Выбрать главу

— Эс иртсе лар, — шалти пӳлеме кӗчӗ Павел. Хӗрарӑм пальтине хывмасӑрах сӗтел ҫывӑхӗнчи таянмалли пукан ҫине пырса ларчӗ, пӳртри шӑплӑхран тӗлӗнсе таврапалла тилкерчӗ. Шап-шурӑ мачча, таса пӗренесем. Сӑрланӑ урайӗ те таса. Кам ҫуса парать-ши? Хӑй мар ӗнтӗ. Хӗрарӑмсем е хӗрсем. Арҫын вӗсемсӗр пурӑнать-и? Анчах кам? Кам алли перӗнет ҫак урая? Ҫав алсемех кил хуҫине ытамлаҫҫӗ-ши? Тӗпелти сак ҫеҫ тирпейсӗр. Унта кӗнекесем купаласа хунӑ, ун айӗнчех уҫса пӑрахнӑ чӑматан такам ҫула хатӗрленес пек кӗтсе выртать. Тумтирӗсене алӑк патӗнчи ятарласа тунӑ вешалкӑ ҫине ҫакнӑ.

Каччӑ тумланса тухрӗ.

— Тирлейлӗ сан, Павел, — чӑтаймасть Марье. — Арӑмӳ пурпа пӗрех. Ман Трофим пулсан…

— Хӗртсурт сӗрсе парать, — шӳтлерӗ каччӑ. — «Телӗнмелле, — шухӑшларӗ. вӑл. — Мӗншӗн-ха председатель арӑмӗн ун патне килмелле? Тросс, тет. Вӗсен ҫывӑхӗнче Петӗр пур. Ман пата ҫитме ҫухрӑм ытла утмалла.

Хайхи куҫ аса килчӗ. Хӑйсам патӗнче апат ҫинӗ чух тӗл пулнӑ илӗртӳллӗ куҫ. Хӑйне вӑтанарах тыткалани мӗн ҫинчен калать тата?

Павел чӳрече каррисене антарчӗ, Марье ҫӑмӑллӑ сывласа яни унӑн шухӑшӗсене ҫирӗплетрӗ. Троса кӑнтӑрла тимӗрҫӗ лаҫҫи патне те йӑтса пыма пулать.

— Кӳр-ха аппин… Тросна пӑхар.

— Ак, тормоз тросӗ.

Павел ӑна алара ҫавӑркаларӗ.

— Сыпма пулать. Электросваркӑпа. Тӗрӗссипе ал тормозӗ кирлех те мар, — тинкерчӗ каччӑ Марьене.

— Ман мотоциклӑн ура тормозӗ те тытмасть, — ҫӑлӑнӑҫ шыранӑн васкасах персе ячӗ Марье. — Сыпатӑн-н?!

— Кирлӗ пулсан, ма сыпас мар.

— Апла пулсан, манран ҫур литр, — кӑларса лартрӗ Марье коньяк кӗленчине. — Ҫӗр улми йӑтса панӑшӑн та ӗҫтереймерӗм.

— Кӑна эс ахалех илсе килнӗ, — кӑмӑлсӑрланчӗ Павел — Ӗҫлекен ҫыннӑн апачӗ мар вӑл.

— Халь мӗн ӗҫлен? — кулчӗ? Марье. Кулни те хӑй кулли мар-ха, анчах хумканни, ютшӑнни иртсе пырать.Паян манран ӗҫӗр. Эрех ӗҫмен, пирус туртман арҫын — ҫурма хӗрарӑм, теҫҫӗ.

— Апла эп «полнӑй» хӗрарӑмах ӗнтӗ, — кулчӗ Павел.

— Халӑх сӑмахӗ. Мӗн хакпа илнӗ, ҫав хакнах сутатӑп.

— Халӑх сӑмахӗ тӗрӗс пулакан. Вӑл-ку юрӗ… Хӑнана килнӗ ҫынна хӑваласа ямаҫҫӗ. Эрех пулсан, апат хатӗрлес пулать. Манӑн урҫан темех ҫук, ҫапах тупкалӑпӑр, — сӑмах вакларӗ Павел. Кухньӑ сӗтелӗнчен ҫӑмартасем, Володя илсе килнӗ шӑрттан юлашкине кӑларчӗ.

— Кӳр, хам хатӗрлетӗп, — сиксе тӑчӗ Марье. Вӑл йӑпӑр-япӑр пальтине хывса ҫакрӗ, тутӑрне салтрӗ, пӗр платйӗ вӗҫҫӗнех тӑрса юлчӗ. Павӗл ирӗксӗре унӑн стайлӑ илемлӗ кӗлеткине тинкерчӗ. Чи малтанах пилӗкӗ тӗлнех анакан ал хурси пысӑкӑш хулӑн ҫивӗч куҫа курӑнчӗ, ӑна шап-шурӑ капрон лентӑпа вӗҫленӗ. Платйин арки сарлакарах пулин те, пилӗкӗ ҫӑт-ҫӑт. Кӗске ҫӑматӑ кунчи ҫийӗн илемлӗ ура хырӑмӗ курӑнать.

— Павел, — терӗ Марье. — Сан пата никам та килмелле мар-и?

— Ҫук-ҫке, — тавӑрчӗ каччӑ.

— Ҫапах, ҫенӗке ҫаклатсан аван пулмӗ-и? Атту килен-кӗрен тем шутлӗ.

«Юрӗ-и, питӗретӗн вӗт», — ыйтрӗҫ унӑн куҫӗсем. «Ҫаклатсан тата ытларах шутлама сӑлтав пулать», — Шухӑшларӗ Павел, ҫапах та тухса ҫаклатрӗ.

Марье вучах умӗнче вӑр-вар. Кӑвайт ҫатӑртатса ҫунать, ҫатма та чашкӑрма пуҫларӗ. Юрать-ха, ырӑ кӑмӑллӑ хӗреснамӑшӗ пур. Атту ҫын куҫ умӗнче намӑс та курӑн. Вӑл ҫу, кӗрле килсе панӑ.

— Павел, турелккесем хатӗрле, — хушрӗ Марье. — Шӑрттанне хӑвах касса хур.

Сӗтел хушшине ларчӗҫ. Малтанхи куркана сӑмахсӑр, пӗр-пӗрин куҫӗнчен пӑхса шаккарӗҫ.

Эрех ӑша ҫурса анса кайрӗ. Павел ҫывлӑшне аран ҫавӑрса ячӗ. Ӗҫме хӑнӑхнӑ ҫын пек, ҫӑкӑр татӑкӗ шӑршларӗ, питне-куҫне пӗркелентерчӗ. Марье чей сыпнӑ пек, ҫӳҫенмесӗрех, сыпкӑмӑн-сыпкӑмӑн ӗҫрӗ, Павел сасартӑках хырӑмӗ хытӑ выҫса кайнине туйрӗ. Кӑнтӑрла Петӗрсем патне каҫса кӑшт-кашт ҫырткаланӑранпа ӑша хӗлхем те яманччӗ. Вӑл ӑшаланӑ ҫӑмартана васкасах ҫиме пикӗнчӗ.

«Шеремете, апат пӗҫерсе паракан та ҫук», — шухӑшларӗ Марье.

Татах сыпрӗҫ.

— Кичем, Павел. Тӗлӗнмелле салху. Трофим Шупашкара тухса кайрӗ. Пӗчченех эп килте. Никампа калаҫса ӑш-чике пусарма ҫук.

— Эс ху савӑнӑҫ хуҫи. Санӑн пӗр пӳрт кӗнеке. Эп пырса пӑтратаймарӑм-ха. Тен, мана юрӑхлисем, кирлисем, тупӑнӗҫ, — хуравларӗ Павел хӗрарӑм-мӗн каласшӑн пулнине туйман пек.

— Пыр, — савӑнчӗ Марье. — Шыра. Тракторсем ҫинчен справочниксем те пур. Володя илкелесе каять.

— Ӗҫсем пур-ха. Пушансан санӑн библиотекунтан та тухма пӗлмӗп.

— Тем пекчӗ, — ҫиҫрӗ Марье. Хальхинче эрехне хӑех тултарчӗ, пӗрремӗш хут тав туса ҫӗклерӗ:

— Улах ӗҫкишӗн, Павел, — черккине арҫынла, шалтах ӳпӗнтерчӗ Марье. Пӗр хушӑ пуҫне аллисемпе тӗревлесе ларчӗ, унтан Павел ҫине чылай вӑхӑт хушши сӑмах чӗнмесӗр тӗмсӗлсе пӑхрӗ.

— Ҫапла пултӑр эппин.