Выбрать главу

Тулти ӗҫсене пӗтернӗ кил хуҫи арӑмӗ — Нина кӗчӗ. Ҫӗнӗ платйӗ тӑхӑннӑ Светланӑна курсассӑнах икӗ аллине шарт ҫапрӗ, кӳрӗннӗ пит-куҫӗпе Марье енне ҫаврӑнчӗ. Сасси ун уҫӑ, кӑшт хулӑнрах. Ахальтен мар ҫав юрӑ юрлама юратакан хӗрсем ӑна юрӑ пуҫарма ыйтаҫҫӗ.

— Кума, мӗн тӑккаланатӑн пустуй. Кашни ҫулах икшер-виҫшер парне парса ачана ачаша вӗрентетӗн. Ку пирӗн вӑл, — упӑшки ҫине кӑтартрӗ Нина, ача валли мар, ман валли те ӗмӗрӗнче япала илмен. Укҫи пулсан та, запчасть кӑна туянать…

— Эс чипертерех… Мана критиклекенсем сансӑрах нумай, — куларах тавӑрчӗ Виссарион Маркович.

— Сана…. Сана критиклемелле. Хӑнасем килнӗ, вӗсене пӗчӗк пӳртре лартать. Айтӑр, лере пурте хатӗр. Ку вӑл пирӗн… Ҫынсен арҫынӗсем халиччен ӗҫтерме пуҫламалла.

— Таҫти хӑнасемех мар. Ӗлкӗрӗпӗр тем тума та, — тавӑрчӗ Марье.

Мӑн пӳрте икӗ пӳлӗме пайланӑ. Алӑкран кӗрсенех зал. Сӗтелӗ урай варринче. Тавраллах таянмалли пукансем. Маччине белилӑпа шуратнӑ, урайне охрӑпа сӑрланӑ, килте тӗртнӗ кавирсем сарнӑ.

Хитре чечеклӗ ҫи виттипе витнӗ сӗтел хушшине ларчӗҫ. Виссарион Маркович черккесене эрех тултарчӗ. Хӑйне валли стакана ячӗ.

— Пире, шоферсене, хамӑр дозӑ, сире, хӗрарӑмсене, черкке.

Светланӑна «урра» йӑтрӗҫ, юлашкинчен тата Трофим Матвеевич ӑна маччаналла пӗр икӗ хут ывӑтса илчӗ.

— Сана ӗҫме юрамасть, ме канфет, — кӑларса пачӗ вӑл.

— Мӑшӑрсӑр. Хӑрах куҫсӑр пулатӑн, — кулчӗ Светлана.

— Эппин тата ме.

— Ку мӗн ятлине пӗлеп. М-м-и-и-ш-ка… «Мишка на с-с-е-в-ер-е», — тесе пӗчӗк пӳрте чупса тухрӗ вӑл. Йӑли ун ҫапла: яланах ачасене кайса кӑтартать.

Хӑйне ярса панӑ «шофер дозине», чей стаканӗн ҫурри ытларахскерне, Трофим Матвеевич та ӗҫрӗ. Вӑл юратса йӳҫӗтнӗ хӗрлӗ помидор ҫыртрӗ, кӗркуннех пусса шӑнтнӑ хур ашне кӑмӑлласа ҫирӗ.

Нина апат хатӗрлеме ӑста. Кашнин умнех винегрет лартнӑ, сив аш, пахча ҫимӗҫ ярса салат тунӑ та хӑйма сапнӑ. Сӗтел варринче тӗтӗмленӗ тинес пулли, суханпа кӑшӑлланӑскер, ҫӑварне хӗрлӗ кӑшманран тунӑ чечеке хыптарнӑ.

— Кӑмла ҫиетӗн-и? — ыйтать Нина Трофим Матвеевичран. — Сӗтелӗ ҫине лартма вырӑн пулмарӗ. Хӑшне парас? Йӳҫетнине-и е уксус шывӗ ҫинче усранине?

— Тӑварлани халь уҫӑрах. Ӳркенмесен илсе кил, — ыйтать председатель.

Виссарион Маркович каллех ӗҫмешкӗн сӗне пуҫларӗ. Татах ҫырткаларӗҫ. Калаҫу пуҫланчӗ.

Менелник лайӑхах иртетчӗ пулӗ. Трофим Матвеевич ҫӗкленчӗ те: «Сӑра сакки сарлака, анчах ӗҫ яланах калать ан ӗҫ», — терӗ.

Пӗри те асӑрхамарӗҫ вӑл салхуланнине. Ялта колхоз председателӗ хӑнана ҫӳременнине пурте пӗлеҫҫӗ. Хӑшӗсем ӑна чирлӗрен ӗҫме юрамасть, теҫҫӗ, теприсем хӑй хыттипе ӗҫмест тесе ӑнлантараҫҫӗ. Ҫынсене курӑнмаллах ӗҫмен вӑл, ӗҫессе хӑй виҫипе ӗҫет.

— Мӗн тата, тиркетӗн-им? — чупса пычӗ Нина. — Сӑрине ӗҫ. Кур-ха, чаш кӑпӑк ҫеҫ. Ятарласа урпа сӑри турӑм.

— Эй, кума, сан колхозра мар, Шупашкарти «Атӑл» ресторанта ҫеҫ ӗҫлемелле, — кулчӗ председатель. — Епле тиркен? Эсир каҫарӑр, эп паян питӗ ывӑнтӑм. Йытӑ ӗҫӗ вӗт. Кама кӑка вӗрместӗн пуль.

— Лар. Этемӗн йӗрки пулать вӑл, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Марье.

Светлана чупса кӗчӗ, хӗреснашшӗне мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ:

— Ямастӑп… ямастӑп, — терӗ вӑл. — Ф-ф-ф-у, санран эрех шӑрши керет…

— Ӳсӗр ҫав эп. Мана эс ҫавах ярасшӑн мар. Апла юрамасть.

Трофим Матвеевич ҫул куркине тытса пачӗ. Асатма пӗчӗк пӳртне тухрӗҫ.

— Эс лар, кума, — ыйтрӗҫ кӳршисем.

— Маншӑн эс юл, — хушрӗ упӑшки те.

— Юрӗ, — килӗшрӗ Марье. — Тӑхта, уҫҫине ме, — ҫенӗке упӑшкипе пӗрлех тухрӗ вӑл.

— Марье, илтетӗн-и, текех хамӑрӑн ҫуралмасӑр нимӗнле менелнике те килместӗп, — пӑшӑлтатрӗ Трофим Матвеевич.

— Хӑратрӑн та…

— Хӑратма мар, сана малтанхи айӑпушӑн ӗмӗрне те каҫарма пӳлтараймастӑп.

— Ан та каҫар, — каялла вартах ҫаврӑнчӗ Марье. Пӳрте кӗчӗ, тӳрех сӗтел хушшине пырса ларчӗ. — Кум, яр-ха ман валли те.

Часах Трофим Матвеевич ҫинчен те манса кайрӗҫ, сӑмах урапи чарӑнмасӑрах ҫаврӑнчӗ.

— Эс эп каланине ан ман, — час-часах аса илтерчӗ Марье ӳсӗрӗлнӗ парторга.

— Каларӑн. Эп хӑҫан манатӑп?

Светлана хӗреснамӑшӗ ҫур ҫӗр ҫитес чух ҫеҫ хӑнаран тухрӗ.

Тулта пӳртри евӗрлех ӑшӑ. Ҫил те ҫук, Таврара ирӗлекен юр шӑрши тӑрать. Йывӑр пӗлӗтсен питлӗхӗ хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗтӗле пуҫланӑ, ҫав вырӑнсенчен темиҫе ҫӑлтӑр курӑнать.

Ял шӑпах. Трофим ҫутӑ та сӳнтернӗ. Пӳрте кӗрес килмест.

Марье йӗпе юра ывӑҫласа ҫамкине сӑтӑрчӗ. Чун уҫӑлнӑнах туйӑнчӗ, пуҫра шухӑшсем йӗркеленчӗҫ.