— Вӑн, кайса кала Кадышева. Ҫӗр улми тиеччен ахалех ларать.
Марье ҫӗкленчӗ, упӑшки ҫине ӑшӑ-ӑшӑ куҫпа пӑхса илчӗ:
— Тришка, колхоза пӗр ҫирӗм пӑтне ҫеҫ сутар-ха кӑҫал «Москвич» илесчӗ.
— Сана валли машинӑ ҫуккӑ-и? Эс пуп майри мар машинӑпа чупма.
— Эс ӗмӗрех председательте ӗҫлетӗп тетӗн-и? Пурри пӑсмасть.
— Пулатӑп-и, пулмастӑп-и… — ҫӑмкине пӗрсе куҫ айен пӑхма тытӑнчӗ упӑшки.
Арӑмӗ ӑна аван пӗлсе ҫитнӗ. Мӗншӗн хирӗҫес? Марье ҫавӑнпа та тек калаҫса тӑмарӗ, мӗнле кӗнӗ, ҫавӑн пекех вӗҫсе тухса кайрӗ. Каларӗ пулсан, Марье тӑватех. Улӑшкине мар, шуйттана улталать те, хӑйӗнне тӑватех.
«Укҫа ытларах илнӗҫемӗн выҫлӑхланать. Ҫӗр ҫывӑрмасть ҫӗр тенкӗшӗн. Ҫӗркаҫ ав каштах каларӑм, хам тариччен Виссарион Марковича кайса каланӑ. Лешӗ тата, шкул ачипе пӗрех, Марьене итлет. Хирӗҫтарсе яр-ха арӑмна, виҫӗ кун сана сӑмах чӗнмест, хӑй шутланинчен пӑрӑнмасть. Куркаланӑ ӗнтӗ. Мӗн тӑвать пурлӑхпа? Кама валли? Хӗрхенекенӗнне хӗрлӗ йытӑ ҫиет, тенешкел, сая каять ахалех», — шухӑшлать председатель, трактор патне чупакан Марье хыҫҫӑн пӑхса.
Сӗтел ҫинчи телефон шӑнкӑртатрӗ, Трофим Матвеевич трубкӑна ҫӗклерӗ.
— «Ҫавал» колхоз итлет. Алло. Сывах, Василий Иванович, Салам. Тавтпуҫ. Ӑҫган шӑнкравлатӑр? Хир-пуҫӗнчен алла. Мӗнле калас, вӑрлӑх ҫитет пуль тесеттӗм. Халь ҫурхи тулӑпа люцӗрнӑ вӑрри илме тивет. Пусу ҫаврӑнӑшӗ йӑлтах пӑсӑлчӗ. Кӑҫал сӑрт айлӑмӗсене пӗтӗмпех люцернӑ акасшӑн. Пуху ирттертемӗр. Халӑх ӗҫшӗн ҫунать. Ята ярас ҫук. Ан щикленӗр. Ҫапла, илсе килтӗмӗр. Хаклӑ, Василий Иванович, хаклӑ. Колхозан чӗрӗк тупӑшӗ тухса кайрӗ. Ҫакаҫҫӗ мана кӑҫал колхозниксем. Укҫин виҫӗ пусӗ те ахаль килмест, ӗҫ кунӗпе парассине чакарма юрамасть. Коммерци? Ҫук, Василий Иванович, нимӗнле услам шухӑшӗ те ҫук. Фермӑсем? Ӑнланатӑп. Кӗтӗр тепрер ҫул. Вӑй илер. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫумасан, Ҫавал та сарӑлмасть.
Председатель калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑмӑлсӑрланчӗ. Райком секретарӗ ӑна «Ҫавал» колхозпа кана интересленнӗн туйӑнать. Юрать килмерӗ-ха, вара ҫӗр улмне ӑсатасси те пулмастчӗ пулӗ. Ытлашшине государствӑна сутӑр, тетчӗ: йӳнӗ хакпа ухмах суттӑр. Кунта кӑнтӑр халӑхӗсем килсе пан улмине килоне ҫирӗм пилӗк тенкӗпе сутаҫҫӗ пулсан, пирӗн мӗншӗн ҫӗр улмне вӗсем пек сутас мар? Ҫӑкӑр-тӑвар пире-хирӗҫ. Ҫапла вӑл. Фермӑсем пирки те секретарь асӗнчен кӑлармасть. Мӗн тумалла вӑл фермӑсемпе тупӑш памаҫҫӗ пулсан? Усрать колхоз тӑхӑрвунӑ ама. Ҫитет. Ҫӑвӑрласанах — ҫурисене колхозниксем. Пӑхӑр, ӳстерӗр, колхоз шучӗпе государтвӑна парӑр. Укҫи — хӑвӑра, ячӗ — колхоза. Колхоза иртсе пырасси телефон тытса шӑнкӑравласси мар. Ил-ха эс гектар пуҫне утмӑл центнер аш. Пӳсӗр тухӗ. Прыгунов илет. Ырлаҫҫӗ хаҫатсем Трофим Матвевича. Вӑтӑр пинсенчен районта чи хастарри, чи пултарулли. Тӑрӑшман мар, тӑрӑшнӑ. Вӑй хунине парти манакан мар-ха. Депутата суйларӗҫ. Кӑм пӗлет, тен, пӗр-пӗр кун Трофим Матвеевича ылтӑн Ҫӑлтӑр парас текен указ та тухӗ?
Сӗтпе те япӑх мар. Сӗте колхозниксене колхозшӑн партараймаҫтӑн. Ҫавӑнпа ку ферма чысра.
Чӑх ури каялла сирпӗтет. План тултармалӑх ҫур пин усрасан та ҫитет. Икшер-виҫшер пин усрасан вӗсем пӗтӗм колхоз ыррине пӗрчӗн-пӗрчӗн сӑхсах ҫисе ярӗҫ. Колтозниксене вара — кар аври. Малтан пус перекетлеме вӗренмелле, унтан колхоза ертсе пым юрать.
Ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ Трофим Матвевич ҫӗр улми пушатакан колхозниксем патне тухрӗ.
3
Трактор кабининче пӑчӑ та шӑршлӑ. Мотор хӑлхана ҫурасла кӗрлет, трубаран тухакан тӗтӗм, ҫил ҫапнипе, чӳрече хушӑкӗсем витӗр кӗрет. Рычагсем тата. Ҫак мӗшӗлтишӗн мӗн тума тем тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тумалла?
— Хам пулсан, ӗмӗрте те тракторпа ӗҫлессӗм ҫук, — тет Марье. Павел ӑна илтмест, мотор кӗрлевӗ ҫамахне хуплать. Калаҫу пуҫарасшӑн сӑлтав шыраса Марье кӑшкӑрса калать.
— Ҫапла, хӗрарӑм ӗҫӗ мар. Вӗсем ытларах ал ӗҫне юратаҫҫӗ.
— Пӗчченех пурӑнатӑн-и? — кӑшкӑрать каллех Марье.
— Иккӗн, — хуравлать Павел, йӑл кулса.
— Тери кам?
— Хӗртсурт.
Марье те кулас килмен ҫӗртенех кулать. Унӑн вӑтанни те иртет, хӑюланать.
— Итле-ха, Павел, эп сана ҫӗркаҫ тӗлӗкре курнӑ.
— Ак тата. Усала-ши, ырра-ши?
— Калас-и, калас мар-и? — шухӑшлать Марье, качча сӑнаса. Ҫук, унран мӗншӗн вӑтанас?
— Эс мана хытӑ-хытӑ пӑчӑртаса ыталаран. Сывлӑш тухми пуличчен.
— Трофим Матвеевичпа пӑтраштартӑн пулӗ.
— Унпа сана… — кӳрененҫи пулать Марье.
— Чӑн пулсан аванччӗ, — каҫса кайсах кулать каччӑ.
— Сан пек хитре хӗрарӑма ма ыталас мар?
Марье хӑй ҫине ал хурасса кӗтсе куҫне хупать. Анчах тӗкӗнмест каччӑ. Ун еннелле ҫаврӑнарах ларнӑ та тӑхать, пӑхать хӑмар та пысӑк куҫӗпе.