— Эсир, Баранов юлташ, хӑвӑр пӗр-пӗччен ҫӗр гектар ҫинче кукурузӑ ӳстерни ҫинчен каласа парӑр, — ҫӗкленет пухӑва ертсе пыраканӗ, ӑна пулӑшасшӑн пулса.
— Юлташсем!
Ку сӑмах хыҫҫӑн каччӑн сасси ҫирӗпленет, Павел та халь уншӑн сахалтарах хумханать: ӗлӗкхи хастарлӑхне ҫухатман пулсан, аптрасах тӑракан ача марччӗ-ха.
— Пире парти активӗн пухӑвне чӗннӗшӗн малтанах эп райкома тав тӑвасшӑн. Апла пулсан, пире шанаҫҫӗ, пире коммунистсем хӑйсен вырӑнне юлаканӗсем тесе шутлаҫҫӗ. Атту ку таранччен кунашкал пысӑк та ятлӑ пухӑва комсомол организаци секретарӗсене пӗрре те чӗнменччӗ. Тавтапуҫ сире, Василий Иванович, тавтапуҫ сире, пиччемӗрсемпе аттемӗрсем. Ҫак шанӑҫа ӗҫпе тӳрре кӑларӑпӑр. Пирӗн Трофим Матвеевич тухса калаҫрӗ. Манӑн ытлашши мӗн калас? Пур ҫын пурпа мухтанать, ҫукки ҫукшӑн кулянать. Пирӗн, ҫамрӑксен, ҫукки ытларах. Пӗр виҫӗ кун каялла эл ВЛКСМ райкомӗнчен хут илтӗм. Унта пирӗн комсомол организацин ҫак ҫулта ҫирӗм пилӗк пин ҫӑмарта сутмалли ҫинчен пӗлтернӗ. Ку заданипе эп виҫҫӗмӗш ҫул тертленетӗп. Так. Пӗлтӗр вун сакӑр пинччӗ, кӑҫал тата ҫичӗ пин хӑпартнӑ. Эп нимӗн те ӑнланмастӑп: партипе правительствӑ колхозниксене ял хуҫалӑх продукчӗсем парассинчен хӑтараҫҫӗ те, ку хут каллех памалла тӑвать. Эп, мӗн, хирӗҫ мар, кирлӗ пулать, ӗненетӗп. Анатӑп та трактор ҫинчен, тачкӑ ҫине карҫинкка лартса, ял тӑрӑх ҫӑмарта пухма тухса утатӑп. Тӑрпанкӑ теме пуҫларӗҫ. Шутлӑр-ха, шӳт-им унта кашни комсомолецран ик ҫӗр ҫӑмарта пухма? Хӑшӗ-пӗрин килӗнче пӗтӗмпе те икӗ-виҫӗ чӑх кӑна, теприсен пачах та ҫук. Иртнӗ кӗркунне халер килчӗ те, чӑххисене ҫеҫ мар, автанӗсене те хӑвармарӗ. Ӑҫтан тупса паратӑн халь ҫӑмарта? Комсомол райкомӗ хӗсет, вӑл халер-мӗнне пӑхсах тӑмасть. Вара пасара кайса теҫеткине пӗр-ик тенкӗ парса ил те патшалӑха закуп хакӗпе сут. Так. Мӗн туни пулать ку? Ман шутпа ку, Василий Иванович, партие улталани пулать.
— Тӗрӗс! — илтӗнчӗ темиҫе сасӑ залран.
— Тӗрӗс! — терӗ Павел ҫумӗнчи ҫамрӑк та.
— Кунта райкомӑн пӗрремӗш секретарьне ытла хисеплеҫҫӗ, — шухӑшларӗ Павел.
— Иртнӗ вырсарникун район центрне килмелле пулчӗ. Пасара тухрӑм та, пирӗн ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Александр Петрович Завьялов тӑра парать. Аллинче карҫинкка. Ҫӑмарта илет. Туя хатӗрленет-и-ха ку тесе шухӑшлатӑп малтанах.
— Ну-ка, Володя, — тет мана, — тыт карҫинккана. Ме, — тет, — сана укҫа, ил те ҫӗр ҫӑмарта, заготкантур лавкки патне тух.
Так. Эп вуннӑмӗш теҫетке илмӗ ҫеҫ хатӗрлентӗм, мана хулран милиционер яп! ҫеҫ ҫулса тытрӗ. Аха, тет, усламҫӑ, тинех ҫаклантӑн-и? Ҫӳҫ вирелле тӑрса кайрӗ. Вӑл мана акт ҫырма милицине сӗтӗрет, пасар халӑхӗ ман тавра кӗпӗрленнӗ. Пӗр путсӗр хӗрарӑмӗ тата питрен лачлаттарса сурчӗ. Намӑс, тет, сана ҫакнашкал кӗлеткепе услам туса пурӑнма. Колхоза ямалла сана, унта тӑна кӗртеҫҫӗ, тет. Тупӑннӑ кӗртекен. Ӑна хӑйне, поселок мещенне, колхоза ямалла. Вӑл пур, милицие таса ҫын ҫине вӗскӗртсе тӑрать. Милиципе судьяна ӑна мӗн? Факт кирлӗ. Факт пур. Юрать Александр Петрович ҫитрӗ. Вара хашах! сывласа ятӑм. — Каҫарӑр, — чыс ларать мана милиционер. Усламҫӑ ятне илтсен, сан ҫине ҫынсем сурсан, хӑть каҫар унта, хӑть ан каҫар. Хир урли курӑнать те, сӑмса айӗнчи курӑнмасть. Тытасчӗ сирӗн чӑн-чӑн усламҫӑсене. Так, кайса леҫрӗмӗр ҫӑмартасене. Мана Александр Петрович закупшӑн панӑ квитанцие силлесе кӑтартать: — Куртӑн-и? — тет. — Так, точнӑ, куртам, — хурарлатӑп ӑна. — Ыттисемшӗн пример. Манран районта пӗр комсомолец та тӑрса ан юлтӑр. Эп, тет, ҫӗр процентлӑ пролетариат, ҫавах патшалӑха усӑ кӳретӗп. — Ҫӑмарти кам валли каять? — ыйтатӑп эп. — Рабочи клас валли, пролетариат валли, — хуравлать вӑл. — Апла пулсан, Александр Петрович ахалех шар курать…
Павел президиумра ларакан Трофим Матвеевич Володя ҫине ҫиллексе пӑхнине асӑрхать. Колхоз председателӗ кӗлеткипех трибунӑ енне ҫаврӑнса ларнӑ, хытанка аллипе хура сухаллӑ янахне хыпалать. Пухӑва ертсе пыраканӗ ҫеҫ ҫаплах хӑй лӑпкӑлӑхне ҫухатмарӗ, тимлесех итлерӗ. Акӑ, колхоз председателӗ унӑн хӑлхи патнех пырса темскер пӑшӑлтатрӗ. Вара вӑл та чӑтаймарӗ курӑнать:
— Эсир, Баранов юлташ, кукуруза ҫинчен каласа парӑр.
— Калатӑп, Василий Иванович, калатӑп, — тӑсрӗ малалла Володя… — Вӑл пирӗн хӑна мар, яланлӑх килнӗ культурӑ. Ун валли колхоз чи лайӑх ҫӗр уйӑрать, пӗтӗм тислӗкӗн ҫуррине унта тӑкать. Акӑ ӑҫта вӑл манӑн ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗ. Эп мӗн… Лайӑх тӑваткалсем туса акса хӑваратӑп, ҫум курӑкӗ шӑтиччен культиваци тума пуҫлатӑп.. Илтрӗр-и? Ҫум курӑкӗ шӑтиччен… Вара пӗр метр ытларах ӳсичченех кӑпкалататӑп. Вӑт сана гектартан сакӑр ҫӗр центнер силос масси те. Кукурузне тума вӗрентӗмӗр ӑна. Так. Ытти тырӑсем ҫинчен мантӑмӑр, ыттисем ама ҫури ачисем пулса юлчӗҫ. Ҫавӑнпа колхозниксенчен тепӗр хут ҫӑмарта пухма тапратрӑмӑр…