— Павел? — сасартӑк палласа илчӗ ӑна Мирун.
— Сана ҫакӑнта тепре курсан, уруна хуҫса яратӑн, — хӑй ҫилленнине пытараймарӗ Павел.
— Ой-йой! Эс мӗн, патша вӑхӑчӗ куртӑн-и? Хӑвна мӗн… — каласа пӗтереймерӗ Мирун. Янахран вӑйлӑ ҫапнипе пӗр-икӗ утӑм каялла сулӑнса кайрӗ те тӑсӑлса ӳкрӗ. Павел ҫаврӑнса пӑхмасӑрах каялла утрӗ.
Килне ҫитсенех вӑл Галя патне ҫыру ҫырчӗ, ӑна чӗрсе тӑкрӗ, унтан татах ҫырса татак чӗрсе тӑкрӗ. Ҫапла пуҫланчӗ пӗрремӗш юрату.
Тепӗр икӗ эрнерен ӑна МТСри комсомол комитетне чӗнсе илчӗҫ. Участокри механик Геннадий Иванавич, мӑйӑхне ӳстерсе янӑскер, комитет членӗсене Мирун ҫырнӑ ҫырупа паллаштарчӗ.
— Лайӑххӑн ӗҫлеме те тытӑнман, вӑл пур, ӗҫме те пикеннӗ. Курӑр-ха ӑна, вӑл юлташне ҫеҫ мар, унӑн ашшӗ-амӑшне те хӗнетӗп, тесе ҫырать иккен. Пӗве кайнӑ ӑс пухайман, — ятларӗ комсорг Павела.
Ӑна выговор пачӗҫ. Павел хӑй айӑплине сӗвӗрсе яма та шутламарӗ. Пулнӑ — иртнӗ. Чавса ҫывӑк та, ҫыртма ҫук.
МТСран тухсанах вӑрмана чупса кӗчӗ вал. Ҫӑра курӑк ӑшне тӑсӑлса выртрӗ. Кӗсйинчен комсомол билетне туртса кӑларса, чылай хушӑ Ленин портречӗ ҫине пӑхрӗ. Ума вун ҫичӗ ҫулхи Володя Ульянов тухрӗ. Хусан университечӗ. Студентсем патша саманине кураймасӑр пӑлханаҫҫӗ. Пулас ҫулпуҫ аллисене хӗрӳллен сулкаласа калаҫать. Ӑна жандармсем купӑрласа илеҫҫӗ те аллине сӑнчӑрлаҫҫӗ. Ҫӑра мӑйӑхлӑ тачка полицейски шӑл витӗр сӑрхӑнтарса:
— Каччӑ, мӗншӗн пӑлханатӑр? Сирӗн умра хӳме вӗт, — тет.
— Хӳме те, анчах ҫӗрнӗскер. Тӗртсенех ишӗлсе анать. Камшӑн тӑрӑшнӑ ҫамрӑк Ульянов? Халӑхшӑн, пулас ӑру телейӗшӗн. Ленин пулман пулсан, паянхи тӑлӑх Павел пӗр-пӗр пуян патӗнче тарҫӑра ӗҫлемелле.
Куҫа куҫҫуль капланать: «Мӗн тунӑ пулӗччӗ халь Ульянов манӑн вырӑнта пулсан?» — ҫапла шухӑшланӑччӗ Павел.
Ачалӑх, — айванлӑх. Сакӑр ҫул иртсе кайрӗ унтанпа Мирун калашле, Галя Павелӑн та, Мирунӑн та мар. Хӗр чух хӗрӗх те, качча кайсан — пӗрре. Сахал-и этем пурнӑҫӗнче пысӑк шухӑшсемпе пысӑк ӗмӗтсем? Вӗсенчен нумайӑшӗ пурнӑҫланмасть. Ӑша вара ҫак шухӑш-ӗмӗтӗн йӗрӗ кӑна юлать.
Ҫаксене аса илсе утрӗ Павел килнелле.
4
Виссарион Маркович кухньӑ камаки хыҫӗнчи койка ҫинче ҫывӑрма юратать.
Пухуран таврӑнсан, вӑл Нинӑна вӑратма шухӑшламарӗ. Сассӑр уҫса кӗрсе, хуллен хывӑнчӗ, тумтирӗсене ҫакса ҫутта сӳнтерчӗ.
Каҫ пулсассӑнах тӳпери пӗлӗтсем таткаланса пӗтрӗҫ. Халь ав картишӗнчи чӳречерен кӗрекен уйӑх ҫути пӗренесене сар ҫу сӗрет. Пӳртре шӑпах. Сехет ҫеҫ ывӑна пӗлмесӗр шаккать.
Аван иртре пуху. Халӑх пӗр-икӗ ҫул каяллахи мар: ӗҫшӗн те ҫунать, ҫӑварне те шыв сыпса лармасть. Колхозниксем комбайнсемпе молотилкӑ тата ытти машинӑсем илнешӗн савӑнсӑх калаҫрӗҫ. «Ял ялӗнчен кая юлтӑмӑр, намӑс», — терӗҫ нумайӑшӗсем. Ҫӗр улми сутасси пирки тата. Ҫук, Виссарион Маркович ӑна кӗтменччӗ. Парти пухӑвӗнче Павел малтан пӗр сӑмах та шарламарӗ, колхозниксем умӗнче вара хӑй ҫара кайиччен колхоза кивҫен панӑ ҫӗр улмирен аллӑ пӑтне ахалех, ҫӗр пӑтне государствӑ хакӗпе пама пулчӗ. Кӗтменччӗ кӑна ларторг. Хӑшӗсем: «Ытла йӳне ларатӑн», — тесе кӑшкӑркаларӗҫ. Парӑнмарӗ каччӑ:
— Хамӑр колхоза, хамӑршӑн ҫаратӑп, — тесе хучӗ. Ачи аван пулас, анчах тӳррӗн калама юратать. Ун пеккисене хисеплемест Трофим Матвеевич, хисеплемест. Паянхи канашлура вӑл председателе миҫе хут хирӗҫлерӗ. Пӗлмест-ха вӑл Матвеевич характерне. Ҫӗнӗ ҫын, ӑна никам та ӑс парайман ӗнтӗ. Хӑех лӑпланать акӑ. Тата Володьӑла туслӑ. Володьӑна пӗлме хӗн вара, темле ача вӑл. Темшӗн хисеплеҫҫӗ ӑна комсомолецсем. Час-часах шӳтленӗшӗн-и? Парти активӗн пухӑвӗнче мӗн туса хучӗ вӑл…
Николай Андреевич та чаплӑ каларӗ:
— Хула яла килет, ачашем. Ӗлӗк пире кулаксем хула яла килешшшпе хӑрататчӗҫ, халь эпир савӑнатпӑр.
Тӗлӗнмелле старик. Володьӑпа иккӗшин темӗнле пӗр-пеклӗх пур вӗсен: шӳт тесен, апат ан ҫитер. Ӗҫшӗн ҫунать мучи. Тепӗр ваттӑ, утмӑлтан иртсен, колхозшӑн пӗр утӑм та тутараймастӑн. Тракторсем патне акӑ тепӗр ҫынна хурала тытнӑччӗ. Николай Аидреевич вара ӗҫ кунӗ хушса памасӑрах вӗсене те хураллама пулчӗ. Кирек хӑҫан кайсан та — вӑл унта.
Улшӑнаҫҫӗ ҫынсем. Улшӑнаҫҫӗ. Савӑнмалла ҫеҫ вӗсемшӗн, хӗпӗртемелле, анчах Виссарион Маркович пуҫӗнче шухӑшсем явӑнаҫҫӗ те явӑнаҫҫӗ. Ӑҫта пуҫламӑшӗ, ӑҫта хӗрри?
Ума Марье тухать. Ытла та пуҫтах хӗрарӑм вӑл.
— Маттур эс, кум, — ырларӗ ӑна Марье паян.
— Мӗншӗн? — ыйтрӗ Виссарион Маркович.
— Ӑнланмарӑн пулать.
— А-а…
Ҫынсем илтесрен Марье кумӑшне библиотекӑри пӗчӗх пӳлӗме илсе кӗчӗ.
— Эпӗ санран хамӑнне ҫӗр пӑт парса яратӑп. Киле вӑрлӑхлӑх та кӑшт-кашт ҫикелемелӗх хӑварсан ҫитет. Нина кума аллӑ пӑт пулать, терӗ. Унта колхозӑнне майлаштарӑн кӑштах, — пӑшӑлтатрӗ вӑл.