Выбрать главу

— Чар, — хушрӗ хӗр. — Урӑх сан кабинуна ӗмӗрне те лармастӑп.

Разьезда ҫитичченех вӗсен сӑмахӗ ҫыхӑнмарӗ. Хальхинче яланхилле алӑ ӗҫне тумарӗ…

…Туйӗ шавлах пулмарӗ. Пӗрле ӗҫлекен шоферсем, юлташӗсемне тантӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Нинӑн шатра питлӗ аппӑшӗ килчӗ. Вӗсем пӗр парта выртнӑ пулсан та, никам та пӗр тӑвансам тесе калас ҫук.

— Телейлӗ эс, кӗрӳ. Ылтӑн алӑ пирӗн Нинӑн. Вӑл пӗчӑккӗ пулсан та, икӗ ҫыншӑн ӗҫлет, — терӗ пӗр виҫӗ хутчен аккӑшӗ.

Чӑнах та, хӗрача пурнӑҫ ҫынни пулчӗ. Хваттерте пурӑннӑ чухнех ӗне илчӗҫ, ҫулсеренех сыснасемпе сурӑхсем хутшӑнчӗҫ. Ӗҫе кайса килме те ӗлкӗрет, выльӑхне те пӑхать. Вӑрман аслӑ: вутӑшӑн укҫа тӳлемен, утӑ — ҫулма ҫеҫ ан ӳркен. Пур ӗҫе те Нина пуҫарса паратчӗ. Те тӑлӑххӑн ӳснӗрен — вӑлах пӳрт лартма хистерӗ. Пурнӑҫ юсансах пыччӗ, Нина ӑна кура, сӑвӑр пек, мен алла кӗнине йӑлтах килелле тултма туҫларӗ…

Ӑнланать Виссар Маркович: яланах капла тӑсӑлса пыраймӗ. Ял ҫине сӑмах тухма пултарать.

Колхозниксем колкоза патшалӑх хакӗпе ҫӗр улми сутаҫҫӗ, Марье хӑйӗнне хаклӑ хаша сутма ҫӗр пӑт парса ярать. Неушлӗ ун пирки Трофим Матвеевич пӗлмест? Пӗлмест пулсан, Марье хӑй пуҫ тӗлӗшшӗн хӑтланать-ши? Е чеелӗх-ши ку? Инкек ҫитсен, тӳс вара Виссарион Марковичан! Ыттисем айккинчен пӑхса тӑрӗҫ.

Каллех ҫул кӑнтӑралла выртать. Марье каласан — пулатех. Ун пирки иккӗленмелли ҫук. Ан тив, юлашки пултӑр ӗнтӗ ку ҫул, тек вӑл ун пек ӗҫпе ура та ярса пусмӗ. Колхозра та пуҫӗпех ӗҫлеме пӑрахӗ. Кайӗ каллех вӑрманпромхоза…

Ҫаврӑнаҫҫӗ шухӑшсем, ҫаврӑнаҫҫӗ: ыйха ҫывӑха ямаҫҫӗ…

5. Марье

1

— Ах! — шартах сиксе вӑранчӗ Марье. Лачкам тарланӑ. Чӗре тӑвайккирен чупса хӑпарнӑ пек сикет. Ӑшра кичем те тунсӑх, ҫав хушӑрах темӗнле паллӑмарлӑх кӑварӗ ачашшӑн тӗлкӗшет.

Трофим килессе кӗтсе кӑшт кӑна диван ҫине выртнӑччӗ те — тӗлӗрсе кайнӑ. Тӗлӗрсе кайнӑ кӑна — тӗлӗкпе аташма тытӑннӑ. Пӳлӗмре ҫаплах лампӑ ҫунать, темӗнле постановкӑ параҫҫӗ: кӗтесри репродуктортан юрлани, кулни илтӗнет.

Каллех выртрӗ. Тапранас килмест. Шухӑш кӑна Сергей ҫинче. Ӑна курманни халь миҫе ҫул! Ӑҫта кайcа ҫухалчӗ вӑл, пӗлмест ӑна Марье. Вӑл хӑраса тарни кӑyа паллӑ.

Марье ҫемьере чи кӗҫӗнни, ҫавӑнпа уншӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫеҫ мар, виҫӗ пиччӗшӗ те нимӗн те хӗрхенмен. Ялти ҫынсенчен вӗсен кил-йышӗ хутла пӗлнипе уйрӑлса тӑнӑ. Пӗр пиччӗшӗ инженер, Уралти пысӑк заводра ӗҫлет, тапри — майор, кӗҫӗнни — врач йӑмӑкӗ ҫеҫ пиччӗшӗсене хывман. Шкулта вӗреннинчен ытларах арҫын ачалпа ашкӑнма юрататчӗ. Илеймерӗ вӑл аттестат.

Каҫсерен Ҫавалкас урамӗ тӑрӑх тӑлӑх фарӑ ҫутине ялкӑштарса, мотоциклпа хӑлхана ҫурасла ҫатӑртаттарса иртетчӗ хӗрача. Вӑл пӗрене купи ҫине ларнӑ ҫамраксен ушкӑнӗ патне ыткӑнса ҫитетчӗ те вӗсенчен виҫӗ-тӑватӑ утӑмра тормоза ҫихӗрттерсе чарса лартатчӗ. Каччӑсем мотоцикл хуҫине тытма ыткӑнатчӗҫ. Ӑҫтан тытан ӑна? Мотор тепӗр хут кӗрлесе каять те, Марье кулли янраса илет. Мотоциклӑн кайри ҫутине ҫеҫ курса юлма ӗлкӗретӗн вара.

— Вӑт ӳсет ҫивӗтлӗ утаман.

— Качча илекен ырах курас ҫук. Ку темӗнле арҫынна та ташлаттармалла, — калаҫатчӗҫ вӑйӑри ҫамрӑксем.

Ҫулла, пӗр канмалли кун, Марье Машавӑша хӑмла ҫырли татма кайнӑччӗ. Каялла таврӑннӑ чухне лайӑх пыракан мотоцикл чӑх-чӑх! турӗ те чарӑнса ларчӗ. Тапратма хӑтланса пӑхрӗ, тӗртсе те чупрӗ — хусканмарӗ мотор.

Шанӑҫне ҫухатнӑ Марье мотоцикла тӗксе малалла утрӗ. Разьезда ҫитесчӗ, унта паллакан ҫынсем патне те лартса хӑварма пулать. Епле-ха тата вунӑ ҫухрӑма яхӑн ҫавӑтса тухас?

Пӗр-икӗ ҫухрӑм пек кайсан, ӑна мотоциклпа килекен куҫлӑх тӑхӑннӑ каччӑ хуса ҫитрӗ. Машинне вӑл хӑех чарчӗ.

— Ха, тутӑрлӑ мотоциклисткӑ, — тӗлӗнчӗ вӑл. — Малашне автансем те ҫӑмарта тӑвӗҫ, вӑкӑрсем те сӗт парӗҫ. Кам ҫавӑттарса ячӗ? Упӑшку-и?

Марье, ӑшша пиҫнӗскер, инкекне пӑхмасӑрах чӑрсӑрланчӗ: — Сана мӗн ӗҫ? Вӗҫтер хӑвӑн ҫулупа.

— Хаяр мӗн эс.

— Хӑяр мар, кишӗр.

— Ха, йӗплеме те пӗлет.

— Йӗпленме мар, ҫипленме те ӑста.

Каччӑ ахӑлтатсах кулса ячӗ. Унӑн хулӑн сасси вӑрман тӑрӑх янраса кайрӗ.

— Питне кур-ха эс. Кӑмака мӗлки пекех хура.

— Хуна курасчӗ, тикӗт лакӑмӗ. Каччӑ каллех кулчӗ:

— Ҫитӗ сана. Атя, машинна пӑхар.

— Пӑхсан та курӑнмӗ.

Каччӑ хӑйӗн мотоциклне тӗревсе тӗкӗлесе, Марьен «ковровецие» илчӗ.

— Эх-ха-хай. Хӑв хӗрача, ҫамах машинуна арҫынтан та япӑх тытатӑн. Таса мар.

— Ун вырӑнне асатте кукши таса.

Хӗрӗн сӑнӑ пек чӗлхи йӗкӗте йӑлахтарса ҫитерчӗ пулас, урӑх чӗнмерӗ. «Упавшие листья шумят и шумят в саду..:» — тесе юрӑ пуҫларӗ, Мотор патне пӗшкӗнчӗ, тапратмалли ручкӑран темиҫе хут тапрӗ.