫ каламалла: мӗн намӑсӗ пултӑр унта, хӗр сана юратман, вӑл урӑххине, санран лайӑхраххине тупнӑ, ӑна хӑйӗн чӗрипе тасалӑхне панӑ. Тепӗр хут халь тахҫанхи сӑмахсем аса килчӗҫ:
— Манран лайӑххи тупсан — манса кайӑн, начартараххи лексен — аса илӗн. Лайӑхраххи тупрӗ.
Клуб ӗлӗкхиех-мӗн. Чӳречисем ҫап-ҫутах. Апла пулсан, ҫамрӑксем саланман-тӑр. Кӗрес — Володьӑпа Санькӑран тата Петӗртен аван мар. Чӗнчӗҫ вӗт-ха. Каланнне каялла тунӑшӑн мӗнех пултӑр тата?
Алӑк патне ҫитичченех вӑл купӑс сассине илтрӗ. Ура айӗнче ҫенӗк хӑмисем чӗриклетрӗҫ. Клубӑн тепӗр вӗҫӗнчи чӳрече патӗнче ҫын кӗлетки. палӑрать. Хӗр-и вӑл, каччӑ-и — пӗлме ҫук. Ун патне пырас? Лайӑх-и вара? Тен, пӗр-пӗр хӗр каччине вӗчӗрхенсе сӑнать? Тен, каччӑ хӗрне? Арканнӑ юрату, тен? Апла пулсан, ан тӗкӗн. Ан сап суран ҫине тӑвар.
Клуба кӗрсе тӑрсассӑнах Павел хӑйне нумай куҫ сӑнанине туйрӗ. Вӑл ташлакан мӑшӑрсене куҫларӗ. Ав, Петӗр. Темӗнле пӗчӗк пӳллӗ хӗрпе.
Купӑсне Володя калать иккен. Пуҫне аяккалла пӑрса хунӑ. Уншӑн халь ҫак ҫут тӗнчере «Дунай хумӗсем» вальссӑр пуҫне нимӗн те ҫук пек. Кӑштах сыпнине пытарма хӗн: тӑртаннӑ питне хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.
Анна кунта ҫитме ӗлкӗрнӗ. Темӗнле палламан хӗрпе ташлать. Кӗвӗ хӑвӑртланчӗ. Ҫаврӑнма пуҫларӗҫ. Хӗрӗн мӑшӑр ҫивӗчӗ чӗкеҫ ҫунатти пак сарӑлса кайрӗ.
— Мӗн ютшӑнса тӑратӑн? — илтрӗ сасартӑк Павел Санька сассине. — Кил, кунта вырӑн пур.
Павел каччӑ ҫумне пырса ларчӗ. Унпа юнашарри — Гайкӑ Ваҫҫи. Вӑл Петӗр патӗнче мӑлатук ҫапаканни. Кулӑ ҫеҫ ӗнтӗ, тимӗрҫӗре ӗҫлемелле-и унӑн. Вун пилӗк-вун ултӑ ҫулсенче пулӗ-и? Лутака. Кук тӗрриллӗ. Пурӑнасса вӗсем Петӗрпе кӳршӗллӗ пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл мӗн пӗчӗкренех чылай вӑхӑтне тимӗрҫӗ лаҫҫинче ирттернӗ. Пӗр виҫӗ ҫул каялла, хӑй тӗллӗн гайкӑсем тума вӗренсен, шкула пӗр кӗсье гайкӑ пуҫтарса пынӑ пулнӑ. Ҫавӑнтанпах ӑна Гайкӑ Ваҫҫи теҫҫӗ. Вӑл тӑрса ал пачӗ.
— Аван-и, Павӑл пичче, — терӗ.
— Ташларӑм пӗрре. Вальс мӗн вӑл? Пустуй атӑ тӗпне якатни кӑна. Ӑна майрасем ташлаҫҫӗ. Мана вӑл ташӑ — районтан килекен хӑш-пӗр лектор пек туйӑнать. Маншӑн пулсан, «цыганкӑ» пар. Акӑ мӗн кирлӗ мана — калаҫма пуҫларӗ Санька.
Бригадир чӗлхи тытӑнчӑклӑрах. Ахӑртнех, ташлани татах ӳсӗртнӗ пулас ӑна.
— Эсӗ халӗ те ташша вӑйлӑ ҫапатӑн пулӗ-ха…
— Ҫитекен ҫук. Района кайсан та пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, — хуравларӗ вӑл мухтанарах. Карттусӗ айӗнчен тухса кайнӑ кӑтрине юсарӗ.
— Пултаратӑн, — ырларӗ Павел.
— Ҫавалкассен аяла пулмалла-и? Эпир вӑрман ҫыннисем. Хир енчисен айне пулман, пулас та ҫук. Эпир Хапӑссам. Илтнӗ-и? Хапӑс, хапӑс, хапарах, ӳксессӗн те маларах. Ҫапла калаҫҫӗ пирӗн патра, — йӑлӑхтармаллах калаҫма пикенчӗ вӑл.
Купӑс чарӑнчӗ.
Павела Володьӑпа Петӗр те асӑрхарӗҫ. Тепӗр самантранах ун тавра каччӑсем кӗпӗрленчӗҫ. Хӗрсем ҫеҫ вӑтанса пыма хӑймарӗҫ. Павел хӑй ҫывӑхра тӑракан Лисукпа Любӑна ал пачӗ. Каччӑ ас тӑвасса вӗсем иккӗше те фермӑра ӗҫлетчӗҫ. Халь ӑҫта-ши?
— Мӗн чарӑнтӑр? — илтӗнчӗ сасартӑк пӗр хӗрӗн уҫӑ сасси. — Ташламастӑр пӳлсан, вылятпӑр. Тӑрса тухӑр.
Павел ку кам-ши, тесе шырарӗ. Аннапа ташлакан хӗр-мӗн, йӑрӑс пӳллӗ. Кӗрен платйӗ ҫинчен симӗс ҫӑм кофтӑ тӑхӑннӑ. Капрон чӑлхапа, ҫӳллӗ кӗлеллӗ туфлиле. Илемлӗрех кӗске мӑйне шап-шурӑ явлӑкпа чӗркенӗ. Тӑрӑхларах питлӗ. Сарӑ ҫӳҫне кӗскен татса кӑтралатнӑ.
— Учительницӑ пулӗ ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Павел. Ҫамрӑксем тӑрса тухрӗҫ.
— Эй, Володя, — янрарӗ ҫав уҫӑ сасах. — Мӗн кӗреҫе аври ҫӑтса янӑ пек тӑратӑн, — терӗ вӑл качча, хул пуҫҫинчен ҫапса.
Володя вартах ҫаврӑнчӗ, тытма хӑтланчӗ, анчах… хӗр кулли ҫеҫ янраса юлчӗ. Тракторист хӗр хыҫҫӑн ыткӑнчӗ. Лешӗ те чее. Аван курать качча, шухӑшне витӗрех ӑнланать. Пӗр енне сулӑнтӑр ҫеҫ — хӗр тепӗр енне. Йӑлтах хӑшкӑлтарчӗ. Володьӑна. Тӗлӗнмелле: балеринӑ пекех ку хӗр, уншӑн ҫӳллӗ кӗлелӗ туфли те чӑрмав мар.
— Ку кам хӗрӗ? — ыйтрӗ Павел Санькӑран. — Пирӗн ялсемех-и е таҫтан килнӗскер?
— Пӗр-пӗр урҫа качча илсен, пирӗн ял пулать, — тавӑрчӗ бригадир. — Пурӑнсан куратӑн ак.
Хуравӗ темӗнле сивӗрех. Пӗр-пӗринпе хирӗҫме сӑлтавӗ пулнӑ-тӑр.
«Хӗрсем, — шухӑшларӗ Павел. — Уяври пекех хӑпса тухнӑ. Папкари те, ҫеҫкене ларни те, сарри те, хури те. Ҫавалкас хӗрӗсем. Кам пӗлет, тен, ҫаксенчен пӗрне юратса пӑрахӑп. Кам пӗлет, тен, каллех юрату тӳнтерле тавӑрӑнӗ…»
— Кушака шӑши чуптарса вӗлерет. Хӗрхенӗр… Тӑсӑлса ӳкиччен юлашки хут купӑс калатӑп. Хӗрсен вальсӗ. Каччӑсем, шӑпӑрт тӑрӑр, хӗрсем хӑйсем ташлама чӗнеҫҫӗ, — сывлӑшне аран-аран ҫавӑркаласа сӑмах хушрӗ Володя.