Выбрать главу

— Сухална мӗншӗн хырмастӑн?

— Хӗрсем куҫӑхтарасран хӑратӑп.

— Начарланнӑ эс. Каҫал каллех курорта каймалла. Василий Иванович путевкӑ тупса парать. Ӗҫ тесе хӑвна та хӗрхенместӗн. Халӑх тавтапуҫӗ сана сывлӑх тавӑрса параймӗ.

— Ҫулла каймалла та пулӗ. Пуҫ час-часах ыратакан пулчӗ.

— Кайма укҫа кирлӗ.

— Эп илекенни ҫитмест-и?

— Алра нумаях мар. Ыттисем кассӑра.

— Пуррине илесси тем мар.

Сӳнтерчӗҫ. Марье упӑшки ҫумне йӑпшӑнчӗ, ыталарӗ:

— Мӗскер эс паян кушак пек ачашланан? — тӗленчӗ Трофим Матвеевич.

2

«Ҫавал» колхоза виҫе ял кӗрет: Тури Ҫавалкаспа Анатри Ҫавалкас тата Ҫавалкас. Ял чиккисем ӑҫта пулнине халь пӗлме те хӗн. Вӗсене пӗр-пӗр пӗчӗк ҫырма е ҫул ҫинче ӳсекен сысна курӑке тапса тухнӑ тӑкӑрлӑк ҫеҫ палӑртса тӑрать. Колхоз пӗрлешнӗренпе ял ячӗсӗне калакан та сахал. Пурте Ҫавалкас теҫҫӗ.

Тури Ҫавалкас ҫӳлте. Анаткас Муталка тӑрӑхӗнче. Ҫавалкас — Ҫавалӑн икӗ енӑпе ларса тухнӑ. Кунта колхозӑн центрӗ. Клуб, правлени ҫурчӗ, тыр кӗлечӗсем, кӑпӑр-капӑр ял хуҫалӑх машинисем лартмалли сарай, автомашинӑсен гаражӗ.

Правлени хыҫӗнче ҫӑтӑр-ҫатӑр йывӑҫсемпе хупӑрланнӑ пысӑках мар сад ӑшӗнче вулав ҫурчӗ. Ҫакӑнта ӗҫлет Марье.

Ҫак садра, Прыгунов киличчен, районти уполномоченнӑйсем, ҫӑра курӑк ӑшӗнче тӑсӑлса выртса, пӗр-пӗринпе шахматла е шашкӑлла вылянӑ. Василий Иванович ӗҫлеме пуҫӑннӑранпа вӗсем килменпе пӗрех, анчӑх иртни халӑх асӗнчен тухмасть.

…Ирех правление ҫитнӗ Трофим Матвеевич чӳречерен складсем патнелле тинкерчӗ. Унта халӑх хӗвӗшет. Умранах тулли михӗсем тиенӗ лавсем иртеҫҫӗ. Лаша урисем кӑчӑрланса ларнӑ юра сирпӗтсе туртаҫҫӗ, шуса кайнипе малти урисем ҫине кукленеҫҫӗ. Тахӑшӗ лашине чӑм шыва ӳкернӗ, йӗнерчӗк тӗлӗнчен пӑс тухать.

— Ҫывӑраҫҫӗ бригадирсем. Таканлама та наряд памалла — шухӑшларӗ председатель.

Машинӑсен сарайӗ патне ҫитерехпе автомашинӑ кивӗ юпа шӑтакне кӗрсе ларчӗ. Кузовра ларакан кодкозниксем вӑшт-вашт кӑна сиксе анчӗҫ, Трофим Матвеевич хӑлхине «харӑс! харӑс!» — тесе кӑшкӑрни ҫитсе кӗчӗ. Машинӑ тӗмиҫе хут кайлӑ-майлӑ сулӑнчӗ, ҫӑра тӗтӗм кӑларчӗ. Татах харӑслатса тӗкрӗҫ, кӑлараймарӗҫ. Шофер кӗреҫе йӑтса пычӗ.

Тараса патӗнче хул пуҫҫи урлӑ сӑран сумкӑ ҫакнӑ Виссарион Маркович айлашать. Пӗрре вӑл тараса пуканесене купалать, тепре илет, хутне чӗркуҫҫи ҫине хурса ҫырсан, кӑранташне хӑлха хыҫне хӗстерет. Унтах галифе тӑхӑннӑ Санька. Вӑл, аллисемие сулкаласа, такама тем кӑшкӑрать, михӗсене ҫӗре е тараса ҫине илсе хума пулӑшать.

Фермӑ енчен трактор кӗрлеттерсе тухрӗ. Ун хыҫне икӗ урапа кӑкарнӑ. Вӑл тараса патӗнче чарӑнчӗ. Трактор кӗрлевӗпе тулнӑ тавралӑх сасартӑк шӑпланчӗ, моторне чарнӑ тракторист гусеницӑ ҫине тухса тӑчӗ.

Председатель Кадышева палласа илчӗ.

«Маттур! Пуринчен те ир ҫитрӗ. Каччӑ пек мар, ирех тӑнӑ. Ҫур сехет килтен ҫитме, ҫур сехет тапратма. Халь ултӑ сехет. Апат пӗҫерсе ҫиеймен ӗнтӗ. Эй, хусах пурнӑҫӗ! Хам пурӑнса курнӑ. Ырламаллиех ҫук. Хӑҫан-ха вӑл тракторне юсаса пӗтерӗ? Е ӑна юсасшӑн та мар-и? Виссарион Марковича каламалла. Ҫимуна сахалтарах пӑлахан пертертӗр вӑл»,— шухӑшлать Трофим Матвеевич.

Кӗрсе ларнӑ автомашинӑна кӑларчӗҫ, вӑл та тараса патне пырса тӑчӗ.

Халӑх хӗвӗшӗвӗ Трофим Матвеевича тыткӑнларӗ, ӑшра темӗнле мӑн кӑмӑллӑх ҫуратрӗ. Пӗтӗм колхоз, мӗн чухлӗ ҫын пӗр этеме пӑхӑнать, вӑл хушнине тӑвать, чунне парса пурнӑҫлать. Паянхи Ҫавалкас ӗлӗкхи мар. Халӑхпа ӗҫлеме пӗлмелле. Ӗҫ кунӗ пушӑ пултӑр ҫеҫ, колхозник вӑрмана ӗҫлеме каять, унта май ҫук пулсан, район центрӗнчи завода. Тӗрлӗ артельсемпе промкомбината та ҫын кирлӗ. Хваттер нуши касмасть, ӗҫрен тухсан килнех утаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Ҫавалкассене ӗҫлеме те хаваслансах илеҫҫӗ. Ҫӗклеймерӗ никам та колхоза. Трофим Матвеевич ҫеҫ ӑна алла илчӗ. Ҫавӑнпах пуль Прыгунов «коммерцине» районтисем те кури куҫа курми тӑваҫҫӗ. Василий Иванович ятлакалать ӗнтӗ. Ӑҫтан пурне те курса ӗлкӗртӗр тата секретарь? Колхоза хӑлах енлӗ аталантаратӑн тесе вӑрҫать вӑл. Колхоз хӑй хуҫа, унӑн хӑйӗн демократийӗ: мӗн тупӑшлӑрах, усӑллӑрах — ҫавна туса илмелле те. Пӗлет хӑй хакне Трофим Матвеевич. Ҫавӑнпа никамран хӑрамасть.

Председатель шухӑшне алӑк сасси татрӗ. Пӳрте утса мар, вӗҫнӗ пек кӗчӗ Марье. Упӑшкине пӗр уйӑх курманла пырсӑ ҫулӑхрӗ, пукан ҫине вӑйпах лартрӗ.

— Мӗн эс ирех автан пек савӑнӑҫлӑ?

— Эс ху кам пек? Кайрӑн та тухса, манӑн пӗчченех ҫӗр улми суйласа тултар..

— Пӗтертӗн-и?

— Тара тытрӑм. Халь пӗтереҫҫӗ те пуль.

— Ку вара ытлашши. Хам та пулӑшма пыраттӑм.

— Сана шансан… Библиотекӑна уҫиччен илсе килсе пӑрахасчӗ. Ҫырмаран автомашинӑ хӑпараймасть, пӑрлӑ, тен, трактор яратӑн?