Выбрать главу

Ҫамрӑк ача чӗрӗлчӗ, ҫырӑ куҫӗсем тимӗрҫӗ ҫине саванса пӑхса илчӗҫ. Вӑл витре ярса илчӗ те тулалла вирхӗнчӗ.

— Мӗн эс? Урса кайрӑн-им? Ураран ҫапса ӳкереттӗн вӗт. Вӑт спутник, вӑт колхоз аппендицичӗ, — янрӑрӗ тулта Володя сасси.

Комсорг лаҫа кӗчӗ, кашнинех ал пачӗ.

— Так, пуҫлатпӑр апла, Павел.

— Пуҫлатпӑр, Володя. Тимӗр королӗ ак чарма мар, пулӑшма пулчӗ, — Пӗтӗр енне пуҫне сӗлтрӗ вӑл.

— Ан пулӑштӑр-ха. Ӑна. Ҫавалкас Круппне, кашкӑр капкӑнӗпе мар, упа капкӑнӗпе ҫаклататпӑр, — кулса ячӗ Володя, тимӗрҫе куҫ хӗссе. Лешӗ хӗрелчӗ, анчах шарламарӗ. Павел темӗнле кулӑшла истори пулса иртнине сисрӗ, ыйтсан тимӗрҫе кӳрентересрен хӑрарӗ.

— Паян шурлӑх плугӗн рамисене пӑсса вырнаҫтарасчӗ.

— Рамӑ пирки ан кулян. Эп ҫӗркаҫ шкул директорӗпе калаҫрӑм. Вӗсен «трудпа» вӗрентме илсе килнӗ пӗр баллон кислород, пӗр баллон ацетилен пур. Ҫыпӑҫтаратпӑр. Пирӗн вара уншӑн шкул ачисене трактор ҫинчен вӗрентмелле пулать. Ак мӗнле экстлуатаци. Так. Килӗшӳ йывӑр, анчах урӑхла май ҫук. РТСри куҫса ҫӳрекен мастерской ҫӗмрӗк. Ӑна юсиччен ҫур аки иртет.

— Маттур, — савӑнса кайрӗ Павел. — Эпир рамӑсене болтпа ҫыпаҫтарас терӗмӗр. Электродне хамӑр та тӑватпӑр, пурӑ пур.

— Апла паянах илсе килес-и?

— Паянах.

— Хам, тракторпах каятӑп, — лаҫран тухса чупрӗ Володя.

Павел, Петӗре чӑрмантарас мар тесе, сунтала йӑвантарса кӗртрӗ. Тимӗрҫӗ те хӑй ӗҫне пӑрахрӗ ӗнтӗ. Шурлӑх плугӗн тӗренне касса шӗчӗклетнӗ чух вӗсем иккӗшӗ те тар юхичченех ӗҫлерӗҫ.

Комсорт пушӑллах таврӑнчӗ. Директор ыран ҫеҫ парать-мӗн. Парать те, шкул ачисене сваркӑ мӗнле тунине кӑтартма илсе килет.

Рамӑсене зубилӑла касаймастӑн ӗнтӗ. Кӑнтӑрлаччен лаҫра тӗрмешрӗҫ те, кӑнтӑрла иртсен Павел хӑй тракторне юсама тухса утрӗ. Лаҫа колхозниксем пырса тулчӗҫ. Пӗрин пуртӑ хӑйра тытмалла, теприн шӑвӑҫ мӑрье ҫӗлӗкне тутарттармалла. Хирӗҫме хӑнӑхман Петӗр ытти ӗҫне пӑрахсах вӗсемпе айланма пикенчӗ.

— Икӗ мулкача хӑвалатӑп, пӗрин хӳри те курӑнмасть, — салхуллӑн шухӑшларӗ Павел.

Шкул директорӗ хӑй сӑмахне тытрӗ. Ирхине, сакӑр сехетсем тӗлне, вӑл икӗ баллон лартса ҫитрӗ. Трактористсем вӗсене майлаштарса та пӗтереймерӗҫ, шкул ачисем килсе тулчӗҫ. «Трудпа» тата физикӑпа вӗрентекен учительницӑ Маргарита Степановна, вӑрӑм та хыткан хӗрарӑм, те Володьӑна, те Павела ҫапла каларӗ:

— Эх, ӑстасем, халь те аппаратсене вырнаҫтарса ҫитереймен.

Володя йӗплемесӗр чӑтаймарӗ.

— Эсир шкулӗпе ҫулталӑк хушшинче майласа ҫитерейменнине эпир ӑҫтан пӗр сехетре майлӑпӑр?

Павел шӑрпӑк чӗртсе сваркӑ кранне уҫрӗ. Кӑвак ҫулӑм хыпса илсе кӗрлеме тытӑнчӗ. Хӑмӑр кантӑклӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ тракторист шурлӑх плугӗн рамисене касма пикенчӗ.

— Кур-ха, кур, пӑчкӑпа татнӑ пек касать.

— Ҫулӑмӗ ҫине ан пӑх, суккӑр пулатӑн.

— Павел пичи, кӳр-ха, эп те касса пӑхам, — шавларӗҫ шкул ачисем.

Ӑнлантарасса вӗсене Маргарита Степановна ӑнлантарчӗ. Ку класӗ кайсан, тепри килчӗ. Рамисене касса пӗтернӗ Павелӑн сваркӑ тума пуҫӑнмаллаччӗ, анчах учительницӑ татах касса кӑтартма ыйтрӗ.

Уроксем пӗтсен кӑна Павел пӗтӗмлех хӑй ӗҫӗпе ӗҫлеме пикенчӗ. Ҫапах сӗм ҫӗрлечченех тимӗрҫӗ лӑҫҫи патӗнчен ачасем хӑпа пӗлмерӗҫ, колхозниксем курма пычӗҫ. Павел вӗсем енне ҫаврӑнсах пӑхмарӗ, Володьӑпа пӗрле пулас плугӑн рамине ҫыпӑҫтарса хучӗҫ.

5

Марье упӑшкине Шупашкара ӑсатса ярсанах ниҫта кайса кӗме пӗлеймерӗ. Пурӑнман пӳрте кӗрсе арчине уҫрӗ, лайӑх якатса хунӑ платйисене пӑтратрӗ. Тӗлӗнмелле-тӗлӗнмелле хитре кӗпе тӑхӑнас килчӗ унӑн. Пӗри килӗшмерӗ, тепри. Арча тӗлӗнчен хӗр чухнехи сар платйине туртса кӑларчӗ. Трофим ҫураҫма килнӗ каҫхине тӑхӑннӑччӗ ӑна. «Сарӑ тӗс ултавлӑ», тенӗччӗ Трофим Матвеевич. Пулас упӑшки витӗр курнӑ-мӗн. Ҫапах та «ултавлӑ пулсан та хитре», тесе хучӗ.

Халь юратсах утюгларӗ ҫав платйӗне Марье, хывӑнса тӑхӑнчӗ. Пушанман та, тӑвӑрланман та. Тӗкӗр умне пычӗ. Сӑнран пӑхсан та хӗртен нимӗнрен те ӳксе юлас ҫук. Питре ҫаплах ҫамрӑклӑх сӑнӗ ялкӑшать. Сӑмса тӑрринчи йӗр? Вӑл куҫа пӗрмесен палӑрмасть.

Хӗвел сарай хыҫне пытанчӗ. Кӑнтӑрла сӗлкӗшленнӗ юр кӑчӑр пулма пуҫларӗ. Хӑйӑ ҫутас вӑхӑт та ҫитрӗ. Пӳртре нимӗн те курӑнмасть. Ҫапах ҫутӑ ҫутас килмест.

Шухӑшсем хирӗҫӳллӗ, шухӑшсем канӑҫсӑр. Ӑҫта телейлӗ пурнӑҫ Марьешӗн, ӑҫта чӑн-чӑн пурнӑҫ? Ӑҫта юрату? Юрату та ҫук, ӑна ҫынсем ҫеҫ шухӑшласа кӑларнӑ. Кур-ха, ҫуркунне шӑнкӑрчсем епле хитрен курӑнаҫҫӗ. Юррине еплерех шӑрантараҫҫӗ тата. Анчах чӗлхисене кӑларса ӳстерсенех вӑрманалла саланаҫҫӗ. Юрри те пӑчланать. Тӗсӗ те улшӑнса хитремарланать. Хуп-хура шӑнкӑрч сала кайӑк теслӗ пулса тӑрать. Тепӗр юрату килмесӗр те хитрелӗх таврӑнмасть. Чечек те суя ҫеҫкесемпе ҫурӑлать. Хӑй ӗмӗрне тӑсассишӗн хитреленет, хурт-кӑпшанкӑсене илӗртет. Пӗтӗҫленсе юлать — шанать, тилет ҫеҫке. Ӑна татса кӗрсе ларт вазӑна — ҫиелтен тутлӑ шӑршӑ сарать, ӑна чиксе лартнӑ шывӗ шӑршланать. Чечекӗн чӑн-чӑн пурнӑҫӗ вӑрринче. Этем те ҫавах мар-и? Этем — кайӑк мар — тӗкӗсене ҫутҫанталӑк пулӑшнипе ҫутатаймасть; этем чечек мар — ҫеҫке ҫураймасть. Ҫавӑнлах пуль питне-куҫне сӑрлать, чӗринче мӗн пуррине пытарать, ыттисем умӗнче урӑхларах, лайӑхрах курӑнасшӑн. Пурӑнса пӑхатӑн та, унран нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Этем — этемех. Ҫапла пулчӗ Сергейпе. Ашӗ ҫӗрӗк те хӑвӑл пулчӗ каччӑн. Трофим та ӗнтӗ темӗнле вӑрттӑнлӑхне ҫухатрӗ. Халь йӑлтах унӑн умӗнче — кашни вак-тӗвек ҫитменлӗхне пӗлет Марье. Тупӑнать те ҫӗнни — вӑл та кивелет. Ҫапла япала вӑл — юрату. Кам пӗлет, тен, Сергейшӑн та, Трофимшӑн та Марье суя ҫеҫке кӑна…