— Палкатӑн ытлашши. Партие эс ан тӗкӗн, вӑл санашкал «кнеҫсем» валли мар, — касса татрӗ парторг.
— Шӳте те ӑнланмастӑн, — кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулчӗ Петӗр.
— Ҫывӑр выртса.
Ӳсӗрӗлсе кайнӑ Петӗр нумай кӗттерсе тӑмарӗ. Малтан вӑл кӑштах тӗлӗрем пекки турӗ, унтан кӗҫех харлаттарма та пуҫларӗ. Сӗтел ҫине ҫутса лартнӑ хӗрлӗ абажурлӑ лампӑран унӑн сарӑ ӳтлӗ пичӗ ҫине пӗрре вӑйсӑрланакан, тепре вӑйланакан ҫутӑ ӳкет.
Виссарион Мартович та куҫне хупрӗ. Пуҫа аса-илӳсем ҫавӑрса илчӗҫ.
Ашшӗне Виссар аван ас тӑвать. Килне Марк Осипович яланах ирхине таврӑнатчӗ. Чи малтанах вӑл Виссара пуҫӗнчен ачашласа вӑратать. Кушӑркаса хытнӑ ал тупанӗсем унӑн питне чӗркелеҫҫӗ, вӑл алсенчен яланах чапӑр курӑкӗн ырӑ шӑршипе хутӑшса кайнӑ лаша тарӗн шӑрши кӗретчӗ. Хӗлле те ҫак алсемпе пӗрле ешӗл ҫаранлӑ, ешерекен улӑхлӑ, симӗс вӑрманлӑ, сарӑлса кайнӑ Ҫаваллӑ ҫуркунне килнӗн туйӑнатчӗ.
— Тӑр, шкултан юлатӑн. Ирхи кайӑк тутӑ пулать, — вӗрентетчӗ вӑл. — Уроксепе хатӗрленӗ-и?
Ҫапла кашни кунах. Хӑй ликбеза пӗр хӗл кӑна утнӑскер, вӑл аслӑ ывӑлне темле пулсан та вӗрентсе ӑслӑ этем тӑвасшӑн ҫунатчӗ. Вырсарникун уншӑн яланах тӗлӗнтермӗш кунччӗ.
— Акӑ, совет влаҫӗ ачасене мӗн пӗчӗкренех кахала вӗрентет. Эпир вырсарникун та ӗҫлетпӗр, сире мӗншӗн кантармалла? Эсир улпут ачисем-и? Тӑр, тӑр, вӗрен. Шӑллусене вӗрент.
Виссарион ашшӗн иккӗмӗш пуслӑхӗ пулнӑ. Марк Осипович Шупашкара лава кайсан тахӑшӗ курайманнипе вут тӗртсе янӑ та, пӳртре ҫывӑракан арӑмӗпе икӗ пӗчӗк ачи те ҫунса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Сурӑм енчи тӑван ялне пӑрахсах Ҫавалкаса куҫса килнӗ. Ҫапла инкек курнӑран-ши ашшӗ кил-йышӗпе питӗ кӑмӑллӑччӗ. Вӑтӑртан иртнӗ, килсӗр-ҫуртсӑр кӗтӳҫе Виссар амӑшӗ вунсаккӑртах качча тухнӑ. Пӳрчӗ вӗсен мунча пекех пӗчӗкчӗ. Амӑшӗ, Виссар ас тӑвасса, вырӑн ҫинче выртса курман: унта ура вӗҫлӗ тата икӗ пӗчӗк шӑллӗ ҫывӑратчӗҫ. Лешӗ килте ҫывӑрнипе ас тумасть вӑл: ҫулла ут кӗтӗвӗпе — улӑхра, хӗлле — лаша пӑхакансӗн ҫуртӗнче. Вӑрҫӑ умӗн вӗсем пысӑк пӳрт лартрӗҫ, ҫынсен ретне кӗчӗҫ.
Аса килеҫҫӗ те иртнисем, намӑс пек. Ашшӗ пурнӑҫне шутласан, темиҫе хут вӑйлӑ пурӑнать халь Виссар. Марк Осипович ҫыннӑнне шӑрпӑк та тивмен. Вилчӗҫ ваттисем. Таврӑнмарӗ ашшӗ вӑрҫӑран. Ашшӗ ачисене те ют ҫын пурлӑхне тӗкӗннине тӳсме пултараймастчӗ. Ҫапла пӗррехинче кӳршӗсен пахчине кишӗр-вӑрлама кӗрсен, урхалӑхпӑ туртса каснине халӗ те манман-ха.
— Ҫыннӑнне ан хапсӑн, — тенӗччӗ ашшӗ. «Ҫыннӑнне ан хапсӑн, — сиксе тапать тӑнлаври юн тымарӗ. Кирлӗ мар ҫыннӑн. Колхозӑнне кӑшт-кашт илни-и? Вӑл ҫыннӑн мар. Унта манӑн ӗҫ, манӑн вӑй-хал ҫуккӑ-и?»
«Эс йӑнӑштӑн», — сиксе тапать юн тымарӗ.
«Йӑнӑшатӑн? — ыйтать шухӑш.
— Пулма та пултарать, — килӗшет, вӑл. — Нумай кирлӗ-и ҫынна йӑнӑшма? Тепре чухне шурлӑх умне пыратӑн та, каҫса кайма та пулать пек. Ҫиелтен курӑк ӳссе ларнӑ. Ут та ут. Ярса пусатӑн та чӗркуҫҫи таран лапра ӑшне путатӑн. Уру вараланнипе, уру йӗпеннипех ҫырлахма та пулӗ, анчах ҫав путсӗр шурлӑх кӗлеткӳпех ҫӑтса яма пултарать…»
Виссарион Маркович, шухӑшӗнчен хӑтӑлас тесе, чей стаканӗ ҫине эрех тултарчӗ. Сывламасӑр ӗҫсе ячӗ. Нимӗн те ҫыртмарӗ. Сасартӑк ӑна пӑчӑ пек тӳйӑнса кайрӗ. Вӑл кӗпе тӳмисене те вӗҫертсе ӗлкӗреймерӗ: малтан чӗре чӑтмалла мӑр ыратса, чиксе килчӗ. Ӑна такам курӑнман та вӑйлӑскер кӑкӑртан пысӑк чӑмӑрпа ҫапнӑн туйӑнчӗ. Куҫ хуралса килчӗ, сывлӑш ҫитменнипе вӑл ҫӑварне карса пӑрахрӗ… Чунсӑр кӗлетке сак ҫине вӑйсӑррӑн тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Яланах ӗҫнӗрен тӗлӗксемпе айланакан Петӗр тепӗр виҫӗ сехетренех вӑранчӗ. Пуйӑс ураписем ҫаплах рельсӑ сыпӑкӗсене шутлаҫҫӗ, купере ҫаплах хӗрлӗ абажурлӑ лампӑ ҫутӑ сапать. Вӑл сӗтел ҫинче ларакан эрех кӗленчине ярса тытрӗ. Пушӑпа пӗрех. Эрехӗ тӗпӗнче кӑна. Ӑна кӗленче тутинченех ӗҫсе ярсан, ӑш кӑштах лӑпланнӑн туйӑнчӗ. Вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑрах кӳршине сӑнарӗ. Сӗтел ҫине витнӗ ейме усӑнса аннӑ, ҫавӑнпа вӑл Виссарион Марковичӑн питне курма памасть. «Аттине те хывайман иккен, урисем ҫӗрелле усӑнса аннӑ. Ман хыҫҫӑн татах ӗҫнӗ пулас…» — шухӑшларӗ Петӗр.
Кладовщик пуҫне ҫӗклерӗ. Унӑн куҫӗ умне турех парторгӑн кӑнтарса выртакан алли курӑнчӗ. Вал темшӗн шанса хытнӑ этемӗн аллине аса илтерчӗ. Ҫакна курсан, Петӗрӗн чӗри теме сиснӗ пек шиклӗн кӑртлатса илчӗ. Вӑл сиксе тӑчӗ.
Виссарион Маркович месерле кайса ӳкнӗ. Хулӑнман куҫӗсем маччаналла тӗлсӗррӗн пӑхаҫҫӗ… Ҫӑварӗнчен юн тухнӑ.
— Вӑрӑсем вӗлернӗ… — чӗтреме ерчӗ Петӗр. Вӑл тӳрех Виссарӑн хура чӑматанне ҫулса тытрӗ. Чӗтрекен аллисемпе чылай хушӑ чӑматана уҫасшӑн аппаланчӗ. Укҫа пачкисем курӑнса кайсанах вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ, вӗсене васкавлӑн хӑй чӑматанне персе чикрӗ. Унтан тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ: