Выбрать главу

Трофим Матвеевич ун чухне хастар хӗрачана темӗнле пулсан та хӑратма шутларӗ. Хӑлхасенче ҫаплипех ҫил шӑхӑрчӗ. Иккӗшӗ те хӗрелсе кайрӗҫ, ҫапах тапма пӑрахмарӗҫ.

Чуччу чарӑнсан, ҫӗре чи малтан Марье сикрӗ.

— Вӑт каччӑ! — пысӑк пӳрнине ҫӗклерӗ хӗрача. — Эсир мӗн? Ҫавалкас каччисем тетӗр тата. Мулкач чӗрисем эсир, — кулса ячӗ вӑл.

— Ырлах ӗнтӗ пуҫлӑхна.

Тепӗр самантран Трофим Матвеевич мотоциклетӑн хыҫалти ларкӑчӗ ҫинче ларса пычӗ. Катрашкаллӑ, тумхахлӑ ял урамӗн ҫулӗпе Марье машинине ҫирӗппӗн тытрӗ, лупашкасем урлӑ асӑрхаса каҫарчӗ.

Лавккине уҫса шалтан ҫаклатрӗ. Халатне хывсан, Трофим Матвеевич хӗр кӗлеткине курса хытса тӑчӗ. Вӑл яштака пӳсиллӗ. Ҫаврака хул пуҫҫийӗсем сӑпайлӑ та, пилӗкӗ ҫинҫе. Трофим Матвеевич Ленинграда кайсан, эрмитажраччӗ пулас, «Венера Таврическая» кӗлеткине курнӑччӗ. Марье ӑна темшӗн тӳрех ҫав сӑнара аса илтерчӗ. Акӑ вӑл ун енне ҫаврӑнчӗ те, куҫ умне тӑпӑл-тӑпӑл ҫӗкленсе тӑракан кӑкӑрӗсем тухрӗҫ.

— Венера, — хӑй те сисмесӗрех персе ячӗ Трофим Матвеевич.

— Мӗн?

— Чиперлӗх турри иккен эсир…

— Ӑна пӗлместӗп. Ухмахлӑхӑн турӑ пулсан, вӑл мана пӑхса ӳстернӗ пулӗ, — кулчӗ хӗр. — Ҫавна асӑрханӑччӗ Трофим: савӑнӑҫлӑ ҫӗртенех Марье сасартӑк тӗксӗмленнӗччӗ. Унтан: — Сирӗн мӗн тӗрӗслемелле? — тесе ыйтнӑччӗ.

Трофим Матвеевич ача пекех пулса кайнӑччӗ. Ҫапла, вӑл жалобӑ тӗрӗслеме килнӗ. Лайӑх таварсене тӑванӗсене, ҫывӑх ҫыннисене сутни ҫинчен, лавккана час-часах хупӑ тӑратни ҫинчен ҫырнӑччӗ унта. Марье ҫакна илтсен аптраса ӳкессе кӗтнӗччӗ вӑл, анчах лешӗ ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Тӗрӗс. Ку элеке ман ҫинчен мар, сирӗн ҫинчен ҫырнӑ. Тавар ҫителӗксӗр пулсан, ман кама мӗн парас? Мана эсир ыйтнӑ таран тавар парсан, никам та элек ҫырмасть.

— Пур таварне те сутма пӗлмелле.

Ӑна мана ҫын ан вӗренттӗр. Кам пай укҫи тӳленӗ, ҫавна чи малтан йӗтӗн тутӑр та, йӳнӗ ҫитсӑ та…

— Эп килнӗ чух лавкка мӗншӗн хупӑ?

— Ӑҫтан иртен пуҫласа каҫченех тӑратӑн? Ҫын ҫуккӑ та — хупрӑм.

Марье хӗрлӗ эрех кӗленчине уҫрӗ, стакан ҫине ячӗ.

— Каҫарӑр, ӗҫместӗп. Сӗннишӗн тавтапуҫ, — хирӗҫлерӗ Трофим Матвеевич.

— Пӗлетпӗр эсир мӗнле ӗҫменнине. Ялпо председателӗ арҫын продавецсене ӗҫнӗшӗн е эрехе ваккӑн сутнӑшӑн ятлать, хӑй пирӗн лавккана килсен ҫур литра шап ҫеҫ ҫавӑрса хурать. Укҫине шамӑ яланах манса каять.

«Пуҫлӑхсем ҫинчен еплерех шутлать вӑл. Тата хӑюлӑхӗ ӑҫтан тупӑнать?» — шухӑшларӗ каччӑ. Чӑтаймасӑр вӑра:

Пурне те эс пӗр аршӑнпа ан виҫ, — тенӗччӗ.

Эй, арҫыннӑн аршӑнӗ-мӗнӗ пӗрех: эрех те хӗра-рӑм, — пӗр шиксӗр таварнӑччӗ Марье.

Трофим Матвеевич асӗнчен хӗр сӑнарӗ тухма пӗлмерӗ. Ӑна тӗлӗкре те ҫын ҫине кӑшт куларах пӑхакан илӗртӳллӗ куҫсем йӗрлерӗҫ. Вӑл вара тепӗр эрнерен райпо председательне лартса хӑнана кайрӗ…

Макӑрнипе куҫӗ хӗрелнӗ хӗре ҫав каҫах илсе таврӑнчӗҫ. Марье ун чухне вун тӑххӑртаччӗ. Вӑл… Вӑл вара вӑтӑр иккӗреччӗ.

Телей ҫулсенче-ши?

Ҫук. Еплеччӗ тата вӑхӑчӗ! Шап-шурӑ ҫурӑлнӑ ҫӗмӗртсем хӑйсемпе хӑйсем кантӑк умӗнче киленетчӗҫ. Шӑпчӑк ҫӗрӗпе юрӑ шӑрататчӗ. Кам пӗлет, тен, вӑл вӗсемшӗн кӑна каҫӑхса кайса юрланӑ? Тен, пахчара та вӗсен телейӗшӗн кӑна ҫӗмӗрт шурӑ пӗркенчӗкпе пӗркеннӗ? Ҫапла туйӑнатчӗ Трофим Матвеевича, ӑна ҫӗр ҫинче утнӑн мар, пӗлӗтре вӗҫнӗн туйӑнатчӗ. Унӑн чи хитре арӑм, вӑл вӑрах вӑхӑт авланмасӑр пурӑнни сая каймарӗ.

Юлташӗсемпе тусӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пысӑках мар туй. Унтан кану. Тӗлӗкри пек, пӗр шухӑшсӑр иртсе кайрӗ чӑп-чӑп уйӑхӗ…

Пӗр каҫхине, утӑсем ҫулас вӑхӑт ҫитсен, Трофим Матвеевич темӗнле сас илтнипе вӑранса кайрӗ. Марье йынӑшать-мӗн. Упӑшки сиксе тӑрса арӑмӗн вырӑнӗ патне чупса пычӗ.

— Тас пар! — шӑлӗсене качӑртаттарчӗ Марье. — Чунсӑр! Эп вилсен те тӑрса пӑхмастӑн.

Трофим Матвеевич тавҫӑрса илчӗ.

— Мӗн тӑватӑн эсӗ? Мӗн тӑватӑн? — чупкаларӗ вӑл.

Хам пӗлетӗп. Ҫуттине сӳнтер.

Марье урӑх чӗнмерӗ. Юн кайнипе тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑнне ҫухатрӗ.

Куҫҫуль пӗрчи кӑларасчӗ хӑйӗн. Трофим Матвеевич врача чӗнесшӗн пулчӗ, анчах арӑмӗ тархасласа йӑлӑннинчен иртме пултараймарӗ.

Шурса кайнӑ сӑнлӑ Марье ирхине вырӑн ҫинчен нимӗн пулман пекех тӑчӗ, васкамасӑр тумланчӗ.

— Ӑҫта каятӑн эсӗ?

— Маншӑн эс ӗҫлетӗн-им?

— Тӑнсӑр. Е сан вилес килет-и?

Упӑшки ӑна пур пӗрех ӗҫе ямарӗ. Ҫапах пӑсӑлса юлчӗ. Усал ӗҫ турӗ вӑл. Трофимран ыйтмасӑр. Ҫаксем аса килчӗҫ колхоз председательне.