Выбрать главу

Пӗртен пӗр амӑшӗ вилсен, ялти ҫурт-йӗрне те сутса ячӗ, район центрӗнче ик ҫӗр пӑт тырӑ парса чул ҫурт туянчӗ. Мӗн калӑн: ун чухне тырӑ хаклӑччӗ ҫав.

Хӑйсен колхозне каялла вӑл 1954 ҫулта кайрӗ. Пӗрисем ӑна хӑй ӗҫӗнче мӑкӑлтаннӑ терӗҫ, теприсем парти чӗннипе килнӗ текелерӗҫ. Чӗлхене карта тытман, анчах вӑл колхоза ура ҫине тӑратрӗ. Вара, икӗ ҫул каялла, «Ҫавал» колхоза ертсе пыра пуҫларӗ.

Кунта килме чылай сӑлтав пулчӗ. КПСС райкомӗ ӑна вӑтӑр пин шучӗпе яма ыйтса обкома ҫырчӗ. Килӗшрӗҫ.

Трофим Матвеевичӑн арӑмӗ Ҫавалкасран. Вӗсем кунта килнӗ ҫулхинех ашшӗпе амӑшӗ умлӑ-хыҫлах ҫӗре кӗчӗҫ. Вилнисем хыҫҫӑн сикеймӗн. Никам та вилӗмсӗр мар. Чӗррисем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа малалла тӑсаҫҫӗ. Районти ҫуртне сутса ячӗҫ. Ҫапла Трофим Матвеевич Ҫавалкас ҫынни пулса тӑчӗ.

Вӑл килнӗ чух «Ҫавал» районта чи кая юлнӑ колхозчӗ. Вӑрман ҫывӑхӗнчи ялсем. Кермен пек ҫуртсем, вӗр-ҫӗнӗ хапхасемпе хӳмесем. Ҫӗр мар усӑ парать кунта, вӑрман хӑйӗн ӑшӑ тӑлӑпӗпе витет. Вӑрман пек пуянни, уй пек асли ҫук. Вӑрман нихӑҫан та пушӑ ямасть. Пултараканӗ унтан-кунтан тупкаласах ҫулталӑкра пӗр-икӗ пура кӑларать, кам тата курӑс ҫӗр аллӑ пӑт таранах хатӗрлет, пӗр-икӗ капан утӑ лартать. Акӑ сана вунӑ-вун пилӗк пин укҫа та.

Хресчен ҫемйи хӗсӗр мар. Анкарти вырӑнне татса илесрен килте пӗр-пӗр ватти е уксах-тӗсекки юлать, колхоза ӗҫлеме тухать. Ыттисем ӗҫе е вӑрманпромхоза е чугун ҫул ҫине, е район центрӗнчи предприятисене вырнаҫнӑ.

Ялсем пуян, колхоз чухӑн. Пасарта хӑма е чус, мӑк е курӑс тиенӗ лавсене курсанах пурте паллаҫҫӗ. Ҫавалкассем. Ахальтен мар ӗнтӗ Ҫавалкаса: «районӑн ӗнчӗ пӗрчи» теҫҫӗ. Кама пура, чус е хӑма кирлӗ — вӑл Ҫавалкаса утать, кам ута йӳнӗрех хакпа тупса илесшӗн — каллех кунта.

Ҫук, пурте пӗрешкел мар. Ялта йӳнеҫтерме пӗлекенсем кӑна мар. Тӑлӑх хӗрарӑмсем, ватӑ-вӗтӗсем колхозах ӗҫлеме тухаҫҫӗ. Хӑшӗ — ячӗшӗн, хӑшӗ чунӗпех.

Ҫаплаччӗ вӑл Ҫавалкас.

…Виссарион Мӑрковичсем патӗнчен каҫнӑ Трофим Матвеевич хывӑнсах ыйтрӗ.

Ашра шӗкӗ. Кӑшлатьте кӑшлать. Юлашки ҫулсенче ҫиелех туха пуҫларӗ. Чӑтаймасть чӗре ыратнине. Ҫынсем патне каятӑн та, кашниех хӑй телейӗпе савӑнать. Киле ҫитетӗн те — тӑр-пӗччен. Марье те пулин час-часах библиотекӑра. Лавккара ӗҫлеме пӑрахнӑскер, мур тума кӗчӗ-и унта? Пурнӑҫ танӑҫ мар-и, упӑшки ӗҫлени ҫитмест-и?

Ӗҫре ҫынпа ятлаҫмалли те пулать, хуйхи-суйхи те пур. Этем те хурҫӑ мар, унӑн кӑмӑлӗ пур: вӑл савӑнать, вӑл ҫунатланать, пӑшӑрханать, кулянать. Киле ывӑнса таврӑнатӑн та, кампа йӑпанса ӑшӑтатӑн чӗрене? Ҫав Светланӑ пек ача пулсанччӗ…

Кун-ҫул урапи малаллах кусать. Чарас тесен те чараймастӑн. Этеме пӑхӑнмасть ҫав кустӑрма, хӑй кусӑмӗпех туртать вӑл этеме. Ҫулсем те иртеҫҫӗ. Хӗрӗх урлӑ каҫни те сисӗнмерӗ. Ят пур ӗнтӗ: вӑл савӑнтарать. Трофим Матвеевич тесен районта мар, республикӑра та пӗлеҫҫӗ. Анчах кам шутлӗ-ха вӑл телейсӗр тесе? Ҫапах та телейсӗр. Кам айӑпӗпе? Марье айӑпӗпе. Ҫук, каҫарма пултараймасть вӑл ӑна…

Трофим Матвеевич малтанхи хут Ҫавалкаса тӑхӑр ҫул каялла. Май уявӗ иртсе кайсан килчӗ. Лавкка хупӑччӗ. Ҫынсем продавщицӑ чуччу патӗнче терӗҫ.

Сарлака-сарлака, ҫеремлӗ урам варринче икӗ йӑмра хушшине чуччу ҫакнӑ. Ярӑнакансем сулӑмпа ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ чухне вӗсен айӗпе мотоциклет ҫине ларнӑ хӗр вӑшт! кӑна тухса каять.

— Вӑт анра! Пӗртен пӗрре ҫитсе ҫапсан вилет вӗт, — шухӑшларӗ райсоюз председателӗн заместителӗ. Чуччу ларкӑчӗ хӑйне ҫитсе ҫапас пек чӗри кӑртлатса илчӗ. Тӑвраллах пухӑнса тӑнӑ каччӑсемпе хӗрсем Марье чуччу айӗнчен тухса каймассеренех алӑ ҫупаҫҫӗ, хавхалантарса тем кӑшкӑраҫҫӗ.

Акӑ, хӗр каялла таврӑнса хӑйӗн мртоциклне йӑмрасем патне тӑратрӗ. Тем хушӑра вӑл халь ҫеҫ ярӑнса чарӑйнӑ чуччу ларкӑчӗ ҫине сиксе хӑпарчӗ, унтан чапа тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек ҫынсене мӑнкӑмаллӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

— Кам манпа ярӑнать?

— Арҫурипе арҫури ярӑнтӑр, — шӳтлерӗ тахӑшӗ.

— Е Ҫавалкасра манпа ярӑнма каччӑ ҫуралман-и?

— Каччи пур, — хуравларӗ Трофим Матвеевич, чуччу патнелле ҫывхарса.

— Э-э, зампред., — тере Марье шӳтлӗрех. Пысӑк кӑвак куҫӗсем савӑнӑҫпа ялкӑшрӗҫ, вӑл илӗртмелле кӑмӑллӑн кулса-сахӑр пек шурӑ та тикӗс шӑлӗсене кӑтартрӗ:

— Юрӗ. Кӳлхӗррисем тупӑнчӗ. Хӑрасан эп явап тытмастӑп.

— Курӑпӑр кам хӑранине.

Ярӑнакан мӑшӑр ҫӳлтен те ҫӳле кайса пычӗ. Авӑнчӗ юманран хывнӑ ҫирӗп кашта.

Кам ярӑнман пуль чуччупа? Сана хирӗҫ тӑракан хӗр кӑвак тӳпенелле хӑпарса кайнӑн туйӑнать. Унӑн пит-куҫӗнче ҫухалми савӑнӑҫ вылять, кӗпе аркисем ҫилпе вӑркӑшаҫҫӗ. Аялалла аннӑ чух тӗпсӗр авӑралла вӗҫнӗ пек туйӑнать: чӗре хӑвӑрттӑн картлатса тапать, ишет, ишет вӑл кӑкӑрта, хӑй вырӑнӗнчен тухса кайнӑскер. Санпа пӗрле ҫӗр ишет, санпа пӗрле йӑмрасем сулланнӑн тӳйӑнать.