Выбрать главу

Колхоз председателӗ ҫапла хӗрсе кайнине Павел пӗрремӗш хут курчӗ. Ҫавӑнпа вӑл ун ҫине художник пек интересленсе пӑхрӗ. Трофим Матвеевичӑн пит ҫӑмартийӗ вӗттӗн-вӗттӗн сиккелет. Ун умӗнче Петӗр, вӑрӑпа пӗрремӗш хут ҫакланнӑ ҫын пек, куҫне уҫаймасӑр пуҫне ҫӗрелле чиксе тӑчӗ.

— Колхоз тимӗрне тӑккалатӑр. Эс мар-и макӑран, Петӗр, вӑл ҫук та ку ҫук тесе? Халь колхоз япалинчен кӗпер тумалӑх та тимӗр тупӑнчӗ! — янӑрарӗ председатель.

— Ӑна Павел хӑй тупнӑ. Колхозӑн мар, — аран ҫеҫ ҫӑвар уҫрӗ Петӗр.

— Унӑн аслашшӗ хуҫа пулнӑ-и? Ӑҫтан туптӑр вӑл. Павел хӑюланать.

— Трофим Матвеевич. Йӑлтах мӑна айӑплӑр. Эп хирӗҫместӗп. Анчах пуҫланӑ ӗҫе туса пӗтеретӗпех.

— Эс трактора юсаса пӗтер-ха. Атту килнӗ-килмен акӑш-макӑшсем шухӑшласа кӑларнӑ. Колхоза усӑ ларас вырӑнне тӑкак кӳретӗн. Эсир мӗн пӑхса тӑратӑр? — сиксе ӳкрӗ вӑл сварщикпе шофер ҫине. — Эп чӗнмен сире, яра парӑр.

Татах чылай шавларӗ председатель.

Чӑтаймарӗ Павел пӑрахса утрӗ.

Акӑ сана тӑван кӗтес саламӗ. Эс ӑна пуянрах, ырӑрах тӑвас шутпа тавранатӑн та ҫӗнӗ ҫӗртен, сана пулӑшас вырӑнне малтанах такӑнтараҫҫӗ. Неушлӗ Прыгунов ним те ӑнланман этем? Каласа пачӗ вӗт-ха вӑл ӑна, усӑ пуласса ӗнентерчӗ. Вӑл пур…

Ҫапах алла усмалла-и? Ҫук. Икӗ мулкачран пӗрне тытас хӑть. Вӑл килне кайса апат ҫисе тракторӗ патне таврӑнчӗ.

Усал хыпар унпа ҫӳрет. Тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнчи шӑв-шав ҫинчен ытти трактористсем те пӗлнӗ-мӗн. Элекҫипе Гришка Павела таҫтан вӗр-ҫӗнӗ магнето тупса илсе пырса пачӗҫ.

— Халлӗхе сур-ха эс плугӗ ҫине, таканласа пӗтер хурҫӑ утна, — терӗ Элекҫи.

— Лашине тытса кӳлсен, пушшине явма пулать, — ҫавӑрса лартрӗ Гришка.

— Совестнӑ, — ярса илчӗ Микулай мучи. — Контушӑн пулнӑ этем вӑл, Матвейчӑ. Пулкалать унпа унашкал-кунашкалли.

— Эс, Николай Андреевич, Арлан Аркайӗ калавне каласа пар-ха пӗрех хут, — куҫне чеен ялкӑштарчӗ Володя. — Паян тем ӗҫлес кӑмӑл хӑнана кайрӗ.

— Пӗр пуҫланӑ япалана каласа пӗтермелле ҫав… Ҫапла ӗнтӗ. Ийя… Ҫапла кумсумул пӗлтӗр маххӑ памарӗ, кӑҫал та аптрамасть пек. Пӗр Санькӑна ҫеҫ йӗркене кӗртейместӗн, — хушса хучӗ мучи.

— Суккӑр лаша пекех ҫултан пӑрӑнатӑн, — чӑтаймарӗ каччӑ. — Эс хӑвна Аркай мӗнле ислетни ҫинчен каласа катарт.

— Пулнӑ, пулнӑ унашкал-кунашкалли, Вӑл мар-ха халь… Ав, ҫын килет. Ваҫлей Иванчӑ мар-и ҫав? — ыйтрӗ мучи, ҫын еннелле тинкерсе.

— Тӗрӗс. Так. Райком секретарӗ килнӗ, — хавасланчӗ Володя. — Кахал йытта вил мулкач. Савӑн, Павел, халь каласа паратӑп.

— Ҫук, самах та ан шарла, — тавӑрчӗ ана Павел. — Элеклеме кирлӗ мар. Хамӑр вӑйпах пӗтеретпӗр.

Трофим Матвеевич унашкал такӑнтарсан, виҫӗ ҫулта та вӗҫлейместпӗр, — ҫине тӑчӗ комсорг.

Павел хӑйсем патнелле килекен ҫын ҫинелле тинкерчӗ. Ара ку, леш, парти активӗн пухӑвне ертсе пынӑскер-ҫке. Ҫавракарах пит-куҫлӑскер, янахӗ пӑч-путӑк. Путӑкӗ янахне икӗ пая пайлать, ӑна кирек кам та тӳрех асӑрхамалла.

— Салам Ҫавалкас маттурне, Николай Андреевича та салам, — терӗ вӑл, вӗсене ал парса. Павела пӗр хушӑ хӑйӗн кӑвак куҫӗпе чӑрлаттарса сӑнарӗ.

— Каҫарӑр, сире паллаймастӑп, — терӗ вӑл, Павела та ал парса.

— Кадышев, тракторист, — хуравларӗ каччӑ.

— Тахҫантанпах ӗҫлетӗр-и?

— Ҫук. Килни те икӗ эрне ҫурӑ кӑна.

— Ҫапла пуль терӗм. Ҫартан таврӑнтӑр-и?

— Казахстанран.

— Тарса килтӗр алла. Эпир, чӑвашсем, хамӑрӑн пӗчӗк кӑна кӗтесӗмӗре ытла та чиксӗр юрататпӑр пулас. Ҫӗпӗре те, Казӑхстана та каяҫҫӗ, ҫав-ҫавах нумайӑшӗсем каялла таврӑнаҫҫӗ. Ку пирӗн те ырӑ ен, те ҫитменлӗх, — хӑйпе хӑй калаҫнӑ пекрех пуплерӗ вӑл.

— Василий Иванович, — калаҫӑва кӗчӗ Володя, — кунта та лайӑх механизаторсем кирлӗ. Унта вӑл виҫӗ ҫул ӗҫлесе панӑ. Ҫитет. Килме вӑл пысӑк сӑлтавпа килнӗ…

— Казахстӑнҫа хӗр сахал, теҫҫӗ. Авланма мар-и? — шӳтлерӗ секретарь.

Павел хӑй хӗрелнине туйрӗ. Володя ҫав вӑхӑтра, нимӗн пулман пекех, Павел плугӗ ҫинчен, Прыгунов вӗсене ятласа тӑкса, ӗҫе пӗтермесӗрех хуса яни ҫинчен пытармасӑр каласа пачӗ. Павел юнани те, куҫӗсене хӗсни те пулӑшмарӗ. Тракториста райком секретарӗ тимлӗн итлерӗ, лешӗ каласа пӗтерсенех Николай Андреевича ҫупӑрласа илчӗ те.

— Пӑхатӑп та, Николай Андреевич, эс шӑлусене ҫивӗчлетсех пыратӑн пек туйӑнать. Сывлӑху эппин, лайӑх пуль-ха. Анна еплерех? Матрена Никитична мӗнле чупать? — тесе ыйтрӗ.