Ҫырма урлӑ та каҫрӗҫ.
— Эх, — вӑрҫать хӑйпе хӑй Марье. Ҫулӗ ытла та кӗске. Маларах пуҫлаймарӑм сӑмӑха…
…Борчӗсене сарса хурса, урапи ҫине хӑма тӗрентерсен, Павел прицеп ҫине икӗ хул хушшине икӗ михӗ хӗстерсе йӑта-йӑта хӑпарчӗ. Виссарион Маркович пулӑшма тесе янӑ Володьӑпа кӳршисем те тулли михӗсене пӳртрен кӑларчӗҫ.
— Вӑй-тӑк — вӑй! — тӗлӗнчӗ Марье, Павел икшер михӗ ҫӗклесе хӑпартмассерен. Унӑн куҫӗсем сӳнми хаваслӑхпа ялкӑшрӗҫ, ҫӳхе тути хупӑнма пӗлмерӗ. Председатель килӗнчи ҫӗр улмие тиесен Виссариои Марковичсем патне куҫрӗҫ. Ӗҫ кал-кал шурӗ. Павел борта хӑпартрӗ. Фуфайкӑ тӑхӑнса тухнӑ Нинӑна прицеп ҫине ҫӗклесе лартрӗ. Черет Марье патне ҫитрӗ. Павел аллине кӗрсенех вӑл чӗтресе илчӗ.
— Пӗтрӗн, мана лартаймӑн.
Павел Марьен вӗри сывлӑшне хӑйӗн пичӗ ҫинче туйрӗ. Тем хушӑра хӗрарӑм каччӑ ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ те тарчӗ.
— Кума, ан. Вӗсем паян апат та ҫимен. Павел! Володя! Ӑҫта васкатӑр. Атьӑр, атьӑр, — пырса тытрӗ Марье Павела.
— Тен, ҫӗр грам пулать апла, — терӗ Володя, пускӑча хута яма парахсах.
— Кунашкал ӗҫшӗн ҫур кило та шел мар. Ан, кума, тем катемпи пек ларатӑн. Апат ҫиччӗр.
Павелан Нинӑна каллех ҫӗклесе антарма тиврӗ. Лартса панӑ эрех кӗленчине Марье тем пек хистесен те, трактористсем текӗнсе те пӑхмарӗҫ. Ӑшаланӑ ҫӑмартана киленсех сӗтпе сыпса ҫирӗҫ.
— Мункун ҫихмесӗрех ҫирӗмӗр. Ҫылӑхӗ хуҫине пултӑр — шӳтлерӗ Володя.
Шӑпланнӑ Марье, диван ҫине кайса ларса, хусканмасӑр Павела сӑнарӗ. Ыттисем асӑрхама пултарасран та хӑпамарӗ, Нина чӗнсен те илтмерӗ. Павел ун куҫӗн хӗлхемне апат ҫисе тухсан ҫеҫ асӑрхарӗ. Ӑна самантлӑха Галя куҫӗпе тӗл пулнӑн туйӑнчӗ, «юрататӑп сана» тет пулас.
— Мираж, — персе ячӗ Павел саспах.
— Мӗнле мираж?— тӗлӗнчӗ Володя.
— Чӑх ҫӑмарти хур ҫӑмарти пек курӑнчӗ, — шӳтлерӗ Павел, туйӑмне пытарса.
Кӑнтӑрла ҫитерехпе Володьӑпа Павел ҫӗр улми ҫунисене униче хапхинчен тракторсемпе сӗтӗрсе тухрӗҫ. Телефон юписем ҫинче ларакан хурчӑкасем, мотор сассинчен хӑраса, тӳпенелле вӗҫе-вӗҫе ҫӗкленчӗҫ.
4
Тимӗрҫӗн йӑли ҫавнашкал: кӑштах «тӑваймастӑн» е «хатӗрсем ҫук» тесе курнӑҫланма юратать. Анчах тытсан тӑватех.
Павел вара Петӗре тӗплӗн, пытармасӑр, каласа пачӗ. Унӑн ӗмӗчӗ ӑна савӑнтармарӗ курӑнать, пуҫне ҫеҫ сулса тӑчӗ.
— Ураписем пур, ӑна паратӑп. Эка, чӗмере, ӑна лаша плугӗн урапи те юрамасть. Урӑх ман ним те ҫук. Рамисене мӗнле ҫыпӑҫтаратӑн? Болтсемпе-и? Мӗнле шӑтаратӑн? Манӑн пысӑк сверло та ҫук. Эпир ӑна иксемӗр ҫулталӑкра туса пӗтерейместпӗр. Ман хамӑн ӗҫ. Бригадӑсем еплерех ҫунтараҫҫӗ. Хӑвна шанатӑн пулсан — ӗҫле. Тулта тепӗр сунтал пур. Хӑть лаҫҫа кӗрт, хӑть тултах шакка. Эпир хӗрарӑмсем мар, тӗпел кукришӗнех вӑрҫмӑпӑр. Хӑтланса пӑх. Тен, мӗн те пулин кӑларӑн.
— Пӗччен йывӑртарах ҫав. Санах пулӑшма ыйтасшӑн, Петрушка, — терӗ Павел, тимӗрҫӗ час-часах хӑй ӑсталӑхӗпе мухтанма юратнине аса илсе. — Хӑнкӑла урине таканлама пултарнине Петӗр плуг тӑваймӗ-и?
— Эп мӗн… пулӑшӑп. Эка, чӗмере… Тульккӑш тӑвайӑпӑр-ши?
— Ма тумалла мар? Акӑ расчетсам, схемӑ акӑ, — кӗсьерӗн хут тӗрки кӑларчӗ Павел.
Петӗр кӑмрӑкпа хуралнӑ аллисене каткари шывпа ҫуса, шӑлса типӗтрӗ, вара хут ҫине тинкерчӗ.
— Эка, чӗмере. Мӗн линийӗсем кусем? Эп чертежота пӗлместӑп. Ҫичӗ ҫул ҫеҫ вӗреннӗ, — каштах сывласа ячӗ тимӗрҫӗ. — Эс мана луччӑ сӑмахпа ӑнлантар.
Татах кӑтартса пама тиврӗ.
— Эка, чӗмере. Пӗр ҫултах тыр-пул тухӑҫне икӗ хут ӳстерет-и? Вӑт плуг. Апла ма тӑвас мар? Эс Ҫавалкаса, пуйтарса яратӑн, — пӗтӗмпех килӗшрӗ Петӗр.
Лаҫа Гайкӑ Ваҫҫи чупса ҫитрӗ. Вӑл халь ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑ курӑнать, кук тӗрри тапса тухнӑ пичӗ ҫинче минтер хутламӗсем касса кӗни те ҫухалман. Сарӑ куҫӗсем ӳрек-сӳрӗкрех. Хӑй фуфайкӑпа, кирзӑ атӑпа. Мӑн ҫӗлӗкӗ хӑлхисӗм тӑрнех анса ларнӑ.
— Эка, чӗмере. Кунашкалах ҫывӑрсан, тимӗрҫӗ пулаймастӑн эс. Эп икӗ сехет ӗҫлетет. Улаха чупма тытӑнтӑн ӗнтӗ, кашни ир ҫывӑрса юлатӑн. Ас ту, ак, кашкӑр капкӑнне ҫакланатӑн.
— Хӗвӗл те тин ҫех тухрӗ. Улаха ху чуп. Кашкӑр капкӑнне те ҫаклан, — нар евӗрлех хӗрелсе кайрӗ Ваҫҫа.
— Эс шкула ҫӳреместӗн-им? — ыйтрӗ Павел, ҫамрӑк ачана тимӗрҫӗрен ҫӑлас тесе. Те тӑлӑх ӳснӗрен, вӑл ҫынна вӑтантарма юратмасть.
— Эп виҫӗм ҫулах ҫиччӗмӗш клас пӗтернӗ, — терӗ Ваҫҫа куҫне ҫӗклеймесӗр.
— Малалла вӗрен.
— Интереслӗ мар. Вӗренес килмест.
— Спутник! Хӑв ӗҫне ан ман. Кӑмрӑк илсе кил. Вун икӗ милиметрлӑ пралук. Болтсем касма тытӑн. Челхӳпе кайран та ӗҫлӗн, — хушрӗ Петӗр.