Мускавалла вӗсем ултӑ сехет кӑна вӗҫрӗҫ. Ытти чухне вӗсем унта япаласем туянма, курса ҫӳреме тесе талӑклӑха е икшер талӑклӑха юлаканччӗ. Хальхинче тем васкатрӗ ӑна. Мускав — Хусан пуйӑсӗ ҫине ахаль билетсем ҫукчӗ ӗнтӗ, йӑлтах сутса пӗтернӗ; ҫапах та колхоз правленийӗ тӳлеменннне пӗлсех, иккӗшӗ те ҫемҫе вӑкуна билет туянчӗҫ.
— Улпут пекех илсе ҫӳрерӗн, — елпеке тутине пӑрчӗ Хапӑс Петӗрӗ — Ӑҫта мура васкатӑн? Ку хутӗнче путлӗн ӗҫсе кураймарӑмӑр. — Каймаллаччӗ пӗр-пӗр ресторана. Ӗҫменнине ӗненеҫҫӗ тетӗн-и? — Ҫан ҫинчен те ав, мӗн кӑна калаҫмаҫҫӗ! — катаран пуҫларӗ вӑл. Ҫӗнӗрен туяннӑ сап-сарӑ чӑматанне сак айӗнчи ещӗке кӗртсе лартрӗ. Хӑйӗн сӑмахӗ Виссарион Марковича хускатрӗ-ши тесе, сарӑ куҫӗсемпе ун ҫине тӗллерӗ.
— Мӗн калаҫҫӗ? — асӑрханарах ыйтрӗ Виссарион Маркович.
— Пӗлместӗн пулать, — тавӑрчӗ Петӗр, кивӗ пальтине хывса. — Пӳрт тума илнӗ кивҫене те колхоз ҫӗр улмине сутсах татрӗ, теҫҫӗ. Санӑн перекет кассинче те ҫирӗм пин укҫа выртать имӗш. Эп илтнине ҫеҫ калатӑп, — сарӑ куҫне тартрӗ Петӗр.
— Тата мӗн? Пуҫларӑн-тӑк, каласах пӗтер.
— Выльӑх илнӗ пирки те, йӳнӗпе илсе хаклӑ кӑтартатӑн пулать.
— Тата мӗн? — купе алӑкне хупса лартрӗ Виссарион Маркович.
— Ыттисене эс ҫынсенчен ыйт, — таварчӗ Петӗр.
— Ах, эс подлец! — сасартӑк ҫупса ячӗ Петӗре Виссарион Маркович. — Арҫын-и эс е хӗрарӑм? Ман ҫирӗм пин укҫа ӑҫта? Ну? Ӑҫта? Кала, ӑҫта? — силлеме пихенчӗ вӑл кладовщике.
Пичӗ ун кӑвакарса кайрӗ, куҫӗсем ҫаплипех типпӗн те ҫилӗллӗн ялкӑшрӗҫ. Сывлама хӑвӑрт сывларӗ, тути вӗттӗн-вӗттӗн сиксе чӗтреме тапратрӗ. Чӑтаймарӗ… тепре ҫупса ячӗ.
— Ҫын сӑмахӗшӗн мӗн эс мана ҫапатӑн? — тарӑхарах ыйтрӗ Петӗр.
— Пӗлетӗп эп кам сӑмахне, — вӑйсӑррӑн кайса ларчӗ парторг купен ҫемҫе сакки ҫине.
— Ме, кайса ил! — сасартӑк пӗр ывӑҫ укҫа кӑларчӗ Виссарион Маркович. — Кӑна эп урӑ пуҫпа манса каяс ҫук.
— Пуйӑс кӗҫех каять, — хӑравҫӑллӑн пӑхкаларӗ Петӗр.
— Тата ҫур сехет. Чуп — хушрӗ Виссарион Маркович.
Кладовщик тухса кайсанах чӗри чиксе илнине туйрӗ вӑл, пӗр хушӑ тапмах чарӑнчӗ тейӗн. Вара васкасах сылтӑм аллипе сулахай кӑкӑрне йӑвалама пикенчӗ.
Юлашки вӑхӑтра час-часах чӗрепе аптрать вӑл. Ыратни иртсе кайиччен, куҫӗсене хупса, хусканмасӑр ларчӗ, ҫамки ҫине шултра тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ.
Кӗсйисене эрех кӗленчи чиксе тултарнӑ Петӗр ҫитрӗ. Вӗсене купе сӗтелӗ ҫине кӑларса лартрӗ.
Купене урӑх ҫын таврашӗ ларакан пулмарӗ.
Пуйӑс тапрансанах малтанхи стаканӗсене шаккамасӑр, пӗр-пӗрне ырӑ та хура та сунмасӑр ӗҫрӗҫ. Куҫӗсене пӗр-пӗринчен тартрӗҫ. Иккӗшӗ те хӑвӑрт хӗрчӗҫ… Петӗр чӗлхи чи малтан салтӑнчӗ.
— Йывӑра ан ил, Виссар, чун чӑтмарӗ. Мана та икӗ пин, ыттисене те икӗ пин. Эп вӗсемпе мӗнле тан пулам-ха? Хӑнана чӗнсен те ӑслӑ хуҫа хӑнисене тан пахмасть: юратаканине, хӑйне усӑ кӳрекеннине, кӗрекене лартать, эрехпе ытларах сӑйлать. Акӑ, — вӑрӑм та ҫинҫешке пӳрнисене тӑсрӗ кладовщик, — вӗсем те тан мар.
Виссарион Маркович сак айӗнчи пӗчӗк хура чӑматана сӑмах чӗнмесӗр туртса кӑларчӗ. Укҫа пачкисене курнӑ Петӗрӗн куҫӗсем выҫ кашкӑрӑнни пек ялкӑшса илчӗҫ.
— Ме тата пин! — вуншар тенкӗлӗх укҫа пачкине тӑсрӗ парторг. Тулӗк, тархасшӑн, ан макӑр. Тата ҫавна ан ман: вӑл ман укҫа мар, Марьен. Эп хама валли хальхинче пӗр пус та илмен.
— Эп, хосподи, эп… Сана айӑпламас. Тавтпуҫ, Виссар, ӗмӗрте манмӑп… Эп, хосподи, ҫынсем калаҫнине ҫеҫ пӗлтертӗм. Манмас, Виссар, манмас. Ман унта ытлашши пӗр мӑйӑх шурӑ ҫӑнӑх пур. Ҫитсенех ларса яратӑп, — епрерӗ кладовщик.
— Пулнӑ-иртнӗ, — сасартӑк ҫураҫрӗ парторг. — Кам палкать, ҫӑварне хупла. Ӗлӗкхи Виссара манса кай. Мана сан ҫӑнӑху кирлӗ мар. Ку таран вӑрласа мар, ӗҫленипех пурӑннӑ. Малалла та ҫапла пурнӑп. Ҫӑнӑкне ӑна Марьепех пар, лакки тултӑр.
— Мӗн эс, хосподи. Пӗлместӗп-им эс пӗтӗмпех Марьешӗн тӑрӑшнине? Мана та вӑл вӗренпех пӑвса лартрӗ. Матвеевич, тет, колхозшӑн тӑккаланать, сан ӑна пулӑшма «хура кассӑ» пулмалла. То укҫа кирлӗ ӑна, то аш-пӑш. Ӗҫер-ха пӗрех хут, — йӑпӑлтатма пуҫларӗ Петӗр.
Пӗрремӗш хут шаккарӗҫ.
— Сире эп хӗрхенетӗп, — шакӑлтатрӗ ӳсӗрӗлсе кайнӑ Петӗр. — Коммунистсем эсир. Ӗҫме юрамасть, инке-арӑмсем патне кайма чараҫҫӗ. Пурнӑҫ-и вӑл? Хӑвӑнтан хӑв хӑраса ҫӳретӗн. Унашкал пурӑниччен пурӑнманни лайӑх. Мана мӗн? Ӗҫеҫ килет — ӗҫетӗп, никам та партейца тесе тӗкмест, никам та выговор памасть. Хама хам кнеҫ эп. Виҫ те виҫ тарасапа тырру-ҫӑнӑхна.