Выбрать главу

Ал тытрӗҫ.

— Мана Трофим Матвеевич каларӗ, — терӗ вӑл, ҫуна ҫине ларса. Акт ҫыратпӑр. Ан васка. Туртса ярам-ха пӗр пирус. Хаҫат ҫук-и сан?

— Туртмастӑп эп.

— Вӑл та лайӑх, — терӗ Трофим Матвеевич, кӗсйисенӗ ухтарса.

Павел ӑна председатель ҫырнӑ хута кӑларса пачӗ:

— Ҫак туртма юрамӗ-ши?

— Шӑпах хаҫат хучӗ вӑл, — тавӑрчӗ Виссарион Маркович. Унта мӗн ҫырнине уламасӑрах хут ҫине пачкӑри махоркӑна силлерӗ те самантрах пуҫ пӳрнерен кая мар чикарккӑ пӗтӗрсе хучӗ. Чӗртсе, ҫине-ҫинех антӑхса ҫӑтрӗ, ҫӑварне кӗнӗ махоркӑ пӗрчисене чӑмласа ҫӗре сурчӗ.

— Итле-ха, Володя суйнӑ тӑрӑх, эс коммунист пулма кирлӗ.

Ма суяс? Чӑнах та коммунист, — тавӑрчӗ Павел.

Учета тӑтӑн-и? Тӑман. Пӗр сӑмахпа каласан (Павел ӑнланчӗ: парторг председатель сӑмаххисемпе усӑ курма юратать иккен), ан тӑсса пыр. Василий Иванович йӗркене хисеплет. Тракторна йышӑн та, ыран райкома кайса кил. Юсамалли унта нумаях мар. РТСра запаслӑ пайсем тупаймарӗҫ. Сана хура мазутлӑ шуйттан ҫурисем хӑратса пӗтерчӗҫ пулӗ-ха. Ют ялтан икӗ тракторист килчӗҫ. Иккӗшӗ те тытма хӑраса пӑрахса кайрӗҫ. Итле-ха, эс коммунист. Эп организацие йышӑннӑ чух виҫӗ коммунистчӗ. Ак Элекҫипе Гришка яла таврӑнчӗҫ, икӗ ҫынна ҫӗнӗрен ялтӗмӗр. Эс килтӗн. Саккӑрӑн халь эпир. Ҫапах райком вӑрҫать. Колхозсенчен чи пӗчӗк организацирен. Вӗсене мӗн? Йыш ӳссен пахалӑхӗ чакнине пӗлмеҫҫӗ. Эс Василий Теркин ҫинчен вуланӑ пуль. Аслӑ кӗнеке. Унта ҫавнашкал шухӑш пур, хулана тӑшман аллине салтаксем параҫҫӗ, генералсем ӑна каялла илеҫҫӗ. Вӑл гражданкӑра та ҫапла, шухӑшне каласа пӗтереймесӗр ӳсӗрме тытӑнчӗ Виссарион Маркович. Пичӗ ун хӗртнӗ кирпӗч тӗслех пулса кайрӗ, куҫӗсем куҫҫульпе тулчӗҫ. Махоркан шӑршлӑ тӗтӗмӗпе пӗрле эрех шӑрши Павел сӑмсине пырса ҫапрӗ.

— Е ытлашши ҫемҫе этем, е ытлашши ӳсӗр, — шухӑшларӗ Павел.

— Ҫапларах пулса тухать пурнӑҫра, — хӑй шухӑшне вӗҫлесшӗн пулчӗ парторг. — Тарҫишӗн лайӑх пулни хуҫишӗн лайӑх пулнине пӗлтермест. Эпир тӑрӑшман-и? Тӑрӑшнӑ. Каяймарӑмӑр малалла. Прыгунов килчӗ те колхоза, мӗн тетӗн? Перетпӗр халь. Ун пек ҫынпа ӗҫлеме те, пурӑнма та ҫӑмӑл. Хӑй те герой пулать вӑл тепӗр икӗ ҫултан. Малта пыракан колхозсене таптатӑп, тет. Таптать. Хӑй вилсе выртсассӑн та ҫитсе иртсе каять. Ун пек ҫынпа, Павел, кивӗ тракторпа та ӗҫлеме юрать.

— Эп агитацилемесӗрех йышӑнатӑп, — тавӑрчӗ Павел.

— Эппин атя, кайрӑмӑр, — ура ҫине тӑчӗ парторг. Павела алӑран ҫавӑтрӗ те арман кӗлечӗ патне илсе пычӗ.

— Итле, Павел, — хуллен пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Сана валли запчаҫ икӗ ҫул пурӑнмалӑх ҫитет. Кам тупнӑ тетӗн? Матвеевич. Вӑл сана Ҫавалкас ҫӗрӗ айӗнчен те ылтӑн тупса аарать. Кӗр-ха эс, кӑтартам мӗн пуррине.

— Тӗрӗс, Ҫавалкас ҫӗрӗ ҫинче ылтӑн пур, анчах халлӗхе ӑна никам та тушайман-ха, — тавӑрчӗ Павел.

Виссарион Маркович ӑна илтмӗш пулчӗ. Кӗлетӗн пӗр чӳрече те ҫук. Куҫ ҫути тула тӑрса юлнӑран, кӗрсессӗнех нимӗн те асӑрхаймастӑн. Павел та малтанах нимӗн кураймарӗ, куҫне хупса уҫсан, стена ҫумӗнче лавккари пек ҫӳлӗксем пуррине асӑрхарӗ. Урайӗнче вуншар ещӗк, «Беларусь» тракторӑн скачӗсем…

Виссарион Маркович Павела кӗтесри пӗр ещӗкӗ патне илсе пычӗ.

— Кур, — терӗ вӑл, — пӗтӗмпех сан трактору валли. Моторӗ ун капиталкӑра пулнӑ, ытти хавшак пайӗсене улӑштар. Коммунистӑн малта пымалла, ҫавӑнпа эп сан: шӑн хам кӗпене хывса пама та хатӗр.

— Тавтапуҫ. Кӗпи кирлех мар. Ку пайӗсемшӗн хам та сире тем пама та хатӗр.

Каччӑ ещӗкри детальсене ухтарма тытӑнчӗ. Кунта топливӑ уҫлакан насус, ҫу, топливӑ фильтрӗсем, подкладкӑсем, вкладышсем, шеҫтернесем, форсункӑсем…

— Тата тепӗр ещӗкне кур-ха.

— Чӑн та, трактора ҫӗнетме пулать, — килӗшрӗ Павел.

— Ална пар — кӑмӑллӑн кулса ячӗ парторг. — Целинара пӗрремӗш бригадир пулнӑ пулсан, кунта пӗрремӗш тракторист пулатӑн. Ан васка, бригадира та лартӑпӑр. Хӑнӑх пӑртак халӑхпа.

— Мана тракторӗ пултӑр, ытти ҫӑва тӗпне, — вӑтанӑрах тавӑрчӗ Павел.

Тепӗр самантран парторг сасси тулта янра пуҫларӗ:

— Итлӗр-ха, шуйттан чӗпписем. Тавӑрса парӑр Павела трактор инструменчӗсене. Хӑвӑртрах. Машннӑна ҫын пӳрнепе юсаймасть ӗнтӗ. Пухӑннӑ кунта кукӑр алсем, запчаҫ мар…

Тракторӗ айӗнчен Элекҫи йӑраланса тухрӗ, пӗр хушӑ шарламасӑр парторг ҫине кӳреннӗ куҫсемпе пӑхса тӑчӗ.

— Мӗн лаша сӗлӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн? Сана калатӑп эп.

— Виссарион Маркович! — чӗнчӗ Элекҫи ҫирӗппӗн. — Ҫитет пуль пире кукӑр алсем теме. Пире эс текех ун пек сӑмахпа ан тӗкӗн. Илнӗ пулсан, ыйтса илнӗ.