Выбрать главу

Павела колхоз председателӗ хӑй шухӑшне итлеменни пӑшӑрхантарчӗ. «Ӗҫӗ нумай пуль, — шухӑшларӗ вӑл правленирен тухнӑ май. — Ҫын нушине те пӗлет тата. Ҫӑнӑх, сет парать. Вӗсем те кирлӗ».

Униче хапхине ҫитсен, вӑл алри хутне саркаласа пӑхрӗ. Типографирех пичетленӗ бланк иккен: «Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн депутӑчӗ» тенӗ икӗ йӗрке пур. «В.М.» — тесе ҫырнӑ аяларах. «Ҫав кивӗ трактора Кадышева йышӑнтар. Акт ҫырӑр. Машинӑ тума пулать-и унран? Каҫхине иксӗр те килӗр».

— Эхе, — кулса ячӗ Павел. — Депутат хучӗпе кивӗ трактора мар, ҫӗннине йышӑнмалла. Вӑл пур ҫӗтӗкрен ҫӗнӗ тутарасшӑн. Чее, питех те чее этем.

5

Килне кайса комбинезон тӑхӑнса килнӗ ҫӗре вун пӗр сехет ҫитрӗ.

Арман кӗлечӗ ҫумӗнче ларакан тракторсем патӗнче Элекҫипе Гришка айланаҫҫӗ, Володя «Беларусь» моторӗпе чакаланать. Павел килнине вӗсем катаранах асӑрхарӗҫ, ӗҫлеме пӑрахса трактор ҫуни ҫине пырса ларчӗҫ.

— Асӑрха, Павел, каларӗ тейӗн, арӑмунтан савӑнаймастӑн, — кӑшкӑрчӗ Володя. Павел ҫывхарсан ҫапла хушса хучӗ: — Тепӗр хут калапу ытлашши ан васка.

Пуҫанасем шарламарӗҫ. Иккӗшӗ те харӑсах тӑрса сӑмах чӗнмесӗр ал пачӗҫ, Павела хӑйсем хушшине ларма вырӑн сӗнчӗҫ.

— Васкакан вакка кайнӑ. Так… — каллех тем каласшӑн пулчӗ Володя.

— Мӗн эс паян ҫӑхан пек кӑравклататӑн, — кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ комсорг ҫине Элекҫи. — Ан васка та, ан васка…

— Пур этем те ҫӑхан пек пулсан, турра тав ту. Вӑл вӑтӑр ҫухрӑмрине сисет, эп виҫӗ уйӑхран мӗн пулассинӗ пӗлетӗп, — тавӑрчӗ Володя.

— Виссарион Мӑркович ӑҫта? — ыйтрӗ Павел трактористсем тавлашса ан кайччӑр тесе.

— Ӑҫта пултӑр вӑл? Лавккара, — нимӗн пулман пекех сӑмах вакла пуҫларӗ комсорг. — Кайни сехет иртрӗ. Картне лартсанах персе ҫитет ак. Хӗремесленчӗ пулсӑн, кӗтсех тӑр: пуҫлать чакаланма. Хӑнӑхсан чӑтма пулать, хӑнӑхаймасан каялла Казахстана тар.

Гришка кулса ячӗ. «Тӗрӗс калать Володя, — терӗ вӑл. — Урӑ чух чиперех вӑл. Ӗҫсен пӑсӑлать. Пӗлмест сыхлама хӑй сывлӑхне. Инфаркт пулнӑ унӑн. Аран-аран ҫӑлса хӑварнӑ, теҫҫӗ.»

— Ан хӑра. Сывлӑхӗ ун упанни пекех. Витре бензин ӗҫсен те нимӗн те пулас ҫук, — хушса хучӗ Элекҫи.

— Хӑй ҫук чух ҫын ҫинчен калаҫни ырӑ мар, — терӗ Павел. — Эсир мана «С-80» трактор ҫинчен каласа парӑр.

— Пӗлетпӗр, — хуравларӗ Элекҫи. — Суратӑп эп сан пек пулсан «Ҫавал» колхозӗ ҫине. Кай ав, кӳршӗри «Красный фронтовика». Сана унта бригадира лартаҫҫӗ. Машинӑсем те йӑлтах ҫӗнӗ. Прыгунов пек хыт кукар мар унта. Ал ҫинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ трактористсене. Тӳлеме те лайӑхрах тӳлеҫҫӗ. Е сан малтан парти райкомне кӗмеллеччӗ. Василь Иванч вырӑн тупса парать.

Гришка итлесе ларчӗ, шарламарӗ. Хушӑран сӑмсине мазутлӑ аллипе сӑтӑрчӗ. Мазутпа хуралнӑ сӑмси ҫу сӗрнӗ пек ялтӑртата пуҫларӗ.

— Эп кирек ӑҫта ӗҫлеме те хатӗр. Мана хӑватлӑрах трактор ҫеҫ кирлӗ. Ҫӗнӗ плуг туса тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Ӑна «ДТ-54» туртаймасть, — тавӑрчӗ Хадышев.

— Эс вара ҫав старике ман каччӑран вӑйлӑрах пуль тетӗн-и? Вӗр-ҫӗнӗ тракторӗ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ Элекҫи.

— Паллах, пӗр вӑтӑр лаша вӑйӗ ытларах.

— Пӗрер уйӑх юсакала-ха та, ҫур сехет ӗҫлемелле тӑвӑн-и?

— Мӗн эс тракторупа мухтанатӑн? Арӑму-им вӑл сан? — пӳлчӗ пуҫанине Гришка. — Павел тытсан ак пукане пек юсаса лартӗ. Атту эс ӑна таҫта «Красный фронтовика» ярасшӑн. Савӑнмалла Павел килнӗшӗн. Сар сӑмсаллӑ пӗр-пӗр чӗппе ярса пӑрсан тата хӑть… Володя та ҫав…

— Ҫапах та васкама хушмастӑп эпӗ. Ҫуракнне тухиччен колхоза тата тепӗр трактор параҫҫӗ. Е «ДТ-75» е «ДТ-54» пулма кирлӗ. Ӑна ҫӑхан пекех пӗлсе тӑратӑп. Ӗненӗр, — тавӑрчӗ Володя.

— Ну, ҫитӗ сӑмахпа ҫатан авса. Ав, Виссарион Маркович та килет, — ҫӗкленчӗ Гришка.

Ҫуна ҫинче ларакан Павел трактористсене сӑнарӗ, вӗсен калаҫӑвне ӑнланса илме тӑрӑшрӗ. Паллах, ӑна юлташӗсем хӗрхенеҫҫӗ. Ҫавна пулах ӗнтӗ кивӗ машинӑна тыттарасшӑн мар. Мӗнле ӑнланччӑр-ха вӗсем, ҫын ӑшӗнче пысӑк та ҫутӑ ӗмӗт ялкӑшать, вӑл ҫав ӗмӗте пурнӑҫласшӑн тем тума та хатӗр. Ун пек чухне хуҫинчен шухӑшламастӑн, вӑхӑтна та, вӑйна та шеллеместӗн. Тепри ӑна-кӑна ӑнланмасть, ӗҫшӗн ытларах туленине ырлӑх тесе шутлать…

Виссарион Маркович мазутланарах панӑ фуфайкӑпа, хура така тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкпе. Сӑнӗпе вӑл самаях улшӑннӑ. Ултӑ ҫул каялла хытанкаччӗ, пит шӑммисем аванах палӑратчӗҫ. Халь ав самӑрланнӑ. Куҫ хупанкисем тӑртанса усӑннӑ, ҫутӑрах хӑмӑр куҫӗсем вӑтанарах, хӑюсӑр пӑхаҫҫӗ. Пичӗ те, кӑшт каҫӑртарах ҫунатлӑ сӑмси те хӗрлӗ, сӑмса вӗҫне вӗтӗ-вӗтӗ хӑмӑр юн тымарӗсем тапҫа тухнӑ.