— Ҫавӑншӑн каҫармастӑп. Халь ача вунна ҫитмелле, — саспах мӑкартатрӗ Трофим Матвеевич. Анчах ӗшенни тата эрех сыпни хӑйсеннех турӗҫ: вӑл сисмесӗрех ҫывӑрса кайрӗ.
Марье пӳрте кӗнӗ чух упӑшки ҫывӑратчӗ ӗнтӗ. Утиялне те, простынне те тапса сирнӗ. Пырса юсарӗ. Хывӑнсан, тӗкӗр умӗнче чылайччен пӑхса тӑчӗ. Шухӑшлӑ куҫӗсем улшӑнса ҫӗнелчӗҫ тейӗн: пысӑк савӑнӑҫпа ҫиҫеҫҫӗ. Анчах савнӑҫ хӗлхемӗ нумая пымасть, кӗҫех сӳнет. Каллех куҫсем шухӑшлӑ. Ҫӳхе тути хитрен, йӗрӗлче пек пӗрӗнчӗ, вара вӑл хӑй ҫине хӑй пӑхса пӑшӑлтатрӗ:
— Курӑпӑр… Эс манӑн пулатӑн… Манӑн кӑна. Марье шухӑшласан тӑвать.
Диван ҫине кайса ларчӗ. Чунӗ тӑвӑлса килчӗ, Марье вара нумай ҫулсем хушшинче пӗрремӗш хут сасӑсӑр макӑрса ячӗ. Куҫҫуль тумламӗсем шапӑртатрӗҫ, вӗсенӗ вӑл шӑлмарӗ те.
4
— Сан пуҫу пур-и? Паян шыв кайнӑ та, халь тин килсе калатӑн. Наряд эп каҫхине панине пӗлместӗн-и? Ӗнер килтех пулнӑ пуль вӗт эс, аҫа ҫапманскер. Пӗр сӑмахпа, хӑвӑн пӳртӳ тӑрринче пӗр пӗрчӗ юр та ҫук, ферма витисем ҫинче каштасем хуҫӑлмалла юр выртать. Хӑв эс председатель пулнӑ. Мӗнле ертсе пынӑ эс — пӗлместӗп, — ятлаҫрӗ Трофим Матвеевич.
Павел ӑна сассинченех палласа илчӗ. Темшӗн-ҫке тата пӳлӗм алӑкне те уҫах хӑварнӑ. Кунта сас илтӗнме мар, пӗтӗмпех курӑнать. Качча хӑйне те ҫийӗнчех асӑрхарӗҫ, вӑл вара «юрать-и» тесе кӗрсе кайрӗ, сывлӑх сунчӗ. Колхоз председателӗ ырӑ та, хура та чӗнмерӗ, пуҫӗпе ҫеҫ алӑк патӗнче ларакан пукан ҫине сӗлтсе кӑтартрӗ. Павел лармарӗ-ха.
Унӑн сассине илтнӗ Федор Васильевич та каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ахӑртнех, вӑл ӑна палламарӗ пулас.
— Юрӗ, юрӗ. Ҫын та, нимӗн те ыйтмастӑп текех, — мӗскӗннӗн тавӑрчӗ хӑй, каллех председатель енне пӑхса. Унтан пиҫиххи хушшинчен тухса кайнӑ пушӑ ҫаннине йывӑр япала ҫакса янӑ пек суллантармасӑр ҫаврӑнса утрӗ. Алӑкне ҫилленнӗ ҫын пек мар, хуллен хупса хӑварчӗ. Тулти пӳртре хӑма чӗриклетрӗ, кӗҫех ҫенӗк алӑкӗ шалтлатрӗ.
Колхоз председателӗ малтанах шарламарӗ. Тем ҫинчен шухӑшларӗ-ши вӑл е Федор Васильевич йӑлтах тухса каясса кӗтрӗ. Пӗлме хӗн. Кӗҫех Трофим Матвеевич хура куҫӗсемпе Павела чӑрсӑррӑн тӗллерӗ. Малтанхи хӗрӳлӗхне ҫухатмасӑр, калаҫӑва малалла тӑсрӗ.
— Пӗр сӑмахпа каласан, уралантар колхоза ҫакнашкал ҫынсемпе. Каснӑ-лартнӑ качака таки. Сӗчӗ те, ҫӑмӗ те ҫук. Мӗнле ӗҫ шанса парас ман ӑна? Кӑларса ярас — ҫемйине выҫтарса вӗлерет. Ҫуралаҫҫӗ ҫӗр ҫине ҫавнашкал щупка этемсем. Туртса пыр вара вӗсене пушӑ урапа туртнӑ пек. Чӑмласа паратӑн та, ҫӑтса яма пӗлмест. Хӑлтӑртатма ӑста хӑй.
Председатель хӗрӳллӗ калаҫни Павел кӑмӑлне каять. Ал сулланисем те вырӑнлӑ, куҫӗсем те чунра мӗн пуррине пытармаҫҫӗ. Ҫамки ҫине анса выртнӑ хытӑ хура ҫӳҫӗсем ҫеҫ ӑспа ӗҫлекен ҫыннӑнни пек мар. Ҫавӑнпа-ши, ансӑртарах пӗчӗк ҫамки темӗнле сивлеклӗхе пытарать, ҫӳхе тути ҫынна хӗрхенми чунсӑрлӑхпа хытса ларнӑ.
— Лар, лар, — терӗ вӑл Павела. — Ура ҫинче тӗрӗслӗх ҫук. Ӑҫтан?
— Ҫавалкассемех.
— Ну? — тӗлӗнчӗ председатель. — Каҫарӑр, паллаймарӑм… Сӑлтавсӑрах мар пулӗ: е эсир манран сулхӑнра пытанса ларатӑр, е хулара ӗҫлетӗр.
— Сулхӑнра халланма вӑхӑчӗ пулман, — хуравларӗ Павел, председателе тӳррӗн пӑхса. — Кадышев эп. Казахстанран килтӗм.
— А-а-а. Таҫта илтнӗччӗ. Курма килтӗн-и?
— Ҫук, яланлӑхах.
— Колхозрах ӗҫлесшӗн-и?
— Ӑҫта пултӑр тата?
— Ырлатӑп ҫеҫ, — тӑчӗ председатель. — Ырлатӑп. Аҫу пӳртне пушӑ лартни те килӗшмест. Анкартипе эпир усӑ куртӑмӑр ӗнтӗ. Кӑҫал ӗҫлетӗн пулсан, пӗтӗмпех паратпӑр. Тракторисчӗ вӗт-ха эс? Пӗр сӑмахпа каласан, сан валли трактор та пур. Паянах йышӑн.
— Тавтапуҫ шаннӑшӑн, — тӑчӗ Павел та.
— Тӑхта, Виссарион Маркович патне хут ҫырса паратӑп. Вӑл сирӗн бригадир, — каллех парчӗ председатель. Умӗнче выртакан блокнотран пӗр таса листа тӑпӑлтарса илсе васкасах ҫырчӗ, унтан Павела тыттарчӗ.
— Чавтар. Вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнче пулма кирлӗ.
— Юрӗ. Ман ыйтмаллисем пурччӗ, — терӗ Павел, хуҫлатнӑ хут татӑкне илсе.
— Пӗлетӗп. Пӗтӗмпех пулать. Бухгалтера калатӑп. Халлӗхе пӗр центнер тул ҫӑнӑхӗ ҫитет-и? Ҫитет. Аш ҫук. Пур пеккине патшалӑха ярса тӑратпӑр. Ӗнӳ фермӑрах. Ултӑ ҫул суса тӑнӑшӑн пӗр ултӑ ҫӗр литр сӗт парӑпӑр. Илсе каяс тетӗн пулсан, илсе кай, е укҫа тӳлесе илепӗр. Урӑх мӗн сана? Кирлине ыйт. Ӑҫта пурӑнатӑн?
— Килтех.
— Авланнӑ-и?
— Ҫук-ха.
— Питӗ лайӑх. Калама ҫук чаплӑ хӗр тупса паратӑп. Пӗр сӑмахпа каласан, председатель сӑмахӗ. Ӗнен. Пирӗн унта комсомол райкомӗн секретарӗ ӗне сӑвать. Хӗр мар, вут. Сӑнран эс маттур, кӗлеткӳпе Илья Муромевда танах. Атту тек ял каччисене тиркет. Сана курсан, ак, ирӗлсех кайӗ. Халь яра пар. Каҫар, васкатӑп эп. Федор Васильча кайса пӑрам-ха. Тракторне йышӑн та килсе кала. Паян эп кунӗпех колхозра, района каймастӑп. Мӗн ҫитмест унта, кала. Тупатпӑр.