Выбрать главу

— Ку тата?

Сӑран тӗплӗ, тӗрленӗ питлӗ сарӑ сантали-мӗн.

— Ку та аван. Такам илме хушрӗ-и?

— Эх, кум… Арҫынсем яланах паянхи пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Ара, сирӗн Светланӑн менелник пулнине манса кайрӑн-им?

Светлана. Тӑхӑр ҫул тултарать. Авланни те халь ҫеҫ пек. Мӗнле-ха ун ҫинчен ашшӗ манса кайнӑ. Мӗн те пулсан илсе парас пулать. Мӗн илес? Паян укҫине те кӑшт ҫеҫ чиксе тухнӑ, вӑл столовӑйӗнчех пӗтрӗ. Ыйтас — ырӑ мар. Каллех ӑна Марье ухмаха тӑратса хӑварчӗ. Кашни ҫулах хӗреснамӑшӗ мӗн те пулин илсе парать, ҫавӑнпах ӗнтӗ хӗрача вӗсем патӗнчен тухма пӗлмест. Шкултан килсенех унта е клуба каять. Хӗреснашшӗ те ҫавах. Иккӗшӗ ачана ачашласа пӑссах ячӗҫ.

Витӗр куракан хӗрарӑм Виссарион Маркович тӗксӗмленнине самантрах асӑрхарӗ, пальтон шалти кӗсйинчен ҫирӗм пилӗкшер тенкӗлӗхсем туртса кӑларчӗ:

— Ме, кайса ил мӗн те пулин.

— Тен, хамӑр ял лавккинчех тупанать? — иккеленсе ыйтрӗ парторг.

— Эрехрен ытла мӗн пур унта? Светкӑн портфель кивелнӗ, раймага кайса ил. Тӑхта-ха, — чарчӗ вӑл ӑна ҫаннинчен тытсах. Кӑн-кӑвак куҫӗсем такамран хӑранӑн тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, сасси пӗчӗкленчӗ: — Итле-ха, кум, Трофима кӑҫал каллех ҫӗр улми сутма хушас. Пӗлтӗрхи пек тепре кӑнтӑра кайсан… Ӑнланатӑн-и? Атту мана итлеми пулчӗ. «Мӗн вӗрентетӗн те, мӗн вӗрентетӗн», тет кӑна. Сан сӑмахна итлет вӑл.

— Эп калӑп… Манра ӗҫ тӑрас ҫук, — хуравларӗ Виссарион Маркович.

Универмага каясси пулмарӗ.

— Кайрӑмӑр, — терӗ кӗтмен ҫӗртен райкомран тухнӑ Трофим Матвеевич, планшетне ларкӑч ҫине шаплаттарса пӑрахса. — Района килсен апат ҫиме те вӑхӑт ҫук. Пӗри туртать, тепри. Ҫурҫӗр полюсӗнчен вӗҫсе килнӗ тейӗн. Пырса курас хамӑр пата. Курдюкӗсене ӳстерсе янӑ та, лараҫҫӗ ҫытмисене якатса.

Председатель ҫилленнӗ. Ун пек чухне ӑна хӑй мӗн шухӑшласа хунине каласа пӗтермӗ ирӗк пар. Тӑкать пӗр кана та чарӑнать, вӗрет-вӗрет те самантрах сивӗнсе каять. Арӑмӗ те, парторг та унӑн йӑлине аван пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем шӑпӑртах ларчӗҫ.

— Молотилкӑсем те, комбайнсем те илме лекет.

— Ҫак хакпах-и? — чӑтаймасӑр вартах ҫаврӑнать шофер вырӑнӗнче ларакан Марье.

— Пӗр колхозшӑн йӳнетсе параҫҫӗ тетӗн-и?

— Тракторсемпе те васкарӑн. Юлса пыракан колхоза никам та вӑйпах илтереймест, — тавӑрчӗ арӑмӗ.

— Юлса… юлса, — йӗкӗлтерӗ Трофим Матвеевич. — Эс районтисем пӗлмеҫҫӗ пуль тетӗн-и пирӗн экономикӑна? Василий Ивановичран ҫӳп пытараймастӑн. Пӗлет вӑл Тата мӗн эс ман ӗҫе хутшӑнатӑн? Эс хӑвӑн клубна пӗл. Халиччен хӗрарӑм ӑсӗпе пурӑнман эп! — касса татрӗ упӑшки.

Марьен ҫинҫе те тӳрӗ сӑмса ҫунаттисем сарӑлчӗҫ, куҫ харшисем пӗрӗннипе ҫамки ҫине пӗртен пӗр пӗчӗк йӗр выртрӗ. Мотор пӗр тикӗссӗн кӗрлеме тапратрӗ. Машинӑ темиҫе метртанах пысак хӑвӑртлӑх илчӗ. Марье куҫӗ талӑкӗпех ҫывӑрман ҫыннӑнни пек типпӗн ялкӑшса ҫунчӗ. Катаран пӑхсан, арҫын калаҫӑвӗсем ӑна нимӗн чухлӗ те касӑклантармай пек, анчах вӑл пӗр самахне те вӗҫермерӗ.

— Виҫмине килсе илер те, ӗҫӗ пӗттӗр. Ыран лару туса ирттерес. Эс трактористсене пӗлтер: хатӗрленччӗр. «Старик» валли те тракторист тупмалла. Укҫа тӑкрӑмӑр та ахалех лартатпӑр.

— Кам килӗштӗр унпа ӗҫлеме? Ӗҫленинчен ытларах юсаса вӑхӑта ирттеретӗн. Вӗсем, трактористсем, яланах ҫӗнӗ машинӑ ҫине ларма ӗмӗтленеҫҫӗ, — тавӑрчӗ Виссарион Маркович.

— Барановпа калаҫ-ха эс. Эп ӑна хам та чӗнсе пӑхатӑп. Пулӑшса ят илтертӗмӗр те, хамӑр ҫинех хӑса пуҫларӗ. Текех ӑна парти активӗн пухӑвӗ тесен, колхозран кӑлармастӑп. Тупӑннӑ туй ачи.

— Кукурузӑ пӑсса ячӗ. «Королева» нумай ҫынсене король турӗ, — анасласа илчӗ парторг. Шофер «дози» ӑна самаях ӗнтӗркеттере пуҫларӗ курӑнать.

— Ҫитес пасара кайма хатӗрлен. Выльӑхсем халь хаклӑрах, анчах кӗҫ ҫӑва тухатпӑр. Самӑртса паратпӑр. Аш, аш кирлӗ халь. Василий Иванович иртнӗ ҫулхи декабрьти Пленума аш пленумӗ, тет. Кӑҫал ҫӗр гектар пуҫне тӑхӑр вунӑ центнер илсен, республикипех кӗрлесе каятпӑр. Ҫак кӑкӑра, — лӑпкарӗ председатель парторг кӑкӑрне, — Ылтӑн Ҫӑлтӑр илемлетме пултарать. Пухура ҫапла йышӑнас: камӑн ӗне пур, пӑрушне пуссан ҫулталӑк хушши лаша та, машинӑ та парас мар, ҫийӗнчен пилӗк ӗҫ кунӗпе штрафлас. Пӗр сӑмахпа каласан, ӳстерчӗр, колхоз шучӗпе паччӑр.

— Ку вӑт тӗрӗс, — килӗшет парторг. — Атту ҫур пӑт какайшӑн чӗчӗ пӑрушне пусаҫҫӗ. Камӑ усӑ? Ҫулталӑк усрасан, сахалтан та вунӑ пӑт туртакан пулать. Ҫывӑхри ялсене те кайса илме юрать.

— Апла-тӑк, эп парти линине тӗрӗс ӑнланатӑп.

— Ӑнланман ҫынна кам республикӑ депутатне суйлатӑр? — мухтарӗ Виссарион Маркович председателе.