Выбрать главу

Марье ҫаплах каччӑ ҫине пӑхрӗ.

— Юрататӑп, Павел, — сасартӑк сӑмах хушрӗ вӑл. — Сана юрататӑп.

Каларӗ те ҫапла, темӗнле йывӑр япалана хӑй ҫинчен илсе пӑрахнӑн ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

6. Асли вырӑнне асли тупӑнать

1

Трофим Матвеевич Шулашкара кӑйсан пушӑ алпа таврӑнмасть.

Ӗлӗк, предҫедателе суйличчен, суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен тусӗсем халь те ӗҫлеҫҫӗ-ха. Хӑшӗ-пӗрисем службӑ пусми тӑрӑх ҫӳлтен те ҫӳле хӑпарчӗҫ, теприсем вырӑнтах талӑртатрӗҫ, хӑшӗсем аялтан та аяла анса пычӗҫ. Теприсем… Ялти йӑла ютра юраман, терӗҫ. Социализм обществи, гигантла утӑмсем турӗ пулин те, тӗрлӗрен йӑх-яхсенчен хӑтӑлса ҫитеймерӗ. Пӗри патшалӑх кӗсйине хӑй кӗсйинчен уйӑраймарӗ, тепри хӑйне сӗрнине хирӗҫ пулаймарӗ… Вӗсене кирлӗ ҫӗре ӑсатрӗҫ. Анчах ахаль калаҫҫӗ-и ӑслӑ вырӑнне ӑслӑ, ухмах вырӑнне ухмах, вӑрӑ вырӑнне вӑрӑ тупӑнать, тесе. Шыв пулсан пулӑ пурӑнать. Трофим Матвеевичшӑн ҫынпа паллашасси темех мар: чӗлхе-ҫӑвар ҫаврӑнать.

Шӑпа такам патне те ҫитерет. Кирлӗ кунта ҫӗрӗк ҫӑпата та кирлӗ, асӑркамасан — ҫӗрӗк тунката та такӑнтарать. Кивӗ тусӗсемпе вӑл ӗлӗк мӗнле пурӑннӑ, халь те ҫаплипех: калаҫмӑ та, хӑналама та ӳркенмест. Лешсем те унӑн кӑмӑлне аван пӗлеҫҫӗ. Кирлӗ япала пуррине пӗлчӗ пулсан, таҫта-таҫта ҫитет те — илет. Ҫитменнине вӑл суту-илӳ работникӗсен мухтавӗ: вӗсен ятне варалама мар, чапа кӑларчӗ. Юлса пынӑ «Ҫавал» колхоз ҫинчен халь реопубликӑра та асӑнаҫҫӗ.

Виссарион Марковича ӑсатса ярсан виҫӗ кунталах Трофим Матвеевич Шупашкара ҫитрӗ. Тракторсемпе автомашинӑсем валли запаслӑ пайсем туянса ӑсатнӑ хыҫҫӑн республикӑри тавар базинчен тата ҫӗнӗ стройкӑсенчен хӑпма пӗлмерӗ. Района шӑнкравларӗ, райӗҫтӑвком председателӗпе нумайччен калаҫрӗ. Райсоюз счечӗпе икӗ тоннӑ белилӑ тата хӑмла ҫыртарса илчӗ. Колкоз председателӗн критикинчен хӑракан райсоюз председателӗ ырӑ кӑмӑллӑ Герасимов япаласене тиеме машинӑсем те ярса пачӗ.

— Вот кооператор. Оперативнӑ! Ҫапла ӗҫлесен сана ма мухтас мар! Маттур, Мӗн тӑватӑн унта? Отчет? Бухгалтерсене хӑвала. Кил, кил хам кунта чух, — калаҫрӗ Трофим Матвеевич телефонпа.

Чӑнах та, Герасимов ҫав кунах «Победӑпа» Шупашкара карлаттарса ҫитрӗ. Каҫхине вӗсем халӑхпа тӑках тулнӑ «Атӑл» ресторанта ларчӗҫ. Колхоз председателӗ шампански ҫеҫ ӗҫрӗ, тусӗсене е коньякпа, е шурӑ эрехпе хӑналӑрӗ.

— Матвейч! — кӑла, эп сана усал тунӑ-и? Туман. Хӑҫан эс мана пленумсемпе конференцисенче намӑслантарма пӑрахатӑн? — ҫыпӑҫрӗ Герасимов. — Района мӗн килет, чи малтан сана, — шӑлчӗ вӑл куҫӗсене.

— Ҫитӗ, ҫитӗ… Мӗн иртнине асӑнатӑн. Эс ҫавна шута ил: эп трибунӑ ҫине тухсанах оратор кӗҫҫипе чирлетӗп, — шӳтлерӗ Трофим Матвеевич. — Малалла тӗкӗнместӗп сана. Халь ӗҫлессе те лайӑх ӗҫле пуҫларӑн.

— Эп начар ӗҫлемен. План тулса пырать…

«Эрех сутнипе план тултарма ҫӑмӑл», — шухашларӗ предоедатель, анчах Герасимова урӑхларах хуравларӗ. — Вот маттур. Ҫавӑпта чӗннӗ те сана хӑнана. Ӗҫрӗмӗр. Ну-ну, мана чул тума эп хӗрарӑм мар, ӗҫрӗмӗр…

Ирхине бавӑра ӗҫлекен пӗр тусӗ Трофим Матвеевичран ҫапла ыйтрӗ:

— Мӗн тӑван кун чухлӗ хӑмлапа? Колхозна авлантаратӑн-им?

— Май уявӗнче колхоз ӗҫки тӑватӑп. Ку пӗрре. Унтан колхозниксене кирлӗ. Ку иккӗ, — пӳрнисене хутлатса нимӗн кулмасӑр пӗлтерчӗ вӑл. Куҫӗ ҫеҫ самантлӑха чее хӗлхемле ҫиҫсе илчӗ.

Машинӑсене ӑсатса ярсанах, Трофим Матвеевич ҫак таварсем колхоза мӗн чухлӗ тупӑш парассипе шутлама пуҫларӗ.

Белилӑ — дефицит. Колхозниксене кирлӗ. Ӑна халь йӑлӑр-япӑрах тупса илме ҫук. Хамӑр ҫынсене кӑшт хаклӑрах хакпа, ют ялсене икӗ хакпа сутӑпӑр. Пӗлтӗр илнине кӑҫал та илеҫҫӗ. Патшалӑх хакӗ те пӗр кило хӑмла хӗрӗх тенкӗ, пасарта кӗренкки вӑтӑр тӑрать. Иккӗмӗш сорт ӗнтӗ. Ял ҫынни сортне пӑхса тӑмасть, лавкка хӑмли хаяр, тет. Кӗҫ уяв тата: мункун, пӗрремӗш Май. Куҫпа курса юлаймӑн. Хӑмлах хӗрӗх пин енне тупӑш парать. Ҫул укҫи, тӑкак пур шӑртак. Тупӑшӗ вара…

Чӑнах та, Ҫавалкаса ытти ялсенчен колхозниксем кашни ҫуркуннех белилӑла пӑта патне пыраҫҫӗ. Колхоз патшалӑх хакне хӑпартса икӗ хакпа шӑйӑрать пулин те, кирлӗ япалашӑн укҫа шел мар. Ӑҫтан туятӑн урӑх? Пурнӑҫ лайӑхланса пырать, ҫурт-йӗр тӑвакансен йышӗ ӳсет. Пӑхатӑн та пӗр-пӗр урама, машинпа мар, лавпа иртсе кайма та вырӑн ҫук: пура ҫине пура, пӗрене кули ҫине пӗрене купи. Райсоюз ҫывӑрать. Ҫывӑрмасан та тепӗр чух республикӑ склачӗсенче тупса илейместӗн. Трофим Матвеевич вара Свердловска та, Мускава та, Чулхулана та каять е ярать. Шыракан тупать.

Ӑмсанаҫҫӗ ытти ял ҫыннисем Ҫавалкас председательне, колхозниксем умӗнчех мухтаҫҫӗ. Ку унӑн ятне, чанне тата ытларах хӑпартать.